Шырав: ырă

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

бальзам

бальзам (ырă шăршăллă маç)

ваниль

ваниль (тропикри ырă шăршăллă йывăç çимĕçĕ)

вĕçĕмсĕр

бесконечно, беспредельно
чрезвычайно

вĕçĕмсĕр ырă — бесконечно добрый
вĕçĕмсĕр юрат — любить очень сильно

гвоздика

2.
гвоздика (апата техĕмлетмелли ырă шăршăллă япала)

гиацинт

бот.
гиацинт (ырă шăршăллă чечек)

жасмин

жасмин (ырă шăршăллă шурă чечеклĕ тĕм)

иккен

2.
то, что...
о том, что...

вăл ырă çын иккенне пурте пĕлеççĕ — то, что он добрый человек, все знают

ирхине

утром
ирхине ирех — рано утром
ирхине тухса кайăпăр — мы выедем утром
Ирхине килекен ырă хыпарпа килет, çĕрле çӳрекен çĕвек хыпарпа çӳрет. — погов. Утренний посетитель с доброй вестью, ночной — с дурной.

кардамон

кардамон (ырă шăршăллă япала)

каç

вечерний
ночной

каçа хирĕç — под вечер, к вечеру
каç кӳлĕм — 1) вторая часть рабочего дня 2) под вечер
каç пулнипе — к вечеру, под вечер
иртнĕ каç — прошлый вечер, прошлым вечером
каç вырт — заночевать, переночевать
каç выртмалла кай — поехать с ночевкой
каç пулать — вечереет, наступает вечер
каçа юл — быть застигнутым ночью
ырă каç пултăр! — добрый вĕчер!

кăмăл

1.
характер, свойство характера
ăшă кăмăл — радушие, приветливость
вылянчăк кăмăл — изменчивость, непостоянство
йывăр кăмăл — тяжелый характер
çемçе кăмăл — мягкосердечие
тӳрĕ кăмăл — прямота
усал кăмăл — злобность
уçă кăмăл — 1) щедрость 2) откровенность
хытă кăмăл — жестокосердие
ырă кăмăл — доброта

кăмăллан

становиться добрым, радушным, ласковым
ырă кăмăллан — становиться добрым

кăтарт

7. с некоторыми сущ.
образует сочетания со знач. действия в соответствии со смыслом сущ.:

асап кăтарт — причинять мучения, мучить
хурлăх кăтарт — причинять мучения, мучить
инкек кăтарт — приносить беду
шар кăтарт — приносить беду
канăç ан кăтарт — не давать покоя
пархатар кăтарт — приносить пользу, оказывать услугу
усă кăтарт — приносить пользу, оказывать услугу
хур кăтарт — причинять зло, обижать
ырă кăтарт — делать добро

кĕт


вăхăт кĕтмест — время не ждет
кĕтмен тĕлпулу — неожиданная встреча
кĕтмен хăна — нежданный гость
кĕтни кăлăхах — ожидания напрасны
кĕтни ахалех — ожидания напрасны
ырă сунса кĕтетпĕр! — добро пожаловать!
кĕтсех тăр! — того и жди!
кĕтмелле сут — продавать в рассрочку

куштанлăх

2.
зазнайство, высокомерие, надменность, заносчивость
куштанлăх ырă тумасть — зазнайство к добру не приведет

кӳршĕ

соседский, соседний
ырă кӳршĕ — добрый сосед
кӳршĕ хĕрĕ — соседская дочь
кӳршĕ хула — соседний город
юнашар хваттерти кӳршĕ — сосед по квартире
кӳршĕсемпе килĕштерсе пурăн — ладить с соседями
Кӳршĕсĕр кун çук, вилсен те кирлĕ. — посл. Без соседа и дня не проживешь, даже после смерти нужен сосед.

кӳршĕллĕ

в соседстве
ырă кӳршĕллĕ хутшăнусем — добрососедские отношения
пирĕнпе кӳршĕллĕ патшалăх — сопредельное государство
пирĕн картишсем кӳршĕллĕ — наши дворы смежные, примыкают друг к другу
кӳршĕллĕ пурăн — жить в соседстве с кем-л.

лăплантар

2.
успокаивать, умиротворять, приносить успокоение, умиротворение
ырă хыпар чуна лăплантарать — добрая весть приносит успокоение

мар

1. частица отриц.
не
не-

аван мар — нехорошо
ахальтен мар — недаром
инçе мар — недалеко
пĕрре кăна мар — неоднократно, не один раз
сахал мар — немало
халь мар — не сейчас
ĕçсем чаплах мар — дела не совсем хороши
хуларан инçех мар — не так далеко от города
вăл ухмах мар — он не дурак
кăна тивер мар — давайте этого не трогать
кирлĕ мара ан калаç — не болтай впустую
лайăх та мар, начар та мар — и не хорошо и не плохо, серединка наполовинку
эпĕ хирĕç мар — я не против
çамрăках мар хĕрарăм — не очень молодая женщина
ырă мара сис — почувствовать недоброе
таçти çын мар-çке эсĕ — ты ведь нам не чужой
Ваттисем калани ахаль мар çав. — погов. Пословица недаром молвится.
Тĕнче хĕсĕр мар. — погов. Свет клином не сошелся на ком-чем-л.

мăшкăлла

2.
порочить, позорить
ырă ята мăшкăлла — опорочить доброе имя

ментол

ментол (ырă шăршăллă имçам)

мухта

2.
расхваливать, превозносить, славить, прославлять
касса кайса мухта — превозносить, славословить
мухтаса кала — говорить комплименты
мухтаса юрла — воспевать, прославлять в песне
мухтаса пĕтер — 1) расхваливать, рассыпаться в похвалах 2) рекламировать
превозносить публично
Ырă ĕç хăйне хăй мухтать. — посл. Добрая работа сама себя славит.

оптимизм

оптимизм (ырă шанăçпа пурăнни)
оптимизм туйăмĕ — чувство оптимизма

оптимист

оптимист (ырă шанăçпа пурăнакан)

пăс

6.
порочить, поносить
ырă ята пăс — опорочить доброе имя

пессимизм

пессимизм (ырă шанчăка çухатни)
пессимизм валли сăлтав çук — нет оснований для пессимизма

пример

1.
пример (тĕслĕх)
ырă пример кăтарт — показывать хороший пример

пул

6.
получаться, выходить, удаваться
приходиться

нимĕнле мар пулчĕ — получилось ни то ни се
санран пулать ку — у тебя это получится
ку тихаран ырă лаша пулас çук — из этого жеребенка доброго коня не получится
таврăнасси час пулмарĕ — скоро вернуться не удалось

май пулудасться, представиться возможным
ăна курма май пулмарĕ — мне не удалось повидать его

пулса тухполучаться
мĕнле пулса тухрĕ ку? — как это получилось?

Ĕçлемесĕр çурт пулмасть. — погов. Без труда не построить дома.

пуçару

инициативный
Совет Союзĕн мирлĕ пуçарăвĕсем — мирные инициативы Советского Союза
патриотла пуçару — патриотическое начинание
çĕнĕ пуçару — новое начинание
ырă пуçару — хорошее начинание
паха пуçару — хорошее начинание
хăй пуçарăвĕпе — по собственной инициативе
пуçару ушкăнĕ — инициативная группа
пуçару ту — проявить инициативу, выступить с почином
ырă пуçарăва ырласа йышăн — поддержать ценный почин

пуçтар

8.
копить, собирать
укçа пуçтар — копить деньги
марка пуçтар — коллекционировать марки
Салатма час, пуçтарма час мар. — посл. Расточать легко, собирать трудно.
Ырă арçын пуçтарать, усал хĕрарăм салатать. — посл. Хороший муж копит, а плохая жена мотает.

розмарин

1. бот.
розмарин (ырă шăршăллă çу паракан тĕмĕ)

сандал

1.
сандал (кăнтăрти ырă шăршăллă йывăç)

санра

2.
в тебе
санра вĕсем ырă тĕслĕх кураççĕ — в тебе они видят пример для подражания

сар

5.
распространять
наполнять
чем-л.
чечек ырă шăршă сарать — цветы благоухают

сарăл

7.
распространяться, разноситься
сас-хура сарăлчĕ — распространились слухи
чечексенчен ырă шăршă сарăлать — от цветов идет аромат

сăмах

2.
фраза, высказывание, слово, что-л. сказанное
ӳкĕт сăмахĕ — увещевание, уговоры
тавтапуç ырă сăмахшăн — спасибо на добром слове
аннӳ сăмахне итле — слушайся (советов) матери
сăмах чĕн — промолвить слово
сăмах хуш — вмешаться в разговор, подать реплику
сăмах та хушма çук — нельзя и слова промолвить
сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ — фольк. поверив чужим словам, я потеряла свою головушку (из причитаний невесты)
Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах. — погов. Не знаешь — одно слово, знаешь — сто слов. (соотв. Не знаешь — и взятки гладки).

сирĕнте

1.
у вас
в вас

сирте эпир ырă тĕслĕх куратпăр — в вас мы видим пример для подражания

сис

2.
замечать, примечать
обращать внимание

куна никам та сиссе юлмарĕ — никто этого не заметил
çын сисиччен — незаметно для других
вăл хăй сисмесĕрех çывăрса кайнă — незаметно для себя он уснул
сисмен хушăра пăрахут кăшкăртса ячĕ — неожиданно пароход дал гудок
Ырă çынпа çула тухсан çул иртнине сисместен. — посл. С хорошим человеком и не заметишь, как пройдешь путь.

сис

4.
предчувствовать, чувствовать (интуитивно)
чĕре ырă марра сисет — сердце предчувствует недоброе

сисĕм-туйăм

2.
чувства, эмоции
пархатарлă сисĕм-туйăм — благородные чувства
ырă сисĕм-туйăм вăрат — пробуждать добрые чувства

сул

7. уст.
проклинать, предавать проклятию
асăнаççĕ ырă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа — фольк. поминают добром от сердца, проклинают с яростью

сун

2.
желать, пожелать, высказать пожелание
сывлăх сунатăп сире! — желаю здравствовать!
ырă сун — желать добра, блага
ăнăçлăх сун — желать удачи, успеха
телей сун — желать счастья

усал сун —
хаяр сун —
1) желать зла, плохого
эпĕ сана нихçан та усал сунман — я тебе никогда не желал зла
2) проклинать, предавать проклятию
тăшмана усал сун — проклинать врага

сунăм

желание, пожелание
ырă сунăмшăн тавтапуç — благодарю за доброе пожелание

сӳрĕклентер

2.
портить настроение, вызывать грусть, меланхолию, подавленность
ырă мар хыпарсем кăмăла сӳрĕклентерчĕç — дурные вести испортили настроение

тавра

1.
все вокруг, все кругом
тавра шап-шура — все вокруг бело
таврана ырă шăршă сарăлнă — вокруг распространился аромат

тавтапуç

спасибо, благодарю
тавтапуç, тусăм — спасибо, друг
тавтапуç, урăх кирлĕ мар — спасибо, больше не надо
ырă сăмахушăн тавтапуç — спасибо на добром слове
хисеп тунăшăн тавтапуç — благодарю за честь

такăн

1.
спотыкаться, запинаться
алăк янахĕнчен такăн — запнуться за порог
тӳрĕ çĕрте такăн — спотыкаться на ровном месте
Ир такăнсан каçчен. — погов. Споткнешься утром — будешь спотыкаться до вечера. ( соотв. Беда не приходит одна).
Ырă ут та такăнать, ырă çын та йăнăшать. — посл. И добрый конь спотыкается, и хороший человек ошибается.

тĕслĕх

примерный, образцовый
витĕмлĕ тĕслĕх — убедительный пример
малта пыракансен тĕслĕхĕпе — по примеру передовиков
тĕслĕх ил — брать пример, подражать
тĕслĕх идее кăтарт — привести пример, показать на примере
тĕслĕхе ил — брать в качестве примера
тĕслĕхшĕн ил — брать в качестве примера
ырă тĕслĕх кăтарт — показывать образец, служить хорошим примером

тилĕ

лисий
ватă тилĕ — прям. и перен. старая лиса
хура тилĕ — чернобурая лиса
тилĕ йĕрĕ — лисий след
тилĕ шăтăкĕ — лисья нора
Йытăран тилĕ тăвас çук, шуйттан ырă пулас çук. — посл. Из лисы собаки не сделать, черту добрым не быть.
Хĕрлĕ тилĕ йăваланнă вырăнта çичĕ çулсăр курăк шăтмĕ. (Кăвайт вырăнĕ). — загадка Там, где повалялась рыжая лиса, семь лет трава не взойдет. (Кострище).

ту

II. глаг.

1.
делать
мĕн тăватăн? — что ты делаешь?, чем ты занимаешься?
анализ ту —
1) делать анализы (в лаборатории)
2) анализировать (напр. статью)
йăнăш ту — делать ошибки, ошибаться
сăтăр ту — наносить вред, вредить
суд ту — вершить суд, судить
усал ту — делать, творить зло
ырă ту — делать, творить добро
тума шухăшла — намереваться делать что-л.

туса пĕтер —
1) завершить, кончить делать что-л.
уй-хир ĕçĕсене туса пĕтер — завершить полевые работы
2) понаделать, сделать много чего-л.
йăнăшсем туса пĕтер — понаделать ошибок

туса пыр —
1) прийти, сделав что-л. предварительно
шкула сапатсем туса пыр — явиться в школу, приготовив уроки
2) делать что-л. регулярно, систематически, постоянно
сăнавсене куллен туса пыр — регулярно вести наблюдения

туса çитер —
1) завершать, доделывать, доканчивать
2) успевать делать что-л.

туса тултар — понаделать, сделать много чего-л.
кукăль туса тултар — понапечь пирогов

Ут тăвать те вăкăр çиет. — посл. Конь производит, да бык изводит (о расходовании средств, добытых чужим трудом).

Вĕлле хурчĕ пĕччен нумаях пыл тăваймĕ.
посл. Одна пчела много меду не насобириет.

Ĕçне тумасăр ан мухтан — погов. Не сделав дела, не хвались. (соотв. Не говори гоп, пока не перепрыгнешь).

туйăм

3.
предчувствие
ырă мар туйăмсем — недобрые предчувствия

туртăм

2.
тяга, тяготение, влечение, наклонность, склонность
желание, стремление

вăрттăн туртăм — тайное желание
хĕрӳ туртăм — страсть
ырă туртăм — благой порыв
кăмăл туртăмĕ — влечение, тяга к кому-чему-л.
унăн вĕренес туртăм пур — у него есть тяга к учебе

тух

4.
отправляться, трогаться
отбывать

çӳреве тух — отправиться в поход
кимĕпе тух — отплыть на лодке
çуран тух — тронуться в путь пешком
Ырă çынпа çула тухсан çул иртнине системестĕн. — погов. С приятным спутником и не заметишь, как путь пройдешь.

туян

2.
получать, приобретать
вăтам пĕлӳ туян — получить среднее образование
ят туян — получить выговор
сăмах туян — получить выговор
ăсталăх туян — приобрести профессию
опыт туян — приобрести опыт
ырă ят туян — заслужить доброе имя

урхамах

1. нар.-поэт.
аргамак
урхамах пек ут — конь, подобный аргамаку
çил çунатлă урхамах — поэт. ветрокрылый аргамак
Усал урхамахпа, ырă ырханпа. — посл. Беда на аргамаке, счастье на кляче.

ут

конский, конный, лошадиный
ут вити — конюшня
ут выльăх — собир. кони, лошади
ут карти —загон для лошадей
ут кĕтĕвĕ — табун лошадей
ут купарчи — круп лошади
ут таврашĕ — сбруя
ут хатĕрĕ — сбруя
ут кӳл — запрягать лошадь
ут утлан —садиться верхом на коня
утпа кай — поехать верхом
Ырă ут тихаран паллă. — посл. Доброго коня узнаешь еще жеребенком.

фимиам

фимиам (ырă шăршă кăларса çунакан япала)

хай

3.
отворачиваться
Ырă ут капантан хайман, ырăçын çăкăртан хăраман. — погов. Добрый конь от стога не отворачивается, добрый человек хлеба не чурается.

хаклă

дорого, ценно, важно
хаклă сĕнӳ — ценное предложение
ку кĕнеке маншăн темрен те хаклăрах — эта книга для меня дороже всего
хаклă йышши чулсем — драгоценные камни
Мĕн кирлĕ, çавă хаклă. — погов. То дорого, что нужно.
Парни мар, юратни хаклă. — погов. Не дорог подарок, а дорога любовь.
Ырă кӳршĕ хурăнташран хаклăрах. — погов. Добрый сосед дороже родни.
Тырринчен улăмĕ хаклăрах. (Пыл карасĕ). — загадка Солома дороже зерна. (Соты).

халай

уст.

1.
весть
ырă халай — добрая весть

хисепле

2.
почитать, уважать
воздавать честь, почести

ваттисене хисепле — уважать стариков
эпир ăна питĕ хисеплетпĕр — мы его очень уважаем
Этеме çын вырăнне хисепле. — погов. Почитай каждого за человека.
Аçупа аннӳне хисепле, хăвнах ырă пулĕ. — посл. Почитай отца и мать — тебе же будет лучше.

хыпар

1.
известие, сообщение, весть
новость

çĕнĕ хыпар — новость
ырă хыпар — добрая весть
хула хыпарĕсем — городские новости
сирĕн мĕн хыпар пур? — какие у вас есть новости?, что у вас нового?
Усал хыпар утпа çӳрет, ырă хыпар çуран çӳрет. — посл. Худые вести на конях скачут, добрые вести пешком идут.

чĕре

сердечный, душевный
вĕри чĕре — горячее сердце
хастар чĕре — мужественное сердце
хытă чĕре — черствое сердце
ырă чĕре — доброе сердце, добрая душа
пĕтĕм чĕререн — от всего сердца, от всей души
таса чĕререн — чистосердечно, положа руку на сердце
чĕре вырăнта мар — сердце не на месте
чĕре пусăрăнчĕ — отлегло от сердца
чĕре çунать —  сердце пылает огнем, душа горит
чĕре çурăлсах тухать — сердце кровью обливается, сердце разрывается на части
унăн чĕри çук — у него нет сердца
чĕрене ан ил — не принимать близко к сердцу
чĕрепе туй — чуять сердцем
чĕрене çавăр — покорить чье-л. сердце
чĕререн тав тăватăп — сердечно благодарю

чун

3.
душа, сердце
унăн чунĕ ырă — у него добрая душа
чунтан тав ту — благодарить от души, сердечно
музыкăна пĕтĕм чунтан юрат — иметь страстное влечение к музыке
ман ăна чун сивĕнчĕ—  я охладел (букв. моя душа охладела) к нему
Куç курать, чун чухлать. — посл. Глаза видят, а сердце чует.

чун-чĕреллĕ

то же, что чунлă
ырă чун-чĕреллĕ çынсем — добросердечные, душевные люди
пĕр чун-чĕреллĕ пул — быть единодушным

шухăш

5.
замысел, намерение, желание, цель
авантюрăллă шухăш — авантюрный замысел
татăклă шухăш — 1) окончательное решение 2) твердое намерение
ырă шухăш — благое намерение
çын шухăшне сис — угадывать чьи-либо желания

ыр

I.
см. ырă

ырă

I. (ыр)

1.
добро сущ.
хорошее, приятное

ырă

добрый, хороший, приятный

ырă

хорошо, приятно
ырă кăмăл — доброта, добросердечие
çуркунне вăрманта питĕ ырă — весной в лесу очень хорошо
ырă кăтарт — облагодетельствовать, осчастливить
ырă кун пултăр! — добрый день!
ырă каç! — добрый вечер!
ырă кур — наслаждаться, быть счастливым
ырă сун — желать добра кому-л.
ырă ту —
1) делать добро
2) угождать, делать приятное кому-л.
Пуриншĕн те ырă пулаймăн. — погов. Всем не угодишь.
Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. — посл. Хорошее дерево не приносит дурных плодов.
Ырăран ырман. — посл. От добра добра не ищут.

ырă

2.
уважаемый, достойный уважения
добропорядочный

ырă çыннăм! — милейший!, уважаемый! (в обращении)
ырă хуçисене тайма пуç! — почтенным хозяевам низкий поклон! (приветствие гостя)
вăл ырă çынах мар — он не вполне порядочный человек
Ырă çын вилсен ят юлать. — посл. Достойный человек умирает — добрая слава остается.

ырă

3.
Ырă — в чувашской мифологии Добрый дух

ырă

4.
с частицей та в качестве вводн. сл.
хорошо
ырă та эсĕ пулăшрăн — хорошо, что ты помог

ытла

2.
слишком, чересчур, очень
ытла хаклă — слишком дорогой
ăна ытла ан мухта — ты слишком его не хвали
вăл ытла та ырă çын — он очень добрый человек

эмел

лекарственный
эмелсем — медикаменты
наркăмăшлă эмелсем — ядовитые препараты
сиплĕ эмел — целебное средство
Ырă сăмах эмелтен те лайăх. — посл. Доброе слово лучше всякого лекарства.

этем

человеческий
человечий
разг.
ырă кăмăллă этем — добросердечный, приветливый человек
этем ăрăвĕ — род людской
этем евĕрлĕ упăтесем — человекообразные обезьяны
этем кунçулĕ — жизненный путь, судьба человека
этем ирĕклĕхĕшĕн кĕреш — бороться за свободу человеческой личности
этем вырăнне ан хур — не считать за человека
Этем ятне илме çăмăл, этем пулма йывăртарах. — посл. Называться человеком легко, гораздо труднее быть им.

этемле

человечно, гуманно
этемле ырă ĕç — человечный поступок

эфир

1.
эфир (ырă шăршăллă шĕвек)

япăх

II. глаг.

1.
ухудшаться, становиться плохим
ветшать

кил-çурт япăхрĕ — домашние постройки обветшали
Кăвак чаппанпа кĕрĕк япăхмасть, ырă арçынпа арăм ватăлмасть. — посл. Под синим чапаном шуба не изнашивается, с хорошим мужем жена не старится.

ят

3.
доброе имя, добрая слава, честь
ырă ят хăвăрт сарăлать — добрая слава о человеке быстро распространяется
Ырă çын вилсен, ят юлать. — посл. После смерти доброго человека остается его имя.
ячĕ çĕрнĕ — он замарал свое доброе имя

çимĕç

плодовый
вăрман çимĕçĕ — лесные плоды, дары леса
йывăç çимĕçĕсем — плоды и фрукты
цитрус çимĕçĕсем — плоды цитрусовых
çимĕç йывăççи — плодовое дерево
çимĕç ту — давать плоды, приносить урожай (о деревьях)
çимĕç паракан йывăç — плодоносящее дерево
Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. — посл. Хорошее дерево не дает плохого плода.

çыхлан

3.
впутываться, ввязываться во что-л. разг.
спутываться с кем-чем-л. прост.
ырă мар ĕçе çыхлан — впутаться в нехорошую историю

ăш

8.
душа, сердце
ăш вăркать — сердце ноет, на душе неспокойно
ăшăм çунать —1) у меня сильная жажда 2) душа моя горит
ăшĕ выртрĕ — 1) он насытился (наелся и напился) 2) ему полегчало; его душа успокоилась
санпа калаçсан ăш выртрĕ — после разговора с тобой у меня на душе стало легко
ăш пăтранать — 1) тошнит, тошно разг. 2) на душе неспокойно
унтан ăшăм писрĕ — я питаю к нему отвращение
ăш ырă марра сисет — сердце чувствует недоброе
хунхăпа ăш çурăлсах тухать — сердце готово разорваться от горя
ăш çунтармăш — причина переживаний
хура ăшлă этем — человек с черной душой
ăш çуннине пусар — успокоить душу
ăша ил — 1) вдохнуть в себя (при курении) 2) принимать близко к сердцу
ăша кайса тиврĕ — за сердце, за душу задело
ăша кĕр — 1) влезть в душу 2) запасть в память
çав кун ĕмĕрлĕхех ăша кĕрсе юлчĕ — на всю жизнь запомнился мне этот день
ăша пусар — успокоить душу
ăша çунтар — терзать душу
ăшра лăпкă мар — на душе неспокойно

ĕçкĕ

2.
пьянство, алкоголизм
ĕçкĕпе алхасни — пьянство, пьяный разгул
ĕçкĕпе иртĕхни — пьянство, пьяный разгул
ĕçкĕ ерни — запой, алкоголизм
Ĕçкĕ çынна ырă тумасть. — погов. Пьянство-до добра не доводит.

кӳршĕлĕх

соседство
ырă кӳршĕлĕх — добрососедство

сывлăх

лечебный, относящийся к здравоохранению
начар сывлăх — слабое здоровье
çирĕп сывлăх — крепкое здоровье
ырă сывлăх — доброе здоровье
сывлăх министерстви — министерство здравоохранения
районти сывлăх пайĕ — районный отдел здравоохранения, райздравотдел
сывлăх учрежденийĕсем — лечебные учреждения
сывлăх сун — пожелать здоровья
сывлăха сыхла — беречь здоровье
сывлăха сыхлас ĕç — здравоохранение
сывлăха çирĕплетмелли ĕçсем — оздоровительные мероприятия
вăл сывлăхран тайăлнă — у него пошатнулось здоровье, он потерял здоровье
сывлăх мĕнле? — как здоровье?
сывлăхсем мĕнле — как ваше здоровье?
сывлăха пултăр! — на здоровье!
Сывлăх вăл — пурлăх. — посл. Здоровье — это богатство

ырă

II.

ĕне ырри — молозиво

кун


çак кунсенче — на днях
паянхи куна — на сегодняшний день
кун енĕуст. юг, южная сторона
кунĕ ырă пултăр! —  добрый день!
кунпа мар, сехетпе ӳсет — растет не по дням, а по часам

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

и

ли, либо
килнĕ-и? — пришел ли?
çакă-и, пире ырă тăваканĕ — етот ли тот, кто делает нам добро?
ыран-и, пайан-и — либо завтра или сегодня

йавăл

сатана
дьявол

йавăлран ырă пулмасть — от сатаны не бывает добра

йат

имя
звание
достоинство
молва

йатлă — по имени
— есĕ мĕн йатлă? — тебя как звать?
— Ахванеç — Афанасий
чăваш йатне ан çĕрт — не роняй достоинства чувашина
санăн йату чаплă — твое имя славное
санăн çинчен ырă йат сарăлчĕ — о тебе распространилась добрая молва
пичче çинчен такам усал йат сарса çӳрет — о брате (старшем) не известно кто распространяет дурную молву
йатлă курка — именной ковш (на пирушке)
йатсăр — безыменный
йатсăр пӳрне — безыменный палец

кай

отправляться, идти, ехать, уйти, уехать; атте ватăлса кайнă – отец состарился; кайăк вĕçсе кайнă – птица улетела; пӳрт çунса кайрĕ – изба сгорела; йытă уранса кайнă – собака взбесилась; йытса кайрĕ – унес; путса кайнă – утонул; пăвăнса кайнă удавился; çĕрсе кай – сгнить; тухса кай – уходить; çĕвĕ кайать – шитво идет; хĕрсем пĕве кайнă чух – когда подросли; тухрĕ-кайрĕ вăрмана – вышел в лес; кайса кил – сходить; кайнăран вара – со времен ухода; кайасунта килесӳнте ырă çул пултăр – пусть будет тебе добрый путь в твоих поездках; хулана каймаллинчен епĕ хăрамастăп – я не боюсь того, что приходится ехать в город.

80 стр.

кур

видеть
кура тăран — постоянный знакомый
курайман — завистливый, ненавистливый, враждебный
кураймастăп — ненавижу, завидую
курнă çын — пожилой человек
куриччен курассăн супмарăм — пока не видал, и не чаял, что увижу
курнинчен курманни теççĕ — лучше не видеть, чем видеть
курса куç тăранми — ненаглядный
епĕ ырă курмасси каймасăрах курăнать — еще не вышедши замуж уже можно видеть, что (в доме мужа) я не увижу добра (причитания невесты — Ред.)
темĕн те пĕр кураççĕ — испытавают, не знаю что
кури-курми пынă тĕл — иногда видел, иногда нет
куран куçа курми ту — притворись, что не видишь
курай — быть в состоянии видеть
курайман-тăшман — враг ненавистник
кураймасăр — с сердцов
курăн — виднеться
курăнми — невидимый
курăнса тăр — торчать
курăнăç — свидеться

пике

женщина, девочка
хозяйка

ырă улпут пек ывăлă пур, ырă пике пек хĕрĕ пур — сын как хороший помещик, а дочь как хорошая хозяйка  
улпут хĕрĕ, пике хĕрĕ — барышня

пурăн

жить, существовать, находиться
пурăнăç-парăнăç — жизнь
лайăх пурăнатăн-и? — как поживаешь?
старикĕн пурăнасси нумай йулмарĕ ĕнтĕ — старику осталось уже недолго жить
пурăнмалăх — достаточный на прожитие
пурăнмалăх çук — нечем жить
епир пурăнан пурăнăçăмăрта куллен мĕн тунине асăрхаса пырсан ак мĕне вĕренетпĕр — если мы в нашей жизни будем наблюдать за тем, что делается ежедневно, то мы научаемся следующему
кайран пурăна-киле... — потом, после некоторого времени...
пурăнăç пурăнасси çăмăл (ансат) мар — не легко жить на свете
мĕн çурхи вăхăта Хусанта ирттертĕм — всю весну я прожил в Казани
ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнас çине, кил, çыртарар шур хут çине... — иди: напишем на бумаге, что мы век будем жить вместе
ху пурăннă кун-çулта — в течении твоей жизни
пĕрле пурăннипе мĕн çитĕ? — а что может сравниться с дружной жизнью вместе?
пурăнăç ыйт — здороваться (”спрашивать о жизни”)
пурăнăç çулĕ — жизненный путь
пурăнса çит — дожить
çын пурăнăçне çыракан — биограф
ырă курса пурăнни — благосостояние

сăмах

слово
речь
слух
молва
слава

умĕн вуламалли сăмах — предисловие
сăмахран калас — к слову, к примеру сказать
сăмах тат — уговориться
сăмах çавăрăнăçĕпе — к слову
сăмах пар — обещать
сăмах пайĕ — слог
сăмах выльатакан — сплетник
ырă сăмах сарăнлă — слава распространилась
унăн мĕн пур сăмахĕ-йумахĕ те пăрусем, вăкарсем çинче анчах — у него все речи вращаются только около телят и быков
сăмах хуни — сделка
сăмах хуш — сказать, замолвить

сун

желать, думать, иметь расположение
вăл мана усал сунать — он мне желает зла
ырă сун — желать добра

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

саяк

невыясн. сл. [Некоторые пытаются сопоставить его с татар. сӧ̆jӓк, кость, и склонны понимать его в приведенном тексте в значении костяной застежки, костяной пуговицы. А может быть это описка вм. сапак? См. последнне слово и тот же пример, где слово саяк заменено сапак. Ред.]. Юрк. † Йывăçран саяк тунни çук, ырă тумтир çумне хунни çук.

саяр

то же, что сая яр. Шарбаш. Ырă тула саяртăм. Хорошую пшеницу зря испортил, сгубил.

савăшуллă

нежный, ласковый. Ал. цв. 21. Вĕсем савăшуллă ырă сăмахсене калаçса та тăранаймаççĕ.

самăй

как раз, в самый раз, самый (от русск. самый). Янш.-Норв. Вупăртан çынна уйăрас пулсан, чăн малтан, çав самăй йынăшса выртнă чухне, пилеш хулăпа çапас пулать, унпа та уйăрăлмасассăн, пилеш шывĕпе çăвмалла. Н. Лебеж. † Аннуша тухать урама, самăй ырă вăхăта. N. Хула ятне самăй кая (в конце) çырап. Сред. Юм. Самăй салтака каймаллисĕм ĕнтĕ кăсĕм. См. самай.

сапак

(сабак), кисть ягод, черешок с ягодами. Альш. Щибач. Пĕр сапакне татса ил. Тюрл. Пилеш сапакки. N. Сапак, черешок, напр., у ягоды, черемухи (çупкăм — вся кисточка). Юрк. † Çĕмĕрт-йывăç сапакра, палан-йывăç чечекре. Хурамал. Сапак тесе пилешĕн пĕрчи ушкăнне калаççĕ. АПП. † Пилеш айĕнчен тухнă чух пилеш сапакки саланчĕ. Çутт. 145. Хурлăхан тĕммисем çинче çырла сапаккисем хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă. Ала 62. † Хура шыв тăрăх çĕмĕртлĕх, сапакне тая лараçке. || Кисточка. Юрк. † Тăваткăл кӳме — сарă кӳме, тăватă кĕтессинче тăватă сапак. || Стручек. N. † Ешĕл сапак мĕшĕн, ай, ешĕл-ши, çамрăк ĕмĕр мĕшĕн те, ай, кĕске-ши. Бур. † Арпус чечек мĕшĕн шурă-ши, ешĕл сапак мĕшĕн ешĕл-ши? Тюрл. Сапак, стручек. Ib. Пăрçа сапакки. || Снизки. ЧП. Вуникĕ мерченĕн сапакки çук. Кĕвĕсем. Вуник пĕрчĕ мерчен сапакĕ çук. Янтик. † Сакăр пĕрчĕ мерчен сапаксăр, пирĕн çамрăк пуçсем телейсĕр. Кĕвĕсем. Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр. См. ӳпке-мерчен. || Назв. бус. К.-Теняк. Изамб. Т. Сапак, какое-то украшение. МПП. Сапак, зеленый камень или бусы (украшенне). N. † Йывăçран сапак туни çук, ырă тумтир çумне хуни çук. [См. саяк]. || Петля у пуговицы (и вся пуговица?). МД. † Аçалă-амалă ывăл-хĕр кĕмĕл тӳме сапакĕ. || Membrum virile. Елле. Сапакки ĕçлемест. Non surgit, quasi praemortuum jacet m. eius.— Observare solent Tschuvaschorum feminae virorum suorum gravi aliquo morbo laborantium inguina; quae si matutinis languida atque inertia iacere videriut, invitabilis mortis signum id esse arbitrantur. N. Сапак тесе пĕчĕк ачасен тӳммине калаççĕ.

сапăр

(сабы̆р), тихий, смирный, кроткий. Срв. тат. сабы̆р, терпение (араб.). Ст. Чек. И. С. Степ. Сапăр, миролюбивый. N. Чĕрĕ, ырă кăмăллă, сапăр, кирек кам сăмахĕнчен те иртмен кĕçĕн ывăлĕ. N. † Сапăр хĕр сухан çимест, тет, курсан, хуппине хăвармас, тет; сапăр хĕр вăйя тухмаст, тет, тухсан, кĕре пĕлмес, тет. || Задумчивый; задумчиво. Ст. Чек. † Пирĕн инке пит сапăр (задумчивая и кроткая). Ib. Вăл сапăр çӳрет (задумчиво). Ib. Вăл сапăр ача (задумчивый, кроткий). || Довольный; довольно. СПВВ. Х. Сапăр-сапăр пурăнатпăр халь пит (= аван пурăнатпăр, шĕкĕр).

сапăрла

умиротворять, усмирять. N. Епле хĕвел тĕнчене хăйĕн çуттипе савăнтарать, хăйĕн ăшшине пур япалана та сапăрлать, ăшăтать, чĕртет,— çавăн пекех ашшĕ те ырă сăмахпа, ырă куçпа ывăлийĕн çиллине сиресшĕн.

сарăл

(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.

Сар-хун

, назв. местности? Т. VI. б. Сар-хунта выртакан ырă амăшĕ, сар-хунта выртакан ырă...

сасăлă

сасăллă, саслă, имеющий голос, голосистый. Орау. Вăл хытă сасăллă. У него грубый голос. Вăл çемçе сасăллă. У него нежный голос. НЧ. Ырă сасăллă юрăсем. Шумерля. Ик саслă карĕ (ружье сдвоило). N. Хытă саслă чан. В. Байгул. Шăпчăк чĕппи пит саслă (голосист).

Серкăски

(-гы̆-), назв. гор., Сергиевск. Самар. Серкăски кантурĕ — аслă кантур, ырă ачасен пуçне çав çиет (о наборе рекрутов).

сехет

(сэhэт), часы. N. Пĕр сехет иртнĕ (или: çапнă). Уже час (пополудни). N. Тепĕр чухне çурçĕр иртсе икĕ сехетре (-рэ) тин çывратăп. N. Çичĕ сехет иртсен, после 7 часов. N. Пилĕк сехет вăхăтĕнче, в 5 часов. N. Сехет вăнă иккĕре çĕрле. N. (Пĕр) пилĕк сехет вăхăтнелле пыр. N. Çав вунă сехет вăхăтнелле, вунпĕр сехетелле (около). N. „Грибоедăв“ Хусантан тухса Шупашкар тĕлĕнчен паян (надо: кĕçĕр) çĕрле, 11—13 сехетсем тĕлĕнче, улăхса каять. N. Ик сехетсем таврашнелле эп килте пулап. N. Ик сехет вăхăтнелле (часа в З) пирĕн патра пыр. Ик сехет енелле пирĕн пата (патра) пыр. Пĕр пилĕк сехетре пыр пирĕн пата. Трхбл. † Ай-хай пĕр аттемçĕм, пĕр аннемçĕм, сехетсерен асма килет-çке. Ст. Шаймурз. Тăхăрмĕш сехет çитсен, анне мана кĕнеке вулама хушрĕ. N. Кăнтăрла иртни 5 сехет çитсен. Сред. Юм. Ман сехетпе ôлт сехете ик минут çитмес, саннипе ôлт сехет те пилĕк минут (по моим часам столько...). Скотолеч. 32. Икĕ сехет сиктерсе пĕрре, раз в 2 часа. N. Ачи питĕ илемлĕ пулнă, вăл сехет тарăх ӳснĕ. Изамб. Т. Ту(л) çутăласси пĕр-ик-виç сехет пур. Скошолеч. 36. Чирлĕ сыснисене (больных свиней) çур сехетре пĕрре сивĕ шывпа шыва кӳртес пулать. N. Каçхине тăхăр сехет тĕлĕнче. Баран. 64. Кăнтăрла сулăнни çичĕ сехете яхăн иртсен. N. Миçе сехет-ши, пăх-ха. || Время, пора. Ходар. Çула-йĕре (в путь) кайнă чух, ыр сехет тĕлне ту. (Из моленья „чӳклеме“). Альш. Çак сехете ырă çынçăм пулччĕ (будь). N. Ах тăвансем-чунăмсем, сехетрен сехете асма килетĕр-ĕçке. N. Апла калать пулсан, юрĕ (хорошо),— ырă сехет тĕлне пултăр (в добрый час). || Часы. Кан. Çтена çумне çакмалли сехет, кăсяра чиксе çӳремелли сехет, алла çыхса çӳремеллисем, чукун çул сехечĕсем. N. Алла çыхса çурекенни пĕчик сехет. Юрк. Сехетне кăларса мĕн чухлĕ вăхăтне часах пăхса илет (быстро). Ст. Семенк. Санăн сехет миçере? У тебя который час? Орау. Сан сехет миçере? Который час у тебя? Ал. цв. 26. Пӳлĕмĕсенчи сехечĕсене пурне те шăп пĕр сехет кая туса ларта-ларта хунă. Ст. Шаймурз. Унтан вара сехет вунпĕр çапрĕ. См. сахат.

сехмет

беда. Ашшĕ-амăшне. Мĕскерле эсĕ каç пулсассăн çӳретĕн? Спани килĕнче пĕр-пĕр сехмет пулчĕ-и мĕн (случилось)? тенĕ. СПВВ. Х. Сехмет çакăнать (несчастье). СПВВ. ТМ. Çын трук (скоропостижно) вилсен, ăна: сехметпе вилнĕ, теççĕ. Ib. Сехмет — пĕр чирсĕр вилекен çын е выльăх. (Обьяснение неудовлетворительное). СПВВ. ЕС. Выльăх-чĕрĕлĕх сасартăк виле пуçласан: „сехмет“ пулчĕ пулĕ, теççĕ. || Недуг. Чăвашсем 22. Çын сехметсĕр пулмаçт, пĕр-пĕр япала ыратнă вăхăт та пулат. СПВВ. АС. Çан сехметсĕр иртмест. (Сехмет — тем шавкăн лекни). || Так называют человека, который постоянно без толку с кем-либо бранится. Ст. Чек. Сехмет — анкă-минкĕ, кăлăх çынпа вăрçакан çын. || Назв. духа. Ст. Ганьк. Усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать. Ib. Сехмет — усал. Ib. 77 тĕслĕ усал сехмет çулăхнипе, усал хаяр çулăхнипе. Альш. Турă сехметне (вар. турă сехмете) хур. Тюрл. Ана çине пырса тăрсассăн, тырă акма пуçлаччен, торра кĕлтуса илетĕп: торă папай, ырă сехмет (надо: сехет?) тĕлне тутăр, тетĕп. || Аттик. Эсĕ çăмăра сехмечĕ-сехмечĕпе кăларса илсе çӳре: çĕре çăмăрсăр типĕтсе хăртса ан яр. (Молитва в „Ӳчӳк“ к „Ел-кӳлли“).

сехре хăппи

нечто страшное, ужасное. КС. Сехре хăппи кăтарттăрĕç, ачам, вăсам мана. Орау. Ах сехре хăппи, тата мĕн курас-ха, килсе пăхсан! Хора-к. Сехре хăппи. Сехрем хăппипеле сивве шăнни хамăн таçта тарса кĕчĕ. Çутт. 155. Ку — сехре хăппи!.. ырă самана мар! пĕтрĕ пуç! — терĕç. Ib. 115. Тинĕс çине çитмен çын — сехре хăппи курман çын. || Страшный, ужасный. N. Хăш çĕрте сехре хăппи тусем. N. Вĕсен пурăнăçĕнче хурапа шурă нумай пулнă: сехре хăппи драмăсем те сахалах пулман.

сывлăмлă

росистый. Ст. Яха-к. Тырпулсем çине чипер ырă сывлăмлă çăмăр яр. (Из моления).

сывлăх-кĕрлĕх

здоровое состояние, здоровье (общее обозначение). СПВВ. ЕС. Сывлăх-кĕрлĕх = çын пит савăнса, ырă курса, тырри-пулли лайăх пулса, пур япали малалла кайса, ачи-пăчи чипер пурăннă вăхăт. См. кĕр.

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сыпăк

(сыбы̆к), коленцо, сочленение, сустав. См. сыпă. Альш. † Сыпăкран сыпăка ларнă, тет, çав хăмăш. Ib. Йĕме чарăн ĕнтĕ, сыпăксăр кĕпçеI (Гов. ребятам, плаксам). Трхбл. Вуникĕ купа ут(ă) хушшииче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. Чув. Сорм. † Вуникĕ капансем хушшине пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. || Звено, узел. Сред. Юм. Вĕрен талсан (= татăлсан) сыпаççĕ те, сыпăк полать. ЧП. Урай хăми сыпăкĕ. || Раздел, глава. Ачач 81. Ку сыпăкра акă, çав хăй темскер курас умĕн, урамра мĕн курни-илтнисем çинчен çырăпăр. || Ступень. Кан. Иккĕмĕш сыпăк шкул, школа второй ступени. || Колено (в песнях). Кĕвĕсем. Пĕр шупчăк çеç калать сăввине, çĕр сыпăклă сăввине (со множеством колен). || Куплет. Изамб. Т. Такмакне пĕр сыпăк каласан, хĕвеле май юрласа çавăрнаççĕ. Ст. Шаймурз. Мĕн пурĕ тăхăр сыпăк (отдельная часть наговора). || Перерыв. N. Пĕр сыпăксăр, без перерыва (обоз). || Часть избы. Альш. † Усал курас пулсассăн, тĕпел сыпăкран ан ирттĕр („голос мой да не будет слышен“. Хĕр йĕрри). || Квартал, участок. Альш. Пурчавран иртсен, татах каять. Чакăлтăма çитиччен тепĕр сыпăк вăрман. || Ряд смежных загонов. Собр. Виçĕ сыпăк юнашар вырма лăйăх, теççĕ. || Поколение. N. Çавăн пек ӳтрен пулнă сыпăкĕ вилсе пырать, тепĕр сыпак çуралса пырать. Орау. Вăсенĕн пуянлăхĕ вунă сыпăка та пырĕ. Ала 83. Киле тавăрăнсан, ун чух унăн тăванĕсем пĕтсе виçĕ сыпăк вилнĕ, тет, ĕнтĕ унăн тăванĕсем, çĕлен ывăлĕсем, тата кусен ывăлĕсемпе вилнĕ пулать. N. Хывнă чух икĕ сыпăка çитиччен анчах хываççĕ; хăйсен вилнĕ ачисене, вилнĕ тетĕшĕ-йăмăкĕсене, ашшĕне-амăшне, аслă ашшĕне, аслă амăшне (если поминающий помнит их смерть). Ашшĕпе-амăшне хăй астумаст пулсан та хываççĕ. Сред. Юм. Ырă çыннăн тивлечĕ сыпăкран сыпăка пырать. Календ. 1911. Вăл çĕр сыпăкран сыпăка пынă.

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сиплĕхлĕ

полезный, приносящий пользу; целебный. N. Пуриншĕн те пур япала сиплĕхлĕ мар. Аттик. Чăвашсем çимĕк кунĕ татнă кирик мĕнле курăк та темле сурана та сиплĕхлĕ, теççĕ. Н. Шинкусы. Чипер, тӳлек, сиплĕхлĕ çумăр пар... (Из моленья). Шибач. Кăшман шу сиплĕхлĕ (полезна). КАЯ. Турăран этем ывăл-хĕр сиплĕхлĕ, тьфу! (сурать. Из наговора против укуса бешеной собаки). Хорачка. Вот мана çан чона ырă япала парса сиплĕх турă (в области лечения).

сит

неизв. сл. N. Ялта ырă çын нумай та, пирĕн чунсем юратнине сит (?) çитесси çук. || Янбулат. Сит сителти, сителти, сич ял çинчен (м. б. çич ял çинчен) сителти, (Копăста).

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сун

сон, желать. Бгтр. † Ах, пус-килсем (кӳршĕсем), ял-йышăсем, усал сунса ан ярăр. (Солд. п.). N. Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ. Ала 91. Эй ачамсем, ахаль каламан: ама-çори амăшĕ, тесе: мана ырă сунан çавă пурăнăçа ан куртăр. Юрк. Çав вăхăтра çынсем пурте çапла савăнса темĕн тĕрлĕ ырăлăх суннине курсан: мана капла пĕлекен çынна ырă сунманни лайăх мар, эпĕ те ăна çынсем умĕнче ырă сунам халĕ, тесе шухăшлать. Ib. Пурте хăна (тебе) усал сунĕçĕ (будут проклинать). Ал. цв. 29. Çилĕллĕ аппăшĕсем, тĕрĕс ĕçлесе тăракан тарçисем, аслă улпутсем, салтак пуçлăхĕсем — пурте каччăпа хĕре ырăлăх-сывлăх суннă. Т. VII. Эпĕ сана уншăн тем пек ырă сунăп (несказанно буду благодарить). Б. Олг. Похăнчĕ хăна, пӳрт толли; сонни (-ννиы) килчĕ пор хăна та (приехали желанные гости). Изванк. Ыр тор ыр сунтăр. (Начало моленья). В. Олг. Лаша лайăх — ларакан çок; пĕренĕк нумай — çиехен (= çиекен) çок, çиехен пор та — сонни çок; сонни (желанная) пор та — варли (-λиы) çок; варли пор та, конта килме вăтанат. Утăм. Тĕл пулмарăм сунан ĕмĕте. N. Çынна хаяр сун, желать другому зла. || Питать добрые чувства, любить. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Якура хирĕç нимĕн те кăшкăрмаççĕ, анчах хĕрарăмсем сунмаççĕ. Б. Олг. Сăпаççипах аттине пере(= пире) сонса чĕннĕшĕн. Ib. Кам хорат виçĕ пус, кам мĕн чолĕ сонса парат яшка çинĕшĕн. Ib. Киле кĕртĕм (зашел) эпĕ, хорăнташсам патне каясшăн, мана парне параччĕ: пир, сонаканĕ окçа парат, пор те парат, çип те параччĕ салтака кайнăшăн. В. Олг. Эс мана сонмарăн (не почтил; не пришел в гости, будучи зван). Шибач. Сонса пар (йоратса пар). Ib. Ыр сонса (йоратса) килтĕм. С. Айб. † Мана сунакан ыр çынсем, атте-анне килне пырса кур. || Надеяться, чаять, ожидать. N. † Куриччен, курассăн сунмарăм, курсан, калаçасса та пĕлмерĕм. Бюрг. † Сарă-сарă пăри кĕлти, саланмассăнах сунчĕçĕ, саланчĕ-ĕçке, саланчĕ; телĕйсĕр-телейсĕр пуçăма, камалсăр пулĕ, терĕçĕ, кайрăм-ĕçке, кайрăм куç курман çĕре. Толст. Эпĕ ăна вĕренессе те сунмастăм (не чаяла, что научусь). Собр. † Çуратаччĕн çуратассĕн сунмарăн. Кильд. † Çĕнĕ-ах та тир, сакăр тир: çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм (не чаял). Н. Лебеж. † Ай-хай атте чунăм, анне чунăм, тупиччен тупасса сунмарăм. N. Апла çырманнисене ӳлĕмрен укçа памасса сунать. Ал. цв. 22. Малалла санăн ман патăмра пурăнассу килмесен, эпĕ сана ирĕксĕр пурăнмалла, ĕмĕр сунмалла тăвасшăн мар. N. Ярах ĕнтĕ мана, халĕ те манăн аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ. ЧС. Чăвашăн пĕр-пĕр çын сымарлансан мĕн тусан, мĕн çине сунма пур вара: е керемет тытнă, е вилĕ вăрăннă пулĕ, тесе, юмăç тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе супаççĕ, вара. Юрк. Эпĕ санран çыру мĕн илессе сунманччĕ: епле çырса яма асна илтĕн-ши, тĕлĕнетĕп. N. Чӳркӳ праçник кон сонса карăмăр.

сăйла

угощать. Н. Седяк. Йĕтес туртнă чух вăлтмалла (улталамалла), вăлтакана сăйламалла калаçаççĕ. Перев. Пĕр тилĕ тăрнапа туслашнă. Вăл ăна: килях, кума, килях, сана çав тĕрлĕ сăйлăп ĕнтĕ, тесе, хăнана чĕнет, тет. Ск. и пред. чув. 84. Ырă кĕрӳ, Тăхтаман, туй пăттине сăйласа, туй халăхне пуç таять. См. Силле. || Подарить. Шарбаш.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

сăмах пар

позволять говорить, дать слово. || Промолвить слово. N. Ку çамăрк хуçа вара çав тĕрлĕ ырă арăмне те пĕр сăмах та паман (ни слова не сказал). || Причитать над покойником? N. Унта вара тупăка вырттараççĕ те, сăмах параççĕ. || Обещаться, дать обещание. N. Ӳлĕмрен те нихăçан та çын япалине илмессе сăмах панă.

сăхлан

зариться, прельщаться. СПВВ. ПВ. Ст. Чек. Ун аллинчи çĕрре сăхланнă. Кильд. † Пуян хĕрне ан сăхлан, хуйхă пусĕ пуç çине. Альш. Хĕрĕ пăхат та, сăхлана юлат, тет. Ib. Темĕскерне курса сăхланнă. Не знаю, что он в ней нашел хорошего. Ib. † Чус виттернĕ кĕлете чусне пăхса ан сăхлан. Рак. Вăл хĕре пит сăхлантăм эпĕ. N. † Пирĕн вăя куракан, кам сăхланмĕ выляма. Юрк. Кун пек ырă хулана патша курсан, патша та пурăнма сăхланĕ, пĕрте тиркемĕ! тет. Букв. Эрехе ан сăхлан. Шибач. Сăхланса çиять. Ест жадно. См. сăхăлан.

Сĕве

(сэ̆вэ), назв. р. Свияга. Кĕвĕсем. Сĕве хĕрринчи пултăран татмасăрах ватăлнă. Ib. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх кимĕ-тĕр. Т. II. Загадки. Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве шывĕ тăрăлтăр. (Сывă çу). Çĕнтерчĕ 28. Шуррисем Сĕве улăхĕнчех, теççĕ. Альш. Сĕве çинчи ырсем шерпет сып юсман вар. Сĕве çинчи ырсем юсман шерпет. Искажение). Стюх. † Тапса ярăр Севенĕн пăрсене, туртса илĕр Атăлăн пăрсене. Альш. Атăлтан пăрăнсарах каять çавăрăнса ытла нумаях мар: „Сĕве кукăрĕ“ теççĕ ăна кунтисем. Ib. Сĕве таппи, разлив р. Свияги. || Название гор., Свияжск. Нюш-к. N. Сĕве çинчи ырăсем; Сĕвере выртакан ырă, назв. божества.

сĕмсĕр

(сӧ̆мзӧ̆р), без сознання; бессознательло; бессознательный. Пшкрт. Вăл выртат сĕмсĕр (или: нимĕн сĕмсĕр, без чувств). || Нахальный, наглый, бессовестный. Хурамал. Сĕмсĕр çын тесе вăтанман çынна калаççĕ. Ядр. Питĕ сĕмсĕр (так и лезет, хочет стащить). СПВВ. ГЕ. Сĕмсĕр е пуçтах тесе кирек мĕнле чунлă япалана та калаççĕ: акă пĕр çын çимелли япалана тула хурса пăхса тăрат, тăнă çĕрех çавăнта е сысна, е йытă пырат, хăваласан та каймаçт, ăна вара сĕмсĕр теççĕ. СПВВ. ЕС. Сĕмсĕр = пуçсăр, кĕмелле мар çĕре ирĕксĕр кĕрекен. Изамб. Т. Сĕмсĕр çын чĕнмесĕрĕх хăнана каять. И. С Степ. Сĕмсĕр, нахал. Ск. и пред. чув. 97. Сĕмсĕр-пуçсăр вăррисем турăран та хăраман. || Неразборчивый. Трхбл. Сĕмсĕр сысна! (Пит чикĕнекене калаççĕ). Ск. и пред. чув. 73. Сĕмсĕр сысни çухăрать, пĕтĕм яла çĕмĕрет. || Жадный, завистливый. Сятра, Хорачка. СПВВ. ИА. Сĕмсĕр — çын япалине юратать. СПВВ МА. Сĕмсĕр (пилсĕр) — япаларан тăрана пĕлмен çынна калаççĕ. СПВВ. ФИ. Сĕмсĕр — пит ĕмĕтсĕр çын. N. Сĕмсĕр пушă хирте, сивĕ, тĕксĕм чулсем çинче ырă сунакан ларнă. N. Ялсем тăрăх суту-илӳ туса çӳрекенсем тата сĕмсĕртерех. || Дикий, суровый, молчаливый, ни на что не обращающий внимания. Якейк. || Глуповатый. Бичурино. Сред. Юм. Кăçта çапкаланса çӳрен эс ôнта, сĕмсĕр карти. СПВВ. ТМ. Усал, ухмах çынна , сĕмсĕр çын теççĕ.

сĕт

(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.

сĕт кӳл

молочное озеро. (По поверью чуваш, оно находится на том свете, около него будут играть дети и из него питаться). Урмай. Аслă кинĕсем куна кураймасăр кун патне пырса кун ачине илсе, тата кĕçĕн кинĕ илсе килнĕ кĕсрине, тата улмуççине илсе кайса сĕт кӳлле ячĕç, тет, ачи вырăнне анчăк çури пырса пăрахрĕç, тет. Т.-И.-Шем. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр, сĕт кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Н. Лебеж. Карташ варне сĕт кӳл пула юлтăр-и. Т. VI. 6. Сĕт кӳлте выртакан ырă амăшĕ, сĕт кӳлте выртакан ырă... N. Ăрама, хапха тăпси патне илсе тухаççĕ те, пурне те çĕр тăкаççĕ, тăкнă чух: умăнта пултăр, сĕт кӳлĕ пултăр, тесе тăкаççĕ. || Назв. Божества. Альш. Сĕт кӳле (вар. кӳлне) така, сĕт кӳл амăшне хур.

сĕтел

(сэ̆дэл, сӧ̆дэл'), стол. Юрк. Вĕри икерчине сĕтел çине çиме пырса лартсан (когда подала на стол). Ib. Вăл ырă ăшă кăмăллă çын пулсан, сĕтел хушшине çиме ларма чĕнĕччĕ. Ib. Сĕтел хушшине кӳртсе лартрĕçĕ (меня). Ib. Вăл чĕнсен те, эпир унăн сĕтелли хушшине кĕрсе ларса çиес çук-çке. Альш. Лартаççĕ сĕтел пуçне сак çине (хозяев). Н. Седяк. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. N. Ашшĕпе-амăшĕ сĕтел пуçĕнче тулли куркасемпе кĕтсе лараççĕ. Ст. Чек. Сĕтел тулли çимĕçсем (или: çăккăр) хатĕрлесе лартнă. Çĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Сĕтел хушшинчен тух. Выйди из-за стола. N. Сĕтел турт, выставить. || Парта. Трхбл. Уччилникре ачасем сĕтелсем хушшинче лараççĕ || Стойло. Пазух. Пирĕн лашисем лаша пек, сĕтелте тăракан лаша пек.

стуля

стойло (русск.). Бел. Гора. † Стуляри ырă ут пек, пуçсене уха тăраççĕ (девушки).

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавра-çил

вихрь. Полтава. Çавра-çил пек варкакан ăшчиккине вăл шанса Кочубее кăтартнă. Хурамал. Çавра-çил мăкăрлантарса вĕçет (крутя пыль). Чураль-к. † Пирĕн тăвансем çавра-çил: курас-пуплес тенĕ чух çавăрăнчĕç-кайрĕç тепĕр майлă. N. Çавра-çил çавăрса илсе улăхса кайнă. Шибач. Çавра-çил тĕлне полсассăн, çын хирĕç вăрăнса вилет. См. хирĕç вăрăнни. Сред. Юм. Çавра-çилпе шуйттансĕм вăйăç каласа ташласа пыраççĕ, тет. Шурăм-п. Çавра-çилсем çавăрăнса çӳреççĕ (в засуху). Т. VI, I. Çавра-çил амăшĕ, çавра-çил хаярĕ... Çавра-çил килли амăшĕ, — килли; çавра-çилпе çӳрекен çунатлă ырă...

çамлан

погибнуть. Ир. Сывл. 26, Сив хĕл иртсе çамланчĕ, ырă çуркунне куç умнче. См. çам. || То же, что çапкалан? N. Таçти çын кунта çамланса çӳрет.

çан-пуç

внешность. N. Таса çурта вырăнĕ çинче çурта епле çутăлса ларать, ырă арăмăн та çавăн пекех, çитĕнсе вăтамлансан, çăнĕ-пуçĕ илемленсе тăрать.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çарран

(с’арран), босиком. Сред. Юм. N. Вăл çарран, çĕтĕк-çатăк тумтирпе, ырă çын куç умне курăнма вăтанса, вăрă-таркăн пек тарса çӳрет. Тюрл. Хăшĕ-хăшĕ: çарран намăс, тесе, атăсем тăхăнса тухаççĕ. N. Çула ачасем урам тăрăх çарран, çара-пуçан чупса çӳреççĕ. Собр. Атăпа пулин те, çарран çӳреп, урапа пулин те, çарран çӳреп. (Атă пăти).

çемĕ

мотив, мелодия, гармония, строй, лад; порядок, способ, соответствие. Чигир. Шурă пĕремĕк шăл çемми, Собр. Куккăр çăка кут çемми. (Кăнчала йӳççи). КС. Паян нимĕр пĕçерсе патăм-ха, ват çынсене шăл çемми (подходное для зубов) В. Олг. Онтан кĕсле калат (сыграл) çармăç, пĕр çемĕ. Ib. Кĕсле çемми. Якейк. Копăс каланă çеммипа эп ташлама пĕлместĕп. Ib. Ачасам, ман мĕлле çемĕ калас (какой мотив сыграть)? Ир. Сывл. З4. Шăнкăлă-шанкăл хăрăк-марăк çемме майлă шăнкăлтатрĕ. N. Вĕсем ырă ăслă сăмахсем вĕрентсе хăварнă, юрăсем-сăвăсем, кĕвĕсем-çемĕсем каласа хăварнă, мухтав юррисем çырсă хăварнă. Пшкрт. Эп она çеме çартăм (= çавăртăм, уговорил), вăл апла туас çок ĕнтĕ. N. Вăрăç çапах хытă тăрать, чарнмали çемĕ те çук. N. Шăн-шак çемĕрен тохса.

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çемçет

(с’элз’эт’), смягчить. Орау. Пыр шăтăкне çемçетет çак сĕт... кăккăра çемçетет. Изамб. Т. Час-часах кĕрӳ халатне юри хывма ирĕк памасть, вара кĕрĕве тумлантаракан арăм чуп тăвать. Ул вара аллисене çемçетет. || В перен. смысле Кан. Хăйсен варлисемпе кăмăлĕсене çемçетсе ларчĕç. Альш. † Ырă тантăшçăм (çавă), хытă сăмах ан кала: кăмăлăмсе çемçетеймĕп. (Хĕр йĕрри). || Удобрять (землю). N. Эпир çĕре çемçетмешкĕн тислĕк (тирĕс) анчах мар, урăх япаласем те тăкатпăр. Кан. Тата, çарансене сӳресе, ун çине çемçетекен япаласем тăкмалла. || Ослаблять, опьянять. Орау. Тапак туртсан, пĕтĕмпех çемçетсе ярать, хуть те çавăнтах кукленсе ан. ||Избить. N. Ăна вăрăсем пиллĕкĕн тапăннă, тит те, пиллĕкĕшне те хăй пĕчченех çемçетсе хăварнă, тит (он им всем пятерым наклеил).

çеç

(с’эс’), только; совсем, вовсе. МПП. Вăл çеç. Только он. N. Ырă ĕçсемпе ырă çăмахсемщĕн çеç мар, çынна ырă суннăшăн та, унăн хуйхине кура унпа пĕрле куççулĕ кăларса хуйхăрнăшăн та сăвап пур. N. Виçĕ сехет çеç, только З часа. ЧС. Пирĕн ялсем çуранлă серене (= сĕрене) çеç хисеплеççĕ. Кан. Пахчана пырса çеç пăхса кайрĕ. Только в саду побывал. См. çех.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çын çурри

возраст З5-45 лет, человек средних лет. ЧП. Пĕчĕкçĕ чухне ырра çырманнине çын çуррине çитсен çыртăр турă ырра. Собр. † Çуралнă чух çырман ырра çын çуррине çитсен çыр, турă. Альш. † Эпĕ килтĕм, ырă çынсем, сирĕн патра, çын çуррине ӳссе çитнĕ чух. N. † Ай-хай, пуççăм, çамрăк пуç, çын çуррине çитсен хур пулчĕ?

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

çырлаха пар

дать помилование. Менча Ч. Эй ырă турă, çырлаха пар, ырă чӳклемем! Сана çунатлă хурăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, çырлаха пар, ырă чӳклемем! (Обряд чӳклеме). Ст. Чек. Çырлаха пар, ырă турă! (Моленье при пичке пуçлани). Çырлаха пар! (Ĕлĕк чӳк тунă чохне киреметсене çапла каласа кĕлтунă, тет).

çи

(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.

çийĕнче

(-џ̌э), на нем (ней). К.-Кушки. См. выше. ЙФН. † Эментер хĕрĕ çинчешке, çиччĕ пир кĕпи çийĕнчĕ... || Во-время. N. Пирĕн ял çунса кайнă пулĕччĕ, анчах ун пӳртне çийĕнче сӳнтертĕмĕр. || При наличии при жизни. Собр. † Атте-анне çийĕнче ĕмĕр вăрăм, кун кĕске. Альш. † Эпирех те ырă курасси, пулсан пулĕ атте-анне çийĕнче.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çи-пуç

внешность, наружность, внешний облик, одежда. КС. Çию-пуçу хуп-хура. Ib. Çина-пуçна тирпейлĕ тыт. Ib. Çийăнтан-пуçăнтан пахса пĕлĕç. Чăв. й. пур. 30. Çине-пуçне юрăхлă тумтир тăхăнман. КС. Çию-пуçун ним тирпейĕ те çук. Кратк. расск. 16. Çине-пуçне тирпейлесе, ырăрах тумтир тăхăнтартнă. Ерк. 11. Ашшĕне çеç калать — ыйтнийĕ пулать, çийĕ-пуçĕпе пĕрле кăмăлĕ те тулать. О сохр. здор. Çи-пуçпа урасене пĕр-пĕр япала тăхăнса тухма кирлĕ. М. Тув. Тумкă лаши — тур лаша, çийĕ-пуçĕ çара шуç. ЧС. Пуçра сывлăх пулсан, çи-пуçшĕн çын вилмеçт. Ib. Ырă пурнăçпа пурнаймарăм, çия-пуçа ырă тумтир кĕмерĕ, çын çине нумаях хутшăнаймарăм. || Одежда (то, во что одет). Городище. Ку çи-пуçпа çын куç умне курăнма намăс. Н. Исаково. Пирĕк хуçа майри пит лайăх çын: çи-пуçа та çусах парать. Наша хозяйка славный человек: стирает нам и белье. Ала 88°. Ачи-пăчисене çи-пуç тумлантарма та çук пулнă вĕсен. N. Çи-пуç нумай юлнă. N. Вăл халĕ те, пĕр тăлăха пăхса, çине-пуçне тирпейлесе пăхса усрать. N. † Лайăх çын ачине кам юратмĕ çине-пуçне лайăх тăхăнсан. Шел. II. 59. Çи-пуç та лайăх. Альш. Тумланнă лайăх: çире-пуçра — сукна, карттус, атă. Яргуньк. Çийăмра-пуçăмра татăк çук, ыр çын куç умне тăрăп. (Алшăли). Беседы на м. г. Куланай та, хырăç-марăç та парас пулат, çие-пуçа та питĕрес пулать (одеваться), çурчĕ-йĕрĕ те кирлĕ. Изванк. Çийă-пуçă аван пултăр. Одежда и внешность была бы приличноЙ. Ib. Ай-ай, апай, ай! апай, эсĕ нуммай çи-пуç туса, мана хĕрхенсе нумай усă эсĕ турăн. N. Çине-пуçне çĕтĕк-çатăк çакса çӳрекен. ЧП. Çийăр-пуçăр ыр улпут пак.

Çирĕклĕ

назв. ряда селений в Чувашии и др. местах. Н. Лебеж. † Çакă та Çирĕклĕ ялĕнче ӳсеççĕ çамрăкран ырă хĕрсем. Н. Седяк. Çирĕклĕ ялĕ вырăнĕнче çирĕк нумай пулнă. || Назв. речки. Ст. Ганьк. || Назв. речки, притока Булы. См. çирĕтлĕ. || Назв. божества. N. Çирĕклĕ çĕр çинчи киремете пăтă, çирĕклĕ çĕр çинчи киремет амăшне юсман параççĕ.

çиçĕм

(с’из’э̆м), молния. КС. Çиçĕм çиçсе килет. Янтик. Вĕçĕмрен çиçĕм çиçет. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек куçĕпе çиçĕм çиçтерет. N. Çăмха пек кăвак çиçĕм. Рак. Çеçен-хир варинче ылттăн туя выртат. (Çиçĕм çиçни). Ст. Чек. Мăйăра çиçĕм пĕтернĕ (çиçĕм çапнă). Гов., когда орехи пусты и кора их почернела. Приписывают это действию молнии. Якейк. † Пире мырă памасан, çиçĕм çиçсе пĕтертĕр. Ст. Шаймурз. Çунамçăм, çунам çине çиçĕм пек юр тулчĕ. ЙФН. Аçа-çиçĕм хуньняçу. Твой свекор похож на молнию и гром. Охотников. Çиçĕм. Рассказывают, что бог преследовал диавола. Последний, должно быть, спасаясь от преслелования, как-то забежал в избу по трубе, которап была не закрыта. (Отсюда, повидимому, установилось мнение, что во время грозы всегда трубы, окна и двери нужно закрывать). Молния влетела за диаволом в трубу в виде огненного шара, который ударился о нечистый дух так сильно, что кровь его брызнула на стены избы. Те места, куда попала кровь, сразу загорелись, и начался пожар. || Назв. божества. Т. VI 7. Çиçĕм амăшĕ, çиçĕм çуначĕ, çиçĕм умĕнче çӳрекен ырă. N. Атса чупан çиçĕм. (Куç чĕлхи).

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çук

çок (с’ук, с’ок), несуществующий; часто передается русским нет. КАЯ. Çук вăрманта, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Из наговора). ТММ. Тăван анне пек шанчăклă тус çук (с русск.). Изамб. Т. Эпĕ ик-виç кун йĕре-йĕре шырарăм; çук, тупаймарăм (нет, не нашел). N. Кунта та ыриях (= ырриех) çук. И здесь ничего хорошего нет. Регули 536. Çок, эс мана олталимăн! Нет, ты меня не обманешь! Якейк. Конта мана çиман çынĕ çок. Здесь обо мне все злословят. N. † Пирĕн улăхра (чит. улахра) Якку çук, куçа-куçăн пăхасси çук (вар. мăйăр чиксе тухасси çук). N. Пирĕн валалла ĕмĕтленмели çок ĕнтĕ! (Гов. старик о своей дальнейшей жизни). Нюш-к. Ним çукран (от нечего делать) нимĕр (или: ним çукран нимĕр çиес. Поговорка). Регули 356. Эп пытăм онта; старик килте çокчĕ (старика не было дома), вăрмана кайнăччĕ. Ib. 405. Вăл паян чӳркӳре çокчĕ (чуркӳре корăнмарĕ). Ib. 421. Онта утсам çок, онта пăлансам анчах. Ib. 423. Эп çок полăп онта (у др. эп унта пулмăп). Ib. 27. Эп паян каймаллаччĕ, утсам çок полчĕç (не случилось лошадей). Ib. 1230. Халь окçа çок полчĕ (не случилось денег), эп она ӳлĕм килме каларăм (велел). Ib. 45. Онта нимĕн çок пăхмалли. Там смотреть нечего. Баран. 100. Типĕ кунсенче ĕççыннине унсăр пуçне (без овощей) пурăнма та çук. Вомбу-к. † Тохас текен хĕр пор-и, илес текен ачи пор, лаç пор, лапас пор, ут çок та пӳрт çок. (Авалхи туй юрринчен). Кан. Вĕллесенче пыл çителĕклĕ çук пулсан, хуртсене сахăр шывĕпе тăрантмалла. Слакбаш. Унта йытти те çук! Там нет ни собаки! (т. е. нет никого). Изамб. Т. Сирĕн ĕçĕртен те çук, вăййăртан та çук. У вас нет ни работы, ни игры (ни уменья играть). N. Ура-алăсем, пилĕк-çурăмсем пĕрте çук (т, е. болят, отказываются от работы). || Пустой, ложный. Собр. Пире курайман тăшмансем çук сăмахсене пур тăваççĕ (измышляют ложное). || Не стоит. Орау. Ăна тумаллăх та çук. Ib. Унта калаçмаллăх та çук. Ib. Ăна памаллăх та çук, час паримасть вĕт вăл калле (не скоро отдаст). || Употребляется во многих чувашизмах. Орау. Кăçал çуркунне тырă пулмасть, тесе, никам та калас çук (никто не скажет). N. Вĕсем тӳрленесси çук ĕнтĕ. Им уже не исправиться. Юрк. Вăл туман пулсан, эпир нимĕн те тăвас çук. Кабы не он, мы ничего бы не поделали. N. Кăнтăрла ăсене те тухма çук, пире те тухма çук. N. Илессӳ çук эс мана. Ты меня не возьмешь замуж. Регули 379. Эс она йăтас çок. Тебе его не поднять. Ib. 75. Эсĕр ĕçлес çок. Вы не будете работать. Ib. 70. Манăн паян ним те ĕçлес çок. У меня сегодня нет никакой работы. Ib. 76. Эп ĕçлес çок конта. Я не буду здесь работать. N. Хăйсем тăранни çук, варланни, путни анчах. Они не наелись, а только перепачкались и перевязли. Янтик. Ман кунта никампа калаçмалли те çук. Мне здесь не с кем говорить. Ib. Ман кунта ним сăмахламалли те çук. Мне здесь нечего (не о чем говорить). Ib. Ман кунта никампа калаçма та çук. Мне здесь не с кем и поговорить (ни с кем не надо говорить). Якейк. Ман паян ниста та каймалли çук. Я сегодня никуда не должен итти. Ib. Нистан та ман окçа илмелли çок. Мне неоткуда взять денег. Ib. Ман никам патне те тохса çуремелли çок. Мне не к кому сходить. Сред. Юм. Эс хôлана амма каян? — Ахалех, корма çиç каяп.— Корма çиç каяс пôлсан ôнчол çӳресси те çôк (нечего и ходить, нет необходимости и итти). Чăв. и. пур. З. Эрех пулсан, пурте пулать: çука та пур тăваççĕ, курнине те курман пулаççĕ. N. Вуник тенкĕсĕр çук. Дешевле 12 руб. не окупишь. Без 12 руб. не обойдешься. N. Манан конта никампа поплесе кăмăла оçма (развлечься) та çок. ЧС. Халь курас килет те, халь çук ĕнтĕ курмалли. Пазух. Эп вăрмана карăм çук (не хаживала), кукăр йывăç касрăм çук (не рубливала); эп усала карăм çук (не выходила), усал çумне выртрăм çук (не лежала). Усал çумне выртиччен, ыррăн ури-вĕçне вырт. Орау. Вăл ахаль калаçать, унăн ăна тăвасси те çук. В. С. Разум. КЧП. Мĕн туса çӳрен унта (зачем ты будешь ходить в школу), вĕренессӳ çук сан (не будешь учиться), эсĕ ахаль ĕçрен таратăн. N. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды. Ау 169. † Шурă хăва каснă çукчĕ (не случалось рубить), ывăнтарчĕ хулсене; йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене. Собр. Кирек те хăш пӳрнене çыртсан та, ыратмасăр çук (непременно заболит), теççĕ. (Послов.). || Нельзя. N. Çырмалли тата нумайччĕ, анчах кунта нимĕн те çырма çук. Альш. Унтан вара Пукрав ерни тухмасăр ниçта кайма та çук. N. Унта каймасан çук. Нельзя не пойти туда. N. Малашне те çапла пулас пулсан, пĕтрĕн вара!... кăна мĕнле те пулсан тумасан çук (как-нибудь да надо сделать). Орау. Ачи аван вĕренет, ятлама çук. Мальчик учится хорошо, похаять нельзя. Коракыш. Хамăн каймасăр çук-ха, хамăн каяс-ха. Мне необходимо итти (туда) самому. Убеева. Манăн вĕренме каяс килет, анчах аттесенчен иртме çук, тет. Кан. Ача-пăча кĕнекине кун пек йăнăш ярса тултарнине чăтма çуках (нельзя выносить). О сохр. здор. Ĕçлекен çыннăн канмасăр пурăнма çук (без отдыха нельзя жить). N. Курăса (курса, курс) никам аллине пама çук (поручить некому). Альш. Тырă пулнă кăçал калама çук аван (несказанно хорошо). || N. Сан тăшманусем пултарас çука шухăш тытса тăраççĕ. || Недостаток, нужда. ЧП. Эпĕ çамрăк пĕве ӳстертĕм çук та пур хушшинче. N. Çук пирки тарăхса пурăнаççĕ (бедствуют). || Бедный, неимущий. Хора-к. Пор поршăн коллянать, тет, çок çокшăн коллянать. Ск. и пред. чув. 71. Анчах асту: Михетер хĕрне памаст çукалла (в бедную семью). N. Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхăлă чух пулăшать, çука пани вĕсенчен те ытла çĕклет. N. Çуксем, бедняки. || Бедность. ТММ. Çукăм çукпа пултăр, пуррăм хампа пултăр. Ib. Пуянлăхăм пур, çукăм çитмест. (Поговорка). || Пустяки. Юрк. Унта çукпа кун ирттерсе лармалла тăватăн (заставляешь проводить день за пустяками). Ib. (Хаярскер) вĕсене те хăш чухне çукшăн (из-за пустяков) ятласа пăрахат. Орау. Çукпа хăтланмаçть. Пустыми, бесполезными делами не занимается. Ib. Çукпа çӳремеçт. За пустяками не гонится. N. Епле эсир мана çукпа йăпатасшăн? N. Ĕçсĕр ирттернинчен ытла тата çука калаçакан, тĕпчесе çӳрекен пулса каяççĕ. N. Мана курма тесе кĕрекен çука калаççĕ.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

Çул çӳрен ырă

назв. божества. Хурамал. Çул çӳрен ырă (çул çӳреме тухсан, ырă çӳремелле пултăр, тесе). См. çӳрен ырă.

çураç

çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).

çурта

çорта (с’урда, с’орда), свеча. Микушк. Вилнĕ выльăх çăвĕнчен тунă çуртана çутсан, пĕтĕм выльăхсем те, этемсем те пĕртте вăранмаççĕ, тет, пĕр майлах çывăраççĕ, тет. Вил-йăли. Хывнă чухне вилнĕ çын ячĕпе алăк патне пĕрене çине пĕр çурта лартаççĕ. N. Çурта пек, тӳп-тӳрĕ тăрать, ЧП. Йыснаçăм, йыснаçăм, улпут пек, шăратса та янă çурта пек. М. Тув. † Кĕлетки çурта пек. Ст. Янсит. Çав турăш умне кайса ларт çак çуртана. Кĕвĕсем. Йыснаçăм, йыснаçăм, ыр улпут пек, турă умĕнчи сар çурта пек. Пшкрт: мэ̆ри ы̆жалда, учэ̆ толда (с’орда). В. Олг. Йӳç (дерево) çорта пакчĕ. Бюрганский. Уншăн кĕл-тума мар, турра çурта лартма. Ăна пĕтертĕрччĕ ырă турă... СПВВ. Сарă çурта пек сарă çын. Альш. † Тăванăм, тăванăм, улпут пек, халĕ çуртаран (чит. ăстанран) кăларнă çурта пек. ТММ. Çурт çуртасăр пулмаст. („Семья не без урода“). Тюрл. Çил арманĕ çурта пек тӳрĕ çунчĕ (горела). Якейк. † Çуне çорта ятăм та (сделал свечу), çут-çанталăк çутăлчĕ. Сред. Юм. Çорта айне шаккарĕç. (В день поминок к вечеру ходят по всем дворам деревни и говорят: „çорта айне“потом все, кто хочет, приходят на поминик). М. Васильев. Помилккене пыма килĕрен чĕнсе çӳремеç, ăна пĕр лашана шанкăрма çакаç те, ытланса, орам тăрăшпе: çорта айне! тесе çохăрса тохаç. N. Вăл (т. е. ача) вара: çурта айне сăра ĕçме, тесе, кăшкăрса çӳрет. Ст. Яха-к. Çынсем, хĕвел анса каç пулсассăн, харпăр хăй пĕр-ик хурăнташĕсемпеле пĕрлешсе вилнĕ çынсене хываççĕ. Вĕсем алăк патĕнчи пĕрене çумне, унăн килĕнче миçе çын вилнĕ, çавăн чухлĕ çурта лартаççĕ. Чăвашсем патне кирек хăш пӳрте кĕрсен те, паллах алăк патĕнчи пĕрени çуртапа çунса хурални. N. Çурт айне (= çурта айне) сăра ĕçме, теççĕ. (Вилнĕ çынна асăнса ялти çынсене пухнă чухне çапла кăшкăрса чĕнсе çӳрет пĕри). См. Магн. М. 170.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çăкăр-тăвар

еда, угощение. N. Сĕтел çинчен çăкăр-тăвара пуçтарчĕç. Б. 1З. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç, теççĕ. Альш. † Пиреех те çакă киле килме сирĕн çăкăрăр-тăварăр çавăрчĕ. ЧП. Пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ (привлекло радушное угощение). Изамб. Т. Çăкăр-тăвара спаççипе: хăр пырса курăр. ГТТ. Чăваш ниçта та куçченеçсĕр çӳремен. „Çăкăр-тăвар питĕ пысăк“. N. Кам мана ырă сунса хăй çăкăр-тăварне (scr. тăвар-çăкăрне) кăтартнă çынсене, пурне те турă пулăштăр вăсене. ТММ. Çăкăрпа тăвар! — Çăварна хăвар та, çиме лар! || Клятва. Бюрг. Çакăр-тăвар те! Рак. Караçăн хĕрне вăрласа кайрĕç кĕçĕр.— Ан калаç! — Çăкăр-тăвар, хам куçпа. куртăм. Ib. Ай, çăкăр-тăвар, тытса хĕнеме.

çăтмах

рай. А. Турх., СПВВ. ТМ. Т.IV. Мункунта вилнĕ çынна çăтмаха кĕрет, теççĕ. Н. Шинкусы. Çăтмахра (тутлăхра) ырă вырăнта пулччăр, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр, выртнă вырăнĕсем мамăк пулччăр! (Поминовенье предков в молитве ӳчӳк). СПВВ. ИФ. Пĕр-пĕр çамрăк е ватă çын вилсессĕн: пилĕ тутăр, çăтмахра пултăр, теççĕ. Лайăх вырăн. СПВВ. ЕС. Çăтмах — рай, савăнăçлă пурăнăç. Юрк. Мункунта вилнĕ çын çăтмаха, кĕрет пулат. Нюш-к. Вилнĕ çынна хывнă чухне юсмана тата-тата: çăтмахра пултăр, тесе, пăрахнă. Эпĕ пĕчикĕ чух ваттисене асăннă кун асатте, чашăк хĕррине йĕри-тавра çурта лартса, чашăка: çăтмахра пултăр, çăтмахра пултăр, тесе, икерчĕ тата-тата пăрахатьчĕ. Ваттисене асăннă кун тĕн айĕнчи пĕрене çине те тĕн айнех çуртасем лартаççĕ. СПВВ. Х. Çăтмахра пултăр (в раю. Ядр). Русак. Тумлантарсан, çурта çутса (..çинче çăкăр çумĕнче): пилле, тесе, хываççĕ. Пахил пул (усал ан ту, тени пулат). Çăтмахра пул (райра пул, тени пулат), йăвăр тăпра (и?) çăмăл пултăр. Вилнĕ çынне килтен хуп çинче пирсемпе çĕклесе каяççĕ. Изамб. Т. Çăтмахра выртăр! (Обращение к умершим на поминках). Ск. и пред. чув. 67. Çăтмах пекех туйăнать Силпи чăваш ялĕнче.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

çăлен чĕлхи

наговор против укуса змеи. Н. Богданов. Çĕлен чĕлхи. Çĕлен сăхсан выльăх та, этем те шыçăнса каять, ун шыççи хытă тăрать, алăпа пуссан, латăртатса путать. Пуссан, путать те, алла илсен, каллах хăпарать. Ăна малтан шывпала вĕрсе вĕçтереççĕ, унтан уçлам-çу çине вĕрсе, ăçтан çĕлен сăхнă, çавăнтан вĕрнĕ çуне сĕреççĕ. Вĕрнĕ чухне çапла калаççĕ: куçран, хаяртан, хаяр куçран усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать, ырă кун пар, ырă çул пар, ырă сехет тĕлне ту, усала-тĕселе сир, турă хушнипе вĕрнĕ чĕлхем сипетлĕ пултăр; турăран ырăлăх, этемрен сиплĕх; çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, кун таврăнать — таврăн, çĕр таврăнать — таврăн, хĕвел таврăнать — таврăн, куçран, хаяртан, хаяр куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, çул хаярĕнчен, (?) хаярĕнчен, ăншăртлă хаярĕнчен, ăншăртлă тул хаярĕнчен, усал сехмет çулăхнипе таврăнать, ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Курм. Çĕлен чĕлхи соратăп. Туй хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Чохăн хоран тĕпне хăнча çĕлен сăхса витерчĕ, çавăн чохне тин сăхса витертĕр. Пшкрт. Çетмĕл те пен ылтăм кĕрепĕç, ылтăм кĕрепĕçре çетмĕл те пен ылтăн пакча. Çетмĕл те пен ылтăм пакчара çетмĕл те пен çатма. Çетмĕл те пен çатмара çетмĕл те пен ылтăм çăмарта. Она хăнча ылтăм хĕлĕк веттĕр сăкса полтарат, он чокня сăкса полтартăр. Хора çĕлен шуйĕ хора тенĕсре, манăн кон пăк (дальше повторяется: кĕмĕл кĕрепĕç, пăхăр кĕрепĕç и т. д.).

çĕнир

(-н’ир) т. е. çĕнĕ ырă, назв. выгона н речки (местн. пад.— çĕнирте). Чуратч. Ц.

Çĕнĕ ыр

назв. киремети в Мусирме, Урмарск. р. || Назв, божества. Альш. Çĕнĕ ырсем шерепет сып. юсман. ДФФ. Çĕн ыр, назв. божества (обитало будто бы в 2 км. от дер. Перво-Степановой, Цив. р., к юго-востоку, в овраге, около леса, и считалось „добрым“, во сне будто бы являлось в виде русского барина-помещика). Орау. Çĕне ырă. Чăлах Ваççили пăхса тăракан пуçлăхĕ пулнă. (Киреметям бросали деньги; эти деньги собирал выборный Чăлах Василий; на эти деньги покупали через известный срок животное и приносили его в жертву. У каждой киремети был смотритель, сборщик брошенных денег.)

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕр каçипе

всю ночь, в течение всей ночи. Кан. Хĕвел хăйĕн ырă кăмăлĕпе çĕр каçипе хурлăхланса хăраса пĕтнĕ çынсене чĕрисене лăплантарчĕ.

çĕтĕм

встреч. в соединении: вилĕм-çĕтĕм, погибель, смерть. Ачач 76.. Çулти атте-турра, çĕр çинчи ырă турра, хаяррине, инкек-çинкекрен, чир-чĕртен упраса усраканнине, вилĕм-çĕтĕм яраканнине, тата урăххисене те пĕр-иккĕшне (еще и других, одного, двоих).

тайлăк

(таjлы̆к), наклонный. Г. А. Отрыв. † Хура вăрманта хурăн тайлăк, хурăнташсенчен ати тайлак, тантăшсенчен эп тайлăк. С.-Устье. Ту аяккинче пĕр тайлăк хурăн ларать, тет. N. Ял-ялĕнчи ачисем тайлак кĕпер кашти пек, тайкалана çӳреççĕ. Альш. † Тайлăк хапха уçăлмĕ, юлнă кăмăл тупăнмĕ. Т. VI, 35. Тайлăк çултан та, тайлăк усал кĕпертен те эсĕ сыхласа, эсĕ упра, турă. (Учук). Скотолеч. 9. Вите урайĕ тайлăкпа (по причине...) кĕсре тăвалла тăсăлса тăрать пулсан.. || Шатающийся, titubans. П. Федотов. Ĕссĕр пулнă куркинчен, тайлăк пулнă стакканчен, ырă ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, сăпаççипă хуçине. || Покорный. ЧП. Пирĕн тайлăк пуçа хĕç витмест. N. Тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп („бью челом“, молюсь). || Наклонно. Ст. Чек. КС. Урапана тайлăк тиянă (косо, на один бок). || Отлогий. КС. Тайлăк çĕтрен ан кай, тӳрем çĕтрен кай. Ib. Тайлăк тăвайкки. Ядр. † Çак куккăрта çул тайлăк, тӳнсе каятăп, тытсамăр (поддержите, а то я упаду, опрокинусь). || Косогорье. КС. || В перен. см. несчастный. Якейк. † Ялта танăш ачасам хăшĕ тайлăк вăл ытла. Имень-к. Ах тайлăк, çул тайлăк, çул мар тайлăк, эп тайлăк! Эпĕ нимшĕн те тайлăк мар, çук çын хĕршĕн эп тайлăк. || В недостатке. П. Федотов. Çырлах турă, ан пăрах, мăн çăкăртан тăйлăк ан тăрат. (Из молитвы „çăкăр пуçланă чух“). || Назв. местности.

тав

(тав), благодарность. Юрк. N. Эп сывă-ха, тав тура. N. Тав ĕçкĕне-çикĕне: эпир ĕçни-çини вырăнне хăла (пыл) тулса юлтăр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, тав ĕçкĕре-çикĕре! N. Вара мăн-кĕрӳ калат: е саламалник, тав сире: Ĕçетре-çиетре, вылятра-кулатра, эсир пире кĕтетре? тет. Хирĕç тухаканĕ калат: пирĕн кĕтни çав, тет. Мăн-кĕрӳ калат: тав та пулин тавах, тата та пулин тавах, тет. N. Тав та пулин тавах, кушак кутне чавах! (Конец „такмак“; прибавлено из шалости?). См. Магн. М. 231, 234. Якейк. Апат çиса тăрансан, тырă-полă аван полсан, тата ытти япала та лайăх полсан: тав торра, теççĕ. Сред. Юм. Сăра ĕçмешкĕн тесе чĕнсе çӳрекенсĕне хирĕç: тавах (первое „а“ произносится протяжно)! теççĕ кил хуçисĕм. Ib. Тавах та, тавссилĕх корайман-ха! (Хăнана пынă çын: тавсси-ха ĕçнисĕне, тесен, кил хуçи çапла калать). Ib. Тавах та лекнĕ полсан (хорошо если помогло угощение), лекейчĕ тем çав. (Тавсси тăвар-çăкăра, тесен, ôна хирĕç, хăнана чĕнекенни çапла калат). НЧТ. Вал кашни килле (в дом) кĕмессерен: эпир кĕçĕр сăра чуклес тетпĕр, сăра ĕçмешкĕн (пырăр), тет. Кӳрĕшĕсем: тавах, ачам, ырă сăмахна! теççĕ. Орау. Ку та ĕçкĕре: тав! тесе, хуçи пекех пĕтĕмпех ĕçсе ярса, черккине калле тыттарать. Ib. Вăл ĕçсен, кил хуçийĕ татах черккине çĕнĕрен тултарса каллех хăй кӳршине: тав сана! тесе, тепĕр хут хăй ĕçсе ярать. В. Тим. Пире лаша кăкарма памĕ-ши? тет пирĕн кĕрӳ. Пиртен тавах (надо: ирĕк?), тет хăти.

тав сире

то же, что тав сие. ЧП. Эй, тăван, тав сире, ытармалла мар сире. Ст. Ганьк. † Ырă ут килет ыткăнса, ырă çын килет асăнса, тулли курка тыттарăр; тулли курка тав сире, ытармалла мар сире.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тамаша

(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).

тантăшçăм

ласк. от тантăш. Пазух. Ырă тантăшçăм. Микулай, хытă сăмах ан кала: кăмăлăма çемçетеймĕн.

тантăш-тăван

родные и сверстники. Ск. и пред. Чув. 74. Ырă тантăш-тăвансем, пире хисеп тумăр-им? Ib. Ib. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать.

тапăр

(табы̆р), место для водопоя стада на речке. СПВВ. Кĕтӳ тапăра аннă. СПВВ. МС. Ку выльăхсам пăхакан ырă мар, выльăхсене тапăртах хуплать. КС. Тапăр тăратнă вырăнта (где скотину загоняют на водопой в полдень) тырă лайăх пулать. Изамб. Т. Кăнтăрла çитерехпе выльăхсене шыв ĕçме тапăра антараççĕ (загоняют поить). Ib. Тапăр (или: тапăр вырăнĕ), место, куда загоняют скотину поить и отдыхать. Н. Карм. Тапăр — кĕтĕве кăнтăрла вырттаракан çĕр. Баран. 6. Тăн-кăнтăрла тĕлĕнче, шăхличине кăшкăртса, хуçа хупмасть тапăра. N. Вăл вырăна пирĕн тапăр вырăнĕ теççĕ. Çак тапăра çитсессĕн, пирĕн хăшĕ-хăшĕ çур çавала çитичченех кĕрсе тăчĕç. || Табун, стадо. ППТ. Кăнтăрлаччен, пуху тăваççĕ те аслăрах çынсем, тапăр ансан (когда стада спуститься на водопой), выльăхсене тапăртан кайса тытса килеççĕ. ТХКА 42. Лашасем, ĕнесем каçпа тапăра тухнă. Эпĕ хамăр тьыхана йĕвен тăхăнтарса утлантăм. || N. Тапăр, то же, что стольне.

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

таса

(таза), чистый, опрятный. Этем йăх. еп. пуç. кай. 38. Пичĕ, ал-лаппи, ура-лаппи таса, çăмсăр. || Чисто, опрятно. Качал. Кам таса пурăнать, вăл чире те пĕлмеçт, теççĕ. Сборн. По мед. Ăна таса тытсан, йĕркелĕ эмеллесен, вăл час ӳт илет. || Здоровый. Ала 99. Хăва ĕлĕк таса чохне шăрçа пит йорататьчĕ. Н. Карм. Эпĕ халĕ таса, сывă пурăнатăп. (Письмо). N. Аçусам-апусам веçех таса (здоровы). Капк. Таса çыннах ĕçлĕ çынна кĕртес теттĕр-и? N. Эпĕ халь таса мар вуртатăп (болен). Актай. Çак çынăн арăмĕ юрайла(?) таса мар пулнă пак йăнăшса выртнă, тет. Ib. Ăста каян, старик? тет карчăк? — Арăм таса мар пулчĕ те (нездорова), юмăçа каятăп, тет. Юрк. Пăсăлнă куçа шăлнă алă-шăллипе таса куçлă çын шăлсан, унăн та куçĕ пăсăлат. Изамб. Т. Хĕлле ури тап-таса та юн пек хĕрлĕ пулат. О сохр. здор. Вăл лĕкĕ пек шатрасем тепĕр çын пуçĕ çине ларсан, унăн пуçĕ тасах мар пулсан, унăн та çавăн пекех кукшана ерет вара. || Robustus. Кн. для чт. 62. Çĕнĕрен килнĕ ристансенчен пĕри çӳлĕ те тасаскер пулнă. Алших. † Пирĕн пек таса ачасем сайра амаран çуралат. Айдар. † Таса тантăш (çавă) пур. Ядр. † Çак хăтанăн хĕр таса; хĕр таса, çурт таса, тепĕр хĕрне парать-ши. Орау. Мĕн тĕрлĕ таса ачасам юлса пычĕç... пирĕн карĕ! || Невинный. N. Ырă çын лайăх тесе, пит ан калаç, таса чуну çинчен ят ярĕ. || Настоящий. N. Таса тискер-кайăк. Шурăм-п. Тепĕр таса хăлинĕ лешсем кайнине сыхласа пура хыçăнчех чĕтресе пăхкаласа ларнă мĕн. || Святой. М. В. Васильев. Таса мăн турă пуринчен асли (1-го разряда). Т. VI. ЗЗ. Таса турă, учук тăватпăр авалхи йăлапа. Туррăм, ан пăрах, çырлах. (Учук кĕлли). Ib. VI, ЗЗ. Таса учук çырлахтăр. (Моленье). N. Эсĕ чĕрĕлĕх çăкăри, тасасене кăларакан, ырăлăх паракан. Полтава 26. Уншăн таса япала (святыня) ку таранччен пурнăçра çут-тĕнчере çуралман. || Прочный. N. Пуканĕсем пурте таса. || Ясный. Полтава 24. Çынсем ăсне витĕрех, таса куçпа курнă пек, тĕппе-йĕрпе вăл курать. Шурăм-п. Таса, уяр, тӳлек кун. Ск. и пред. чув. 99. Таса çутă тĕнчерен ылхан анчах илтнĕскер. || Здорово. N. Санăн ачусам таса пурăнаççĕ (здоровы). N. Вăрçă таса пырат. || Ясно, чисто, хорошо. N. Вĕсем ĕç тăвас вырăнне нумайрах вăрлама тăрăшаççĕ, мĕшĕн тесен вĕсем, пуйсан, хăйсем мухтава тухассине таса пĕлсе тăраççĕ. || Правильно (произносить). Юрк. Çав сăмаха çапла, тутар пек, таса (чисто, правильно) каласан, эпир сана ретсĕр (вне очереди) çаккăн хыçĕнченех авăрттарăпăр (позволим молоть). || Точь-в-точь, совершенно. Регули 1420. Таса (пĕтĕмпех) ашшĕ пек тунă. || Чистота. N. Тасара пурăнма аван: тасапа таса мар танлаштараймăн. N. Эпĕ тасана юрататăп, тасанăн усси пур? Янорс. Мана аттесем калатьчĕç: тасара лайăх пăхса осранă, тетчĕç. N. Учитĕлсем тасашăн пит хытă çине тăрса тăрăшнă. || Здоровье. N. Кĕрконне корма (повидаться) пыратăп, хам таса пулсан. || Беловик. Слакбаш. Таса çине куçарса çырнă. Переписал набело. || Невинность. Орау. Епле айăплă пулсан та, тасана тухать ĕнтĕ вăл мур, айăпа юлмасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Тасинчен маси = порринчен çôкки (лучше не иметь, чем иметь?). Турх. Сана лашасăр пурăнни — таси. Тебе лучше всего жить без лошади. N. Таси паха „скатертью дорога“.

таçтан

(тас’тан), неизвестно откуда, откуда-то. Орау. Таçтан çавăрнса килчĕ ку усал? Не знаю, откуда заявился этот чорт! (Гов. о человеке). М.-Чолл. Сасартăк таçтан янтраса карĕ. Чăв. и. пур. 26. Уретнике курсан, таçтанах тарать (убегает, как только заметит урядника). СТИК. Таçтан çуралнă, шуйттан ачи-пăчи! (Гов. взрослый человек в сильном раздражении на маленьких). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурийĕн те шап-шурă, таçтан аякран курăнса тăраççĕ (виднеются невесть откуда, издали). Бур. † Эпĕ ырă курмасси таçтан витĕр курăнат. Уж и сейчас отлично видно, что мне не видать добра. (Плач невесты). || Неизвестно как. Кан. Председатĕл хăй те капла хăтланать те, ĕç таçтан мала кайтăр (т. е. не может итти вперед, не может быть успешным). N. Манран ытлашки пулнă эсĕ, таçтан тупнă çилĕ.

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

тени

(тенĕ+афф. З л. „и“), употребл. в обобщающем значении, при чем обыкновенно имеют в виду резко подчеркнуть особенности целого рода. СТИК. Ача тени кăшт именекенччĕ, кăсем ăна-куна пăхмаççĕ. (Этем тени, лаша тени, ват çын тени, хĕр тени — резко подчёркивает, указывая свойство предметов). Капк. Атăл тени те-çке çав вара, сивви хăлхасенчен çăтăрт çыртат. СТИК. Ача тени пысăккисенчен именекенччĕ, кăсем пуç çине хăпарса ларĕç. Маленькие обыкновенно подчиняются большим, а эти куда тут — на голову лезут. N. Лере, пирĕн енелле, Сăр-вăрмансем хĕрнелле, ял тенисем пит нуммай. ЧП. Мертлĕ тăрăх çӳрерĕм: ырă тени пĕри çук, усал тени вĕçĕ çук. N Ял тени вăл ял пек пулаканччĕ. Ерк. Каччă тени хĕр ушкăнне вăтанмасăр çулăхать. Ала 12. Кай манăн патăмран, тарăхтарнă (надоели) мана юмăçă тени. Альш. Юмăç тени хам пулам, тет. Пазух. Лаша тени кăвак та, ай, пулинччĕ, кӳлмесĕрех кӳлĕнсе тăринччĕ. Ib. Елшел шывĕ тарăн шыв: тарăн тени (самое глубокое место) пилĕкрен. || В ирон. зн. Шорк. Манăн арăм тени (или: тенĕ пекки КС.) халь те толта тăрать-ха. (Насмешливое отношение к жене).

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

темен

неизв. сл. N. Ăна пула вырăс хуçисене икĕ тĕнче мулĕпе, Азипе Европă теменĕпе, ырă курма ирĕк пулман. (Опечатка вм. тĕменĕпе?).

терт

(тэрт), мученье, мука (перс.). N. Ĕлĕкхи тертĕм (тяжелая жизнь, в угнетении. Сред. Юм.) асăма килет те, хальхипе кăмăлăм тулса çитет. N. † Ай-хай — çичĕ ютăн аллинчи çынсем унти терте курнипе тĕрексĕрленеççĕ. Сред. Юм. Çавăн тертне тертленсех чôн тохать ĕнтĕ ман. || Энергия, стремление. N. Терт те пур, термек (чит. термен) те пур, вуник çулхи мăйăр та пур (= асапĕ те пур, мулĕ те пур, вуник çулхи ачи те пур). Баран. 141. Пирĕн ăслăрах, ырăрах пулас терт пур. Н. Седяк. Терт пур та, термен (= вăй) çук. || Старание, забота. Баран. 142. Пĕлесшĕн, ырă енне каясшăн тăрăшас терт. Тайба-Т. † Икĕ аллăмра икĕ сулă, пĕрне сутас тертĕм пур. || Нужда. N. Анчах сирĕн чĕрĕрсем хуйхăпа типнĕ çӳçе пек типсе кайсан, сирĕн тертĕр тулли савăт пек хĕрринчен тулсан, ун чух вăл сăнсем сирĕнпе килĕшсе, сире çул кăтартĕç. N. Ах тертI || Труд. СПВВ. Терт, труд, большой труд. || Трудный, мучительный. Сборн. по мед. Ун пек чирлĕ çынна ĕçтерсе, çитерсе, астуса тăрасси чăн-чăнах терт терипе терт ĕç (дело крайне трудное). || Затруднение. Сборн. по мед. Альш. Пит тертпе калаçат (говорит с большим трудом). || Изамб. Т. Çавна çĕклеймесĕр тертĕм тухрĕ (я замучился).

тертлĕ

измученный, страдающий. N. Малтан пуçĕсене чиксе нушапа аптăраса çука ернĕ тертлĕ çынсем пыраççĕ. БАБ. Чипер ăшă питпе, тертлĕ чĕрепе, тутлă чĕлхепе, ырă сăмахпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, çырлах. (Моление „ӳчӳк“). || Трудный.

тымар

(тымор), корень. Орау. Вăл йăвăç тымаррисене пит аяла ярать. Это дерево пускает корни глубоко. N. Пысăк тымарне кăларса пăрахнă та, вĕттисем юлнă. Главный корень вырван, но остались его разветвления. N. Тымар ярса лар, пускать корни. Чист. Кайсан, тымар ярат. Если пойдет, то долго не возвращается. Сред. Юм. Тымар ярсах ларнă. (Гов. про человека, если он где-нибудь долго сидит, напр., у соседей). N. Çак ырă тымартан лайăх йывăç турачĕ шăтса тухнă. Трхбл. Скачут на ноге, когда в ухо наберется вода, и говорят: яш, яш, яш тымар, хăлха мар! || Корень (слова). N. „Тăнчă, тăнчăпа, тăнчах“ тенĕ сăмахсем вĕсем пĕр тымарах (одного корня). || Корень зуба. Ст. Ганьк. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать. || Кровеносный сосуд. Юрк. Алă тымарĕ, юн тымарĕ. || Рenis. Магн. М. 233.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

тиврет

(т’иврэт’), то же, что тиверт. Т. VI, 54. Ик кун, виç кун ĕçрĕм, çирĕм, тет, ырă амăшĕ! тивменнине çак куркапа тивретем, тет. Ск. и пред. чув. 108. Йăваш чунне тивретсе вăл пикепе калаçат. || Зажечь. Ст. Яха-к. Пирвай шăтăклă кăмпана вут тивретсе юсман валли илсе кĕнĕ çăнăхсене, шывне, кăмакине чĕлхе вĕрсе çӳрерĕ. || Бить. Б. Яныши. Вот сыппи илчĕ те, пире тиврете поçларĕ.

тимле

curare, заботиться, стараться; энергично, упорно настойчиво делать (что). Абаш. Пахча-çимĕçе тимлет. Ib. Апат-çимĕçе тимлесе пĕçерет. СПВВ. Тимлес = тăрăшас. N. Санăн ырă кăмăлна тимлесе йăлăнатăп. N. Юратнă тăванĕн сăмахне вăл хăйĕн чĕрипе савса илсе вырăна кӳме тимлет. N. Чӳлмекçĕ те çавăн пек хăй ĕçне тимлет. Шибач. Вăл ларса та канмаç, тимлесе ĕçлет ӳрĕк-сӳрĕк (противоп: сӳрĕлсе ĕçлет, работает, тихо, плохо). Ерк. 99. Урхапала урса кайса вăрçас чух, йĕри-таври ялти çынна пухас чух, шăла ерсе хĕрĕпеле пуплесе ирттернĕ, тет, эсĕ юратăва тимлесе! N. Вĕсем хăйсене мĕн хушса янине лайăх тимлесе туса пынă. N. Сĕм-тĕттĕм çĕрте тăрăшса (в рукоп. тимлесе) чул шыраса çӳрет. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. N. Вăл пире хăй килне тимлесе кӳртрĕ. || Побуждать. СПВВ. АС. Тимлет — хистет. || Уговаривать, убеждать, настойчиво просить, упрашивать, побуждать. Изамб. Т. Хĕре каччă тупнă чухне тимлеççĕ (уговаривают выйти за него замуж). Ib. Апат çиме ларсан, хăнана тимлеççĕ (угощают). Альш. Чарăн тархасшăн! тесе тимлеççĕ, тет, ку ачана. Толст. Мана тĕртсе ан яр, тесе тимленĕ пекех ман çине пăхса ларать. Ib. Жилин ăна тимле пуçланă. Ib. Мĕн те пулин памĕç-ши? тесе, тимле пуçларĕ. Ерк. 47. Çамрăк хĕрне тимле-тимле ăс вĕрентрĕ Унерпи. N. Кайманнисене те кайма хистĕр (тимлĕр). Ст. Чек. Çав лашана илме тимле-ха (уговори его)! Альш. Сĕтĕре-сĕтĕре, тимле-тимле, ирĕклĕ-ирĕксĕр ĕçтереççĕ (напаивают). N. Эпĕ ăна тăванăмăрсемпе пĕрле сирĕн патăра пыма пит тимлерĕм те, (я настойчиво уговаривал его вместе со всеми родными побывать у вас), анчах вăл халĕ ниепле те пырасшăн пулмарĕ. Ст. Чек. Ăна тимле-тимлех паян ăс карĕ. Я его сегодня уговаривал, уговаривал, и даже устал. Хурамал. Çавăн хĕрне тимлес (= хушас), çав хĕре илтĕр вăл ача, теççĕ. Ib. Ун тимленипе çӳресен, шыва та кайса вилĕн. || Смотреть пристально. Чертаг. Тимлет = пит асархаса пăхать. Ib. Тимлесех пăхать. См. тилмĕр, тимĕр. || Показывать рукой. Панклеи. Хоралçа шыраса топпĕр, тет те, алипе тимлесе кашкăрсам енеле солать, тет. Кашкăрсане хăвалаттарса ярасшăн, тет (медведь).

туйăн

тойăн (туjы̆н, тоjы̆н), чувствоваться, ощущаться; стать заметным, ошущительным. ТХКА 113. Этем пурри туйăнмасть кунта. Кан. Алупкăра çĕр чĕтренни туйăннă. N. Ыррăн тойнать. Приятно чувствуется. Юрк. Тăванçăм, сан аванни курăнчĕ, хам чун савни туйăнчĕ (я почувствовал, какова моя к тебе любовь?). N. Çапни туйăнмарĕ. Орау. Темскер, аяк пĕрчи ыратнă пек туйăнса çӳрет-ха ман. Кан. Пасарта пулнăн та туйăнмарĕ. N. Чупса-чупса çырла тупрăм, ялан йĕçĕм-çырлин туйăнчĕ. || Казаться, чудиться; показаться. ЧС. Луçа çапла кăкарса тытнине курсан, мана пуç темĕн пек шел туйăнчĕ (дальше; шелĕн туйăнчĕ). N. Пулассăн çук туйăнатьчĕ. Хăр. Паль, 14. Тухтăр килни-мĕнни туйăнмасть. Орау. Яланах тахăш килнĕ пек туйăнать (все чудится, что...). Ib. Алла тытса пăхсан, темскерле, тир айĕнче ӳт хытса ларнă пек туйнать (под кожей прощупывается затвердение). Ib. Кĕç-вĕç персе анассăн туйăнса çӳрет. N. Питĕ пӳрт пушă пек туйăнать, таçта кайнă пек туйăнать. N. Мĕлле, эпĕ киле пырассăн тойнап-и? N. Çĕр каçиччен çĕр каçассăн туйăнмарĕ, виçĕ çĕр тăршшех пулчĕ пулĕ. Етрух. Сире çапла калани суя пек туйнать пуль. N. Вырăн пит начар пекех туйăнмас. Кн. для чт. 49. Анчах вăл килесшĕн туйăнмасть, пит хытăскер вăл. Ала 54 . Çак пĕр сехет маншăн пĕр çулталăк пек туйăнчĕ (показалось целым годом). В. Буян. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинчен сарă чечек вĕçсе анассăн туйăнать. Орау. Хама хам тем чул çияссăн туйăнчĕ. N. Сире епле пек туйăнать. Как вам кажется? N. Епле тусан ырă пек туйăнать хăна, çапла ту. N. Иртсе кайнă çын Якор пак туйăнчĕ, хам коримарăм та.— Çок, сана ахаль он пак туйăнчĕ (показалось, будто он). N. Кĕçĕр лайăх çывăрса каяс пек туйăнать те, темле пулать. N. Кĕç персе анассăнах туйăнать (что упадешь, о себе). Орау. Мана та çапла пек туйăнать çав. Чотай. Çакă яла ял темĕн, çитрĕмĕр те кĕтĕмĕр — хола хошшин тойăнчĕ. Чт. по пчел. № 17. Тем, ĕçлет пек туйăнать. Кажется, что поработает?

туйлă-суйлă

шумно, весело. Менча Ч. Çак кĕтсе тăран ĕçке хурăнташ-ăрупа, пĕлĕш-тантăшпа, тус-йышпа, ял-йышпа, кин-хĕрпе, ачам-пăчампа, тарçăм-тĕрçĕмпе, ватăм-вĕтĕмпе савăнса чипер кĕтсе илсе, чипер ывăллă-хĕрлĕ, туйлă-суйлă ирттерсе яма парăсăнччĕ, ырă чӳклемĕм.

тул

тол (тул, тол), наполняться, стать полным. N. Шăтăк тулсан, çын укçине лав çине тиерĕ, тет те, шуйттан ачине кӳлсе килне чуптара пачĕ, тет. Корачка. Пыр шăтăк толсак ларчă çĕмĕрт çисе. Ала 74°. Хурана кĕмерĕ, чукуна тулмарĕ (бык). СТИК. Ĕне çилли тула килет (уже скоро будет полно, у стельной коровы). СТИК. Чĕлĕмне тивертсех туртса пĕтерейместĕн, вăл тула тăрать. Не успеешь выкурить трубку, как оно (ведро) уже полно. N. Пĕве тулнă. Пĕвене шыв тулнă. Регули 1064. Кӳлĕ шăнче çомăртан шу толчĕ. О сохр. здор. Пирĕн ăшран пĕрмаях ăшă тухса тăрсан та, ун вырăнне çĕнĕрен ăшă тулах тăрать Ib. Ача выртнă çемĕн сăпка çитти айĕнчи таса сывлăша пĕтĕмпе хăй сывласа илсе пĕтерет, ун вырăнне таса мар сывлăш тулса çитет. СТИК. Пирĕн пӳртре шыв татăк тăмаст, хамăн çемье пысăккипе, шыва нуммай та тыткалатпăр пуль те, пĕрре пĕри каят, тепре — тепĕри, çавăнпа витресенче шыв тулах тăрать. Ib. Крантлă пичĕке аван та çав (бочка с краном очень удобна), крантне кăшт пăран та, пĕр-ик-виç минутран витре тулса та тăрат. Якейк. Попа эп паян пĕр пăтакка ыраш толимирах (неполный) парса ятăм. Кан. Ун тавра шăтăк кăшт тулми лайăх тăпра тултараççĕ. N. Хам шывра выртнă чухне çăвара шыв кĕрсе тулнă та, хырăм йăлт тулса кайнă. || Разливаться (о реке). Орау. Атăл пĕлтĕрхи чул тулнă, тит, ĕнтĕ. N. Кăçал шыв питĕ тулмари? N. Тулса кай (о реке). N. Атăл шывĕ толнă. || Прибывать (о воде). СТИК. Çырмари шыв кашни кун тулса пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат ĕнтĕ (скоро совершенно наполнится). Ib. Çырмари шыв тулах пырат (мĕн тулнăçем тулат, все прибывает). N. Атăлта шыв тула пырат (все прибывает). N. Çырмара шыв тулнă. Орау. Тата тулать-ши ку кӳлле шыв? Еще будет ли прибыль воды? Регули 424. Шу толах пырать. || Наливаться (о зерне). Сĕт-к. Ыраш тĕшши толса çитнĕ. N. Пăрçи тула пуçласассăн. || В перен. знач. N. Уй варĕнчи олмоççи, çӳлчи сарлать — уй толать, уй илемне вăл кӳрет. || Распуститься (о листьях). Ст. Ганьк. Шыв хĕрринче хурама, çулçи тулса çитсессĕн, тăкăнат аслă шыв çине || О луне. N. Уйăх тулса пырать (или: çитĕнет). N. Тулса çитнĕ уйăх, полнолуние. || Наливаться кровью. N. Мĕкĕрленсе ларнипе пуçа юн тулать. N. Тулса ларчĕ (кровь в рубахе). || Быть выплаченным сполна. N. Окçи толнă таран илĕр. Н. Якушк. † Ырă хăтаçăм (ятне кала), тулчи сана хĕр хулăм, тулмари сана хĕр хулăм. Хĕр хулăмĕ тулман пулсассăн, тата парăпăр, хăтаçăм. || Исполниться. N. Шăп виç эрне тулса çитсессĕн, асатте вилсе кайрĕ. Изамб. Т. Ашшĕ вилни акă пилĕк çул çăварнире тулат. N. Унтан вара, вăхăт тулсан, вăл хăйĕн ывăлне янă. || Испытывать полное удовлетворение, быть удовлетворенным. N. Çăкăр çине пăхсанах, мĕн пур кăмăлăм тулса ларат. ЧП. Килес хăна килчĕ, кăмăлăм тулчĕ. Ib. Савнă тусăр инçе кайиччен, курса юлсам куçăр туличчен. Ст. Шайнурз. † Сирĕн патра эпир килсессĕн, тулаяттăр сирĕн кăмăлсем. || Испытывать обиду, горечь и т. д. N. Ăшăм-чиккĕм тулса çитет. N. Ăш-чик толса охрĕ те, темĕн чол макăрса пĕтрĕм. N. Хурлăх куран салтакăн ăшĕ тулса çитет. N. Сирĕн пурăнăçăра аса илетĕп те, пĕтĕм ăш тулса çитет, куç-çул куçа хупласа илет. Сред. Юм. Ăшăм-чиккĕм толчĕ. Накипело в душе. N. Е ӳсĕрпе ăш тулса çитет те, çынна тем каласа пĕтерен. || Употребл. в качестве вспомогательного глагола. Изванк. Кашни урапана пĕрер икшер лаша кӳлсен, йăвăр пулат, унчух вилнĕ çынсем ларса тулаççĕ, тет. (Поминки). Кан. Куç ыратса-а-а кайрĕ те, хĕп-хĕрлĕ юн анса тулнĕ. N. Вăл çурта часах халăх пит нумай пырса тулнă. N. Çав вăхăтрах таçтан çумăр пĕлĕтсем тухса тулнă.

тулăх

разлив. Шурăм-п. Çуркунне Атăл тулăх пулсан, тыр-пул, утă лайăх пулать, теççĕ. N. Шыв тулăх çĕре куçса кайрăмăр. Ёрдово. Шыв тулăх чух çынсем те шыва кайса чылай вилеççĕ. N. Шыв толăхĕ (х’) полмасть поль кăçал. Нынче большой воды не будет. N. Çуркунне шыв тулăх пулсан, тырă аван пулать. Кĕвĕсем. Атăлĕсем тулăх, шывсем сулхăн, ишес пулсан, епле ишĕп-ши? || В достатке, достаточно. Слеп. Тырă-полăран, кирек мĕнтен те толах (в достатке) порнать вăл. N. Ырă курса тулăх пурăнма ĕмĕтленет. N. Тулăх пурăнса савăнмалла пултăр. N. ЧС. Ачисем (его), пурте пурăнса, тулăх пурăнмалла пулччăр. Чхĕйп. Акă эпĕр сана апат-çимĕç паратпăр, ăвăнта пултăр, ĕçсе çи, тулăх пурăн, тенĕ (покойнику). N. Тулăх тăраканскер N. Пирĕн çăкăр тулăх, хуть те çăкăрпех çи, ним те чару çук. || Полный. N. Пит тулăх çăл-куçĕ. || Сам. 51. Ырлăх, канлĕх курасса çултан çула вăл кĕтет, тулăх пурнăç тупасса текех шанать, ĕненет.

тунтикун

понедельннк. Бгтр. Çипе те тунтикун кăмакана хурсассăн, лайăх пиçет, теççĕ. N. Тунтикун çĕнĕ çăпата сырма, çӳç касма юрамасть, теççĕ. (Поверье). Турх. Тунтикун ырă кайăк тĕк пăрахмаст, теççĕ. Янтик. Халь ĕнтĕ, иртсе кайсан, тунтикун. („Спустя лета по малину не ходят“). Б. Олг. Тунтикон — юрă кон, тенĕ темшĕн.

турă çулĕ

назв. духа. Paas. Юрк. Турă çулне укçа улăхтарчĕç. Т. VI, 4. Турă çулĕ амăшĕ, турă çулĕ, ырă турă çулĕ ырă кун-çул пар. (Моленье).

туртмалăх

то, что можно свезти (под силу). Юрк. Хура вăрманта хурама, ырă утсене туртмалăх.

тус

, тос, , друг, приятель. Альш. Вăл манăн пит çывăх тусччĕ, унпа эпĕр лайăх пурăнаттăмăрччĕ. Ib. Пирĕн Сӳнтĕкре тутар тус пур, Пушчăра мăкшă тус пур, Пăрăнтăкра вырăс тус пур. Ib. Вĕсене чĕннĕ чухне: тус, тесе чĕнеççĕ: тус, шыв ĕçтер-ха! Регули 599. Тосăм Онтри килчĕ; Онтри тос килчĕ. Юрк. Чăваш тусĕ ялан çапла пур сăмах çине те: пире чăваша юрат-çке! тенине илтсен, вырăсĕ: эсĕ пире, чăваша, юрат-çке тетĕн, чăваш çынни выльăх мар-тăр-çке, пирĕн пекех этем. Мĕшĕн хушăн пăртак ырă тăвасшăн тăрăшас мар, тет. N. Тос котне йос кĕчĕ. Сред. Юм. Тос котне йос. (Пĕри тос тесен, тепри она хирĕç колмалла çалла калать). || Повидимому, еще означает — любимый мужчина, любимая девушка. Тюрл. Алешк.-Сапл. † Мĕн пулчиккен (пулчĕ иккен), тусăм, санпа мана пыраймарĕ туссем ĕмĕре. Ст. Шаймурз. † Явăнса-явăнса выртакан — пĕрлĕхен аври мар-ши çав; пĕччен вырăн сарса выртакан — пирĕн савнă туссем мар-ши çав? Ib. † Эпир савнă туспа пурăнни — ятăмăрсем кайминччĕç ял çине. Пазух. Хура йытă çăнчăрта, вĕрет кĕлет айĕнче; пирĕн аппанăн тусĕсем йĕреççĕ алăк хыçĕнче. || Подруга. Янш.-Норв. Ашшĕсем вара ывăлĕ юратакан хĕр мĕнле иккене саççим ыйтса пĕлеççĕ: унăн хурăнташĕсенчен те ыйтаççĕ. Сред. Юм. Хĕрсĕм пĕр-пĕринпе япала олăштараççĕ те (поменяются вещами), тос теççĕ. Тос пĕрех полать. || Сред. Юм. Иккĕн пĕр-пĕрне йоратса порнакан çынсĕм парнесĕм парса тос тăваççĕ; пĕри, çамрăкки, ачи полать, ватти ашшĕ полать. Ватăраххисĕне çамрăкки: атте, анне, тет, ватăраххисĕм çамрăккине: тос ывăл, теççĕ. || Дружно, дружественно. N. Çынсемпе тус пурăнни мĕн иккенне пĕлместĕр-и-мĕн эсир?

Туса çырми

назв. оврага. Там был ырă. Ст. Чек.

тустар

, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.

тутлă

(тутлы̆), сладкий; вкусный. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерепет ларать. N. Улмисем (у антоновки) шултăра, çутă-симĕс, йăлтăртакан хупăллă. Тути тутлăрах уçă, эрех шăршиллă. N. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерепетне ĕçсен, тутлă чĕлхе-çăварпа калаçмалла. Ой-к. Пичи пичĕке, хулхи тачăка, шӳрпи тутлă (смеются над „пичче“). Ёрдово. † Варăм-тона карăшĕ вăрăм корăк йоратать; эпир хамăр та çавăн пек, тутлă апатсем йорататпăр. Т. II. Загадки. Аллăм туни тăп-тутлă, йытта парсан, вăл çимест, кушака парсан, кушак çимест. (Тăвар). С.-Устье. Тутлăран тутлă мĕн пур? (Ыйхă). Кĕвĕсем. Вăратрăм, вăратрăм — вăранмарăр, сан ăйху манран тутлă иккен. N. Эпир кунтан кайсассăн, пылтан та тутлăрах пурăнăпăр. || Приятный (о запахе). Панклеи. Ман омра пĕр лайăх, тутлă шăршă кĕрекен çын тăрать. N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || В перен. см. N. Тутлă ырăлăхне кĕме тивĕçлĕ ту мана. Альш. Тутлă чĕлхе-çăвара пыл витмес. N. Асăнатăп, витенетĕп тутлă чĕлхемпе. Н. Лебеж. Спаççипă, атте, спаççипă, анне, тутлă чĕлхӳпе ырă сăмахна. Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. || Пресный. Собр. Тутлă тулă туна шăмми, тула хурсан йытă çимĕ. (Тăвар). N. Тутлă чуста, пресное. Яргуньк. † Пирĕн килемея юримасассан кукăль пак кукăрлĕ, тутлă тул пак хытĕ-ха. (Свад. п.). || Свежий (о капусте). Орау. Куккăль йӳç купăстаран турăр-и? — çук, пĕр виç купăста пуç пурччĕ те, тутлă купăстаран турăмăр. || Приятно. N. Эй юратнă тăванăмсем, эпĕ сирĕнпе пĕрле тутлă калаçнисене астуса асăнăрсам мана. || Сласть, сладкое. Истор. Тутла тутанса пăхсан, никам та йӳççе юратмасть. Сред. Юм. Тутла пăхать. Любит есть сладко. Шинар-п. Кам та пулин пĕрре тутла вĕренсен, тепĕр хут йӳççе пăхмаçть çав. Чураль-к. Турчăка тăринче тутли тăрĕ.

тухса кай

пройти сквозь; уходить. Артюшк. Касса, çул туса тухса кайнă. Сюгал-Яуш. Хама çĕтĕк алшăлипе ял хушшипе тухса кайма та намăс. || Вылететь. N. Ах, тур курасшĕ! тухса карĕ. || Выйти замуж украдкою. Лашм. † Ялта ырă çын ачисем пит нуммай, ытмасăр тухса ан кайăр. Ib. Ачи ăсне пĕлмесĕр эпĕ тухса каяймăп. Юрк. Ӳси-ӳсми ачана тухса кайса пулмарĕ. ЧП. Илтнĕ пулăр, хĕр-çынсем: çула каяс пулсан та, тухса каяс ан пулăр. N. Пĕр хĕр тухса каймалла, терĕç. N. Качча тухса карĕ. Ёрдово. † Аттен хĕрĕ сар хĕрĕ, сар хĕр тохса кайсассăн, аттен илем каять. Юрк. † Вунçичĕ çулхи хĕрĕн тухса каяс сасси пур, кайин-кайин, кайтăрах, пире валли тата пур. Ст. Чек. Тухса кайнă хĕр. Изамб. Т. Микула Маруçĕ кĕçĕр тухса кайнă, тет (вышла украдкою замуж). Альш. Тухса кай, выходить украдкою замуж, а туйпа кай — как следует, со всеми обрядами и церемониями. N. Вăл Анок тохса кайма тăни чăнах вăл. || Обратиться, превратиться. N. Çапла хăтлана Иван каллах кĕлĕмçе тухса кайнă вара. || Уволиться со службы. N. Стрелок (лесник) тохса карĕ (уволился, получил расчет?). N. Тухса кай, ступай (я тебя увольняю). || Происходить. БАБ. Çав Павăла çав пирĕн ялсем çав пирĕн ялсене чӳк таврашсем тума вĕрентсе хăварнă чăвашран тухса кайнă, теççĕ. Четыре пути. Пур тĕрлĕ усал та эрех пирки тухса каять-ĕçке, тетчĕç. || Проходить (срок). Кан. Вăрман илес срук тухса кайсан, вулăса тин хут салатрĕ (разослад извещение). || Оканчиваться. N. Çăварни тухса кайнă каç. Ядр. † Çăварни, çăварни, терĕмĕр, çăварни тухса кайнине сисмесĕрех юлтăмăр.

тӳлек

(тӳл’эк’), тихий, спокойный, смирный. Аттик. Тӳлек çăмăрна пар. (Моленье). Абаш. Тӳлек лаша, тихая лошадь. N. Тӳлек çанталăкра аслати авăтнă пек, топă сасси илтĕнет. N. Тӳлек çын. Собр. † Йăлтăр-йăлтăр пуçĕсем, тӳлекçеççĕ сассисем. N. Тĕлĕнмелле! Çак кайăк сассисем пĕртте сасă пек те туйăнмаççĕ, çанталăк çапах пĕр сасăсăр, тӳлек пек туйăнать. Альш. Темĕн сарлакăшĕ выртат сарăлса кăн-кăвак шыв, тӳлек шыв. N. Кронштадт халĕ лăпланса çитрĕ. Пристăнь çинче те пурăнăç тӳлек. Полтава 73. Çамрăк кăкри пит тӳлек, хуллен сывлать еррипе. Ib. Манăн тӳлек кăмăла юратмасăр йышăнан. „Любовь смиренная моя встречает хладную суровость“. Сĕт-к. Çанталăк ку туруçăн пит тӳлек тăрать (тихая погода). СПВВ. ИА. Çанталăк тӳлек чух шыв хумханмасть. СПВВ. МА. Тӳлек е лĕп çиç — çил çук чухнехине калаççĕ. N. Çанталăк пит тӳлек. Çӳлтен кайăк сассисем илтĕнеççĕ. Ib. Ырă сиплĕхлĕ, тӳлек çăмăр пултăр. N. Паян тӳлек çумăр çăвать те, хăш чухне йăс-йăс-йăс туни илтĕнет, çавăнтах тата тимĕр (крыша) çинче шанкăр-шанкăр туни илтĕнет (звон), тата шапăр-шапăр та тăвать (стук падающих капель без звона), йывăç çулçисем лăстăр-лăстăр туса лараççĕ. НЧ. Кимсем чарăнса тăракан тӳлек вырăн. N. Çак каланă сăмахсем ытла та тӳлек тухаççĕ. Пурне те калас пулсан, ялсенче ун пек кăна калаçмаççĕ. N. Кăçал пĕре çула кун пит тӳлек пулчĕ. Çу уйăхĕ. Хĕвел пĕçерет. Ск. и пред. чув. 39. Ăвăс çулçи майĕпе чĕтренкелет тӳлекре. || Смирно, тихо, спокойно. ПВЧ 95. Тем чол тӳлек çӳресен те, пиртен ыр ят тохас çок (мы не дождемся доброго имени). || Покой, тишина.

тӳр

тӧр (тӳр’, тӧр), прямой. См. тӳрĕ. Пшкрт. Тӧр, прямой. Сĕт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле, кĕлте куртме тӳр çол полма. || Прямо, прямиком. Кан. Апла ярсан, тӳртерех те пулать. Орау. Эпĕ çулпа каймарăм, Вăрнаралла тӳр ӳкрĕм (пошел прямо). N. Юмăçĕ вара шыраса пăхма (гадать) пуçлать: çак ача хĕрлĕ çыр киреметĕнчен, кайринчен е аслă ырăран (вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет); аслă ырăран, тесен, юмăçĕ, тӳр суллансан: çук, ку сирĕн ача аслă ырăранах (т. е. захворал). Сред. Юм. Тӳр каласан, тăванне йораман (соотв. русской посл. „правда глаза режет“). || Правда. N. Тӳрне калас полать. || Состоящий в любовных отношениях, милый. Янбулат. † Çак ен орам пит тӳрĕ, орам тӳришĕн каçман, тӳр хĕрсемшĕн каçинă. Синъял. Иванпала тӳр хĕрне лаççа хупса хăвартăмăр. Байгул. † Тӳр хĕр патне çыру ятăм, çыру ятăм çитмерĕ. Шемшер. Тӳр хĕрĕпе тӳр ачи, хирĕç полсан, ытарими поплеççĕ.

тăвам

отсюда: тăвам ырă.

Тăваççи

назв. божества. Магн. М. 68, 88. Тюрл. Тăваççи — полтараканни. М. В. Васильев. Тăваççи, божество 8 разр. Относительно этого божества, а также и следующего за ним тăтхаççи, сказано: „ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканнисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç“. Т. VI. З. Атам тăваççи амăшĕ, туманнине ӳстерсе яр. Хурамал. Тăваççи; ку сăмах ĕç тума пулăшакан пулать.

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăлăх-турат

сироты вообще (собират.). N. Пире, тăлăх-турата çапла пулĕ ĕнтĕ малашне, ăрамалла ура ярса пусма та пулмĕ. Бюрг. Пирĕн пек тăлăх-туратсем хурланĕç. N. Ырă ĕç тума вĕренĕр, тĕрĕслĕхе шырăр, хур кураясана хăтарăр, тăлăх-турат хутне кĕрĕр. Собр. † Тăлах-турат юр юрлат тимĕр пукан тăрĕнче. N. Тăлăхăн-туратăн çитĕнтĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕ. Эсĕ — тăлăх-турат çын мар-ĕçке. Арçури. Тăлăх-турат пулаччен, хăрăк турат пулас та, кĕрхи çилпе вĕçсе ӳкес, çурхи шывпа юхса каяс.

Тăмпарлĕ

назв. селения. Самар. † Çак Тăмпарлă ял витĕр виçĕ хут тухрăм, сирĕн пекех ырă çынсем тупмарăм.

тăн

(ты̆н), ум; память; сознание. Изамб. Т. Панклеи. Йăван: ман çав хватярта чĕлĕм пор, çав чĕлĕмсĕр ман тăн кăримасть (не возбуждается ум), тет. Якейк. Вăсампа хăтланса ман тăн çĕтрĕ. У меня с ним голова скружилась. N. Поçăма тăн кĕрсессĕн, хорăн хоппи пек пĕрĕнтĕм. N. Манăн вăлсампа тăн çĕтнĕ ĕнтĕ. КС. Вăл ача-пăчана манăн тăн çĕттĕрĕ ĕнтĕ (замаялся). N. Çапла пурăннипе ăçтан тăн кĕрĕ вĕсене. Где им стать понимающими при такой жизни. Кама З. Тăн тухрĕ санпала, явăл. Календ. 1907. Ц.-приходский школăсем, вĕрентсе уçăлтарас вырăнне, ачасене тăнтан яратьчĕç. Ала 96. Тата сыснасемпе сысна йăвинче выртса пурăнтăм, нимĕн тăнĕ те пулмарĕ. Ала 98°. Каран чĕлĕм чĕртсе тортрăм, тит те, çăпата олăштарса сыртăм, тит, çантах тăн çавăрнса килчĕ, тит. Тăн çохалса кайсан, ялан çăпата олăштарса сырас полать, тит. Тораево. Иван тĕттĕм çĕрте (во мраке), выртрĕ-выртрĕ, тет те, тăн кĕрчĕ, тет, ăна (пришел в себя). Якейк. Яланах тăнпа калаçмаçть вăл (иногда порет вздор). N. Толчок ăрамĕнче пĕр Кĕркури ятлă, тăнран ӳксе выртакан çын выртнă. N. Ним тăн та çук, çырнă çĕртех улăшса каяп. Янтик. Ман тăн çук, пулмас манран вĕренсе. Якейк. Ма эс вăл сăвва халь пĕлместĕн? Пасăр лайăх калаттăнччĕ-çке? — Тăн саланса кар, аса килмест. Йӳç. такăнт. 50. Манăн ăçтан пурне те ырă туса çитерес? Унта-кунта чупкаласах тăн тухать. || Дух. Хурамал. Пит япшар, тăнне çавраймасăр калаçать.

тăна кĕр

стать понятливым, понять, притти в сознание, очнуться. N. Тăна кĕменскерсем (непонятливые). Кильд. † Ах тăвансем, пирĕн хушăмăрти тантăшсем-пĕлĕшсем (scr. етĕшсем-мĕлĕши) кам çуратса чун панă-ши вăлсене, пĕре те тăна кĕмеççĕ. N. Эпĕ сире акă мĕн каларăм: пирвай шухăшласа пăхăр, терĕм, мĕн çинчен шухăшлама каларăм эпĕ сире, тăна кĕтĕр-и, ырă тăвансем? Ал.цв. 18—19. Çак тĕлĕнмелле япаласене курса, эпĕ халĕ те тăна кĕрейместĕп. Юрк. † Пусма кĕпе пусат вăл, хăмаç кĕпе хуçат вăл; тантăш тăна килмесен, ĕмĕр хуйха пусат вăл. Б. Яныши. Ларсан-ларсан, тăна кĕрчĕ, тет те, атти килне кăларса яртăм, тет.

тăн-пуç

память, ум, сознание, рассудок, понятие. N. Тăну-пуçу çук халĕ, ĕлĕкхи пек мар. N. Ăна ырă тăн-пуç пар, тенĕ. КС. Хамăн тăн-пуç пур чухне çын куçĕнченех пăхмăп-çке те çав. О сохр. здор. Тăнĕ-пуçĕ çухалса ним пĕлейми пулать (бешеный).

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăрак

привязчивый. СТИК. Ытла тăрак-çке эсĕ, пурин патне те çыпăçса çӳретĕн (привязываешься в действиях, о мужчине). || СПВВ. ЕХ. Тăрак — ухмахрах ача-пăча, вĕсем вăя тухсан, ытла ырă калаçса тăракансем патне пыраççĕ те, тĕрткелеççĕ, çапкалаççĕ.

тăрăшу

старание, прилежание. N. Эпĕ ырă тăрăшупа тăрăшрăм. ТХКА. Çапла ĕнтĕ вăл, чăнах та, кăшман лартса тухăçлă тума, паранкă лартса ăнăçлă тума, тăрăшу, хастар, ăслăлăх кирлĕ çав.

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хай

(хаj), отделывать, сделать отделку. СПВВ. Письмянка. Пилĕк тĕлне хайса тунă. На талии полушубка сделана отделка из кожи. Тюрл. Пăртак хаймалли порччĕ (тĕр тунă чоне). N. Хайса çĕленĕ, широкими стежками сшили. Кĕвĕсем. Хайнă-хайман кĕпем пур, тата питрех хаяс-мĕн. Вăйă иртессе пĕлмерĕм, тата питрех выляс-мĕн. N. Симĕспе хаяççĕ хăмаç çумĕнчен. || Бросаться вон. N. Ырă ут капантан хайман, ырă çын çăкăртан хăраман, тет. (Послов.). Пазух. † Ĕлĕк пичи калатчĕ: Хура хĕре курсассăн, лаша хаять,— тиетчĕ; халь хайи-ха, хайми-ха.

хаяр

(хаjар), сердитый, строгий, злой; злюка. N. Нумайĕшĕ юрламасăр еррипе таврăнаççĕ, атту кин хаяр пулать, теççĕ. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр, эх ӳсрĕмĕр, çампа хаяр пултăмăр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами, выросли мы, потому, видно, злыми мы стали. N. † Усал хаяр пире мĕн каламĕ çукă сăмаха пур туса. Шорк. Вăл пит хаяр, кĕт хирĕçрех каласанах çиленсе каять. Собр. Хуран çинчен çисессĕн, хаяр пулать, теççĕ (строгий, злой, держит в страхе детей и жену, вспыльчивый). Хора-к. Ытла хаяр ан пол, ытла йăваш ан пол. Актай. † Атте карĕ Хусана лаша хӳри тевĕлеме; пичи карĕ пасара хĕрсен хӳри тĕвĕлеме; хам килсе хĕр тытма, çӳç хĕррине кăтрине, кăтрисерен хаярне. || Гневный. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Тантăш лайăх ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Шемексенĕн хĕрĕсене епле хаяр куç ӳкмес. Чураль-к. Эпир киле кайнă чухне хаяр куçпа ан пăхăр. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса кӳрентермен. Сĕт-к. Çăвар толли хаяр сомах. КС. Хаяр чĕлхеллĕ çын, говорящий строго и убедительно. || Грозный. Полтава. Хитре, хаяр куçĕпе виттĕр пăхса шăтарать. Он поле пожирал очами. || Свирепый. Эльгер. Хаяр çил юрри е тискер хумсен шавĕ тăраççĕ пурне те унта хăратса... И. С. Степ. Хаяр çавăрса пăрахас, предотвратить зло. Б. Яныши. Хаяр, сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Дурной, плохой (о слове). Икково. † Çын савнипе, ай, поплес мар, хаяр ята, ай, кĕрес мар. Сред. Юм. Çынпа вăрçса хаяр ятлă полса çӳрес марччĕ. Не следовало бы ругаться, чтобы не распространить дурную славу про себя. Изамб. Т. Эсĕ ялан çынсем хушшинче хаяр ятлă пулатăн. С. Айб. † Ырă тантăшçăм Якку пур, тупнă çĕрӳ ăнмасан, тупакана хаяр ят. Обращается к мужу: если я не понравлюсь и пр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Хирте пура пураççĕ, кĕтесси тикĕс пулмасан, ăстисене хаяр ят. КС. Хаяр ят, дурная слава. || Ядовитый, вредный. Ромс. З2. Тапакра сиен тăвакан хаяр япала пур. || Дикий (о голосе). М. Чолл. Сасартăк хаяр сас илтĕнчĕ: Ах, вăрăсем! — терĕ. Изамб. Т. Илче тете хăранипе хаяр сасăпа (благим матом) кăçкăрса ячĕ. Ib. Шыв хĕрринче пĕр чарăнмасăр, кӳнĕ-кунĕпе хаяр сасăпа кăçкăрат. N. Куçне чарса тухать те, Картлаç çине хаяр кăшкăрса калать: Тăр часрах! — тет. А. Турх. Хаяр саспа кăшкăрас, кричать благим матом. || Крепкий (о спиртных напитках). N. Ку сăра пит хаяр, виç коркапах ĕсĕрĕлсе карăм. Пазух. † Пирĕн тăван ĕçки те, ай, пит хаяр, ĕçме хушсан, епле те ĕçем-ши. Такмак. Ĕçкĕр-çикĕр хаяр (крепки), чăтаймăп. || Сильный, проливной (о дожде). Ала 98°. Хаяр çăмăрпа кайса, шăши кĕмен шăтăка шу толтарам,— тесе каларĕ, тет. || Сильно. ЧС. Аслати те хаяр авăта пуçларĕ. Изамб. Т. Е ури-аллине сиктерсен, е ӳксен, е пĕри-пĕри çапса ыраттарсан, е унта-кунта хаяр ыраттарсан, юн-чул шывĕ ĕçеççĕ. || Гнев. Собр. Хаярăн ури саккăр, теççĕ. Ст. Ганьк. Куçран хаяртан, хаярнă куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, кĕве хаярĕнчен, ăншăрт хаярĕнчăн, ăншăртлă тул хаярĕнчен... (Из моленья). || Строгость. Сан хаярна кам пĕлмес. || Назв. болезни. Ст. Чек. Хаяр лексен кăвапаран ыратать, пуçа хĕстерет, сивве шăнтать. Ib. Кăвак çеçкеллĕ, пĕр тĕпрен пулат, хаяр тивсен чăмлаççĕ. Пшкрт. Ута хаяр ӳкрĕ (холодеют ноздри). О сохр. здор. Ах, хаяр ӳкрĕ пулĕ. || Назв. здого духа. Ст. Чек. Хаяра çăккăр параççĕ. Ib. Хаяра хăшĕ çăккăр пăрахаççĕ вĕт. Ib. Халь хаяра пăрахнă ĕнтĕ, ĕлĕк хаяра асăнатчĕç. КАХ. Çырлах, хаяр тавраш, мĕн хаярна ху чарса тăр, тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. Сана, хаяр амăшĕ, пĕр пашалу, виçĕ пăтă паратпăр. Хăвăн ачăна-пăчăна пирĕн выльăхсене сыхлаттар, çырлах! („Карта пăтти“). Пис. Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек. Якейк. Пуç ыратсан, вар ыратсан, айăк чикекен полсан, тата çанашкал нумай чирсем ерсен, хаяр вăрăннă, теççĕ. Ib. Хаяр вăрăнса виç-тăват сахат хошшинче вилсе кар. Ib. Хаяр вăрăнса çĕрĕпе упа пак ӳлер. Ib. Хаяр вăрăнсан, хаяр тымарри панă ĕлĕк. N. Унтан кайран: турă хаярне пăтă, турă амăш хаярне юсман: паратпăр,— тенĕ. N. Хаяр, тăм-хаяр, чикен-хаяр, хĕн-хаяр, ăншăрт-хаяр, киремет-хаяр, тĕтĕм епле саланса тухса каять, çавăн пек саланса тухса кайăр. (Наговор против болезни). Т. VI. Шыв хаярĕ, тăм хаярĕ, вилĕ хаярĕ тухса кайччăр. (Из наговора). Ib. Хаяра кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, тарам пуçпа. Хаяр амăшне кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, ăшă питпе, тайлам пуçпа, асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из наговора). Хорачка. Хаяр çапăнсан, çын сумар полат. См. Магн. М. 113, Золотн. 178. Çăварни. Пĕчĕк тусене те: Пире аслă вырăнта ларакан хаяр путекĕн питĕнчен витĕр! — тийĕç.

хавалла

завещать. См. халалла. N. Ăна вăл пурăнăç йĕрки хавалланă. СПВВ. Атте хавалласа хăварнă. Отец завещал. Ала 81. Ярасси яратăп та (пропущу), ху килте пĕлменнине хавалла мана, терĕ, тет. || Желать(?). N. Пирĕн вĕсене ырă сунса вĕсене те, хамăра кăмăлланă пекех, çăлăнма хаваллас пулать.

халав

(халав), доброе пожелание, благословение. N. Пурне те ырă сывă пурăнма халав туса яратăп. Ст. Яха-к. Пехил халав тăвăр пире! (Обращение к умершим).

халала

халалла, делать подарок, дарить, завещать. Ала 10°. Ватă хуçа чул лапкана ун ăшĕнчи таварĕ-мĕнĕпех çамрăк хуçана халаланă. Якейк. Вилнĕ чух ати мана пĕр лаша анчах халаласа хăварчĕ (завещал). Ib. Хĕр ашшĕ килĕнчен тохса кайнă чох ашшĕ ăна ĕне, лаша тата орăх япала та халалать (дарит). N. Пурăнас кунçул пĕтсе килсессĕн, вилес вилĕмӳ çитсессĕн, пурлăхна халалласа хăвар вара. Сам. 55. Хĕрӳ хĕвел — ыр пехил çĕре савса халаллать (ырă сунса парать). Панклеи. Макара халаласа парчĕç çĕре. N. Хăна халалланă сăмаха ăшăнта тыт та, киревсĕрлĕхрен сыхланса тăр. || Дать обещание, обещать. Яжутк. Пĕрре атте тавар тиама (за товаром) кайрĕ те, прохота темскер чарнă та, мана çанта халаланă (обещал меня отдать) та, халĕ ĕнтĕ çанта каятăп. Хорачка. Вăл мана çав çынна халаларĕ (обещал, назначил). Бгтр. Ху пĕлменнине халалла мана. || Пожелать. Шемшер. † Йĕри-тавра йыснасем хаяр сонсах ан ярăр, ырă кон-çольне халалăр. (Плач невесты). N. Анчах пĕр-ик куркаранах çитет тесе тав тăвать, халалласа Петĕре куркине вăл тавăрать.

харама хăвар

оставить зря. N. Ырă курас кунна сая ан яр, шухăшланă ырă шухăшăнтан пĕр чĕрĕмне те харама ан хăвар.

харпăр хăй

каждый сам. Ст. Яха-к. Çăварни ыран тенĕ чухне, шăматкун каç, çынсем пурте камăн мунча пуррисем мунча хутса кĕреççĕ. Харпăр хăйĕн мунча çуккисем çынăнне хутса кĕреççĕ. Авралий (б. Ставр. у.). Кĕрписене, пашалусене харпăр хăйĕх леçеççĕ (приносят туда). СПВВ. ИВ. Харпăр хăй = харам хăй. N. Ăна харпăр хăй çисе пĕтермелĕх пухăр. СТИК. Кашни çын харпăр хăйшĕн йĕретчĕ. || Каждый в отдельности. Вăл хăй вилнĕ чух ывăлĕсене харпăр хăйне пилленĕ. N. Харпăр хăвăршăн анчах ан тăрăшăр, ыттисемшĕн те харпăр хăйне тăрăшăр. Чхĕйп. Тата унта пыракан ытти çынсем та харпăр хăй пĕрер, икшер, виçшер çăмарта илсе пынă (приносили). Сборн. по медиц. Ачасенĕн пуринĕн те харпăр хăйне ĕмкĕчĕ. Кан. Кашни ялне харпăр хăй çумне вăрман парасшăн вĕсем. Ib. Харпăр хăй ăслă çынăн харпăрхăй тĕслĕ виçе. || Каждый сам по себе. Истор. Вара вĕсене харпăр хăй тĕрлĕ (каждый сам по себе) пурăнса, йĕркене ан пăсчăр тесе, çав уккас тăрăх усра пуçланă. N. Кашни харпăр хăй тĕрлĕ савăнаççĕ. N. Кашни вăхăтĕнче харпăр хăй тĕслĕ ĕç. || Свой, собственный. Сред. Юм. Пичĕшсен ӳчĕсен çôмне пуçĕсене çыпăçтарса, аппăшĕ тôтрине сôлларĕ, тет те, пичĕшсем порте çын пôлчĕç, тет, анчах пуçĕсем харпăр хăйĕн мар (головы перемешались), тет. СТИК. Харпăр хăй (или: хархам хăй) çемйинче. Ib. Харпăр хăй (или: хархам хăй) ачи-пăчи хăйĕнчен ытлашки мар (нужен). Ib. Кашни çын харпăр хăй ĕçне туса тăмалла. N. Пур кунта та, пур тĕлте те харпăр хăй ырă ĕçсем пур. Истор. Илсе пынă кайăксем пурте харпăр хăй йăвине тавăрăннă. N. Эпĕ тăван чĕлхепе вĕрентме юратарах паратăп, мĕшĕн тесен харпăр хăй чĕлхипе ăнлантарма çăмăлтарах. Самар. Кашнийĕн харпăр хăйин кĕнеки пулмалла. У каждого должна быть своя книга. Ib. Кашнийĕнех харпăр хăй кĕнеки пулмалла. N. Эсĕ те мĕн пуçтармалл не пурне те пуçтартăн, харпăр хăй вырăнне вырнаçтартăн. ТХКА 31. Кашни çыннăн пит шăлмашкăн харпăр хăйĕн алшăлли пулмалла. Туперккульос 16. Кашни харпăр хăй евĕрлĕ чирлет. Виçĕ пус. 5. Пур йăвăç-курăк та харпăр хăй майлă тăранса пурăнать. Капк. Камăн вĕренес килет, харпăр хăй вуттипе вĕренĕр, терĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Пахчара пире кашнине харпăр хăй тӳпе йăран параççĕ.

хастарлат

заставить проявить активность. N. Эсĕ ырă кăмăлупа хăватланса, ăсна хастарлатса, каласа паратăн.

хатĕр

(хадэ̆р), готовый, законченный, готово. N. Ленин — Сталин ĕçĕшĕн кĕрешме хатĕр пул! К борьбе за дело Ленина — Сталина будь готов! А.-п. й. 103. Сутьесем патне кай та, çак йĕке вĕçне парса çапла кала: пурте хатĕр, тĕртме стан çук, çакăнтан стан туса парăр, те. Иди к судьям, отдай им вот этот кончик и скажи: все готово, только нехватает ткацкого станка. Пускай сделают из кончика веретена станок, тогда будет в точности выполнено их приказание. Ивановка. Сутпа илме хатĕр укçасем те çукчĕ. N. Çав ĕçе хатĕр туса хурас, теççĕ. N. Пурне те тӳсме хатĕр пулнă. Выла. Пур тавраш та хатĕр пулса çитсен... (когда будет готово). N. Вăл пур ырă ĕçшĕн те хатĕр тăратчĕ. Н. Карм. Мĕн çырмалла тата сире, çырса ярăр, эпĕ пурне те итлеме хатĕр сирĕнне; хасăр сирĕншĕн асапланма та хатĕр (готов). N. Хăтасем калаççĕ: хатĕр-и эсир? N. Çавасем хатĕр мар. Мусир. † Ах, аппаçăм, йыснаçăм, хăçан пыма хатĕр пулăр-и (когда будет угодно пожаловать). Ердово. † Тоя кайма тăрсассăн пирĕн пек хатĕр ачи çок; ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕн пек кахал ачи çок; ах апла мар, апла мар, ĕç ĕçлеме тăрсассăн пирĕнтен хатĕр ачи çок. ГФФ. † Ай, хатĕр, той хатĕр! Хамăр та хатĕр полмасан тойçи хатĕр полас çок. Ай, готова, свадьба готова! Если мы сами не будем готовы, то и свадьба не будет готова. || Н. Карм.† Тимĕр арчасенĕн уççийĕ çук, манăн çамрăк пуçăн хатĕри çук. || Принадлежности, инструмент. Ивановка. Лавсем çине михсем, арчасем тиесе хурса лашисене кӳлсен, пур хатĕр те çитсен, эпир пурте лавсем çине тухса лартăмăр. N. Пурте хатĕр çитсен, хĕре йĕртме кĕлете илсе каяççĕ. Сред. Юм. Сирĕн хатĕр çитнĕ-и? Вы собрались что ли? КАЯ. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме вăлсем ик ăстарика суйласа хураççĕ. Сиктер. Вара мĕн пур хатĕр çитсен, кӳршĕсене йыхăраççĕ. N. Сирĕн хатĕр çитет-и? тет. Готово ли у вас? || Продукты. N. Кашни кун курăк тымарĕсем тупса пырса хĕрарăма тăрантнă. Вăл хăй те çав хатĕрсенех çисе пурăннă. || Угощение. К. П. Прокоп. Кăçалхи çул çав вăкăра пирĕн ача туйĕ хатĕрне тытса пуснă иккен. Тайба Б. † Аната пĕве пĕверĕм хуркăвакал хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || В соединении с глаголом ту — почитать. Хурамал. Çак çынна пур-те хатĕр тăваççĕ (почитают). Ib. Пире хатĕр тунăшăн вăл хатĕр тутăр. || Заряд (для выстрела). N. Ман тепре авăрламалăх анчах йолчĕ хатĕр (порох и пр.). || Снаряд. N. Халь вăрçă хатри (хатĕрĕ) кăлех пачĕç. || Сбруя. Ст. Шаймурз. Шап-шур çăмран кĕççе çаптартăм улма-чăпар утăн хатришĕн (хатĕрĕшĕн). || Кремень об огниво и пр. Панклеи. Чĕлĕм хатĕрне çаппĕр. || Буин. Арăм хатĕрĕ, теççĕ, упăшка йăли, теççĕ.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хисепе хур

учитывать. N. Вăхăта хисепе хурса пурăн. || Почитать. Альш. Улма хаклă виçене хурсассăн, тăван хаклă хисепе хурсассăн. Юрк. Те айванскерсем пуйса туса кайса, ман пек начар мĕскĕн çынна хисепе те хуми пулчĕç-ши? Альш. Хăйсем те çапла ырă сунса, хисепе хурса пыччăр пирĕн пата та (в гости). N. Хăта хисепне хурсан (меня), çыру яр.

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

хулай

хулайĕ, подмышка. СТИК. Хулай, внутренняя часть плечевого сгиба. N. Туй ачисем кĕрлесе, карталанса куçаççĕ, хулсем айĕн пĕшкĕнсе арăмсемпе ташлаççĕ. Трхбл. Хул айĕнчен хĕстерет. Давит под мышками. || В перен. смысле. Юрк. Унтан кунтан илтсессĕн, ырă çын хулайне кĕрсе тăр.

хумхан

хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.

хуняма

хоняма, свекровь, теща. В. Олг. Хоняма, теща. Изамб. Т. Хунямам, свекровь моя. Ib. Хуняму — мать твоей жены или твоего мужа. Сред. Юм. Хуняму пит савать тесе апат çинĕ çĕре тĕл пôлакан çынна калаççĕ. В. Олг. Сăпаççипа хонь старика ырă срине ĕçтернĕшĕн, сăпаççипă хонямая ырă апат-çимĕçне çитернĕшĕн. Якейк. Хунямая йорас тесен пуçна кăшăл çапса пыр. Юрк. Хуняманăн пĕр кинĕ эпĕ пулăттăм, ĕçкĕрен ĕçке эпĕ çӳрĕттĕм.

хупла

хопла, покрывать, N. Хупла, покрыть (çуртана савăтпа). N. Сараппанпе хупласа, покрыв сарафаном. N. Марук аслă ывăлĕпе упăшкине çурнă пĕренесемпе хупласа тунă тĕттĕм сарайне хăварчĕ. N. Тата ан хупла, асту. Альш. Тӳшек ăшне хупласа хучĕç (икерчисене). ЧС. Пит вĕрирен пичĕсене çĕтĕксемпе хупласа тăраççĕ. Якейк. Çаксене порне те хорана ярса вĕретеççĕ те, çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ( = кĕленчи ăшне) ярса хопласа лартаççĕ. || Закрывать. N. Унтан вара пĕтĕм хĕвеле хупларĕ, çирĕм хăлаçран çын курăнмасть. Сред. Юм. Кăмака çăварĕнчен ăшă трук ан тохса кайтăр тесе кăмака çăварне хоплакан листока питлĕх теççĕ. N. Шăтăк çăварне хупланă чул. N. Кăмака çăварне питлĕх хуплани. N. Хĕвел каланă: „Çук, эпĕ вăйлă мар, мана çумăр пĕлĕчĕсем хуплаççĕ“, тенĕ. Якейк. Çил-тăвăл чох хăйăр вĕçсе пĕтĕм пĕлĕтпе хĕвеле хопласа лартать (илет). Шор-к. Чĕпписене хĕрхенсе çунат айне хопласа ларĕ. Кан. Апат-çимĕçе ялан хупласа хурас пулать. N. Кимми ӳпĕнсе хăйне хупласа хунă. Баран. 89. Кӳме умне карнине антарса хупласа хутăм. Книга для чт. 158. Хура тĕкĕсенчен пирĕн кунта нимĕн те тумаççĕ, анчах Африкă çĕрĕнче хĕвел пит пĕçересрен хупламалли сулхăн тăваççĕ. N. Çуни хамăра хупласа хучĕ. || N. Çырмана пĕтĕмпе хăва хупласа илнĕ. КС. Кӳлле мăк хупласа илнĕ. (Илчĕ — если сами наблюдали процесс). N. Ăна кавăн хупласа хĕвел тивертмен вара. || Затемнять. Цив. Çыннăнне ан ăмсан тени ĕлĕкхи вăхăтра халăх куçне хуплама çеç кирлĕ пулнă. || Замести. Баран. 96. Аяккинчи çула юр хупласа кайсан, çав çулпа иртсе çӳреççĕ иккен. || Залить. Орау. Шыв сасартăк (трук) юхса килсе хупласа илчĕ те, çыннисем япалисене те кăларимарĕç. Вследствие быстро нахлынувщей воды люди не успели вынести вещей. || Складывать. Собр. Пĕр хур çунатне хупларĕ те, пĕтĕм тĕнче хупланчĕ. (Каç пулни). || Зажимать. N. Çăварна аллупа хупла (зажми). Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă (Париж урамĕнче). Кан. Тутине хупласа лартать. Зажимает ей рот. || Заглушить. Кан. Пурте пĕрле хутшăнса хăлхана хупласа лартаççĕ. || Мешать, надоедать. Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. N. Ĕçĕ нуммайи темех марччĕ вăл,— урăх ĕçе чарни хупласа тăрать. Якейк. Сирн ялсам тырăшăн килсе хопларĕç (аптратрĕç) мана (просили взаем). N. Куç курманни мар-ха унта, пĕлменни хуплать. Курм. † Ай пичи Ярмола, ай инке Варвари, суя пичи Михал пор; нимĕн суя полас çокчĕ, арлаççине кайни хопларĕ. ЧП. Пултран кĕпçи тĕл пултăм, татам çием тенĕ чухне çава касрĕ хупларĕ. || Погубнть. Хурамал. Кирлĕ япала çухалсан çухатакана калаççĕ: хупларăн ĕнтĕ, çтан тупас ĕнтĕ ăна, теççĕ. Г. VII. Хупларăн, анне, мана, хупларăн, çук çĕре (в бедное место) кайнă пулсан (замуж), ырă курнă пулăттăм (мне лучше было бы). Книга для чт. 52. Хуçа тĕлĕк курать: ун çине вĕтĕ чулсем тăкăннă пек туйăнать, чулĕсем: хупласа хуратпăр, хупласа хуратпăр, чĕрĕллех хупласа хуратпăр, теççĕ пек. Баран. 92. Вăл (лавина) пĕтĕм ялне çынни-мĕнĕпе хупласа хурать. Ст. Чек. Хупла çав çурта, хупла, пĕтер, ырă кун ан курайтăр. ЧП. Курайман тăшмансем хупларĕç.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хура хăвар

позорить. N. Аçăна хура хăварса ырă ята ан хапсăн, аçу намăсĕ сана ырă ят мар.

хуранлă пăтă

каша в котле (встречается в моленьях). Менча Ч. Эй ырă туррăм, ырă пӳлĕхĕм, сана хуравлă пăтăпа, ăшă çимĕçпе асăнатпăр, витĕнетпĕр. К.-Кушки. Турра хуранлă пăтă панă, хуран çине çу куçĕ тунă, кашăк хунă (клали). Хурамал. Çырлах, ырă мăн турă! Сана хуранлă пăтăпа асăнап, витĕнеп.

хурăнташ-ăру

родня. N. Хапхаран тухрăм — сулăнтăм, хурăнташ-ăруран уйăрăлтăм. N. † Хурăнташ-ăрăва каякан (т. е. замуж за родню) хăшĕ ырă курни пур. (Хĕр йĕрри).

хурçă

яства. N. Çĕнĕ çимĕç астивнĕ чухне калаççĕ: çĕнĕ хурçă, кив çăвар; килес çул кунтан маларах. Альш. Атте-анне килне хăна пулăр, тунă хурçи пулмин, çăкăрĕ пур. Ib. Пиçнĕ яшки пире мĕн, тунă хурçи сире мĕн. Т. VI. 37. Çырлах, çĕнĕ хурçăпа (тырă) асăнатăп, витĕнетĕп, пĕр пĕрчĕ сапса пин пĕрчĕ пар... (Из моленья „Чӳклеме кĕлли“). Собр. Эпĕ хăна пулнă чухне эсĕ ан ӳкĕн, тур ирттере патăр хурçăра (т. е. пусть вознаградит вас сторицею за ваше хлебосольство). Менча Ч. Эй, ырă чӳклемем, çырлаха пар, çунатлă хурăмпа, пиçнĕ хурçăмпа сана асăнатăп, витĕнетĕп, çырлаха пар, ырă туррăм, ырă чӳклемем! (Из моленья).

хуш кур

благоденствовать. N. Эй, турă, сана асăнатăп витĕнетĕп ăшă питĕмпе, тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа, чӳк! çырлах, хушăк курса хапăл ил пире, айван ывăл-хĕре, хуш курса хапăл ту, çырлах! (Из моленья). Т. VI. 1. Хуш курса хапăл ил, амин çырлах. (Конец молитвы). Хурамал. Айван ывăлне пĕли-пĕлми виç сăмахпа хуш курса хапăл туса иле пулин пар. (Из моленья). К.-Кушки. Пĕлни пур, пĕлменни пур, ырă турă, хуш курса хапăл ил. (Из моленья).

хăй

(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.

хăйшĕн хăй

сам для себя. N. Туй пуçĕ хăйшĕн хăй пĕлсен пĕлмесен те хăтине калать: эй, хăта, ырă ут такăнмасăр пулмĕ, ырă çын йăнăшмасăр пулмĕ, тет. N. Хăйшĕн хăй кирек кам та тăрăшать, эсĕ пĕтĕм опшчĕствăшăн тăрăш.

хăйăр

песок. Собр. Ватличчен пурăнăр, ачăр-пăчăр хăйăр пек пултăр, ватă çын сăмахне итлĕр, усал çине ан пăхăр, ырă çине пăхăр. Кушакпа автан 9. Ылтăн хăйăрĕ çине. Çĕнтерчĕ 7. Пӳрне вĕçĕнчи хăйăрсене кăтартать.

хăлхана чик

слушаться. Изамб. Т. Эсĕ хăлхана та чикместĕн (не слушаешься совсем). N. Хăлхăна чиксе итле. Ырă сăмаха хăлхăна чикмесĕр ан хăвар. N. Калăн — ăна каламаççĕ тесе, хăлхине те чикмест. СЧЧ. Пиччесем каланине хăлхисене те чикмеççĕ. Они (родители) и слушать не хотят того, что им говорят братья.

хăнар

угрожать. N. Ăна хирĕç пĕр ырă сăмах хушмасăр хăнарса тăрать.

хăп

(хы̆п, хŏп), отстать, отойти, отпасть, отделиться. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ут пыраймас, ут пыраймас, йĕс таканĕ хăпнă та пусаймас. N. Пысăк тĕме, вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса юлнă теççĕ. ЧП. Хуйри хăпса ӳксессĕн (у вяза). Цив. Çӳлĕ ту çинчи çӳрен ут, тахан хăпнă утаймасть. Янтик. Пушмак кĕлли хăпнине атă кĕлли мĕн тăвас? О сохр. здор. Тата хăш-хăш çынсем чечеклĕ ачана кĕсенсем хăпса пĕтмесĕр çумаççĕ. Ib. Пирĕн тир пит хĕрнĕ, тарланă пулсан, е вĕри шывпа йĕпетсен, вара унтан тин кирĕк хăпса тухать. Юрк. Унччен те пулмаст, хай чăваш арăмĕ, алăк янаххи çумĕнчен хăпса кайса, кĕсле калаканни умне пырса тăрат те, лайăхах кĕсле калама пултараймантан, унăн аллинчи кĕслине: кӳр-халĕ хам каласа кăтартам, тесе илет, тытăнат хăй кĕсле калама. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ ĕмĕр санпала пĕрле пурăнтăм, халĕ санăн пуçна ниçта чикме вырăн çук чухне епле сантан хăпăп вара? Демид. Лешĕ хăваласа ярать кăна, хăпах эппин (ну ладно, отстань), тесе. Орау. Хăни-вĕрлисем аран-аран хăпрĕç (убрались). Ib. Ан хăвалăр-ха, апат çисанах хăпăпăр. КС. Аран-аран хăпрĕ. Насилу ушел (о навязчивом госте). Халапсем. Апла каласан, ку карчăк пӳрт чӳречи умĕнчен хăпса каять. N. Карчăк Еккĕмрен хăпас çук. || Оторваться. N. Манăн пĕвĕм çумĕнчен хулпуççийĕм хăпса ӳктĕр. Тюрл. Атă кĕли хăпса ӳкрĕ. Шурăм-п. Унтан хăпма та пĕлмеççĕ. Не могут от него оторваться (от приятедя своего). Ачач 49. Вĕренекен ача алăк çумĕнчен хăпса малалла пĕр утăм ярса пуссассăн тин... || Ускользнуть. N. Кунтан хăпасси кăна. Только бы ускользнуть отсюда. || Отвязаться. Сред. Юм. Такçан та хăпса каяс çок. Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм, кăçалхи çул памасан, ĕмĕр хăпмĕ, терĕр пуль. || Расставаться. Кильд. Çичĕ ют хушшине эпĕ пымăттăм, савнă ырă тусăмран хăпмăттăм. || Подняться массой, чтобы сделать что-нибудь. КС. Халăх хăпса тухнă. Народ вышел массой (напр. из деревни). Орау. Акă ĕнтĕ, мурсем, каллех хăпса килчĕç (пришли во множестве, привалили). Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан, пĕтĕм Исеккел хăпса (гурьбою) тухрĕ. Юрк. Ку шуйтансем ăçтан хăпса килеççĕ-ши? N. Пăр пек хăпаççĕ, Толпами уходят. КС. Паян пасара халăх хôппăрĕ, çул та палăрмасть пыраççĕ (много народу двинулось на базар). || Сунт. Çуртырри çĕр çумĕнчен хăпаймасăр кукша пуçлă çын çӳç пĕрчийĕсем пекех вĕлтĕртетсе ларнă. || Употр. в сочетании со словом сехре (сехĕр). См. сехре хăппи (вып. ХI).

хăрт

высушить. Могонин. Ниш — пĕчĕкçĕ, сăпкара выртакан ачана типĕтсе хăртса яракан чир. || Корчевать. N. Вăл вăрмана Петĕр хăртнă, тет, çавăнпа „Петĕр хăртни“ тенĕ. НИП. Виç хут туса хăртаççĕ курăк тымарĕсене (сухаласа). || Поносить. оскорблять. Ст. Чек. Тĕнчери пурĕ-çуккипе хăртнă (всячески поносил). Ib. Хăртас, указать человеку его ничтожность во время ругани. Изамб. Т. Ул хăй тахçанхине пĕлет, тахçанхипе хăртать. N. Карта витĕр хăртрăм (оскорбил). Альш. Хăрт = мăшкăла. Сред. Юм. Чист хăртса хăвартăм (изругал всячески). Ib. Вăрçнă чôхне пĕрне тепри тем те пĕр каласа пĕтерсен, пĕри чĕнейми пôлсан: сăмахпа каласа хăртать вит, теççĕ. Т. Григорьева. Ырă çын çынна хăртмасть, усал çын çынна хăртать, теççĕ. СПВВ. Сăмахпа хăртать. Альш. Мĕн-мĕн кала-кала хăртмаççĕ, мĕн-мĕн кала-кала питлемеççĕ.

хăрпу

(хы̆рбу), ресницы. Султангул. Ырă тăванăм (ятне кала) хура хăрпу витĕр курăнат. || Околыш фуражки, шапки. N. Çĕлĕк хăрпăвĕ. Тюрл. Калпак хăрпу. Пазух. † Кăрмачă та пустав, кăтра хăрпу, авкаланать йысна пуçĕнче. || Оторочка. Суняел. Пĕчĕккĕ те путек кăтра путек, хăрпу пулманнине мбн пулĕ. Собр. Хура путек кăтра путек хăрпу пулманне мĕн пулĕ.

хăта

(хы̆да, хŏда), сват. ГФФ. † Ан ан, кĕрӳ, ут çинчен, хăти хирĕç тохмасăр. Не слезай, жених, с коня, пока сват не выйдет встречать. Юрк. Хăта = каччă ашшĕ (свадебн. терм.), если отца нет, то ытти пысăк тăванĕсем. Ib. Хăта = хĕр ашшĕ (свадебн. терм.), если отца нет, то ытти пысăк тăванĕсем. НАК. Хăта тесе ача ашшĕне те, хĕр ашшĕне те (отца жениха, также и отца невесты) калаççĕ. N. Хăтасене кайнă (вм. хăтасем патне кайнă). Б. Олг. Кĕçĕн кĕрӳ йорлат: сăпаççипă хăтине ырă сăра парнăшăн, сăпаççипă тăхлачине ырă апат-çимĕçшĕн. Ib. Мăн кĕрӳ арăм йорлат: сăпаççипă тăхлачине, сăпаççипă хăтине ырă хĕрне çитĕнтернĕшĕн. Ала 82°. Çитрĕ, тет, туй çĕмĕрлсе хăта килне. Хăта килĕнче туя пăхаççĕ, тет, тем пек, ĕçтереççĕ-çитереççĕ, тет. НАК. Çапла сăра ĕçкелесе ларнă чух икĕ хăта (хĕр ашшĕпе ача ашшĕ) калаçма тапратаççĕ хăйсен ĕçĕ çинчен. N. Ватă хăта. Изамб. Т. Çӳресе пĕтерсен, татах тĕп хăта патне килеççĕ. Ib. Хăтана салам кала. Байгул. † Хăта хĕрĕ сарă хĕр (невеста). N. Вара икĕ хăта пĕрле пасара тухаççĕ те, çураçнă укçасемпе парне илеççĕ. К.-Кушки. Вăтăр çулхи ывăлĕшĕн çуллен хăта яратчĕ. Ау 178. Аппаçăмах Пăраçа хур пулминччĕ хăтара. Синерь. Хай хăçăн çӳрекен старик хăтана ларса килчĕ, тет. Вомбу-к. Хăта тесе акайăн хунешшĕпе тăванĕсене калаççĕ. Изсшб. Т. Хăта, так называют с именем молодых, без имени — старых. Без имени называют лишь близких родных мужа или жены (только мужчин). || Друг, приятель. Т. VII. Эсĕ, хăта, ăçта каятăн капла? А.-п. й. 75. Атя, хăта, пĕрле кайăпăр. Пойдем, друг, вместе. || Адвокат. Начерт. 189. Хăта, сват; адвокат.

куç

(кус), коç (кос), глаз. N. † Хĕп-хĕрлĕ чĕремшĕн йĕре-йĕре, икĕ улма пек куçма пĕтертĕм. N. Вилнĕ çын, вилсен куçне уçса выртать пулсан: вăл çилленчĕ пулĕ, теççĕ. N. Куçпа килчĕ. Вернулся с военной службы по причине болезни глаз (срв.: куçпа яраççĕ, куçпа выртать). N. укçан куçĕ çук. (Послов.). Сред. Юм. Паян тола тохман та, тола тохсаннах, куç кашарса каять. Ib. Куçпа пăхсан (на глаз), пĕр виç-тăват çохрăмран та ытла пик мар; кайма тăрсан, вăн çохрăм та полĕ. Ib. Куçа пĕтерсе ятăм, глаза заболели, и я никак не могу их вылечить. Ib. Куçа çисе тăрать. Режет глаза (говорят о светлых, блестящих предметах). Ib. Куçа çисе тăрать вит! (Говорят о красивом предмете, на который любо глядеть) Ib. Куçа хĕретнĕ, тесе, йĕнĕ çынна калаççĕ. Ib. Куçран тĕртсен те, корăнмас. Очень темно, хоть глаз выколи. Никит. Çĕр (ночь) тĕттĕм пулнă, куçран тĕртсен те, курăнмаçть (не видно ни зги). Альш. Куçпа çӳлелле пăх та, унтан курăн мана, тенĕ. Якейк. Çолахай куç тортсан (если бьется живчик): çын çиять, теççĕ; Сылтăм куç тортсан: çын мохтать, теççĕ. СТИК. Ватăла-киле куç вăйĕ пĕтет те, куç тĕтĕрелĕ кăтартакан пулат. [Куç темĕскерле уççăн, рас (ясно) кăтартмас]. Кильд. † Куçна хуп та, ална сул. Янтик. † Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе(не) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. N. Акă çил-тăвăл калама çук, куçпа пăхма çук, тусан вĕçтерсе те çитрĕ. КС. Куç шăтса тухас пек ыратать (ужасно болят). Истор. Александр пыриччен, вăл хăй ушкăнĕпе Финский залив хĕрринче çĕрĕпе, пĕр куç хупмасăр, шведсем килессе сыхласа тăнă. Ск. и пред. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. Изамб. Т. Çĕр тĕттĕмленчĕ, куçăран (= куçран) тĕртсен те, курăнмасть (не видно ни зги). N. Куçне вĕçĕртмест. Не сводит глаз? Ядр. † Ах, эсрел карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе! N. Арăш-пирĕш куç ик майнелле пăхать, арăш-пирĕш пăхать. ЧП. Ăçта каян, тантăш, икĕ куç куççульсене юхтарса? N. Çапла хаш чухне куç, шăтса, хуплансах ларать, Юрк. Унта куç курĕ-халĕ (увидим) — разрешить туччĕр (только, бы разрешили издание газеты). Ib. Куç витĕр пăха пуçлат. Кан. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче куçран тĕксен те курăнмасть (хоть глаз выколи). Орау. Кала эсĕ ăна, вăл манăн куçа ан курăнтăр (пусть он не показывается мне на глаза). Ст. Чек. Куçран кăшт айвантарах. Слабоват глазами. Орау. Куçĕсем куçлăх тăхăннăран ыратаççĕ унăн. Глаза у него болят от очков. Ib. Куç алчăрхарĕ (не разбирают). Ib. Çиса ярас ку çăмартана, куçа ан курăнтăр! (чтобы оно не мозолило глаза). Кив-Ял. Куçех вăрă. По глазам видно, что вор. Чебокс. Кори коçа корми тăвать (притворяется, что не видит). N. Куç курать те, ал çитмест. Видит око, да зуб неймет. Н. Седяк. Куç кĕçĕтсен: вăтанатăп пулĕ, теççĕ. (Примета). Ib. Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать теççĕ. СТИК. Хăçан куçă хупăнĕ-ши? (= хăçан эс вилĕн-ши? — Ачипе тарăхса çитнĕ амăшĕ чун хавалĕпе калат). Ib. Куçĕсем чыст (чит. ц'ист) хуралса кайнă (говорят о больном, у которого около глаз образовались синие круги). Ib. Куç юнăхнă (= хĕрлĕленсе кайнă). Ib. Куç тула юлчĕ. (Говорят, когда в сумерки, входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой). КС. Тăватă куçлă (человек в очках). В. Олг. Толта коçлă çын (лупоглазый; так и у КС.). Хорачка. Çиелте коçлă çын (то же). Ст. Чек. Хӳри куçĕ айне пулах карĕ, тет (тут же увидал). Ib. Сан ача пур-и? — Çук, хырăм ӳкрĕ (или: куçа валли пур та, алла валли çук. Говорят о выкидыше). Н. Лебеж. † Камăн кинĕ, тийĕçĕ, унăн кинĕ, тийĕçĕ, куçран вăйсăр (больна глазами), тийĕçĕ. N. Пирĕн умра, мĕн куç курнă таранчченех, çилпе хумханса выртакан аслă тинĕс пек, тырă-пулă пуссисем симĕсленсе, сарăлса выртаççĕ. Якейк. Пĕр стаккан сĕт куç пак толтарса патăм (= полнёхонек). N. Куçу пăч пултăр! Чтобы тебе ослепнуть! Ст. Шаймурз. Ача хăй куç курнă çĕре (= куда глаза глядят) кайнă. Ст. Чек. Куçĕсем сӳннĕ. Глаза не видят. (Так говорят: 1) о рассеянном человеке, когда он не видит искомого предмета: 2) о человеке, лежащем при смерти и ничего не видящем). Альш. Куçĕ сӳннĕ = куçĕ çути пĕтнĕ (вилсен). Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр! (ругань). Ал. цв. 6. Унăн тавра, куçран чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Шибач. Апай, мана, тет, паян йоман торачĕ çапрĕ, коç кормаç, тет. N. Пĕр каска урлă икĕ алтан вăрçаççĕ. (Куçсам). Изамб. Т. † Пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шур куçăмăр атте-анне умĕнче. ЧП. Кĕрсеех те ăсăм çитмерĕ, çамрăк пуçăм юлчĕ çын куçне. Изванк. Пуп куç — нӳхреп куç, теççĕ. (Послов.). Собр. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе, теççĕ. (Послов.). Якейк. † Вăрман орлă каçрăмăр, вĕрене çинчен куç каймар (все смотрели, интересовались листьями клена). Собр. † Куçкĕски пек аккана куçран кăларса ятăмăр (т. е. лишились её). || Сглаз. Т. VI. 33. Хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, чалăрнă куç, йăв куç, çыр куç, чан (так!) куç, арăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ял-йыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç те пулсан, тухса кайтăр Плаки çинчен (заклинание). ЧС. Усал куçа тавăрни (или: шăтарни — поверье, когда ставился лошадиный череп на кол в огородах от сглаза). || Ямочка для масла (в каше). Юрк. Пĕрер кашăк пăтă ăсса, куçне пуçса çийеççĕ. КС. Кашни хуран çине куç туса, виçшер кашăк çу хурать. || Глазок (у картофеля). N. Кашни çĕрулмин, пысăккин те, пĕчĕккин те, темиçе куç пулать. || Стежок (при вышивании). N. Коç хăварса тĕрленĕ (род узора). || Петля (при вязаньи, напр. чулка). Кăмак-к. Куç йолнă. Пропущена петля. || Узел (основы). Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне куç ярса тĕртеççĕ («распускают одно звено»). Шевле. Коç — комнă çиппĕн пĕр йăлăмĕ. || Каждый из кварталов, на которые разделено поле. Альш. Вăл пулуссасем (полосы поля) аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳрĕ каяççĕ, урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. || Квадратная сажень. N. Теçеттини кунта, хысна хисеплекен теçеттин пекех, 2400 куç хисепленет. || Стекло (звено) в окне. Шибач. Богдашк. Пупин чӳречисене чулпала веç персе çĕмĕрсе пĕтерчĕ (разбил); вуникĕ куç шăтăк ларат халь те. Тим. † Вуникĕ куçлă шура курнитса, ял илемне çав кӳрет. || Пузырь (водяной). КС. || Ячея, macula (сети). || Ячейка (сота). || Устье? N. Çавал куçĕ. || Водяная жила. N. † Кăвак юман, шур юман сивĕ çăлăн куçĕнче. || Глубокое место (сомн.); полынья? Слеп. Атăл куç — тарăн вырăн. Ib. Атăл куçсем питĕрĕнсе лариман-ха (шăтăк полать куç пак).

куç хыв

смотреть проницательно; высмотреть, заприметить. МПП. † Ырă çынна ыр çын тиеççĕ, хăйсем çине куçсем хываççĕ (= хытă тилмĕрсе пăхаççĕ). Ib. Ан кăлар тьыхуна витерен, хӳме виттĕр пăхса куç хывĕç. Б. Крышки. Вăл ман класа куç хывнă. Он заприметил мой класс (предназначил для чего-нибудь). Юрк. Аслă йăмăкăма куç хыврĕç. Хурамал. † Вăрман виттĕр тухнă чух, тухнă чух, пĕр йывăçа куç хыврăм, куç хыврăм: касса каймĕçин, лайăхчĕ, лайахчĕ. N. Вăрман варĕнче сар чечек, ӳснĕ-ӳсмен куç хыврĕç; пирĕн пичче хĕрĕне (= хĕрне) ӳснĕ-ӳсмен куç хыврĕç. С. Айб. † Пуян хĕрне куç хыврăм, тухса каймин, лайăхчĕ. АПП. † Çак ялти сарă хĕре куç хывни сакăр çул: каят, тесен, чунăм çук, парса илме мулăм çук. || Внушить, заставить видеть на яву, чего не может быть (говорят о фокусниках, о спектакле). Н. Р. Романов. || Делать ямку (в каше). Ст. Чек. Унтан вара хăпарту, пăтă пĕçерсе, куç хывса, «ĕне çуратан пăтти» тăватчĕç.

кучченеçлĕх

то, из чего можно приготовить гостинец и пр. Менча Ч. Кучченеçлĕх те пулин парăсăнччĕ, тет, ырă туррăм; çуртлăх та пулин парăсăнччĕ, тет, ырă туррăм! Сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, чӳк, çырлаха пар, амин. (Ача ят хуни) || Взятка. Уравăш 3. Кучченеçлĕх илнĕ пек, каламасăр тăрать вăл.

кăвас калакки

то. же, что кăвас калекĕ. Тогач. Ырă çын хĕрĕ Ухтепи. (Кăвас калакки).

кăвик

(кы̆вик'), подр. крику утки, воркованью голубя, крику совы. Собр. † Кăвик-кăвик кăвакал, ăçта каян, кăвакал? Чураль-к. † Кăвик-кăвик кăвакарчăн, сан кил-çуртсем ăçтарахра? Ырă çын пӳрт маччийĕнче. Альш. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн урисем, кĕпирнаттăрăн хĕрлĕ туйисем. Сорм-Вар. Кăвик-кăвик кăвакарçин, çӳле кайăп, вăль вăльăп (так!). Пазух. Кăвик-кăвик тăмани арпӳклинче чĕп сыхлать. Альш. † Кăвик кăвакарçăн вĕçтертĕм. Кĕвĕсем. Çĕр çĕклейми пӳртĕн ăшне кăвик кăвакарчăн та яртартăм!

кăкăр çавăрăнни

обладать голосом и уметь петь. Альших. Кăчăр çаврăнмас. Не может брать нот, не мастер петь. Кильд. † Çак тăвансенĕн килне килсессĕн, пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмĕ. СТИК. Кăкăр çаврăнмĕ = кăмăл çемçелмĕ (едва ли правильное толкование) Средн. Алг. † Манăн кăкăрăм çавăрăнмас, кĕçĕнтен хуйхăлă ӳснĕрен. Юрк. Çамрăк кăкăр çавăрăнмасть (не умею говорить ладно? говорит «тӳрментерех çын»). Сенчук. † Ай-хай, пĕр аппаçăм-йыснаçăм! сирĕн пек ырă çын умĕнче пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнтăр. Альш. † Тăваткăл минтер, хăмаç пит: питĕ тăвăртан хăпармас; мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. (Хĕр йĕрри). Ib. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. Изамб. Т. Унăн кăкăрĕ çавăрăнмасть. У него не хватает способности (петь). Бюрг. † Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем! сирĕн пекех лайăх çынсен умĕнче манăн çамрăк кăкăрăм çаврăнмас. Байгул. † Куккапа инке умне тăрсан, авăнман пилĕке авăнгартăм, çаврăнман кăкăра çавăртăм. Собр. † Пирĕн пек çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. Пазух. Сирĕн йĕс пăралук та, ай, авăнтăр, пирĕн çамрăк кăкăр та çаврăнтăр. (Некоторые понимают это выраж. в см. душевного расположения, но неправильно).

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăмăл тултар

доставлять удовлетворение. N. Ырă çын парни кăмăла тултарать.

кăмăл хуш

ободрять, поднимать настроение. N. Ырă сăмах-юмах кăмăл хушать.

краскă

(краскы̆), краска. Юрк. † Ял-ял урлă каçрăмăр ырă çын кăраски çуттипе.

кăçат

(кы̆з'ат), кăçатă, валенка (-нки). Синьял. Шурă кăçат тăхăнтăм, юри таптаса хуратрĕç. Сред. Юм. Каçат пôтметки, подметка теплых сапог. I. А. Отрыв. † Кăмака умăнчи шурă кăçач — пусма майне пĕлес-ши? Пĕлес-ши те пĕлмес-ши? Ах, ватă çынсем, ырă çынсем! Сурхури майне пĕлетĕр-ши, пĕлместĕр-ши? (Из «сурхури сăввисем»).

Кĕлетри ырă

назв. божества. Орау. Кĕлетри ырă. Кĕлетне усал ерсе хуçи пăрахса тарнă.

кĕлĕ

(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.

Кĕлĕ-амăш

назв. божества. Хурамал. Кĕлĕ-илен, то же, что кĕл-илен. Хурамал. Сиктер. Пилĕкмĕш хуранне(:) учук патĕнчи кĕлĕ-илен чӳк, çырлах, тытнă-тунине, ырă чӳк-кĕлĕ, хапăл ил! тесе, пурте çĕре ӳксе пуççапаççĕ. N. Кĕлĕ илен çыннисене виçĕ тиркĕлĕ юсман асли, вăталăхĕ, кĕçĕнни. Халăх килĕшĕпе, çăва тухнă йĕркипе, хуранлă пăтти, тиркĕлĕ юсманĕ. Вунтăхăр тиркĕре çĕрĕм çичĕ юсман. (Правоп. сохраняю).

кĕнекелĕ

кĕнекеллĕ, имеющий книгу(-и). НАК. Пирĕн кĕллĕмĕре илт, эпир кĕнекеллĕ çынсем мар; пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ — çырлах, теççĕ. (Моленье). Менча Ч. Çак çунатлă хура савса панине савса ил. Пĕлни пуртăр, пĕлменни пуртăр; эпир кĕнекелĕ хăлăх мар, виç сăмахпа та пулин айван ывăла-хĕре хапăл ту, ырă турă, ырă чӳклеме! (Из моленья чӳклеме).

Кĕçĕн ырă

назв. божества. Ст. Чек. N. Кĕçĕн ырă амăшĕ.

кĕçĕн киремет

то же, что кĕçĕн ырă. Ст. Чек. Кĕçĕн киремет = кĕçĕн ырă. || Назв. урочища. Алешк.

кĕш

(к'ӧ̆ш, к'э̃ш), который. М. Васильев. Вĕсем кĕшши киремет, кĕшши йăрăх, кĕшши ырă полса кайнă. Никит. Кĕш пӳртрен халь арăмпа хĕрĕ тухаççĕ. Нюш-к. Кĕш чухне юрă юрлаççĕ. Аттик. Лашасене кĕш тĕлтен хăваласа килтĕн? (откуда пригнал? где поймал?).

Тăтхаççи

назв. божества (не искаженное ли тăхтаççи?). Относительно него, а также предшествуюшего ему божества (тăваççи) М. ВВасильев пишет: “Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканнисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç“.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлне пул

встретить, застать. N. Тен сăра тĕлне пулăн. Юрк. Ют çын пырса кĕнине курсан, хуçисем кăна, чей тĕлне пулнăран, хăйсемпе пĕрле чей ĕçме ларма чĕне пуçлаççĕ. N. Качча кайсан та ырă каччă тĕлне пул (пожелание). N. Çын тĕлне пулсан (снаряд) салатса пăрахать (ярать). Трхбл. Куç тĕлне пулмас. Не попадается на глаза (напр., место в книге, предмет, который ищут). Сред. Юм. Куç тĕлнех полчĕ. N. Мĕн куç тĕлне полать, çана çиса. А.-п. й. 68. Каясси кай та, ачам, анчах Ерхип куçĕ тĕлне ан пул,— тет амăшĕ. Яжутк. Пырсан-пырсан, пĕр ача тĕлне пулчĕ, тет. N. Çын тĕлне полать те, çынна салатса пăрахать. Янш.-Норв. Упăшки ырă çын тĕлне пулсан (если ее муж окажется хорошим человеком), çулталăк иртсен ик çулхи тьыха илсе парас, тет (отец девушки, которую собираются выдать замуж). N. Халь çав çĕр маните хума кайсан темĕскер инкек тĕлне пулчĕ, халччен те укçа çухатса курманччĕ, çавăн чух толĕк çухатрăм. Карамыш. † Вăрман варĕнче вăт çонать; каям ăшнам тенĕ чох йоман тĕлне полайчĕ.

тĕл ту

попадать куда надо. N. Краççын илсе кĕрес пуль, атту тĕл тăваймăн. N. Тĕл тăвать, попадает. || Чем люди живы. Ырă халь те тем тĕлех турĕ, пĕтес пулатчĕ. || Сред. Юм. Кăçта та полса япалана кӳртес полсан, пĕр-пĕринпе лектерес полсан, малтан тĕл тăваççĕ.

тĕлĕн

дивиться, удивляться, изумляться. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 69. Ай-уй,— тет Ерхип арăмĕ тĕлĕннипе. Ib. 35. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те, шалт тĕлĕнеççĕ. Капк. Хальхи саманара ачасем пурте çавăн пек. Çулĕсене кура мар ăслă,— тет тĕлĕнсе. ЧС. Эпĕ пушар енелле пăхса тĕлĕнсе ларатăп. N. Эпĕ пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук, эс пĕлменнинчен тĕлĕнмелле. Неудивительно, что я знаю, но удивительно, что ты не знаешь. N. Унăн калаçнинчен тĕлĕнмелле. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Тепĕр тĕслĕх (пример) тата тĕлĕнмеллерех. N. Тĕлĕнсе хытсах каймалла. N. Ăна хирĕç калаçакан улпутсем вăл сывалнинчен тĕлĕне юлнă. СТИК. Кун акăшĕсем йăлт (сначала написал шалт. потом зачеркнул) тĕлĕнсе каяççĕ: мĕнле ку Иван пуракне час тултарат, эпир темĕн чул тăрмăшсан та тултараймаспăр? тесе тĕлĕнсе аптраса çитеççĕ. N. Вара унтан мĕн тĕлĕнмелли? || Задуматься. Кив-Ял. Пире саван ан кĕттĕр, кĕттĕр-кĕттĕр, тĕлĕнтĕр. (Вăй юрри). К.-Кушки. Тĕлĕнсе лар, в задумчивости. Альш. Шухăшласа тĕлĕнсе ларнă чухне ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. Юрк. Хура сăран алса тулĕ, ырă ут тăварнă чухне пулинччĕ? Ай-хай милай хамăр тăван тĕлĕнсе ларнă чухне пулинччĕ. Рак. Тĕлĕнсе хуйхăрса ларнă чухне çак юррăм пусарчĕ хуйхăма. Б. Олг. Тĕлĕнсе шохăшласа çӳрет çа çын (задумчив). Юрк. Тĕлĕнсе, тĕлĕрсе ларнă чухне юрă уçат пирĕн кăмăла.

тĕлĕш

относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.

тĕппи

до дна. Беседа. Тĕппи ĕçсе ырă кун çул кураймăн. БАБ. Ку пĕр витре шыва тĕппиех туса ячĕ, тет.

тĕп пул

разориться. Собр. Тарçине шанакан тĕп пулнă, теççĕ. Кто надеется на наемника, тот пропадает (разорится). (Пословица). Изамб. Т. Кавал Сахарĕ тĕп пулнă темест-и? Не правда ли, что Захар Ковалинский разорился. || Замаяться. СТИК. Çав ĕçе тăваймасăр тĕп пултăм. Замаялся я с этим делом. N. Сана шыраса чисти тĕп пултăмăр. || Пропадать, сгинуть. Бугульм. Пире хĕрсем ан кĕтчĕр, кĕтчĕр-кĕтчĕр ан кĕтчĕр, кĕтнĕ çĕртех тĕп пулччăр. Абыз. Вăтăр тенкĕ парса арăм илтĕм, вăтăр тенкĕ тĕп пултăр, арăм çинчен куç каймар. ЧП. Ялтиех те тăшман тĕп пултăр. Стюх. Тăшман тени тĕп пултăр, савнă тусăм сыв пултăр. N. Вăл-ку тĕп пултăр. Истор. Игорь те çавăн пекех пире тĕп пулмасăр чунне кантарас çук. Сред. Юм. Камăн та полса йăх-тĕп пĕтсен, ачапча полмасан, тĕп полнă, теççĕ. Байгул. Эпир илес хĕрсене ырă çын илтĕр тĕп пултăр, мĕскĕн илтĕр усă куртăр. N. Тĕп пул эсĕ (проклятие). КС. Тĕп пулах кайтăр, унпа калаçмастăп. Ну его, я с ним не буду разговаривать. Ib. Тĕп пултăр-и, туртмастăп. Ну его, не буду курить.

тĕпел

передняя часть избы, угол перед печкой. Шорк. Тĕпел вăл хĕрарăм кукри. СТИК. Тĕпел называется передний правый угол избы. Там обыкновенно ставят разную посудину. Тĕпел обыкновенно загораживается голландкой. N. Унтан тăраççĕ те, кĕрӳ сĕтел хушшине минтер çине пырса ларать, хĕр тĕпеле сĕтел хушшинех, минтер çине кайса ларать. Шурăм-п. Сарлака сакран тур кĕтессинелле сак. Унтан тĕпелелле каллех сак. N. Ирт тĕпеле, лар алăк патне. (Шутка). Ау 384. Тĕпелерех кил, алăк патне лар. (Поговорка). Вомбу-к. Тĕпел тесе кăмак омĕнчи кокăра каланă. N. Тĕпел – кăмака умĕ. N. Арçынсене туйра кĕрекене, хĕрарăмсене тĕпеле лартаççĕ. N. Асанне тĕпелте йăва пĕçерет. Менча Ч. Эй, ырă чӳклемем, сана çунатлă хурăмпа, пиçнĕ хурçăмпа, ырă туррăм, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тĕпеле кин парăсăнччĕ, тет; алăк патне кĕрӳ парăсăнччĕ, тет. Алăк панчен пăхсан тĕпеле вăтанмалла тумăсăнччĕ, тет; тĕпелтен пăхсан, алăк панче вăтанмалла тумăсăнччĕ, тет, ырă туррăм, çырлаха пар, амин. (Из древнего моленья чӳклеме). Б. Олг. Иртсем тĕпелерех, маларах (ближе вперед). Пшкрт. Тĕпелелле иртех. (чужому). Юрк. Тĕпелелле иртсе ларăр. Ib. Тĕпелелле те, алăк патнелле те чупкала пуçлать. Алших. Пĕр пысăк çын кĕнĕ, тет те, тĕпеле пырса ларнă тет. Пшкрт. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ (в шилике). Ачач 49. Ирт тĕпеле. Ак, чей тултарса парам сана. || М. Сунчел. Ăрама тухсан нуммай та тăмарăмăр, тĕпел енчен хапха енелле шăнкравпа шăнкăртаттарса, юрласа иртсе кайнине куртăмăр. Вăл çынсем вăрмана юпа касма каяç иккен. (Петĕрпе Мĕкĕте юпи).

тĕпер

неизв. сл. Отсюда: тĕпел ырă.

тĕрĕссĕн

точно, определенно. N. Пур ырăлакан ырă та тĕрĕссĕн ырă пулмасть. О сохр. здор.. Тĕрĕссĕн пĕлнĕ. Точно узнали, определили.

тĕттĕм пулттипе

время, когда смеркается. Сиктер. Тĕттĕм пулттипе саланнă чух, сыв пулăр, тăвансем, сыв пулăр! Ырă чӳк кĕлĕ хапăл илтĕр! тесе килĕсене, ялĕсене саланса пĕтрĕç.

чанла

звенеть. Альш. Ырă хыпара! Хăлха чанласа кайрĕ. Хăш хăлха чанларĕ? Ib. Сылтăм хăлха чанласан, ырă хыпар илтет тет. || Разговаривать звонким голосом и непрерывно. N. Ачасем пĕрех май чанласа лараççĕ. Ванеркке. Чанла – питĕ янăракан саспа калаçни.

чап

слава. Истор. Çапла унăн чапĕ пур çĕре те сарăлнă. Алешк. Çак Саплăк хĕрĕсен чапĕ чаплăша, эпир савса эпир илес çук. Ст. Чек. Чап каять, идет дурная слава. || Честь, доброе имя. С. Алг. Чаплă хĕрĕн чап каят, чап каят та час каят. С. Дув. Листа-листа шурă хут, çырса пĕтсен çырмана, чаплă-чаплă хĕрсене чапĕ кайсан урçана. Юрк. Ĕнтĕ ятăр кайтăр, чапăр кайтăр вунçичĕ çулхи сарă хĕрпелен. Кĕвĕсем. Чаплă чаплă хĕрсене, чапĕ пĕтсен, урçана. Сл. Кузьм. 74. Ялăн ырă чапне çухатаççĕ. || Молва, сплетня, слух. Алешк. Эпир сарă хĕрпе выляки сарăлминччĕ чапĕ ял çине. N. Атăлăм варинче улма йăвăç сарăлминччĕ çулçи шыв çине; эпир савнă туспа пурăнни, чапĕ сарăлминччĕ ял çине. N. Чап çӳрет, носится слух, молва. N. Чап тухнă, появилась молва, сплетни. N. Кăçал нимĕнсĕрех ун сăмахĕпе Иван çинчен чап ячĕç, халăх укçине вырăнсăр нумай пĕтернĕ тесе.

чаплăлан

прославиться. N. Унăн ырă ячĕ тата ытларах чаплăланĕ. Альш. Кушкă чаплăланса кайрĕ ĕнтĕ вăл, теççĕ.

чарулăх

воздержание. О пьяницах. Чарулăх çук çĕрте нимĕнле ырă ĕç те пулмасть.

чечек

цветок. Пазух. 9. † Ан яр утна пахчана, чечек тăрне ан таттăр. Ал. цв. 10. Чечекрен ырă шăршă пĕтĕм пахчана, шыв юхса сарăлнă пек, сарăлса тăнă. N. Ăçта чечек, унта пил пулать, теççĕ. Где цветок, там и медок. И. Тукт. † Пахчари чечек, сарăях çеçке, кĕрхи сивĕпе шанса кайрĕ-çке. Образцы 1. † Кăвак чечек тăррисем — вĕт улача тĕррисем. Ib. 13. † Тарăн варти квак чечек, хĕвел курмасть, çил вĕрмест. Ib. 13. † Аслă çулăн хĕррипе кăвак чечек, çулаймарăм чечекĕ тăканиччен. Ib. 4. † Елшел урам аслă урам, ик аякки сар чечек, сар чечекре сар кайăк. Пазух. 14. † Утма ятăм пахчана сарă чечек суйлама. Хĕр. йĕрри. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинче сар чечек, чечек вĕçсе кайсассăн вĕлле илемĕ каять-çке. Ал. цв. 9. Сасартăк вăл пĕчĕкçĕ ем-ешĕл тĕме çинче ĕмĕр курман, ĕмĕр илтмен, юмахра калама çук, хут çине çырса ӳкерме çук, илемлĕ хĕрлĕ чечек ларнине курах каять. Образцы 11. † Çӳлĕ тăвăн хыçĕнче арпус чечек юр пекех. Ib. 15. † Сикрĕм антăм пахчана мăкăнь чечек татмашкăн. Хĕр йĕрри. Сикрĕм каçрăм пахчана, мăкăнь чечек пулĕ тесе, мăкăнь чечек пулмарĕ. N. Улма йывăççи чечекне тăкнă. Баран. 101. Мăкăнь чечекре чух, ăна çĕртен туртса кăлар-ха. N. Манăн савăнăç чечек вăхăчĕ иртрĕ. Г. А. Отрыв. Улма чечекрен тăкăнсан, каять пахча илемĕ. N. Корăксам чечеке ларма пуçларĕç. Рак. Çеçен хирĕн варрине шур юр çунă, çырла çеçки чечекĕ епле-ши? Ib. Хура вăрмансене те халь пас тытнă, çĕмĕрт çеçки чечекĕ епле-ши? С. Тим. Арман чулĕ çĕкличчен лапри чечек пулас мĕн, лапран лапа çӳрес мĕн, лап илемне кӳрес мĕн. N. Улма чечек лартсассăн, килет пахча илемĕ, улма чечек лартмасан каять пахча илемĕ. Букв. 1900. Мăкăнĕн чечекĕ те пит илемлĕ, вăрри те тутлă. Шинар-п. Вăрманта çулла пур курăксем те чечек кăлараççĕ. Михайлов. Каччă ĕмĕр мĕн теттĕр вара? Пӳрт умăнчи шĕшкĕ мăйри чечек пек. || СТИК. Хĕвелçамăшăн чечекĕ, лепестки у подсолнечника. || Комнатное растение. Красноарм. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречесем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. Рак. Чӳречисем çине чечексем лартса пĕтернĕ. || Бахрома, кисть. Золотн. N. Йĕке çине тăхăнтарнă чечек. Ст. Шаймурз. Тимĕр-кăвак лашан çилки чечек, камăн иккен савнă учĕсем. || Дама (в картах). Тайба Т.

чикен курăкĕ

герань, журавельник (растение). Н. Карм. Чикен курăкĕ (йĕплĕ). Якейк. Чикен корĕк. Пухтел. Чикен курăк, назв. травы, которая употреблялась от колотья. Тăххăрлă-саккăрлă сунă. Сред. Юм. Чикен корăк, растение, употреблялось при колотье в животе. Орл., Д. С. Серг. № 50. Чикен курĕк (Geranium). Чикенпе аптăракансем çак курăка вĕретсе ĕçнĕ. Ст. Чек. Чикен курăкĕ; ăша хытă кĕрсен çавна вĕретсе ĕçнĕ. || Рак. Чикен курăкĕ, синеголовник плоский (Eryngium planumт). Чикен чиксен саккăрлă-тăххăрлă сунă, çапла каланă: „Пĕр чикен сăвап, ик чикен сăвап, виç чикен сăвап, тăват чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, улт чикен сăвап, çич чикен сăвап, сакăр чикен сăвап, тăхăр чикен сăвап, тăхăрăшĕ тăхăр çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, çич чикен сăвап, çиччĕш çич çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, пилĕкĕш пилĕк çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, виççĕш виç çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, пĕртте ан пултăр. Ху усална ху илсе кай, хăй ыррине хăнех парса хăвар. Тух, усал, тьфу, тьфу, тьфу (виççĕ сурнă). Ырă пӳлĕх, тăлппӳне сыв усра“. Когда считали, то тыкали травою (чикен курăкĕ) болящее место. Кайсар. Чикен курăкне шăмшак чиккеленĕрен вĕретсе ĕçне. Шывĕпе аякка çунă.

чир

болезнь, хворь, недуг, нездоровье. Изамб. Т. Санăн упăшку мĕнле чирпе вилчĕ? Вишн. 74. Çав чирсемпе пирĕн хушăмăрта пĕри-пĕри чирлесен, пирĕн шыва вĕретсе ĕçес пулать. N. Темле чир килсе кĕчĕ те, тухса кая пĕлмерĕ. Курм. Чир тивсен, когда постигнет болезнь. Туперккульос 17. Чăнах та, чирĕшĕн пулсан (в отношении болезни) пит çăмăл. N. Шупашкар пульнитсинче кашни чирпе уйрăм тухтăрсем ĕçлеççĕ. Слакбаш. Чир тумтиртен те ерме пултарать. N. Унта усал чир нумай, усал чир ан ерт. N. Ах эсĕ мĕнле оçлăн-ши вăл чиртен вара? Капк. Вăл вара, кăмăлĕ хуçăлнипе, чире ернĕ. Изамб. Т. Виçĕм кун чирĕпе (вследствии хвори) хирте çĕр каçнă, тет. || Якейк. Ха сан тоту çине кĕçĕр чир сыснă-çке (= тотая пĕчĕк хăмпуллăскерсем сап-сарă чир тохса ларать). || Беда, несчастье. КАЯ. Мĕн пулнă тата? – Чир пулнă-ха, кунта ав аккуна урнă йăтă тулланă. || Заблуждение (?). Юрк. Вăл шухăш вĕсенĕн пĕлмен чирĕ анчах. || Язва. || Эпидемия. || Употребляется в чувашизмах. Хурамал. Пĕрер кăчкăрнă сасă илтсессĕн, калаççĕ: хăшĕ чирĕ кăчкăрать унта, теççĕ. Б. Олг. Кам чирĕ онта кăчкăрат, тохса пăхмасăр, тет. Ib. Ман кам чирĕ каяс-ха! Поскилте çын çок-и мансăр пуçне? Халь çынсам килте, топма полат урăх çына. Васильев. Тем чир, манăн ĕç ăнмас. Якейк. Чир ту хăть, каламасть. Хоть его зарежь, ни за что не скажет. N. Кам конне чир тивет (смирного). Кан. Ах тур, мĕн чир шăмми ку? Что это за кость. || Юрк. Ырă ялĕ хамăр ял, йăлăм вырăнне йăмри пур, Атăл вырăнне кӳлĕ пур, чул çурт вырăнне чирĕ пур.

чис

угощенье. Альш. Хура вăрман çине пас тытнă, тăванăмсем, ăсатăрсам пире, чис çитнĕ. N. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чис хатĕрлет. Ст. Шаймурз. Çак тăвансем патне килсессĕн, хăçан чис курмасăр кайни пур. Ст. Айб. Савнă тусăм аса килнĕ чух, çитеймерĕм эп чиспала. || Пиршество. N. Унăн пирвайхи чисăнче çичĕ çулхи вăкăрĕ пулнă. || Почет, честь, уважение. Ала 11°. Ку çамрăк хуçа арăмĕ ку ватă хуçана чис парса каллех ĕлĕкхи вырăнсем çинех лартăрĕ, тет. N. Эпир ачана çак тĕрлĕ чис туса килетпĕр, эсир ырă кăмăлтан кĕтетре? Юрк. Ямшăксенĕн чăпăрккисем вăрăм чăпăрккă, çавăрса çапмасан чис пулмĕ. Ст. Чек. Чисран тухнă (человек, потерявший нравственность). Ib. Ман чисма ярат (çухатат), меня компрометирует. || N. Иртен-çӳрене пăхма юратнă çынсем çĕнĕ хăнасене пит чис пăхнă. || Ст. Чек. Хăрхăм хăй чисра: ăна нимĕн çитере пĕлмеççĕ.

чуклеме

то же, что чӳклеме. Менча Ч. Çак пиçнĕ чуклемемпе çунатлă хурăмпа сана, ырă туррăм, тархаслатпăр, кĕл тăватпăр. (Из „Чуклеме“).

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

чунăм çук

в значении боюсь. ЧП. Чунăм çук (урам шуса каясран). N. Сирĕн пек ырă çынсем умĕнче чĕлхем йăнăшасран чунăм çук. Ст. Дув. Тăваткăллатса улма каснă чух, аллăма касасран чунăм çук. К.-Кушки. Ача кăмака çинчен ӳкесрен чунăм çук. Юрк. Тăвансем хулăн, хам çӳхе, сивĕнесрен чунăм çук. Собр. Ларасси ларăп та (в сани), тӳнессинчен чунăм çук. ЧП. Пырса чуп тăвасран чунăм çук. Ib. Куштан хĕрне куç хиврăм, тухсах каймин лайăхчĕ, кайĕ тесе чунăм çук.

чун çăт

погубить душу. N. Илнĕ парăмшăн чун çăтмарăн-и? N. „Опричниксем пурте ырă çынсем пулман, патшана илĕртекен, улталакан, чун çăтакан çынсем пулнă“. N. Чунăма çăтрăм – сан пуçна çирĕм.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

чӳк-кĕлĕ

моление. Хурамал. Пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе таврăнатчĕç. || Назв. духа. N. Вăкăра кăмăлпа чипер асăнса ырă чӳк-кĕлĕ çырлах тесе пусатчĕç N. Стариксем хул хушшинчен çĕлĕкĕсене илсен, çийĕр ĕнтĕ, ачасем, ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр тытнă тунине, тенĕ.

чӳкле

совершать чӳк, приносить в жертву. Т. VI. 31. Тата икĕ хăпартува турă амăшне чӳклерĕç. Изванк. Унтан вара юсмансене чӳклеме тытăнчĕç. N. Чи ырă, чи хаклă тирсене юмăçсем халăха кĕлеткесене чӳклеме хушнă. С. Тим. Пурне те хатĕрлесе çитерсен чӳклеме тытăнатчĕç. Чи малтан сăрине чӳклетчĕç, унтан пăттине. НТЧ. Вĕсем çĕнĕ тырра-пулла чӳклемесессĕн перекечĕ çук, тетчĕç. Собр. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманма чӳклетчĕç. Ib. Часавай патне çитсе, кулач илсе чӳклесен, пĕр татăк киремете çитĕр тесе пăрахатчĕç.

чăнкăр

подр. звону металла или стекла. Образцы 20. † Улăха кайрăм ут çулма, çавам чăнкăр тăвайрĕ. N. Чăнкăр-чăнкăр шӳлкеме чанкăртатать хĕр çинче. Хурамал. † Чанкăр та чăнкăр чĕн йĕвен ырă ут та пуçне юринччĕ. Хорошо, кабы звонкая ременная узда оказалась годною для (головы) доброго коня.

чĕлхе

язык. Образцы 51. † Хура куçсем лайăх хут çырма, çемçе чĕлхе лайăх калаçма. Ib. 55. † Хура чĕкеçрен чĕлхе илтĕм çак тăвансемпе калаçма. Ib. 74. † Çичĕ ютпа тавлашма хурçă чĕлхе хывтартăм. Ib. 47. † Çакăях та киле эп килсессĕн, тухаймарăм урам тайăличчен, каяймарăм чĕлхерен йăнăшиччен. N. Чăваш чĕлхи, чувашский язык. Калашн. 19. Чĕлхи вĕçĕнчи сăмах чарăнчĕ. На раскрытых устах слово замерло. КВИ. Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе пакăлтатать инкĕшпе. Образцы 59. † Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. Ib. 52. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам çуран хывнă чĕлхем çук. Ib. 66. † Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче чĕлхем вĕçĕ хурçă пулинччĕ. Ib. 9. † Йăнăшминччĕ чĕлхеçĕм. Дик. леб. 43. Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Первое же слово, которое сорвется у тебя с языка, пронзит сердца твоих братьев как кинжалом. || Речь, наречие, слово. Образцы 45. † Маттур утсем юртать, çулĕ юлать, пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн калаçнă чĕлхе, çав юлать. Ib. 53. † Тайăла пуçсене хĕç витмест, тутлăях та чĕлхене пыл витмест. N. † Пирĕн ял ачисен чĕлхи çемçе. N. Сăринчен те ытларах тăрантарать чĕлхипе. Образцы 79. † Йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. || Наговор, заговор, заклинание. Ск. и пред. чув. 100. Ахаль мар çав вунă çул сывлăш чĕлхи вĕрентĕм.

чĕре

сердце. N. Чĕре сикет, сердце бьется. N. Чĕре тапать, сердце бьется. N. Чĕре тапни, сердцебиение. N. Чĕре хуçăлать, серде надрывается. N. Чĕре сиксе ӳкрĕ, екнуло сердце. N. Эпĕ сире курсан, ырă тусăмсем, манăн чĕре тулчĕ савăнăçпа. Когда я увидел вас, добрые друзья, то мое сердце наполнилось радостью. Калашн. 19. Хуçана малтан вăл çапса ячĕ пĕтĕм вăйĕпе чĕре тĕлĕнчен. Образцы 9. † Тантăш юта кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. N. Чĕрем хытă хуйхăрат кил-йышсенчен уйрăлсан. Ал. цв. 13. Мана эсĕ хăвăн чĕрӳнти хуйхăна каласа кăтарт. N. Сывă çынăн чĕри те, ӳпкисем те лаях ĕçлеççĕ. У здорового человека сердце и легкие работают хорошо. Ал. цв. 26. Анчах йăмăкин чĕри тӳсеймен. Дик. леб. 48. Хăранипе, пиччĕшĕсене хĕрхеннипе унăн чĕри çунать кăна! Сердце ее ныло от страха и от жалости к братьям. КВИ. Пĕр чунăн çеç хуйхăпа çав каç чĕри çурăлать. Ib. Савăннипе Сетнерин чĕри кăлт-кăлт сикет-çке. Ал. цв. 20. Чĕри хăйĕн хăранипе тытнă кайăк чĕри пек сикет. Ск. и пред. чув. 25. Ăна курсан чĕрисем хытă кăлт-кăлт сикеççĕ. Ал. цв. 13. Юратнă кĕçĕн хĕрĕ анчах хĕрлĕ чечеке курсан, чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. Ск. и пред. чув. 16. Ырă юрри çăлтăрсен эпир пĕлмен вăйĕпе лăплантарчĕ хуйхинчен Уланкинĕн чĕрине. Ib. 21. Юманкканăн хăлхине çав сăмахсем кĕреççĕ, унăн вĕри чĕрине çите-çите тивеççĕ. Дик. леб. 46. Анчах патша ун сăмахĕсене чĕрине хуман. Но они (речи) не доходили до сердца короля. У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. Ск. и пред. чув. 16. Уланки тус çав юрра хăлхисемпе илтеймест, чĕрипеле кулянса лайăххăн вăл ăнланать.

чĕреллĕ

имеющий сердце, с сердцем. Образцы 73. † Пирĕнпеле тавлашма ик чĕреллĕ çын кирлĕ. Ал. цв. 25. Унтан хĕр хăйĕн ырă кăмăллă, ăшă чĕреллĕ хуçипе уйăрăлать.

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

хĕремеслен

краснеть. КС. Хĕремесленсе (покрасневши) ӳксе тавлашать. Букв. 1904. Кĕркунне йывăç çулçисем тăкăннă вăхăтра унăн час шанса каякан çулçисем сарăхайса хĕремесленсе каяççĕ те, вара вăл пĕтĕм вăрмана ырă сăнлă туса ярать.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕрт сут

хĕрт-сот, то же, что хĕрт-сурт. Хурамал. Хĕрт-сута: хĕр пулса курăнат, теççĕ, килти çынна е кĕнчеле арлани илтĕнет, теççĕ. Изванк. Ырă хĕрт-сотăм пӳлĕхçим (= пӳлĕхçĕм), ыр ĕçме-çиме пар пире. (Ĕçкĕ юрри). N. Ыр хĕрт-сот пек хĕрсемĕм пур, епле парса ярас-ши, çапах парса ярăпăр. Питушк. Çырлах хĕрт-сут, йышма пуçтар, ан салат. Собр. Çулла уя тырă вырма тухаччеи хĕрт-сот пĕр уйăх малтан тухать, теççĕ.

хĕс

сжимать. || Жать (об узкой одежде). || Щурить (глаза), подмигивать. N. Куç хĕс, прищурить. Хурамал. Ырă утсем юртат, пуçне ухат инче çулсене çывăх тăвасшăн; тăвансем пăхат, куçне хĕсет ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. Добрые кони бегут рысью и помахивают головами,— хотят сделать ближе дальнюю дорогу. Родной мой смотрит и подмигивает,— хочет вместе прожить всю жизнь. || Болеть (о голове). Изамб. Т. Манăн пуç хĕсет. У меня болит голова. КС. Манăн пуç хĕссе ыратать. Ст. Чек. Пуç пит хытă хĕснĕ чухне хăяра çурмаран çурса, туттăр ăшне хурса çамкана çыхмалла.

шанчăклă

надежный; надежно, твердо, крепко. Ст. Чек. Сĕт-к. Шанчăклă çын, надежный человек. Ib. Шанчăклă тус, надежный друг. Ала 14. Эсĕ, çамрăк хуçа, арăмна шантăн та, саншăн пулсассăн шанчăклă пулмарĕ, маншăн анчах санăн ырă арăму шанчăклă пулчĕ, тенĕ. А.-п. й. 64. Хыр ăна сивĕ çилсенчен хăйĕн шанчăклă турачĕсемпе сыхласа усрама тытăнать. ГФФ. Тимĕр тойи, кокăр тойи тохса çӳреме шанчăклă. Железная кривая тросточка надежна в дороге. Якейк. Вĕрене туя коккăр туя шу орлă каçма шанчаклă; пичи патне килнĕ чох ĕçме-çима шанчăклă. Сĕт-к. Тимĕр туя кокрашки туялама шанчăклă; тантăш çони хора çони ларса чопма шанчăклă. О сохр. здор. Капла качча кайни аван: вĕсем хăйсем ӳссе çитеççĕ те, ача-пăча ӳстерме шанчăклă пулаççĕ вара. В. С. Разум. КЧП. Ялта савни, ай, пулсассăн, улаха тухма шанчăклă.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шекки

невыясн. сл. А. П. Прокоп. Шекки тăрăх çӳрерĕм, çӳрерĕм, пĕр ырă хĕр курмарăм, курмарăм.

Шеремет

яз. имя. Рысайк. || В. Олг. Шеремет — осалăн акăшĕ. || Нарицательно —жалкий, бедный, бедненький, достойный сожалення, бедняжка. Стюх. Шеремет, бедняга, горемыка. Сред. Юм. Шеремет, начар çынна хĕрхенсе калакан сăмах. СПВВ. ИА. Çынна хĕрхеннĕ чух шеремет теççĕ. СПВВ. ФВ. Шеремет = мĕскĕн. СПВВ. ФН. Шеремет — апăрша. Зап. ВНО. Эх, шеремет, шеремет! епле пурăнатăн-ха эсĕ? Ib. Эх, шеремет, юлашки ануна та сутса ятăн-çке! Пшкрт. Эй, шеремет, чут вилесрен порăнат. Тюрл. Э, шеремет, асапланать, шеремет! Аттик. Халĕ вăл, шеремет, тен леш тĕнчере çын çăмне çыпçаймасть пулĕ, ни кунта пĕччен çӳрет пулĕ. Пумелкке туса ăна ырă вилĕсем хушшине кӳртер, тет. Изванк. Çынсем çул хĕррипе иртсе кайнă чух кураççĕ те (т. е. видят колдовством испорченный хлеб); эй, ку çынна, шеремете, пĕтерсе хунăç, теççĕ. (Из сказки). || Кан. Чĕлхисем çĕтрĕç вĕт шеремет пуçлăхĕсен! Пир. ял. Çӳрерĕç шеремет лавçисем вăрман тăрăх пилĕк таран юр ăшшĕн ашса. Елкер. Шеремет пуçсем пĕтнĕ ахалех. И. Тукт. Ав çав сăлтавпала пăшал лушипе пуçне çапса ватнă шеремете. || Употребляется в качестве вводного слова. Пазух. 109. Уй варринчи ватă çăки, апи тесе чĕнтĕм те, килех, ывăлăм, ай, темерĕ; ай, шеремет, яш ĕмĕр! N. Эх, шеремет, яш ĕмĕрĕ! Кăна пĕлнĕ полсан, çут çанталăк та корас мар-мĕн. Якейк. Ан, шеремет, яш ĕмĕр, çитнĕ çитмен иртсе кар. Зап. ВНО. Ох, шеремет, яш ĕмĕр, иртсе кайрĕ-мĕн тăвас! Сĕт-к. Ай, шеремет, ĕмĕрĕ карĕ. В. Олг. Эх, шеремет, она та исе килмерĕн-ĕç! Ib. Эх, шеремет, она та исе каймарăн-ĕç! НР. Пĕлтĕр хуçнă çăпатине, тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Тата мана кахал тиç, тор-тор! Ма шотласа калаç-ши, шеремет. Лапоть, начатый в прошлом году, в этом году доплел я. А еще меня называют лентяем! За что же так называют? N. Эх, шеремет. Хĕр тантăшсен! Лепле порнатăр-ши, пĕре корасчĕ. || N. Шеремет ачи. Ала 93. Ку мĕскĕн ача, шеремет, ăна-кăна нимĕн те пĕлмен, ашшĕ мĕн каланă, çапла тунă. N. Ай, шеремет этем ĕ! Хорачка. Е, çыньă та лайăх, шеремет: ĕçтерчĕ, çитерчĕ. Орау. Эй, шеремет çынни, мĕн хурлăх курать çав ĕç вăхăтĕнче! (как мучается). Пшкрт. Эй, шеремет çынĕ (хвалят). Ib. Эй шеремет порнăçĕ! Вот хорошая жизнь! Ир. сывл. 35. Илемлĕрен илемлĕ шереметĕн сăввисем. Кан. Ашшĕ, шеремечĕ, темĕн чухлĕ вăйлă усламăç пулсан та, Сĕнтĕрвăрринчех тăрса юлчĕ.

Шыв нимĕрĕ

назв. божества. N. Шыв нимĕрĕ — шывра порнакан ырă. См. Магн. М. 54.

шырлăх

беда, несчастье, ущерб; зло. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô! Пирĕн ял. Ырлăха мар, шырлăха. Не к добру, а к несчастью. СПВВ. Шырлăх кăтарт. Хурамал. Этемме ырлăх тăваччен шырлăх ту (усал ту), теççĕ. Собр. Усала ырлăх тăваччен шырлăх тăв, теççĕ. (Послов). П. Пинерь. Ырă çыннăн ырлăх тивет, усалăн шырлăхĕ. (Послов). N. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе пырать ырлăхпа шырлăх хушшинче. СПВВ. Х. Шырлăх = хурланчăк, несчастье, горе.

шу пуххи

шу поххи, все, что нанесено водою, напр., хворост и т. д. Алик. Ати ывăль пуличчен хăрăк турат пулас-мĕн те çурхи çилпе ӳкес-мĕн, çурхи шупа юхас-мĕн, шу пуххи пулас-мĕн, ырă çынсам йăтса кĕрĕç-мĕн. Хора-к. Çак ял хĕрсем шу поххи, шупа йохса каясран хамăр илсе каятпăр. N. Чотай хĕрĕ шу поххи, шупа йохса каясран эпĕр илсе каяр-и.

шурут

шорут, назв. растения, пырей. Agropurim repens. П. И. Орл. Д. С. Серг. № 11. Икково. Шорут соха-поç коптакиyе çĕмĕрет. Виçĕ пус. 26. Çĕре юсакан курăксем çук çĕрте коçтора, е шурута акма питĕ кирлĕ. Пазух. 11. Шурта шурут çулаççĕ. Н. Роман. Улăх тăрăх утмарăмăр, шурут тăрне хăртмарăмăр. По лугам мы не ходили, пырей-траву не топтали. I Назв. селения Шерауты Первомайского района. Янших. Б. Шурут чиркӳ шурă хут çинче, унăн мĕлки Самар шывĕ çинче, пĕвĕмĕрсем ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне килĕнче.

Шур хун

Шор хон, назв. местности? Т. II. 6. Шур хунта выртакан ырă. Чеб. Шор хонти вута çолтĕн-и?

шутлă

считанный, содержащий определенное количество, считанное время; счетом. Сунт. Сирĕн кукăрсем шутлă. Пир. Ял. Хĕрлĕ çар слушпинче шутлă пурăнтăм. НТЧ. Ăна чӳклеме мĕншĕн апла шутлă пĕçернине пĕлместĕп. || Известный, видный. Çĕнтерчĕ 49. Ним мар çынсемех шутлă çынсем пулса тăчĕç. Чăв. юм. 1924. 55. Ама-çури шухăшлать: ку хĕр пир тĕртме ан вĕрентĕр, ялта шутлă хĕр ан пултăр, тет. || Умеренный. N. Апатран, ĕçес-çиесрен шутлă пулма хушаççĕ, шутсăр ĕçсе çиме хушмаççĕ. || Имеющий думу, намерение. Сюгал-Яуши. Уп патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе калать, тет, пĕр çын.

шăкăлтат

стучать. || Шелестеть. N. Анчах пĕр чинар йăвăççи çулçисем шăкăлтатни анчах илтĕннĕ. || N. Шăкăлтат (о буферах вагона). || Тихо и дружно беседовать. Тюрл. Вот он килнĕ хăнисем, пит лайăххăн шăкăлтатса лараççĕ (мирно говорят). Изамб. Т. Шăкăлтатса калаçаççĕ, чинно разговаривают. Менча Ч. Малтан ытла ырă шăкăлтатса калаçаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсессĕн, вăрçаççĕ, пĕр-пĕринпе ятлаçаççĕ, çапăçаççĕ. Унтан нумай та пулмарĕ, кĕç шăкăлтата пуçларĕ. СПВВ. ЕС. Пĕр-пĕринпе лайăх, вăрçмасăр пурăнсан: унăн çемйи шăкăлтатса пурăнать те, епле вĕсен ĕçĕ малалла каймĕ, теççĕ. Изамб. Т. Шăкăлтатса пурăнаççĕ. Мирно живут, согласно. Ст. Ганьк. Çав пăхăр çăмартаран тухнă хур чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Улюкка шăкăлтатса пурăнччăр. ТХКА 82. Тек авланма шутламастăп. Шăкăлтатса пурăнатăп ачасемпе. НТЧ. Шăкăлтатса пурăнмалăхне пар. (Из моления).

шăкăртат

журчать (о речке, о воде). Н. Карм. Шыв шăкăртатса выртать (журчит). Баран. 164. Пăр ирĕлсе пырать, айĕнчен пĕчĕккĕ çырмасем шăкăртатса тухаççĕ. Шибач. Шăкăртатса йохать (из ведра, с лавки). N. Шăкăр-шăкăр тăвать тенинех шăкăртатать теççĕ. || Стучать, шуметь. КС. Итле-ха, урапа (телега) шăкăртатса килнĕ сасă илтĕнет. Ib. Лаша хуллен чупсан, урапа шăкăртатса пырать. Б. Олг. Ача патакпала шалча карта çомне шăкăртатса килет. КС. Деревянная побрякушка, „шăкăртатать“, а металическая „шăнкăртатать“. Сред. Юм. Шăкăртатаканни, игрушка для детей (побрякушка с ручкой). П. Патт. 13. Акă, хапха шашшулкки шăкăртатса кайрĕ. Ст. Чек. Темĕскер шăкăртатнине илтет (шум, напр., от мышей). || Шел. П. 68. Вырман ыраш хушшинчи тĕл-тĕл ĕшне пек вырнă вырăнсенче сурăх кĕтĕвĕ пек кĕлтесем шăкăртатса выртаççĕ. || Шелестеть. Полтава 48. Тирек йăвăç çулçисем кĕмĕл майлă çуталса, хуллен-хуллен чĕтресе шăкăртатса лараççĕ. Чуть трепещут серебристых тополей листы. || Пир. Ял. Пурте пĕрлех шăкăртатса ĕçлеççĕ. П. Федотов. Ырă пĕлĕшĕмсемпе тантăшăмсемпе шăкăртатса выляса кулса ĕçме пар. (Из моленья).

шалăн

быть подметену. Ачач 12. Урайĕ шăлăнман. || Утираться, обтираться. N. Çав алшăллипех ун хыççăн урăххисем шăлăнсассăн... Альш. Вăл алшăллипе шăлăнмастăп. Хĕн-хур. Пурте çав пĕр алшăллипе кăна шăлăнса пурăннă. Сборн. по мед. Траххом пăсăк куçлă çывран таса куçлă çынна пĕр алшăллипе шăлăнса пурăнсан ерет. К.-Кушки. Иккĕн пĕр алшăлипе шăлăнма юрамас. Хура-мал. Сирĕн куç-харшийĕрсем йĕпкĕн-хура, халь шăлăнĕ эпир кайсассăн. Ст. Чек. Кăмака питне шăлсан, вилнĕ çыннăн куçĕ шăлăнат, тет. || Льстить. БАБ. Атте хайхи юмăçа шăлăнса каларĕ: „Çынна ырă сунатăн пулсан, пире те тархасшăн тасатса хăварсам (избавь от порчи)“. Шихаз. Пирĕн ăна илтсен, хайскерсене шăлăна пуçларĕç. N. Çыруне пит шăлăнса çырнă хăй (льстиво). Кан. Çĕрне пирĕн çие хăвар, — пырса шăлăнчĕ çыруçи. Çĕнтерчĕ 13. Йăвашшăн, шăлăнса. || Тереться. N. Кушак пуçĕпе ман ал çумне пырса шăлăнать. Кошка трется головою об мою руку. Орау. Пăх-халĕ ĕнтĕ, кушак пек шăлăнса çӳрет, тем пур ман çумра. N. Эсĕ ăна кирлĕ пултăн, вăл сан çумăнта шăлăнса çӳрет.

шăнăр

сухожилие, жилы, хрящ. Пизип. Иван ятли чĕлхеç полнă, шăнăр хутлатса лартнă. Корак-к. Шăнăр карчăк шăмă кăшлĕ. (Сӳс тылани). || Ст. Чек. Вăсем ман çинчен ырă мар калаçнине манăн шăнăрăм сисет (= эп вăсем ман çинчен ырă мар калаçнине таçтан пĕлетĕп). || Резина. Сред. Юм. Янтик. Çак сăмаха шăнăрпа хуратас (ярас) пулать. Ib. Шăнар калуш, резиновые калоши. Ст. Шаймурз. Шур пански чăлха, шăнăр пушмак. || Фамильное прозвище. Хир-б. Шăнăр Йăван. Нюш-к. Шăнăр Пракка.

шăпăр

подр. звуку при падении дождя. СТИК. Шăпăр-шăпăр çумăр çăват. Савельев. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать те, шыв арман хуçи хĕпĕртет. Якейк. Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать (не сильно, или шăпăртатса çăмăр çăвать). Янш.-Норв. Эй, аслă пӳлĕх! аслă пӳлĕх амăшĕ! Шăпăр-шăпăр çăмăрна пар, ырă сывлăмна яр. (Из моленья „Çăмăр чӳкĕ“). Сред. Юм. Çăмăр пит çунă чôхне трупа тăрăх анса шăпăрр туса йôхса анчĕ. Çутт. 112. Тумласем шăпăр-шăпăр туса лараççĕ. || Подр. течению слез. НР. Варли шыв пул тенĕ чух кушшуль шăпăр! туминччĕ. Когда милый при прощаньи скажет: будь здорова! — не полились бы слезы. СТИК. Куççӳлĕ шăпăр-шăпăр тăкăнат хăйин. Ачач 13. Амăшне кура, пĕчĕк ывăлĕ те тӳссе тăраймарĕ: куççулĕсене шăпăр-р юхтарса антарчĕ. Анчах çапах йĕрсе ямарĕ хăй. ПТТ. Тата кăлăх чипер шăпăр-шăпăр куç çуллĕ те тухат. ЧС. Хăйĕн куçĕнчен куççӳлĕ шăпăр-шăпăр юхать. N. Куç шулĕ шăпăрр юхса анчĕ (несколько капель беспрерывно). Крат. расск. 21. Куççулĕсем шăпăр-шăпăрах тумласа аннă. N. Куç çӳллисем (у него) шăпăр-шăпăрах тумласа аннă. || Чураль-к. Шăпăр-шăпăр тар юхать, тарне шăлма тутăр çук, тутăр тума арăм çук. || Ст. Яха-к. Вĕсем тата хывса тăнă чухне çурта шăпăр-шăпăр тумласан: аюй, ачам, ан макăрсамах, ха пăхăр-ха, вилнĕ çын куç-шулĕ епле тăкăнать, теççĕ. || ТХКА 81. Шĕшкĕсене иккĕн тытса лăка-лăка силлетпĕр те, шăпăр-шăпăр мăйăр тăкăнать.

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

начар-нĕчĕр

плохой, никудышный. СПВВ., ЧС. Трхбл. † Хамăр начар-нĕчĕр çын пулсан та, ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. Альш. † Хамăр начар-нĕчер пулсан та, ырă çынсем ыйтаççĕ ĕмĕрне (навек).

палă

то же, что паллă, знак. N. Эсĕ ху ырă яту çине пăсăк палă хунă. Чхĕйп. Акă ĕнтĕ чăваш халăхĕ епле тĕттĕм пурăннине ним çине хурса танаштарса виçе пĕлме çук. Шухăшласан — шухăшласан, ак çакăнтан пĕлме пулат: шăтса тухакан вăрлăхран пали лайăх курнат, е тырăран шутласан е ытти тĕрлĕ курăк вăрлăхĕнчен палă пур, е тĕрлĕрен йăвăçран шутласан пĕлме пулат. || Никит. Шур йăтти вур тунă, хура йăттине пал килнĕ. || Знамение. Собр. Пĕлĕт çинче палă пулсан, вăрçă пулат, теççĕ. || Ясно, показательно. В. Олг. Первей пыхсанах палă (сразу видно).

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

парăм

(пары̆м), долг, подать, налог и пр. Беседа. Кам çинчен парас парăм. Т. VI. 5. Çияс çимерен, парас парăмран эсĕ сыхла, эсĕ упра. Н. Шинкусы. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пар. (Моленье). Хĕнхур. Вĕсем çынна нихăçан та парăма мĕне кĕмен (не одолжались). Орау. Ан каскала, таккулăх каскаласан парăм пулать, тет. (Говорят ребятам). Юрк. Манăн çынсене тӳлес парăмăм пур. КС. Парăм нумай унăн. Он много должен. N. Ĕçлекелесе парăм та татрăм. N. Вĕсем пурне те, парăма кĕрсе пĕтрĕç. Они всем задолжали.

парлак

поляна. Карсун. Елбулак. † Парлак çинче çырлалăх. Хурамал. Парлак (тăвайăкки пичĕ?). Ib. † Ăçта çырла пит пиçет, парлак çинче пит пиçет; ăçта сарă ача пит ӳсет, Хурамалта пит ӳсет. Образцы. 6. Çырла çеçке тăксассăн каят парлак илемĕ. Ib. Утăна ăçта çулатăн? — Парлак çинче çулатăп. Бугульм. † Хура вăрман ути ешĕл утă, ялан парлак ути тиеççĕ; ăçта килчĕ унта палашаççĕ, ялан ырă çын ачисем тиеççĕ. Ст. Шаймурз. † Шурă аккăш вĕçет малалла, халь те пулин выртать парлакра. ЧП. Кăвак чечек парлакра, утсем авăнаççĕ çиесшĕн. СПВВ. Х. † Йĕшел курăк тухать ешерсе, парланайса выртать парлакра. || Залежь. Орау. КС. Эпир вăл анана парлака хăвартăмăр. Чув. Сорма. Парлак, пустырь, незанятое, заброшенное место. Юрк. Çав çул нумайĕшийĕн анисем сухаламасăр парлака юлчĕçĕ. Шибач. Çĕр парлак выртсассăн йосанать (два-три года). Ib. Парлак çĕр. Ib. Парлак вырттар, не сеять.

пархатар

(парhадар), благополучие, добро. КС. Ырă кур, пархатар кур. N. Вăл паянах сан енне кăмăлне çавăрса тӳрĕлĕхӳ тарах ырă сунĕ сана (в рукоп. пархатар кăтартĕ). Н. Карм. Пархатар — пожелания юратнă çынна: ырă куртăр, пархатар куртăр, ыр çынна куртăр. Шибач. Эпĕр конта ларса пархатар коримăпар. Сред. Юм. Аçу-амуна хисеплемесен, çынтан ватанмасан, пархатар кораймăн. Т. II. 62. Ырă курăр, пархатар курăр, ваталаччен, йӳтеччен пурăнăр. Чăв. й. пур. Кăна парахмасан, пархатар курас çук, тенĕ. Если не отмените решение, не будет вам добра. Перев. Вĕсем хăйсен эмерĕ таршинех пĕрне-пĕри пулашса, пархатар курса пурăннă. N. Ĕмĕр-ĕмер пархатар куртăр. || N. Вăрçă майĕ перте пархатарĕ çук. || Польза. Ск. и пред. 3. Санта пархатар сахал, эсе манан херĕм мар! N. Ну, сантан пархатар пулмас иккен. Якейк. Сантан пархатар корас çок. От тебя не жди пользы. Чураль.-к. † Темпĕр-темпер параппан, параппанне çапсан та, пархатарне курас çук. СПВВ. ФВ. Пархатарсар çын = усасар çын; санран пархатар пули вара, аçу-аму ятне çĕртĕн, теççĕ. СПВВ. Пархатар курас; пархатарсăр пулчĕ. Ib. Пархатар пулат (польза, лад). || Употребляется в качестве усилительного слова в смысле: очень, без числа. КС. Пархатар çук нумай? (Очень много, напр., çырла, мăйăр). N. Пархатар вăрçрĕç.

пархатарсăр

(-зы̆р), недобрый, негодный, бесполезный, беспутный. Сред. Юм. Сан пик пархатарсăр çын пôлмарĕ ĕнтĕ; аçу-амуна та ним шôтне те шотламастăн, çынтан та вăтанмастăн. N. Пиреншĕн, усал камăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн)... Ст. Шаймурз. † Пире, пире, тиетер; сире, сире, тиетер, кăмакана кĕрекен, пархатарсăр; тиетĕр. Ст. Чек. Пархатарсăр = шанчăксăр. СПВВ. КЕ. Пархатарсăр — канăçсар çын. СПВВ. МА. Пархатарсăр япала (= çын япалишĕн пит вилетĕн, выçă). СПВВ. Ай пархатарсăр, мĕн панипе тăранмастăн, теççе. N. Хайне хăй ырă сунман çынран пархатарсăр çын çук. КС. Пархатарсăр çын; эй пархатарсăр япала! Ib. Пархатарсăр нумай! (очень много).

патампаш

(падамбаш), палочник (раст.), typha. Турх., Сиктер. Çичĕ тĕслĕ тыррăма пуçне патампаш пек, тĕпне хăмăш пек ырă ӳсме пар. См. патанпаш.

пек

(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.

перхетĕр

(пэрhэдэ̆р) то же, что пархатар. Пшкрт. Ме выртса çӧретĕн, перхетĕр коримĕн (= ырă коримĕн).

пахилле

благословить. Беседы на м. г. Çавăн пек çынсене çапла кӳртсе пăхса янине вăл темĕн чухлĕ пехиллесе илет. Н. Яха-к. Пехилле, выртнă вырну мамăк пултăр, сĕт кӳлли пултăр, тутă пул, эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн (при возлияниях в çиччĕш). Н.Лебеж. † Аслă урамра ваттисем пехилерех парăрсам. ЧП. Ай-хай тăванĕсем чунĕсем, пехиллесе ярăр ĕçкĕр-çикĕре. Изамб. Т. Хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ хĕрне, кĕрӳне япаласем пехиллеççĕ. СПВВ. Пехил тăвас, пехиллес. Ib. Ах аннеçĕм, аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? Кăкăру сĕтне пехилле. || Завещать. N. Вăл кĕнекене çавăнта амăшĕ пехиллесе панă. N. Хĕрне ӳстерсе качча пар, вара эсĕ пысăк ĕç тăвăн, ăна ырă çынна пехилле. ПМП. Пĕтĕм çĕр çине хăвăн ырăлăхна пехилле. N. Пехиллесе пар, пожертвуй.

пехиллĕх

благословение. Ашшĕ-амăшне. Манăн ĕнтĕ пурлăх тавраш çук, хам пехиллĕхĕме анчах сире пама пултаратăп. Н. Шинкусы. Яла-йыша, пур халăха, çут тĕнчери ырă çынсен пехиллĕхĕпеле пурне те сыхла, каçар пире, турă. Н. Лебеж. † Сирĕн пехилĕх çитсессĕн, инçе çул та çывхарĕ; сирĕн пехилĕх çитмесен, çывăх çул та инçе пулĕ.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пыра-киле

с течением времени, впоследствии, со временем. О заступл. Пыра-киле çав пĕр айăпсăр хĕре ама çурри амăшĕ пĕтерме шухăш тытнă. Ист. Хайхи пыра-киле тутарсене хĕстере пуçланă. Ашшĕ-амăшне. Пыра-киле Кĕркурийĕн хĕрĕсем те ӳссе çитĕне пуçланă. N. Тĕрлĕ шурлăхсем вырăнне, чăтлăх вăрмансем вырăнне тасатса ырă, тырă-пулă пулакан çĕр туса хучĕ. Пыра-киле мĕн пулчĕ-ха. Баран. 108. Пыра-киле навусламан çĕрте тырă пĕрттех пулми пулать.

пысăк

(пызы̆к), большой, крупный. О сохр. здор. Вара çав сĕлеке (яд змеи) кĕнĕ вырăн часах пит пысăк шыçса кайса çын вилет. Ск. и пред. 24. Виçĕ маттур каçпала пырать пысăк уттипе. N. † Кĕрекĕрсем аслă, сăйăр (ваше угощение) пысăк, эпĕр ĕçсе-çисе пĕтерес çук. Орау. Ку пирĕн пысăкрахах (несомненно больше). Сред. Юм. Пысăк шăна чӳрече çôмĕнче перкеленсе вĕçсе çӳренĕ чохне: нăрр! нăрăн! нăрăнни! туса çӳрет. N. Пысăкран пысăк салам яратăп. N. Тата аçусене-амусене порне те питĕ пысăк салам. Чув. пр. о пог. 425. Тĕтре нумай пулсан, хăмла пысăк пулать, тĕтре пулмасан, хăмла пулмасть. Если летом стоит туман, то уродится хмель, в противном случае наоборот. || Просторный. Пшкрт. || Толстый. Сред. Юм. Пысăк ôра сыртăм (çăм тăлапа ôра сырсан калаççĕ). Ib. Пысăк пир тăли. Толĕ (грубый сорт кудели) çиппинчен туса тĕртнĕ тăлана калаççĕ. || Иногда употребл. в смысле аслă. Заметим употребление положительной степени этого слова в смысле «слишком»: пысăк — «слишком велик» и пр. Собр. † Тăван пысăк, тăван пысăк, ун кăмăльне епле тупам-ши. Юрк. А, ку пысăкрах вĕренесси!... чуна илĕ-çке. Ib. Пысăк вĕреннĕ çын, с высшим образованием. N. Ырă сунакан çак сăмахсене илтсен, каллех салхуланчĕ. Йывăр хуйхă пуснă çын пек вăл пысăк шухăша кайрĕ. Микушк. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт, теççĕ.

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

пил

(пил'), свойства сердца: сильное желание, страсть и пр. N. Мул пухас пиле пĕтерĕр. N. Иуда пек укçа пухас пиле ан тытăр. Альш. Пилне кура тур парат, тет. (Послов.). Собр. † Кăмăлăрсем лайăх, пилĕр лайăх, кăмăлăра кура сире парат. N. Пилне Чарайман халăха пытарнăран çав вырăна Киброт-Гиттаава (пилсĕр çынсен тупăкĕсем) тесе ят хунă. Моркар. Пил çок онăн (у него нет доброжелательства). Çампа ăнмаст, япала илсен. ГТТ. Пилĕ çапла, пилĕ усал, он недоброжелательный человек. ЧП. Чунăм-пилĕм савать, икĕ аллăм çитмест. || Мысль? Сенчурк. † Кирек сахăрна пар, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине. Янтик. † Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăше ӳкрĕ пил çине. N. Урлă кĕлет умĕнче урамсене сырса лараттăм (обувал ноги), хĕрлĕ хĕвел ӳкрĕ пит çине; ĕнтĕ сахăр кирлĕ мар, пыл кирлĕ мар, савнă тантăш ӳкрĕ пил çине. Утăм. Ешĕл çаранĕ, ялтăрать илем, ак çамрăк шухăш, ак кĕчĕ пиле. || Расположение. СПВВ. † Кăмăлăр савса пил туртмасан, йăпатас мар çемçе чĕлхĕрпе. Сред. Юм. Ôн пик лапа çынна ман пил тôртмас. М. Васильев. Эл-кӳлли çăмăра пилпе панă çол тырă пит аван полать, тĕç. Собр. † Куçăр курса, пил (= кăмăл) туртса, чĕрĕр епле чăтат-ши? N. Пил çине килмест ку мана (не нравится). Сред. Юм. Пил çине килмен çынпа (с нелюбимым) ман чĕнес килмес. Ib. Пил çине çапла килет, чуется мне так. || Благословение. N. Атте мана пил памарĕ. Собр. Ачам сана мĕн пеххиллем? Пуç тулли хушпу пил сана. — Аннем, сан хушпăвă Атăл тĕпне сарăлтăр. Ib. † Ачам сана мĕн пеххиллем? Пĕр вите ĕне пил сана. Пис. † Ах, пиччеçĕм, тетĕп, Иван пичче, и пил пултăр сана Хĕвекла аппа. Тюрл. Атте, мана пил парса хăвар. Н. Шинкусы. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пар, юсми пил пар, юнăшми чĕлхе пар пире турă. (Моленье).

пиллĕх

благословение. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир пилленĕ пиллĕх кайинччĕ ĕмĕр тăршине. N. Эй ачам, укçа нумай памастăп, пиллĕх пысăк паратăп (даю тебе благословение). Альш. Пиллĕх илсен, пин ылттăн, теççĕ. Благословение дороже золота («тысяча золотых»). Ау 24. Эй атте пиллĕхĕ пулсан, çакăнта пĕр урхамах килинччĕ. Ала. 61°. Пиллесеме, атте те, пилле анне, сирĕн пиллĕхĕрпе те пурăнатăп. Сирĕн пиллĕхĕрсем те çитес пусан, ирхи сывлăш шывăпе ким юхтăр, сирĕн пиллĕхĕрсем те çитмесессĕн, Шур Атăлсем çинче те ким лартăр. Алших. † Рехмет ăна пил(л)ĕхе, тантăш ташла пуçларĕ. ЧП. Атте-анне пиллĕхĕпе ырă çын умне тăрса калаçрăм (обогатили, наделили богатством). N. Вилес чухне ашшĕ пурне те пиллĕх пачĕ.

пилсĕр

неблагословенный. НИП. Пилсĕр — ашшĕ-амăш пехиллесе хăварман çын. Юрк. Пилсĕр япала, кахал, ĕçлеме ӳркенеттĕн, халĕ лаша ыйтса тăратăн. N. Пирĕншĕн, усал кăмăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн) асапланса вилнĕ. Череп. Пилсĕр, неблагословенный (брань). || Недоброжелательный. N. Пилсĕр çын савăнĕ, унпа чĕрине пусарĕ. Расск. Вăл çынăн чунĕ пĕтĕмпех пăсăлнă, вăл пит кăмăлсăр, пилсĕр (без милости) пулса кайнă. Ашшĕ-амăшне. Пархатар ан курăр, пилсĕрскерсем! Турх. Хăвăн пилсĕр ăсупа хăна ху хурлăха хăвартăн. N. Пилсĕр кăмăла вăрахах хурлăх пусса антарĕ. N. Пилсĕр çынпа ырă тăвасси çинчен ан канашла. Альш. Манăн пиле çапла килет, чувство мне так подсказывает, предчувствую; пиле килнине тумасăр ан хăвар, делай так, как подсказывает тебе внутренний голос; унăн пилĕ тăрана пĕлмес, мĕн курнине пурне те хапсăнать; темĕскерле пилсĕр япала вăл: ĕç пуçличчен ăна курсан, ĕç ăнмас вара. || Жадный, скупой. Альш. Пилсĕр çынна «выла пӳлĕхçи» теççĕ. Кищаки. Пилсĕр = выçă куç, ĕмĕтсĕр. Сред. Юм. Пит пилсĕр çын олă, ôнтан япала илсе ôсах кôраймăн вара. Янтик. Ц. Сан пек пилсĕр çын тĕнчере пĕр çын та çук пуль. Ib. Ме, тăранман, пилсĕр, хăв ятна хăв çĕртен (çĕртетĕн). N. Вăл пит пилсĕр пулнă (был очень жаден), çынтан юлашки япалине туртса илме тăрăшнă (старался отнять у людей последнее).

пин

(пин'), тысяча. Ск. и пред. 107. Шыв пин те пĕр ункăлă пулать каять вĕресе. N. Пин те сакăрçĕр тăхăрвунă виççĕ. Тысяча восемьсот девяносто три; пин те сакăрçĕр тăхăрвун виççĕмĕш, тысяча восемьсот девяносто третий. Юрк. Пин те пĕр, 1001. Шел. 5. Пин те тăхăрçĕр çирĕм пилĕкре, ака уйăхĕн çирĕм пĕрĕнче. Собр. Пин, пин майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк. (Купăста). Зап. ВНО. Пин сăмах çитнĕ. (Поговорка). Якейк. † Çĕрри таран çĕр тенкĕ, пинни таран пин тенкĕ, пин тенкĕлĕх улăмран епле уйăрлса каям-ши. (Эту песню пела имевшая сына вдова, когда она вышла замуж вторично). Ст. Шаймурз. † Çаврака куркан тĕпĕ ылттăн, пирĕн савни пин ылттăн. Янтик. Пĕр çын тунине пин çын тытать. (Алăк тытхи). Рак. Пин-пин пичче пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс). Чăв. й. пур. 13°. Ашшĕне-амăшне йĕртекен пархатар курмас: ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. Курм. Пине çиттĕр (о разговоре). Менча Ч. Савса панине савса ил, пĕртен пине çитер. (Моленье). Хора-к. Пĕр кона йолнă ĕç пин кона йолнă, тет. (Послов.). Ау 336°. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, сирĕн пĕр сăмахăр пин ылттăн. Янорс. Эпĕ çоралнă пин те сакăрçĕр тăхăрвун çулта. Сред. Юм. Эсĕ мана хуса çитесси пин те пичĕк çол. (Говорят дети, когда хотят показать, что никогда его другой не догонит). Н. Яха-к. Пĕр турамран пĕр пине çиттĕр, çаккăнпа ĕçсе çисе кайăр, выляса, ташласа кайăр, теççĕ (во время поминок на кладбище накануне семика). Т. II. Загадки. Пинĕн пин шăтăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Пӳрнеске). Якейк. † Хора лаша çол тытать (опытная лошадь), пирĕн ати пин тытать. Ерк. 50. Атăл шывĕ ким çăтать, пирĕн атте пин тытать.

пирашкалă

подобны нам. Юрк. Хĕр ырă пулсан, пирашкалă ваттисене сума суса хисеплесе пурăнсан, сире хăра та çапла чаплă çынсем пулма хушĕ.

пирĕшти

то же, что пирĕште. Юрк. Турăран ыйтсан, турă хăйĕн пирĕштине ман патма ярса, пирĕн мăссульман çыннисем, тутарсем, мĕншĕн вăл тери вилнине каласа пачĕ. N. Пирĕшти, о нем говорят, что он плачет на старом пепелише. Ск. и пред. 94. Манăн килĕм-çуртăма ырă пирĕшти пăхатчĕ. П. Шинкусы. Эпир çылăха кĕнине пирĕштисем пĕлеççĕ. (Моленье). Ib. Эй ырă пирĕштисем, чун сыхлаканнисем, пĕв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирĕр! (Молитва эта навеяна христианством). Т. Турă çын чунне пултарсассăн, ăна ӳтлĕ тума, пирĕштийĕсене çĕр йышĕ патне çĕр ыйтма янă, тет. Микушк. Тата вăсем пирĕшти теççĕ, пире сыхлакан харпăр хăй ангĕлне калаççĕ, çав турă хăш чух кăшкăрать, тет. Пĕр-пĕр этем кайсан, вăл час таврăнмасан, ăна курăнманăскер кăшкăрать, тет. Ăна вăсем кирлĕ чухне пит кăшкăрать, теççĕ. Сунчел. Таса пирĕшти, эсĕ курăнми çунатупа пире хӳтлесе... Ядр. Пирĕшти — покровитель лошадей. Т. IV. Юратнă лашана пирĕшти çилхине çитлет, теççĕ. Н. Седяк. Лаша çилхине пирĕшти çыхлантарать, теççĕ. Выльăхăн та пирĕшти (ангел) пур, теççĕ. Вăл юратнă лашанне анчах çыхать, теççĕ, çыхлантармасан выльăх ĕрчемеç, теççĕ.

пиршти

то же, что пирĕшти. Т. IV. Пĕсмĕлле, пĕр турă, çӳлти пирштисем, ырă пирштисем, им парăр, ашапатман карчăк, имлет, сумлат (умножь). Альш. Ача-пăчана ыйткалакан курсассăн: туррăн çĕр çине пĕлме янă пирштисем, теççĕ (чуваши). Батыр. Юратнă лашана пиршти çилхине çитлет, теççĕ. См. пирĕште, пирĕшчи.

пуянлантар

(-дар), понуд. ф. от пуянлан, N. Хăвăра çĕрекен мулпа пуянлантариччен ырă ĕçсемпе пуянлатма тăрăшăр.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

пусăм

(-зы̆м-), ступень. Акул. в. † Пӳрт ум картлашки пусăмне эпир пусмасăр, кам пусас? || Шаг. Беседа. Кунта ырă ĕпир, пĕр-икĕ пусăм кайсанах пиртен усал çын та çук. || Ширина. Чутеево. Пĕр пӳрне пусăмĕ, ширина одного пальца (мера длины); ик пӳрне пӳсăмĕ. || Выводок цыплят (утят и др.) Ст. Чек. || Кусок (сукна). СТИК. Пĕр пусăм тăла, один кусок сукна. Тюрл. Пĕр посăм тăла посрăмăр.

арçури

(арз’ури), то же, что ар-çури. Могонин. Арçура çынтан пулнă усал. Ĕлĕкхи çынсем турра та сута та пĕлмен. Çавсем, ялта пĕр канаш туса, кам усал ĕç тунă, кам ырă ĕç тунă, никама та калама хушман; çапла вĕсем пĕрне пĕри тупа туса чарнă. Кам суккăр, куçсăр, холхасăр, сусăр (больной), оксак, ĕçлеме полтарими ват çынсене тăрантарасран хăраса, вăрмана илсе кайнă та, çапса вĕлернĕ. Вилнĕ чох мĕлле кăшкăрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кăшкăрса çӳренĕ вĕсен чунĕсем. Çавсене вара арçурисам тенĕ.

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

астив

(астив, аст’ив), gustare, отведывать, пробовать. Т.-И.-Шем. Сăрине сĕрнĕ чух та малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ас тивеççĕ. Когда цедят пиво, то также сначала делают возлияние покойникам, а потом пробуют сами. Изамб. Т. Ас та тимерĕ! И не протведал! Так говорит хозяин гостю, указывая на то, что тот мало ест. Ой-к. Çырлах, турă! Ас тимешкĕн асăнатпăр! Çырлах ырă кĕтесри (scr. кĕтесрен) турă! Боже, помилуй! Мы поминаем (твое имя), чтобы нам вкусить (эти яства). Помилуй, святой угольный боже! (так назыв. иконы. Из «чӳклеме кĕлли’’). Могонин. Первей сунă сĕте-çăва пĕçереççĕ никам астивиччен; кăмака çине сапаççĕ те: хĕрт-сорт астивет, тесе калаççĕ. Первый удой (отелившейся коровы) варят раньше, чем кто-либо успел его отведать. Потом плещут им на печку и говорят: «(Пусть) его отведает хĕрт-сорт».

астар

(астар), fallere, decipere, in errorem inducere, обманывать (заставить поверить тому, чего нет, или застав. совершить что-либо неблагоразумное, необдуманное). Якейк. Эс мана: кĕнеке пор, тесе, астарса исе килтĕн, хăвăн кĕнекӳ çок. Ты обманул меня, сказав, что здесь есть книга, и приведши меня сюда: у тебя нет книги. Собр. 72. Çынна ырă тăваччен çыран хĕрнелле астарса пыр та, çыран хĕрне çитсессĕн, тĕк-яр, теççĕ. Чем делать человеку добро, лучше уведи его на обрыв и, когда дойдешь до края обрыва, столкни его вниз. (Послов.). Ала. 16°. Тавай эпир ăна луткă çине астарса кӳртер. Давай заманим её в лодку (обманом). Яргуньк. Хусан каччи сар каччă ӳпне (scr. упмс) выртса астарать. (Мăйăр хуппи). || Pellicere, corrumpere, соблазнять. Собр. 383°. Ах, сукка Алюна! — пирĕн ачая астарса, астарса та чуптарса, хăйĕн йĕринех пустарса. Ах, курва Олёна (Алёна)! — соблазнила нашего парня, заставила следовать за собою (т. е., будучи распутной, сделала его таким же). Шибач. † Илмесен те, астарар, ора-вурăнне постарар (соблазним и заставим следовать за собою). Якейк. † Çакă ялăн хĕрĕсем, шталла астарнă, онталла. Девушек этой деревни очень легко соблазнить (или: прельстить, увлечь). Ст. Шаймурз. † Сыссах хурам пуçĕ çине, ман кăмăла астарчĕ. Соблазнила она меня — чтобы черти ее подрали! N. † Çакă куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре çамрăках кăмăлăма астартăм. [Сюда толкование: Ст. Чек. Ман кăмăла астарчĕ = ăса вылятма тытăнчĕ; хĕр-арăм (кут) шухăшĕ кĕчĕ, ĕç таврашне пырас килми пуçларĕ]. Ib. Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, çамрăк кăмăлăма астартăм (= ăсăм вылья пуçларĕ: ĕç еннеле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм)]. Ухаживая за этой бойкой (и нехорошего поведения) девушкой, я настроился блудно. Торган. Ун чухне вĕсем хăйсем сассипа ваттине те, яшшине те астараççĕ. Своим голосом они настраивают блудно в старых и молодых. Посл. 85,9. Анчах, хăйсене тытма пултараймасан, анти мăшăрланччăр; мĕшĕн тесен шухăша астарнинчен мăшăрланни аван. Череп. Леш кас хĕрĕсене пĕтĕмпе астарчĕ = 1) настроил блудно, 2) довел до блуда, З) кирлĕ-кирлĕ мара калаçакан турĕ (приучил к разным беспумым разговорам). || Allicere, манить. Якейк. Пĕчĕк ача отма пуçланă чох, она пĕри, ора çине тăратса, он умăнче: вăл валалла оттăр, тесе, аллипе астарса (у др. илĕртсе) пырать. Когда ребенок станет ходить, то его ставят на ноги и, чтобы он шел вперед, идут впереди его, маня его рукою. Ib. Йăтта астарса (= илĕртсе) исе карĕ. Уманил за собою собаку (напр., показывая ей кусок хлеба). || Oblectare, забавлять. V. йăпат. Чăв. Ист. 5. Е тата хăйне астармалăх праçниксем тăвать. || Irritare, lacessere, дразнить. Янтик. Если кто едет на красивой лошади и очень быстро, то обыкновенно говорят: «Ай-ай, астарса пырать!» Ст. Чек. Лашине çăварăхлат та, вĕçсе, ташлатса, хуçкалантарса пыракан çын çинчен: «Ай-ай, астарса пырат лашине!» теççĕ. И. С. Степ. обьясн. здесь это слово глаголом «вылятса».

аслати тухнă аслă ырă

(аслади т̚ухны̆ аслы̆ ыры̆), n. cuiusdam numinis, quod ei parti caeli praepositum esse videtur, unde tonitrua oriuntur, повидимому, назв. божества, которому подчинена та часть неба, где возникает гром. Жертв. кн. Аслати тухнă асла ырă хур (scr. Аслати тухна аслă ыра гурь). Вариант: Аслати тухнă аслă ырсем гурь (lege: Аслати тухнă аслă ырсем — хур). Когда говорится об ударе молнии, поражающем предметы, то чуваши употребляют не «аслати», а «аçа». N. Аçа çапса вĕлерчĕ. Убило громом.

асла хыв

(х̚ыв), hoc modo adhibetur: употр. в выр.: Сала 91. † Сирĕн пек те ырă çын умне тăрсан, çамрăк пуçма асла та хываймăп. Перед такими видными людьми, как вы, я, будучи еще молодым, не могу быть гордым (non potero esse superbus).

аслă ырă

ciremetes maximus, главная киреметь. N. Тӳ çинче аслă киремет, аслă ырă теççĕ ăна чăвашла. На горе главнаа киреметь, по-чувашски ее называют а. ы.

Аслă Киремет

Ciremetes Maior, Великая Киреметь, назв. киремети и места, ей посвященного, около с. Шибулгов, Шибулгинской вол., Цив. у. N. Аслă Киремет çинче (т. е. Киреметре) укçа нумай тупаççĕ. В местности, где обитает Большая Киреметь, находят много денег. || Ст. Чек. Аслă Киремет = аслă ырă. || Nom. loci, назв. места. Старак.

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

аçа-ама

(аз’а-ама), parentes, отец и мать. Ч. П. Аçа-ама çинче ӳсекен: ырă курмастăп, тесе, кам калĕ? Кто из тех, кто растет (воспитывается) при отце и матери (при живых родителях), скажет, что он не видит счастливой доли? Ib. Аçаран-амаран пĕр ывăл-хĕр. От отца и матери единственное дитя. Ib. Телейсĕр аçа-аманăн ачисем. Дети несчастных родителей.

Ата

(Ада), nom. loci? название какой-то местности?. Сиктерма. Çĕнĕ тырă йĕркипе сана асăнатăп, Ата (scr. ата) çинчи аслă ырă амăшĕ! По случаю сбора нового хлеба, поминаю тебя, мать главного ырă! Ib. Тата: Ата çинчи ырă ăмăшĕ, тесе, асăнаççĕ. Кроме того, поминают мать ырă, находящегося в местности(?) Ата.

ахăр

(аhыр), veri simile est, veri simillimum est. Autabsolute ponitur, aut cum aliis coniungitur verbis, quae probabilitatem aliquam designant. In sermone Latino etiam aliis modis reddi potest, velut videtur, vercor ne, вероятно, наверно, по всей вероятности, должно быть; надо думать (предполагать), что. Иногда ставится отдельно, но часто соединяется и с другими речениями, выражающими уверенность или предположение. СПВВ. N. Ахăр — пур тенĕ сăмах пулат. Слово «ахăр» означает есть (sic!). Ст. Чек. Ахăр ĕç çук. Вероятно, нет дела (работы). Сред. Юм. Ахăр килтисĕм пит чĕнеç (i. q. ченеççĕ) пõлмалла, ытла пит киле каясшĕн хыпаланать. Должно быть, его очень зовут домашние, уж очень он спешит домой. Ib. Ахăр çăмăр пõлать пõл, паян. Вероятно, сегодня будет дождь. Ч. П. Ахăр паян эпир пурте пĕтетпĕр пулĕ. Наверно, сегодня мы все погибнем. Чăв. й. пур. 19. Кĕркка! эсĕ унта каятăн та, ахăр сана ырă пулмĕ, эпĕ кĕçĕр пит усал тĕлĕк куртăм. Хотя ты идешь туда, но, должно быть, тебе не сдобровать, потому что в нынешнюю ночь я видела очень нехороший сон. Изамб. Т. 57°. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. Хăй час-часах ятлакалать çемьене. Ахăр хаяр пуль. Пăй-атамма хăй пăхăнтарса пурăнать. Не знаю, каков (мой) свекор, а уж свекровь очень остра на язык. Частенько ругает семью. Должно быть, лютая. Свекра она держит у себя под башмаком. Ib. 58. Çапла калаççа, ĕçе-ĕçе, ахăр эпир нумай та ĕçнĕ пулат: ул та чипер хĕрчĕ, манăн та пуçа кайрĕ. Беседуя таким образом и попивая, мы, должно быть, выпили с ним не мало: и он порядком захмелел, и у меня в голову ударило. Баран. 93. Манпа пĕрле пыракан çын: çанталăк пăсăлĕ, тесеччĕ; анчах ун сăмахĕ тӳрре килмерĕ ахăр: çанталăк уяртса кайрĕ, тӳлек кун пулассăнах туйăнать. N. Ахăр ун чухне хăранипе ăсăм çитеймерĕ, курнĕ. Тогда у меня, от страха, видно, не хватило догадки. N. Ахăр упăшкăна юратмастăн пулĕ. Ты, должно быть, не любишь своего мужа. Ib. 67. Ахăр турăш патне пит аслă çын пычĕ пулĕ. По всей вероятности, к иконе подошел очень важный человек. Изамб. Т. 4. Елим! ахăр параймастăп пулĕ! Елим, должно быть, я не смогу дать! Альш. Ытла питех хутшăнсах каймаççĕ ахăр вăл икĕ ял. Должно быть, эти две деревни, не очень-то сообщаются между собою. Сказки и пред. чув. 82. Тăрса юлчĕ кăлăхах Сетнер çавтер чун савни — турă çырни ахăрах, çаплатăр çав самани. Ib. 7. Ахăр тылă кăтăрнă: çĕр çĕмĕрсе таврăнать. Ib. 30. Вăрçма-çапăçма хатĕрленнĕ ахăр. Должно быть, приготовились к бою. Кн. для чт. 21. Çын вĕрентекене хăй патне пит ăшă кăмăлпах кӳртмен ахăр, мĕншĕн пынине сиснĕ курăнать. Ib. 30. Эй тăванăм, ахăр атă-пăри те пулаймасть пулĕ! || Tandem, наконец-то. Альш. † Юна-юна хĕрсене ахăр алла ӳкертĕм.

ашапатман

(Ажабатман), а v. [...] et [...] nom. sagae cuiusdam commenticiae, cuius carmina contra effascinationes auxiliari creduntur. Non invenitur nisi in compositione. От ’Aiшӓ и Фâтиымӓ, имен жены и дочери Магомета. Это слово встречается только в сложении: Ашапатман карчăк (к̚арζ'ы̆к, к̚арџ̌ы̆к), т. е. старуха Ажабатман; имя этой старухи часто упоминается в наговорах против сглаза. Т. IV. 22. Е пĕсмĕлле, Турă çырлах! Атăл йăлминчен (i. q. йăлăмĕнчен), Сăр йăлминчен Ашапатман (scr. аша-патман) карчăк килет; çав тĕтĕрет, çав татса кăларса ярат. Ырă вут ами вĕрсе кăларат, шăтăклă кăмпи тĕтĕрсе кăларат. (Из куç чĕлхи). Ib. 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă; вĕретĕп-суратăп: тух куç! Бюрг. Тĕтĕрни. Е пĕсмĕлле! Атăл йăлăмĕнчен Ашапатман карчăк килнĕ, ылттăн шăллă, кĕмĕл çӳçлĕ; çавă тĕтĕрсе кăларат çитмĕл те çичĕ тĕслĕ юман кăмпипе. || De re praegrandi, immani magnitudine. Об огромной вещи. Сред. Юм. Ытла пит Ашапатман (scr. ашапатман) пикех (i. q. пекех) пысăк ку сирĕн çуна! Эти ваши сани уж чересчур велики!

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

путкас

топкий, вязкий. Менча Ч. Виçĕ тĕслĕ выльăхма-чĕрлĕхме уя кăларса ярсассăн, путкас шывăнтан-шурăнтан, тайлăк кĕперрĕнтен, курайман тăшманăнтан эсĕ сыхласа, эсĕ упрăсăнччĕ, ырă туррăм, чӳк, çырлаха пар, амин. (Чӳклеме).

пухă

, похă, (пуhы̆, поhы̆), то же, что пухут. Ск. и пред. 51. Хĕрсем пуххи-пуххипе лавкаçăсем умĕнче тутăр-шăрçа суйлаççĕ. Б. Олг. Похă полат, тет, Матти-кассине. — Мĕн поххи полат? тетĕп эп. — Кайăр, тет, пĕлместĕп, тет. Регули 1221. Похă похăнма пуçласассăнах килчĕ. ЧС. Вара пирĕн ялсем пухă пухăннă. Торп-к. Çиттĕ питти, ярхун пуххи. (Ампари çи). || Скопление. ЙФН. Атти ывăлĕ пулаччен хăрăк турат пулас мĕн, кĕрхи çилпе ӳкес мĕн, çурхи шупа юхас мĕн, шу пуххине (скопление воды) каяс мĕн, ырă çын хутса (истопив) ырă куртăр мĕн. || Собрание молодежи, известное под назв. «ярмарка». Шибач. Золотн. Хĕр поххи, майра поххи.

пушă

(пужы̆), кнут. ТММ. Пушă, пуш, кнут. — Различаются: вăрăм пушă, кĕске пушă. Части кнута: аври, кнутовище; пăлтăрка, ремешок на кнутовище; чĕн, ремень; йăлă, петля кнута; тĕп, кут, основа кнута, его толстый конец; тӳлем, узел у тонкого конца (их бывает много); вĕç, конец; хĕлĕх, волос. Термины витья кнута: кантралатса яв, пĕтĕрсе яв; сулахай яв, вить от левой руки к правой; сылтăм яв, вить от правой руки к левой; виççĕлле яв, вить в три веревки и т. д.; чăмăрла яв, вить кругляшом; лаптак яв, вить плоским; кустар, привить дополнительную веревочку к имеющимся, обычно при ремонте; хĕлĕх яр, привязать к концу кнута волос. Ст. Чек. Çапла пĕлмен пушă хăна çавăрăнса тивет, теççĕ. Кан. Унтри мучи те пушшине хулпуççи урлă тăсса, туйи вĕçĕпе çăпатине шаккаса иртрĕ. ТММ. Ырă ута пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах. Орау. Пăрса явнă пушă (свитый из крученых веревок, кантăра) лашана пĕтĕмпе хăпарта-хăпарта кăларать. Ала 59. Вуник юплĕ чĕн пушă. СПВВ. БМ. Пушă, пышă, кнут. N. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçат, ыйтат панине, паманнине. Пама шухăшлаççĕ пулсан, ача ашшĕсем евчĕ патне юлаççĕ, евчĕ, пушă илсе, хăтана каят. Хĕрне ашшĕсем панче пӳртре тĕл пулсан, ăна пушăпа çапса калат: çак пушăран çак хĕр ан уйăрăлтăр, тет (а кнут принадлежит жениху). Туй. Пĕтĕмпех килĕшсен, евчĕ хĕр ашшĕсем патне пушă пăрахса хăварать; пушă пăрахни килĕштернине, сăмах улăштрма кирлĕ маррине пĕлтерет. Ib. Хĕрпе качча кам-та-пулсан сивĕтсен-тусан, пушине евчĕ патне киле леçсе пăрахаççĕ. Ăна: пушă тавăрнă, теççĕ (унтан вара ĕç пăсăлать). Регули 1408. Ку пушă вирлĕ çыпăçмалла. || Нагайка. Сред. Юм. Пушă — лашана йоланатпа çӳренĕ чôхне çапмалли кĕске чĕн чăпăрка.

пӳлĕх

(пӳл'э̆х), назв. божества, раздающего по назначению кепе, счастливые или несчастные жеребья. Юрк. Такмак. Атте-анне çуратнă, шурă кĕпепе тытнă (держали во время крещения), турăпа пӳлĕх ӳстернĕ (каччăне тумлантарнă чух). Собр. Пĕрре пӳртекинчи карлăк çине тухса: пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне, çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм, тесе каларĕ, тет. ППТ. Аслă турă, аслă пӳлĕх, çырлах. (Уй чӳкĕ). Янш.-Норв. Эй аслă пӳлĕх, аслă пӳлĕх амăшĕ! сана тав тăватпăр, савса паратпăр, савса ил... (Уй чӳк туни. Пӳлĕх тесе вĕсем мăн турра калаççĕ). ЧП. Эпир атте-анне ачисем турăпа пӳлĕхĕн чунĕсем. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ çын кураймас та, çын кураймас, турăпа пӳлĕх ямас та, тивеймес. Н. Якушк. Атте-анне çуратрĕ, турăпа пӳлĕх ӳстерчĕ. С. Алг. † Турă-ах та çырсан, пӳлĕх пӳрсен эпир те пулăпăр хурăнташ. Якейк. Пӳлĕх е пӳлĕхçи; пӳлĕх ача топнă çĕре пырать. Вăл ача çамки çине çав ача мĕлле порнмаллине, кама качча илессине, мĕлле вилĕмпе вилессине çырса хорать. Собр. Турăпала пӳлĕх пăрахмасан, вуникĕ тăшман урам айĕнче (под моими ногами). Альш. Шĕкĕр турра-пӳлĕхе: тантăш ташла пуçларĕ. Ib. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм, сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. См. Кĕрлĕх. || СПВВ. Каç выртсан канлĕхне пар, ир тăрсан пӳлĕхне (буква «л» написана неясно: перечеркнута и опять надписана).

пӳлĕхçи

назв. божества 3 разряда. М. Васильев. (Вероятно надо: вĕлле хурт çуратакан пӳлĕхçи). В. Олг. Пӳлĕхçи — спаситель! Хурамал. Турри парать, пӳлĕхçи пӳрет. Альш. Туррăнне пӳлĕхçи пĕлмен, тет. (Послов.). Изванк. Ырă турă, ырă турă амăшĕ пӳлĕхçи: пӳлĕхçи амăшĕ — хăрпан; хăрпан амăшĕ — хăт, хăт амăшĕ — юсав, юсав амăшĕ — ырă уйăх-хĕвел, çĕршыв, юман, йăвăç — пурте çырлахăр. (Из моленья чӳклеме). Ib. Ырă хĕртсотăм, пӳлĕхçим, ыр ĕçме-çиме пар пире. Ходар. Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана сам-çатса-çам (так!) илетпĕр. (Из молитвы чӳклеме). Актай. Ни торă мар, ни пӳлĕхçи мар, пуççапмасăр кĕримăн? (Авăн вучахне кĕни). N. Шыв пӳлĕхçи, çырлах, эпĕ сана патша хырçипе, çупа, çăкăрпа-тăварпа, хăмлапа çырлахтарăп. Хорачка. Пӳлĕхçи пӳрсе çырса каþă (ача çоратсассăн: ыра пӳрсе çыр, теччĕ).

пӳлĕхçĕ

то же, что пӳлĕхçи. К.-Кушки. М. Васильев. Пӳлĕхçĕ, пĕр турăран кĕçни (1 разр.). СПВВ. ИА. Килте пӳлĕхçĕ пулмасан, выльăх-чĕрлĕх ăнмаст, теççĕ. Ib. Эй пӳлĕхçĕм, картара выльăх-чĕрлĕх ăнтарса пыр, тĕпеле ырă кин пар. Ала 59°. † Пуççăмах та çамрăкта, пӳçĕм çинче, турăпала пӳлĕхçĕ аллинче. N. Унтан вара пӳлĕхçĕ пăтă, пӳлĕхçĕ амăшне юсман паратпăр, теççĕ. Сиктер. Пӳлĕхçĕ, çырлах, пуснă шурă вăкăрăмпа, чӳ-ӳк, çырлах. Аттик. Эй, пӳлĕхçĕ! пире тепĕр çак вăхăта çитиччĕн усра, килнĕ шухăшсене астутарса усалтан-чиртен витсе сыхласа тăр, амин, çырлах. Т. VI. Пӳлĕхçĕ, ан пăрах, пӳлĕхçĕ амăшĕ, сывлăх пар. Н. Карм. Çырлах, турă; çырлах, турă амăшĕ; пӳлĕхçĕ, пӳлĕхçĕ амăшĕ, çырлах, çулталăкран çулталăка сыв усра. (Учук). Ib. Говорят: турă çыртăр, пӳлĕхçĕ пӳртĕр, или: турă лайăха çыртăр, пӳлĕхçĕ лайăха пӳртĕр. N. Мăн пӳлĕхçĕ, мăн пӳлĕхçĕ амăшне, чун çуратан пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ амăшĕ, çĕр пӳлĕхçи, çĕр пӳлĕхçи амăшĕ, турă пӳлĕхçĕ. Альш. Пӳлĕхçе така, пӳлĕхçĕ амăшне хур. || СПВВ. ФИ. Ача-пăча таврашĕ, ак хăйĕн вылясси те килмест, тек ыттисем вылянине чăрмантарса çӳрет. Çавăн пек çынна пӳлĕхçĕ теççĕ.

пӳр

(пур'), присудить, дать, предопределить, штрафовать (в некот. гов.). СПВВ. Турă пӳрчĕ (дал). Б. Олг. Çапла торă пӳрсе полĕ. Ib. Хам телейпеле торă пӳрсе парчĕ (находка). Хорачка. Сана торă пӳрсе конта çырса çӳремешкĕн. Ib. Çоратнă чоня лепле пӳрсе, çана кормасăр полмаст. Ib. Ана-йĕрен çинче тыра-пола вольăк таптаса пракат, ана пăльовой пырат та, пӳрет. N. Васкани çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Четыре пути. Турă пӳрсен, эсĕ авлансан, ачу-пăчу пулсан, асту, вĕсене лайăх ăса кӳртме тăрăш. Ст. Чек. Ах, мăнтарăн турри пӳрмерĕ те, атте панă лайăх кăвак ăйăр хапхаран кĕреспе ӳксе вилчĕ. Ib. Ăна çапла пӳрнĕ пулĕ. Такова его судьба. Изамб. Т. Пӳрменнине туртса илеймĕн. Ib. Пĕр-пĕр çын укçа тупсан: укçа ăна пӳрнĕ, теççĕ. Бижб. Пӳрмен çăкăр çăвартан тухса ӳкет, тет, пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. Вил-йăли. Çурта умне, кулник сакки çине вилнĕ çынна пӳрнĕ чĕреспе чашкă лартаççĕ. Вăл чĕреспе чашка вилнĕ çын пытарнă чух хыв-нăранпа тулта тытаççĕ; вĕсене вилнĕ çынна параççĕ: вилнĕ çын савăчĕсем, тесе, урăх çĕре ниăçта тыткаламаççĕ. N. Ан хăрăр: сире вăл укçана аçăр турри пӳрнĕ, сирĕн ĕлĕкхи укçăр манăн алла çитрĕ, тенĕ тарçи. ЧП. Турă пӳрнĕ-çырнă пулсассăн... Ib. Пӳрмен мулсене (несужденые) шыраса. ЧС. Турă пӳрмесен, эсĕ мĕн тума çӳрен (что станешь делать)? N. Вĕсем курнă инкексене никама та курма турă ан пӳртĕр. АПП. † Хăна пӳрнĕ мул тупăнĕ, пӳрмен мулсене шыраса, ылтăн пек пуçна ан çухат. П. Федотов. Çырлах, турă, перекетне-тухăçне пар, ĕçме-çиме пӳр (удостой. Моленье). Ир. Сывл. 12. Пӳрех ĕнтĕ эс мана ирĕклĕхпе сывалма. Альш. Пӳлĕхĕ пӳрсе пулчĕ-ши, хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? Ib. † Турă пӳрсен, çырсан, пăрахмасан, эпир те пулмăпăр-ши çурт пуçĕ? Пазух. Атте-анне çурчĕ ылттăн сăпка, хăш ачине пӳрет те, çав тытать. М. Тув. † Ах, акийăм Тӳми пур, килте ырлăх нумай та, сана çима пӳрмерĕ. Юрк. † Турă çырни-пӳрни пулмасан, çаккăнти сарă хĕр вăл пирĕн. Шибач. Вăл мана торă пак пӳрсе пачĕ (наделил меня). Собр. Çырни-пӳрни пусма вĕçнех килет, теççĕ. (Послов.). Ib. Пӳрмен япала, çăвартан тухса ӳкет, теççĕ. (Послов.). ЧП. Турă çырсан, турă пӳрсен. Т. VI, 2. Пӳрменне пӳрсе пар, пӳрнине çуратса пар. Сир. 77. Мĕн хăйне пӳрнипе çителĕхлĕ тăракан çынпала ĕçлесе тăрăшса пурăнакан çыннăн кунçулĕ савăнăçлă иртет. Ib. 68. Хăй пурлăхне ывăлĕсене пехиллесе (= пӳрсе) хăварнă чухне вăл хĕрĕсене те пай панă. N. Хĕрĕмрен Сарраран ача-пăча курма пӳртĕрччĕ ман. Истор. Ăна патшара нумай ларма пӳрмен. Бес. чув. 5. Анчах унта вĕренсе тухма ăна пӳрмен. Тăв. 51. Ачам, мана та вара ан пăрах. Турă мана ку енчен те пӳрмерĕ, хуть эс те пулин ан пăрах. Баран. 31. Пĕрре этемсем кама мĕнле телей пӳрни çинчен калаçса ларнă. СПВВ. КЕ. Выльăхсене хĕлле кашкăрсем витеренех тытса каять те, ăна пӳрни тесе калаççĕ. ТММ. Пӳрни чӳречене килсе шаккат. Ерк. 12. Сентел тĕсĕ пит-çăмарти, яштак пӳ те тӳрĕ ура — пӳрнĕ хĕре пурнăçра! Янтик. Хама пӳрмен пуль çав, çавăнпа çухалчĕ пуль. Ib. Хамăра пӳрмен пуль çав: хамăра пӳрнĕ пулсан, вăрласа та каймĕччĕç ăна. Альш. † Пӳрни ăçта, пӳ унта; çырни ăçта, пуç унта. (Турă пӳрни). Сред. Юм. Хуна пӳрни таçта та çĕтмес Что тебе определено, то ты все равно получишь. К.-Кушки. Ырлăха пӳрен ырă (назв. духа). Ерк. 7. Мĕн кирлĕ-ши кăна пирĕнтен? Пӳлĕхçĕ, пӳр инкекрен! терĕçĕ.

пӳртĕш хăмпи

неизв. выраж., встреч. в наговоре. Изванк. Ырă мĕн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. См. шăпăрла.

пăç

присловье к слову йомăç. М. Васильев № 3, 20. Йомăç пырсан, сывмар çынна тыткаласа, йомăçне-пăçне (ворожбу и пр.) пăхкаласа пăхнă та: ко çавăнти ырă тытнăран выртать, он ячĕпе чӳк тăвас полать, тенĕ.

пăшăрхан

(пы̆жы̆рhан, пŏжŏрhан), быть в подавленном состоянии; скорбеть, тосковать, печалиться, беспокоиться. См. укалан. N. Ăш-чик питĕ пăшăрханат. Сред. Юм. Çын малтан ĕçне туса, кайран: амма турăм-ши, тесе шокăшлать пôлсан, пăшăрханать, теççĕ. IЬ. Окçа нăмай ятăм (истратил) тесе, тек пăшăрханать (не спокоен). Ст. Шаймурз. Çав ача çакă тĕлĕке каланă чух асламăшĕ ватă пулин те пăшăрханса ларнă. N. † Ăшăм-чиккĕм пăшăрханат, йăвăр хуйхă кĕтет пуль. Изамб. Т. Пĕр-пĕр япалине çухатсан, çын пăшарханат (беспокоится). ЧС. Ĕлĕк/çамрăк чух эсĕ мана тăрантарса усрасшăн, ырă çын тăвасшăн нумай пăшăрханнă пулĕ. Якейк. Пĕр-пĕр çын патне орăх çын пырсан, кил хуçин онпа калаçма вăхăт çок полсан та, она (чтобы не ставить его в неловкое положение) илет, хăй пăшăрханать. Хурамал. Маншăн ан пăшăрхан (= ан кулян). Календ. 1911. Цеппелин пит хуйха кайнă, анчах халăх та унтан кая пăшăрханман. Шурăм-п. Çынсем пурте: мĕнле хĕле ирттерĕпĕр, тесе, пăшăрхана пуçлаççĕ (в виду сухого года). || Расстраиваться. Е. Орлова. Мĕшĕн пăшăрханан-ха эс? Что ты расстроился? Янтик. У хыпара илтсен, пит пăшăрханатчĕ-ха у: тем туса хăтăлас, тесе. Пшкрт. Темĕн чон пăшăрханат (озноб). КС. Темме ман чун пăшăрханать (человек видит в себе недостатки и упрекает судьбу). ЧС. Эпĕ тавăрăнсан, Митри питĕ пăшăрхана пуçларĕ, анне: ачам, вилетне мĕн, тесе чĕнчĕ те, аннене хирĕç, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. || Обижаться. КС. Çав пама пулнă япалусене паманшăн кĕрĕвӳ (кĕрӳвӳ) пит пăшăрханать (приличная форма для выражения недовольства).

пĕвĕн

запрудиться. Описка вм. пĕвен? Собр. Тăлăх турат пулаччен, хăрăк турат пулас мĕн, кĕрхи çилпе ӳкес мĕн, çурхи шывпа юхас мĕн, арман пĕвине пĕвĕнес мĕн, ырă хуçана юрас мĕн.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

айван

(аjван), stultus: incallidus; mollius est, quam ухмах. Глупый, простой; выражение более мягкое, чем „ухмах“. СПВВ. ПЕ. Айван — йăвашшăн (надо: çемçереххĕн) калани. „Айван“ — мягкое выражение. ЧС. Эй, айван! Эсĕ, пирĕн сăмахсене итлемесĕр, çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес... Ах, глупая голова. Если ты не послушаешься нас, то с своим молодым разумом попадешь не знаю куда, или тебя кто-нибудь убьет. Ар. Ив. Ача-пăчанăн мĕн пулмасть, халĕ вăл çамăрăк, айван. С детьми чего не бывает; теперь он молод, глуп. Сред. Юм. Çамрăк çынна: „Ăс кĕрсе çитмен-ха õна“, тессине: „Айвантарах-ха õлă“, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать о молодом человеке, что он еще не вошел в совершенный разум, говорят: „Еще его дело глупое“. Ходар. Эпир айван ывăлĕ-хĕрĕ ним те пĕлместпĕр, пĕр сан çине анчах витĕнетпĕр. Мы, глупые люди (точнее: дети глупых), ничего не знаем, и только на тебя уповаем. (Из молитвы при обряде чӳклеме). Буин. Çăвара шыв тулнă, кăшкăрмалла мар. Хай эпĕ, айванскер, шыва çăта пуçларăм: „Пăлари шыв чактăр та, тухам“ тесе. В рот мне налилась вода, так что кричать было нельзя. Тогда я, глупый, начал глотать воду, чтобы таким образом вода в р. Буле убыла, и я мог выйти на берег. Хып. 06. № З. Ан ухмахлан, айван! Ак мишука çĕкле те, атя ман хыçран, тет. Недурачься, глупый! Вот возьми мешок и иди за мною. Календ. 04. Хăй, айван, вăрлăх чи начаррине хăварать: „Вăрлăха юрĕ-ха“, тет. Сам, по глупости, оставляет на семена самые негодные зерна, думая, что для посева и они годны. || Etiam de rebus dicitur. Также иногда относится и к вещам. Собран. Айван ăсăмпа шухăшлатăп: хамăр тăван лайăх калаçма. Как раздумаю я своим глупым разумом, — как приятно вести беседу е нашею роднею (или: родственником). Бюрг. Хамăн айван ăсăмпа шухăшласан, сана пĕрте усал туман пек туйăнат-çке. Поразмыслив своим глупым разумом, нахожу, что я, кажется, не сделал тебе ничего дурного. А. Прокоп. Пуçăмăр айван, ăсăмăр ухмах. Голова у нас бестолковая, и ум у нас глупый. Орл. Пурăнăç йĕркине питех пĕлиман çынна (ваттинех мар): „Эй, айван ăс!“ теççĕ. Ăссăр вылăха-чĕрлĕхе те калаççĕ. Человека, не знающего житейских порядков (не очень старого), обзывают глупым. Так же бранят и бессмысленную скотину. Ст. Чек. Ку купа айвантарах-ха, кăшт утă хумалла. Эта копна маловата, надо положить еще немного сена. Ib. Ку купа айвантарах пулат, куран: ути те начар, хăй те пĕчĕкçĕ. Эта копёшка, как видно, будет не из важных: и сено плохое, и сама маленькая. || Как существительное. Substantia modo. О грам. 18. Ача-пăчана çамрăкла ирĕк ан пар, унăн айванĕ хыççăн ан кай. Не давай детям воли смолоду и не потакай их неразумию. Л. Кошк. † Мана çырнă çын ачине ырă та ырă тиеççĕ; ун ыррипе мĕн тăвас? — таçтан айванĕ паларат. Все говорили про моего суженого что он очень хорош; а на что его хорошество, когда его глупость заметна невесть откуда?

айкаш

(аjгаш), verbum, cuius vis latissime patet, глагол, имеющий очень обширный круг употребления. Nonnunquam enim est laborare. Иногда значит трудиться. КС. Хытă айкашшĕрĕ вăл паян. Он сегодня усиленно трудился (в Череп. — трудился без успеха). || Interdum imperite aliquid facere. Иногда неумело делать что-либо. Альш. Пĕлни-мĕнĕ çавăнта ĕнтĕ те, айкашатнăр çавăнта. Какое уж там уменье, занимаюсь вот кое-как! (говорит старуха йомзя о своем ремесле). Aut conari niti, conniti, molirг. Также стараться, пытаться, тщиться. Перев. Вăл ман сăмсана, куçсене çаклатасшăн айкашать. Он (медведь) старается зацепить меня за нос и за глаза. Употребление глагола в последнем значении некоторым кажется неудачным. || Aut in pasillis, in minimis occupatum esse; mirum in modum varias res agere; varie se movere; in rebus futilibus et frivolis occupatum esse; operam perdere; inverecunde agere; lascivire, turbam dare. Или делать что-либо маловажное, проделывать разные вещи, выделывать разные движения, валандаться, делать что-либо предусудительное, шалить, поднимать возню. Сред. Юм. Мĕн айкашатăр çанта эсир? Что вы там делаете? (или: возитесь) (фамильярное выражение). ЧС. Аннесем, нимĕн тăвайман пирки, юмăçсем иле-иле килсе, темĕн-те-пĕр айкашатьчĕç. Моя мать и те, кто были с нею, не зная, что им делать, привозили йомзей и проделывали все, что только могли. Чăвашсем, 22. Унта çапла пурте пухăнаççĕ, тет, унта вара тĕрлĕ айкашаççĕ, тет: лашалла та кĕçенеççĕ, ĕнелле те мĕкĕреççĕ, кушакла та макăраççĕ, автăнла та авăтаççĕ, тет. Там они (колдуны) собираются все вместе и проделывают разные штуки: и по-лошадиному ржут, и мычат по-коровьи, и мяукают по-кошачьи, и поют по-петушиному. Ст. Чек. Вĕсем айкашса çӳрерĕç-çӳрерĕç, нимĕн ĕçе те кӳреймерĕç. Сколько ни каталажились (валандались, возились), а дела не сделали. Чăвашпур, 25. Вăл хăй çирĕм икĕ çула çитиччен çапла айкашса пурăннă, пĕр çынпа та калаçман, вăрттăн уллах çĕрте пурăннă. Таким образом (точнее: „манером“) он дожил до двадцати двух лет, ни с кем не говоря и живя уединенно от других. Ib. 26. Вара тырă ака пуçланă, çула кĕтӳ кĕтсе, хĕлле вак касса тăранса пурăннă; хăни тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Çапла айкашша, пӳрт те лартнă. Тут он стал сеять хлеб; летом кормился, пася стадо, а зимою — прорубая прорубь. Своего хлеба он не ел, а продавал его и выручал деньги. Таким образом (точнее: „Манером“) он поставил и избу. Ib. 10. Хăй вара лашине пăртак сăтăркаланă, ачашлакаланă та, туртаран тытса, лашине пулăшнă. Лаши вара тапраннă-кайнă. Унтан, пăртак кайсан, кантарнă. Çапла айкаша-айкаша ялтанах кăларса янă. Тут он, потрепав и погладив лошадь, взялся за оглоблю и стал помогать лошади. Тогда лошадь тронулась и пошла. Проехав некоторое расстояние, он дал эй отдохнуть. Таким образом (точнее: при помощи таких приемов), благодаря ему, они выехали в поле. Ib. 5. Çапла айкашша, пĕр айăпсăр çыннах айăплă тăваççĕ. Таким образом (точнее: так мудруя) они делают виновным совершенно невинного человека. Ib. 29°. Чăнах калаççĕ çав: ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать, тесе. Çав ачасем те ашшĕ çурри айкашнă пекех айкаша пуçланă. Правду товорят, что дети, если видят хорошее-то становятся хорошими, а если видят дурное, то дурными. Эти дети стали вести себя так же (дурно), как вел себя их отчим. Ялав. Анне мана: „Мĕшĕн апла айкашатăн?“ тесе ятлакаларĕ çав. А мать все-таки побранила меня за эти шалости. Н. Карм. Ан айкаш, не шали. Ст. Чек. Мĕн кунта айкашатăр? Что вы тут возитесь (возню завели)? Иногда также значит: „что вы тут безобразничаете?“, если, напр., парень непристойно хватает девку или возится с нею. Ib. Кĕçĕр çаксем çĕр-хута айкашса çӳрерĕç. Нынче они всю ночь проваландались (безуспешно, не сделали того, что хотели; в предосуд. смысле). Букв. I. 04. Çапла айкашни унăн пит илемлĕ, тĕлĕнмелле. Все живописно и великолепно в нем (лебеде; из соч. Аксакова).

авкалан

(авгалан), vario modo aut variis temp. etc. se inflectere, изгибаться разлачн. образ., в разн. время и пр. Якей. Çĕртен йĕпе-ман авкаланса тохать. Из земли выползает, изгибаясь, дождевой червь. МС. Йăвăçсем çилпе авкаланаççĕ. Деревья гнутся от ветра. Сирах. 160. Пăрушĕсене пăруласа хырăмĕсене çăмăллатнă чух вĕсем авкаланса тăраççĕ. Они изгибаются, рождая детей своих, выбрасывая свои ноши. Сред. Юм. Ашшĕ хĕнет те, ачи авкаланать аачах. Отец бьет, а мальчик так и извивается под ударами. Лашм. † Чӳрече витер хачă утрăм, хура чĕкеç куçне тăрăнчĕ. Пăхăр-халĕ хура чекеçне; авкаланать хачă (i. q. хайчă) уяки пек. Бросил я из окна ножницы, и они воткнулись в глаз черной ласточки. Посмотрите-ка на черную ласточку, как она изгабается (от боли, образуя) точно кольцо ножниц. СТИК. † Эй мăнтарăн Праска акки, авкаланат Иван аллинче! Ах, бедная Прасковья: как она извивается под ударами Ивана! (или: во всем ему повинуется; он из нее вьет веревки). || Etiam de equo quietis impatienti dicitur. Также говорится о лошадях, которые не стоят спокойно на месте. Сенчук. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, авкаланать пасар варринче. Сивая лошадь с кудрявою гривою беспокойно стоит среди базара (т. е. топчется, вертит головою в т. п.). Лашм. † Хурама пĕкĕ, хура çăрха авкаланать хупах умĕнче; çинçе пӳçĕм (хура куçăм) авкаланать сар ача умĕнче. Вороной иноходец, запряженный в вязовую дугу, беспокойно стоит у кабака; мой тонкий стан (и черные глаза) кокетливо рисуются перед красавцем („русым“) парнем (т. е. я перед ним кокетничаю). Interdum idem est, quod niti, conniti, eniti ut. Иногда значит биться, cтараться. Н. Карм. † Анкарти хыçĕнчи шур мулкачă авкаланат анкартне кĕресшĕн. Белый заяц за гумном норовит (всячески старается), как бы ему пробраться на гумно. Стюх. † Пирĕн пекех хай çын ачи авкаланат çын çине кĕресшĕн. Молодые ребята, такие, как мы, бьются изо всех сил, чтобы выйти в люди. || Etiam de eodicitur, qui amore alicuius captus gratiam eius omnibus modis aucupatur. Также употребляется, когда говорят о тех, кто всячески старается понравиться тому, за кем ухаживает. ЧП. Çинче-ах та пилеклĕ, ай, Илье пур, авкаланать Акук, ай, умĕнче. У нас есть Илья, у которого тонкая талия; он увивается перед Агафьей (стараясь понравиться, проявить ловкость, остроумие и пр.). || Eadem vox verbo „хуçкалан“ adiuncta usurpatur, cum alicuius nimia sui ostentatio aut vita licentior designanda est. Также соединяется с хуçкалан. Якей. † Çинче пилĕк сарă хĕр авкаланать-хуçкаланать, ялан ыр çын улĕ умĕнче. Русые девушки с тонкими талиями всячески кокетничают, и все перед сыновьями богатых людей. Бугульм.? † Кăвакарат-ешерет ялан çерем уçăмĕ; авкаланат-хуçкаланат ялан ырă çын ачисем. И синеет и зеленеет, — и все озямь на новине; и ломаются и вихляются (т. е. ведут себя вольно, разгульно, так как им все прощается), — и все дети богатых и влиятельных (в деревне) людей.

ак

(ак), serere, semen spargere, [араб сăмахĕ] Т. VII. Вăсем пĕр ана урпа акса хăварнă, тет; урпи пит лайăх пулнă, тет. Они посеяли загон ячменя, и ячмень уродился очень хорошо. Изабм. Т. Тырри час ĕлкĕрмен çул çуртри вырса пĕтичченех ыраш акма каяççĕ. В те годы, когда хлеба созревают поздно, еще раньше, чем будет сжато яровое, отправляются сеять рожь. Якей. Пĕр пăт акса воникĕ пăт илнĕ. Посеяв хлеб, собрал двенадцать пулов с пула. Изамб. Т. Ул тепĕр пуçне тухичченех акса кайрĕ. Он пошел, сея семена, до другого конца загона. Ib. Ыраш акса пĕтерсен малтан ыраш кĕлти, унтан çуртри кĕлти кӳртеççĕ. Посеяв рожь, сначала возят с поля ржаные снопы, потом снопы ярового. Ib. Йĕтĕне ака тыррисемпе пĕрле акаççĕ. Лен сеют вместе с яровыми. ЧП. Хуранăн-хуранăн курăнат, камăн иккен акнă анисем? Чьи это чернеют засеянные загоны? (т. е. до появления всходов). Кильд. Ш. Тырă акса тума хушрăмăр, ăна та турĕ. Мы велели ему посеять и выростить хлеб — он сделал и это. Сред. Юм. Тыр акнă чõхпе пĕри акса пĕтереччин кайса сõхалакана: „Акаччĕн сõхалама кайна“, теççĕ. Если во время сева, пока один сеет, другой отправляется за ним пахать, то говорят: „Он поехад пахать пашню, пока другой на ней сеет“. Шурăм. 15. Эпĕ: „Сирĕн ята акакан çĕр миçе теçеттин лекет?“ тесен: „Вуншар теçеттин“, терĕç. На мой вопрос, сколько у них приходится на душу десятин пахотной земли, они отвечали: „По десяти десятин“. Тrans. Переносно. Дм. Ростов. Ашшĕ-амăшĕ акса хăварнă ырă вăрлăхсем. Добрые семена, посеянные его родителями. V. ака. Якейк. Сысна ăрамра (i. q. урамра) акса тунă пак пĕрех. Via subus referta est. На улице полно свиней („улица усеяна с.“). Ib. Кил хошшиyче (i. q. кил-картинче, карташĕнче) ача акса тунă пак пĕрех. Chors referta est parvulis. На дворе полно ребят.

ака пăтти

(ага п̚ŏττиы, — п̚ы̆ττиы), sacrificium Tschuvascnorum, quod, fit tempore verno, sememe peracta, ita dictum, quia eius faciendi causa puis coqui solet. Моленье кашей по случаю окончания ярового сева. См. __Магн., 24. Сред. Юм. Тыр акса пĕтерсен кõлаçсĕм, çăмартасĕм, пăтă пĕçерсе асăнса çиеççĕ, çавна ака пăтти теççĕ. По окончании сева приготовляют и едят с молитвой белый хлеб, яйца и кашу; это называется „ака пăтти“. Н. Карм. Ака пĕтсессĕн ака пăтти чӳклеççĕ. Унта пăтă пĕçереççĕ, пашалу тăваççĕ. Ака пăтта чӳкленĕ чух çăмарта пĕçереççĕ, çынсерен, ăна вара пăтă çине ярса çияççĕ. После сева совершают моленье кашей, при чем варят кашу и пекут лепешки. Во время этого моленья варят яйца, по числу присутствующих, и едят их, положив в кашу. Н. Седяк. Ака туса пĕтерсен ака пăтти чӳклеççĕ. Çăмарта, пăтă пĕçерсе чӳклеççĕ. Сĕтеле урай варне лартаççĕ, ун çине хуранĕпе пăтă лартаççĕ. Вара килти ватă ак çапла каласа чӳклет. Чӳклеччен кĕрĕк тăхăнса хул-хушшине çĕлĕк хĕстерет. „Эй турă, пĕсмĕлле! Акнă тырă аван пултăр, пĕр пĕркĕрен пин пĕрчĕ пултăр. Пĕвĕ хăмăш пек, пуçĕ чакан пек пултăр. Иксĕлми ырлăх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар...... Амин Ан пăрах, турă, çырлах“. Ӳксе пуççапăть, турра асăнса, виç хут. Чӳклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăвараççĕ, ăна вăрлăх çăмарти теççĕ. Вăрлăх çăмарти валли чăн пĕчĕк çăмарта хăвараççĕ, çăк пĕчĕк çăмартана автан çăмарти теççĕ, чăх çăмарти темеççĕ. Кăвакарчăн çăмарти пек анчах пулать вăл. Пĕчĕк, автан çăмарти пулмасан пысăк çăмартах хăвараççĕ, çав çăмартана çăкăр татăкĕ варрине хурса ана çине илсе кайса касă айне хураççĕ. Çапла ака пăтти чӳклесси пĕтет. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинчех хирте чӳкленĕ, халĕ килте. После весенней пашни и сева совершают моленье кашей. Приносят в жертву яйца и варят кашу. Ставят посреди избы стол, а на него — кашу в котле; потом старший в доме, надев на себя полушубок и заткнув подмыгаку шапку, молится так: „Во имя бога! боже, уроди нам хорошего хлеба; пусть от одного зерна будет тысяча. Пусть он будет ростом с тростник, а колосом с верхушку палочника (typhe). Подай нам неистощимое богатство: полон загон кладей, полно гумно скирд..... Аминь. Не оставь, боже, и прими жертву“. Призвав имя божие, он кланяется в землю трижды. По окончании моления оставляют одно яйцо, которое называют семянным яйцом. Для этого берется самое маленькое яичко, которое зовут петушиным, а не куриным, и которое бывает величиною не больше голубиного. Если нет такого яичка, то берут большое (т. е. обыкновенное) яйцо. Это яичко вкладывают в кусок хлеба и зарывают на загоне, под бороздою. Так оканчивается моленье. В прежнее время это жертвоприношение совершали вполе, а теперь — дома. Чăв кĕл. 14°. Ака пăтти кĕлли. „Е пĕсмĕлле, ырă турă, çырлах! Виç тĕслĕ тырă-пулăшăн асăнатăп-витĕнетĕп тайлă (Iеде: тайла) пуçпа, ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелĕхне пар. Тăрри чакан пек, тĕпĕ хăмăш пек пултăр. Выççа килекене тăрантарса ямалăхне, сивве шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар. Амин“. Молитва, произносимая при молении кашей. „Во имя бога! Помилуй, святый боже! Прибегаю к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе с поклонною головою, с приветливым взором и сладкими речами. Сподобь нас от одного носеянного зерна получить тысячу. Пусть верхушка хлеба будет как у палочника, а комель — как у тростника. Подай нам средства, достаточные для того, чтобы отпустить сытым пришедшего к нам голодного и отогреть озябшего. Аминь“. Норв. Ц. „После пашни, помолившись, кладут в деревянную кадочку (ленкес) ложку каши и накрошенные яйца и зарывают назагоне („ана çине кайса вараççĕ“). Менч. Чист. „Ака пăтти — моленье после пашни или в середине ее“. Ib. Ака пăтти чӳкленĕ кун, день, в который совершается моленье „ака пăтти“. Ib. Во время „ака пăтти“ хуранĕпе чашăкне утă (scr. ута) çине лартаççĕ, т. е. котел и чашку ставят на сено. || В Череп. это моленье устраивается перед пашней (акана тухаччен), при чем каша и маленькое яйцо (вăрлăх çăмарти) зарываются на загоне.

акатуйĕ

ака-туй (ага т̚у), dies festi, qui tempore verno ante arationem celebrantur, праздник, устраиваемый перед весенней пашней. V. Магн. 18 sqq. Ib. Эй пĕсмĕлле! Пĕр торă, ан парах! Ырă çĕр йыш(ĕ), çырлах! Хоçа пичке поçларĕ сире поççапмашкăн. Ан пăрахăр! Епле полин те осрăр! Оя тохсан ойра перекет парăр, киле кĕрсен килте перекет парăр! Çак хоçана, килне-çортне, выльăхне, ачисене ан пăрахăр! Ака-туйран ака-туя осрăр! Чӳк, çырлах! Сана йӳççи, пире шерепет. Н. I. „ырă çĕр йыш(ĕ)“ non familiam almae lerrae significat, sicut Magnitskio visum est, sed potius sanctum terrae dominum, quod numen agris segetibusque praeesse existimatur. Здесь „ырă çĕр йыш(ĕ) означает не „семейство доброй земли“, как переводит Магн., а святого хозяина земли, божество, от которого зависит рост полевых хлебов. Шевле. Ака-туй тотар еннерех порнакан чăвашсен праçникĕ полнă; она. Монкон иртсен тунă. Праздник весенней пашни праздновался у чуваш, живущих ближе к татарам; его праздновали после Пасхи. || Ludi publici, qui in Чepen. fiebant tempore verno (festi, quod Pascha appellator, nulla ratione habita; v. infra), in quibus propositus praemiis cursu, luctatione, equisque certabatur, весенний праздник, который в Череп. праздновался независимо от времени Пасхи. Была борьба, конские скачки, беганье взапуски; победителям давали подарки. Альш., Раков. † Икĕ турă лашана ака-туйне ямаççĕ. Альш. † Икĕ турă лашана ака-туя ямаççĕ. Двух гнедых лошадей пускают на праздник весенней пашни. Нюш-к Ака-туй тăвнă чух ялти хĕрсене ака турттарса ял йĕри-тавра пĕр хут çавăрăннă акапа акаласа. Аки-пуçне арçын тытса пынă, тет. Хĕрсем ака туйне пурте çивĕчĕсене салатса, пиçиккисене салтса туртнă, тет. Кутавăйсем хĕрсене ака туйне хăва-хăва тухнă, тет. Во время праздника „ака-туй“ заставляли деревенских девушек проводить плугом борозду вокруг деревни. Плугом правил мужчина, девушки везли плуг, распоясавшись и распустив косы. Десятские и сотские ходили по домам и выгоняли девушек на „ака-туй“. V. хĕр-аки. Eodem nomine Tatarorum feriae designantur equorum curriculis notabiles, quae eorum lingua „сабан туйы“ vеl „сабан“ appellantur; haec appellatio idem significat, atque „ака-туй“. Так же называют чуваши татар. праздник сабан. V. Магн. 21. Изамб. Т. Исеккел ака-туйне-карăм. Я ходил в Исаково, на (татарский) сабан. || Eadem voce etiam alia eiusdem generis certamina significantur, quae quolibet alio tempore, nullo apparatu, inter pueros maxime, animi voluptatisque causa fiunt. Hinc: ака-туй яр.

алă валлли

, ал-валли, (алы̆ вал’л’и, ал-вал’л’и), partes parvae hostiae immolatae aliorumque ciborum, quibus diis res divina fieri solet, quae omnibus iis, qui sacrificio intersunt, distribuuntur et precatione facta ibidem religiosissime comeduntur. Стюх. Чув. 19. „Эти розданные по рукам присутствующих на молитве части от жертвенного мяса, вместе с частицею лепешки, называются по чувашски „ал-валли“, что значит: ручная часть или частица. После раздачи частиц глава семейства и прочие члены семьи встают на молитву. Молитву произносит только сам хозяин, а прочие стоят молча, но все, как сказано выше, должны быть в кафтане или в другом каком верхнем платье. По произнесении положенной на этот случай молитвы, все присаживаются на лавку в ряд, и с благоговением съедают частицы мяса и лепешки. При этом строго наблюдается, как бы не обронить крошек, так как это считается величайшим оскорблением для того божества, кому была принесена жертва“. V. Рекеев, V. 8. Альш. Пиçсен. Хурне кăларса тиркĕ çине хураççĕ, пĕчĕкçĕрех тиркĕпе пашалу. Вара хуранне пăттипе сĕтелĕн сылтăм енне лартать. Пиçнĕ хурне тир кĕпе алла тытать, сĕтел таврарах (умнерех) тăрса кĕл-тăвать. Кĕл-тунă хыççăн хура каскалать. Унтан хай каланă пек кăкăрĕ çинчи ашне, пакартине, пашалу; миçе çын, çавăн чухлĕ пай туса, алла тыттарать çав виçе япалана. „Алă валли“ теççĕ ăна. Ăна валеçсен пурте тăрса кĕл-тăваççĕ. „Паçăр пĕтĕмĕпеччĕ, халĕ ала валлипе; эпир çитерейменнине алă валли çитертĕр. Çырлахах, Мăн Кĕл-илен; савса панине савса ил; айван кĕллĕмĕре хапăл ил“, тет. Пуççапаççĕ (тайăлаççĕ-кăна) те çиеççĕ. Кашма сараççĕ çерем çине, ларса çиеççĕ пăттине те. Когда сварится. Вынимают гуся и кладут его на блюдо; (при этом бывает положена) на небольшом блюде лепешка. Потом он ставит котел и кашу по правую сторону стола, берет блюдо с вареным гусем в руки, становится поблаже к столу и произносит молитву. После молитвы он разрезывает гуся на части. Потом, как было сказано выше, он разделяет мясо с груди гуся, его желудок и лепешку на части, по числу присутствующих, и раздает каждому из них эти три предмета. Это называется ручными частями. После раздачи частиц все встают и молятся. Он говорит: „Давеча было (моление) целым гусем, теперь ручными частями. Пусть ручные части дополнят то, что нами было опущено. Помилуй. Великий Жертвоприимец [т. е. приниматель великой жертвы, приносимой от великаго душевнаго мучения (тарăхса)]! Прими с любовью то, что мы тебе с любовью приносим; прими нашу нескладную молитву!“ Они кланяются (не в землю) и начинают есть. Расстилают на лужайке кошму, садятся и едят также и кашу. Ib. Алă валли: 1) пэшалу, 2) ашĕ (кăкăрĕ çинчен), З) пакарти (хурăн) е пĕверĕ (пысăк выльăхăн). Ручные части (состоят из): 1) лепешки, 2) мяса (с груди), З) желудка (гуся) или печени (крупного животного). Эта последняя заметка в рукописи сначала написана, потом похерена. Менч. Чист. Çак кĕлле кĕл-туса пĕтерсессĕн чашăк çинчи çăкăра, чăкăта каскаласа ал-валли тăваççĕ. Вăл ал-валлисене пӳртри çынсене пурне те валеçсе параççĕ. Алă валли валеççĕ пĕтерсессĕн тата тепĕр хут пурте ура çине тăраççĕ те, ал-валлипе партак асăнаççĕ. Ал-валлипе асăнакан кĕлĕ ак çапла пуçланат: „Эй ырă туррă(м), ырă пӳлĕхĕм! сана ал валлипе асăнатпăр, витĕнетпĕр. После этой молитвы разрезывают хлеб и сыр, находящиея в чашке, и делают ручные части. Эти части раздают всем присутствующим в избе. После раздачи ручных частей все опять встают на ноги и творят краткую молитву с ручными частями. Молитва эта следующая: „О святый боже, о святой разделитель! мы поминаем тебя с ручными частями и к тебе прибегаем“! (Из обряда „ача ят хуни“). Чăв. кĕл. Çакă алă валли çитертĕр, çӳлти турра асăнатпăр. Пусть эти ручные, части дополнят (то, чего не достает); мы молимся небесному богу. (Из моления „Вăкăрпа учӳк“). Сиктер. Хĕвел тухăçнелле тăрса мĕн пур халăха алă-валли валеçсе пачĕç те, кĕлле ватти-вĕттипе тăчĕç. Обратились лицом к востоку, роздали всему народу ручные части, и все, старые и малые, стали на молитву. (Из „тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳктунă йĕрке“). „Алвалли“ — ломоть хлеба на кайăк чӳк в Ядр. у. Н. Лебеж. † Виç хĕл каçан такине алă-валли тумашкăн килтĕмĕр. Мы приехали, чтобы наделать ручных частей из их барана, которому исполнилось три зимы. (Из „саламалик“, речи которую произносил на свадьбе „мăн-кĕрӳ“]. Сиктер. Вара чӳклекен алă-валли аш касса илет, пĕчикçеççĕ татăксем: чĕрине, пĕверне, кăкăр ӳтне, пуçĕнчен, хӳре-чиккинчен (от репицы); вăл аш татăкĕсене пурне те кĕлĕ тунă чух алă çинче тытса тăма парать. Хăй вара çĕлĕкне хул хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕлĕ тума тытăнать еtс. V. Магн., 61.

ал тымарĕ

(т̚ымарэ̆, т̚ымар’), ал тымарри (ал т̚ымаϱϱиы), ал-тымар, arteria radialis. Pulsus arteriae radialis. Лучевая артерия. Пульс. Шихазан. Вара пĕр карчăккине анне аллине тыттарчĕ. Пăртак тытса тăчĕ-тăчĕ те: „Ах, тур, тăхлач! Ку ĕçе ал тымарĕнчен кăларас çук, юмăç паратăн пулĕ“, терĕ. Анне вара пĕр татăк çăккăра çиплĕ йĕппе тăрăнтарса пачĕ. Юмăç вара пăшăлтатса темĕн кала-кала юмăç мăклашкине сулантарчĕ-сулантарчĕ те пуçне пăркаласа: „Эх, тăхлач! сирĕн пурнăç малалла каясси темĕн; тухатмăш пит тĕплĕ пăснă сире!“ терĕ. Потом мать дала одной из старух руку. Та подержала ее и говорит: „Нет, сваха, это дело такое, что его по пульсу не узнаешь; лучше дай мне прибор для гадания“. Тогда мать взяла кусочек хлеба, насадила его на иголку с ниткой и подала старухе. Йомзя принялась гадать, шепча какие-то слова и качая прибор для гадания; потом она покачала головою и сказала: „Ах, сваха! не знаю, будет ли успех в вашей жизни; уж очень сильно испортили вас колдуны!“ Ib. Ал тымар тыткалама тĕшмĕртетре тен эсир? Может быть, вы умеете гадать по пульсу? Магн. 15. Алă тымар тытакан ăста, знающий значение пульса. Ib. Алă тымар тытса пĕлекен, мĕн малашне ырă-осал корассине, узнающий по пульсу о том, что придется испытать человеку в будущем, хорошем и дурном. Собран. 65°. Ал тымарри тапрансан çын вилет. теççĕ. Если пульс бьется не ритмично, то, говорят, человек умрет (Inter. Ст. Чек. Алă тымарĕ хăй вырăнĕнче мар, малалла та хыçалалла та улмаш-улмаш кайса тапат; çаван чухне вара çын вилет). Якей. Сан ал-тымарри ма хыт тапать? Почему у тебя так сильно бьется пульс?

алăк сыппи

(сыппи), pars domus citerior, quae est prope ianuam, часть избы ближе к двери. Тай. Б. † Алăк сыппине çитсессĕн икĕ пĕççĕне шарт çапăн. Когда ты дойдешь до той части избы, которая ближе к двери, то ударишь руками но обоим бедрам. Альш. † Йĕс шăнкăрав сассăмçăм ырă курас пулсассăн алăк сыпне янах кай; ырă курмас пулсассăн тĕпел сыпне ан илтĕн. Ах, голосок мой, похожий на латунный (из желтой меди) колокольчик! Если мне предстоит быть счастливой, то ты раздайся громко и по той части избы, которая ближе к дверям: если же мне не видать счастья, то не будь слышен даже и в передней ее половине. Ib. † Ах, сасăçăм! Ырă курас пулсассăн алăк сыппа илтĕнтĕр. Ах, голосок мой, голосок! Если мне суждено быть счастливой, пусть он раздается и по той части избы, что ближе к дверям. (Из „хĕр йĕрри“, т. е. плача невесты).
[Ӳкерчĕк]
а — тĕпел сыппа, pars domus ulterior.
b — алăк сыппи, pars domus citerior.
с — кăмака, fornax.

анти

(анди, ан’д’и ), i. q. ан тив, sine, per me licet, пусть, пускай, пущай. Additur tertiae pers. imperativi. Дик. Лебеди. 31. Анти вăл та сан пекех анкă-минкĕ, сан пекех юлхав пултăр! Пусть и она будет так же глупа и ленива, как ты! Послан. 85. Анчах хăйсене тытма пултараймасан анти мăшăрланччăр. Книга для чт. З2. Анти (scr. ан ти) пирĕн ĕç хура пултăр, ун вырăнне укçи шурă, шурă укçан чапĕ ырă. Пусть у нас работа черная, зато денежки белые, у белых денежек слава добрая. Кореньк. † Ăнти, аптрас çок о пит! Ничего, от этого ему не будет хуже, это ему не очень повредит (о Тришкином кафтане). || Rarius secundae. БАБ. Анти, пиртен пуçне ырă курăр ĕнтĕ: сирĕн патăртан пăрахса таратпăр. Пускай! Живите счастливо без нас, мы от вас уходим („бежим“).

апат

(абат), cibus. Pabulum. Пища, корм, как человека, так и животных. N. Старикĕнне хăвăртрах лашине тăварчĕç, тет, старике апат лартрĕç, тет. Они поскорее распрягли старикову лошадь и поставили перед стариком кушанья, т. е. дали ему поесть. N. Чĕр апат нумай çиме юрамаçть — вар-витти ерет. Сырую пищу нельзя употреблять в большом количестве, так как она вызывает понос. Прокоп. † Çăрттан-пулă пулса шыва чăмас-мĕн, ырă çын умне апат пулас-мĕн. Лучше бы мне тогда нырнуть щукою в реку и стать кушаньем для порядочного человека. Альш. Эрех апат антарать. Вино вызывает аппетат („заставляет пищу легче спускаться в желудок“). О сохр. зд. Çапла ĕнтĕ пĕр апата тепĕр апатпа хутăштарсан пит аван пулать. Если таким образом будут смешаны различные виды пищи, то это будет очень хорошо. Синер. Выльăхсене апат панă та, пӳрте кĕрсе апат çинă. Они дали корма скоту, вошли в избу и поели. КС. Лашан апачĕ пĕтнĕ. Лошадь весь корм съела. Ib. Вăсен выльăхĕсем апатран татăк тăмаççĕ. У них всегда есть корм для скота. Шугур. Ман анне арман хуçи патĕнче апат пĕçерсе пурăнатьчĕ (scr. пурăначчĕ). Моя мать жила у хозяина мельницы в стряпухах. КС. Апат тĕлешĕнчен (или: апатран-мĕнтен) уçă çав вăл. Действительно он щедр в отношении пищи, т. е. хорошо кормит. Ib. Апатран хăрăнса пурнаççĕ. Они очень плохо питаются. Ib. Апату-япалу! Ну тебя с твоим обедом! (недовольство). || lentaculum, prandium, сепа. Также означает завтрак, обед, ужин. Сельск.-хоз. р. II. Пĕрре кăнтăрла апат тăваççĕ те, ĕç пĕтерсен вара каçхи апат тăваççĕ. Раз едят часов в 12, а другой — вечером, когда окончат работу. КС. Мĕлле эсĕр паян ирех апата ларнă? Что это вы сегодня так рано вздумали завтракать? Изамб. Т. 110°. Праçшкре апатран вара ĕçлеççĕ. В праздник после обеда (после обедни) работают. Череп. Апатпа çӳрет. Привозит завтрак (в поле). Якей. Апат çисан пырăп сан пата. Я приду к тебе после еды. Чхĕйп. Апат çиса (scr. çыса) пуçтарсан. Когда поедят и уберут со стола. КС. Уйран тĕттĕм пулнă çĕре киле тавăрнтăмăр та апата лартăмăр. Вернувшись к ночи с поля домой, мы сели ужинать. Пшкрт. Если придет посторонний человек и застанет хозяев дома за обедом, то говорит: „Аβатра! („ови обедают!“); ему отвечают: „Аβатра, кил ӓс тӓ симӓ!“ („да, иди и ты обедать с нами!“). В ответ на это пришедший говорит: „Спас’с’иβӓ, с’ирӓк, ӓп хал’ анџак с’ирэ̆м“ („спасибо, обедайте, я только что пообедал“). Охотников. Чувашин, пред принятием пищи, произносит только про себя слова: „Пĕсмĕлле, турă ан пăрах!“ Ib. „Усаживались мы за два стола: за большой — мужчины, за маленький — женщины, отдельно. Последнее обстоятельство происходило, по всей вероятности, оттого, что сноха у чуваш не садится за один стол со свекром, из уважения к нему, т. е. сноха считает себя недостойной садиться с ним вместе за один стол. Если бы другие женщины сели с мужчинами, то сноха осталась бы одна, как бы заброшенная семейством. Чтобы этого не случилось, мужчины садятся за один стол, а женщины за другой. Но в тех домах, где нет снох, мужчины и женщины ужинают и обедают всегда за одним столом“. Ib. „У чуваш есть обычай сажать за стол всякого вошедшего в избу во время обеда или ужина“. Череп. Апат тутлă пултăр! — Эс каларĕш пек пултăр! Да будет вкусен ваш обед! — Да будет так, как ты сказал! Так отвечают пришедшему, если не хотят пригласить его пообедать. КС. Апат çима вăй патар! — Тавах, апата кил! Хлеб да соль! — Милости просим. Ср. Юм. Апат тутлă пултăр! — Апат çиме кил. Хлеб да соль! — Милости просим! (с нами пообедать)! || Ortus brumalis? Юго-восток? Хорачка. Тоj токны̆ чокн’а кэ̆з’э̆н кэ̆рӳ тємэ̆р вэ̆с’мэ̆ с’э̆мэ̆рӓн удат кы̆нды̆рлаjа или аβада. При выезде свадебного поезда младший дружка пускает на юг или юго-восток стрелу с железным наконечником. || Metaph. significat fidem. В переносном смысле означает надежность (о человеке). Ст. Чек. Ку çынта апат çук (или: кĕвелĕк çук). Inconstans, levis, infirmus est. Он ненадежный человек, т. е. слабый, и может по легкомыслию забыть свои обязанности или возложенное на него поручение, пропить по легкомыслию чужую вещь, проговориться и т. п. Череп. Санра апат пулмĕ! На тебя надёжа плохая! Ср. тат. ӓбӓт, рус. обед.

апи

(аби, Пшкрт. аβиы, Курм. абы), mater mea, nostra, моя, наша мать. Панклеи. Ах, апи! эп сана мĕн ырлăх тума хатлантăм, эс çавах ырă полмарăн! Ах, мать! сколько я тебе (ни) старался сделать добро, а ты все-таки не стала доброю (женщиною)! V. апу, амăшĕ. || Socrus (utraque). Теща. Свекровь. Актай. † Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет; ай атте те ай апи! эп сан хĕрне тиркес çук. Льняные нитки проходят не сквозь всякое бёрдо („брезгливы, разборчивы в бёрдах“); тестюшка и тёщенька! я не буду брезговать вашей дочкой. Çеçмер. Апи или: апай — моя теща. Так называют ее в глаза, а заочно — хонь-ама карчăк.

ар

(ар), vir, мужчина. ЧП. Ӳсрĕм-ӳсрĕм, ар пултам. Рос я, рос, и стал мужчиною. ЧП. Пиелĕхри ачасем те ар пулĕç. И дети, теперь лежащие в пеленках, сделаются взрослыми мужчинами. † Çитмен çĕре çитет-çке ар пуçĕсем. Куда только не занесет судьба мужчину! Ст. Дув. † Ай-хай пĕлĕт юхать, пĕлĕт юхать, ар пуçĕнчи çавра çĕлĕк (scr. пĕлĕт) пек. Плывет облако, похожее на круглую шапку на голове мужчины. Сятра-Марга. † Ачине шорă ан калăр: хĕрпе выртать — хĕрелет, хĕрне хора ан кăлăр: арпа выртсан саралать. Не говорите, что жених бледен: полежит с девушкой и станет румяным; не говорите, что невеста черновата: полежит с мужчиной и станет белою („русою“, т. е. поправится телом). Альш. † Тĕрлĕ нуша курать иккен ар пуçĕ! Многое приходится переносить мужчине! Т. VI. 8. Ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла. Ячмень, которого не свезти лошади, и хмель, которого не поднять мужчине (т. е. обильный). БАБ. Ар çĕкленми хăмла, ут туртайми урпа. Тюрлем. Ар çинчи кантăр çĕрмес. Конопля, находящаяся на мужчине, не гниет. Эта пословица, по обьяснению чувашина, ее сообщившего, означает, что за сделанное мужчине зло будет от него отместка, расплата. Ту же пословицу встречаем и в рукописях. Собран. 100°. Ар çинчи кантăр çĕрмест, теççĕ. N. Ар çинчи кантăра çĕрмес, тет. Буин. Ар çинчи çăпата кантри çĕрмес, теççĕ. Говорят, что на мужчине конопля (или: верёвка, или: оборка лаптя) не сгниет. Чăвйпур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. Ар çинчи кантăра нихăçан та çĕрмест. Обида, нанесенная другому, никогда не пройдет даром: веревка, находящаяся на мужчине (т. е. удар ею?) не сгниет никогда. Этими словами оканчивается рассказ об одном чувашине, который обижал и эксплоатировал своих односельчан. Самый рассказ озаглавлен так: „Çынна епле тăвăн, ху та çавна курăн“. Буин. Ар епле, йыш çапла. Каков глава семьи, такова и его семья. (Послов.). N. † Ай, мăнтарăн ар пуçĕ! йĕрсе çӳрет, мул тупать. Ах, несчастный мужчина (т. е. несчастные мужчины)! с горькими слезами приобретает он себе добро! (т. е. достаток, необходимый для жизни). Орау. Ар пултăв вĕт, мур! санăн уссăна хăçан курмалла тата? Ведь ты уж стал мужчиной, скотина („мор“)! Когда же еще от тебя польза то будет? N. † Кунтан эпир тухса кайсассăн алăри ачăрсем ар пулĕç. Когда мы уйдем отсюда, ваши маленькие дети выростут мужами. || Maritus. Также означает мужа (супруга). Т.-И.-Шем. † Арăмсенĕн шухлăхне арĕ чарсан илемлĕ. Хорошо, если муж удерживает (излишнюю) бойкость своей жены. N. Вăл качча кайса çичĕ ара çитнĕ. Она побывала за семью мужьями. Ырă ăслă хĕр хăй валли ар тупать. Хорошая умная девушка найдет себе мужа. СПВВ. Х. Арсăр пурăнăç — туратсăр йывăç. Жизнь без мужа — дерево без ветвей. (Послов) N. Ар хыççăн арлан шăтăкне кĕнĕ, тет; ача-пăча хыççăн кăмака айне кĕнĕ, тет. Если во всем следовать за мужем, то придется влезть в нору хомяка; если во всем следовать за детьми, то придется залезть в подпечек. (Послов.). Çĕн-Кипек. Арпа арăм тăпкă пурăннипе нимĕн те çитмеçт. Ничто не может сравниться с мирною жизнью супругов.

каяш сăра

остатки пива. ПТТ. Ырă сăра паракана ырласа юрлаççĕ, каяш сăра паракана хаяр сунса юрлаççĕ. Çичĕ-Пӳрт. Каяш сăра — сĕвĕрĕлнĕ сăра, шăркаланнă сăра.

канлĕх

(-л’э̆х’), спокойствие, покой; беззаботность. Аттик. Ырă кун-çулне пар; каç выртсан та, канлĕхне пар, ир тăрсан, çăмăллăхне пар. (Моленье). Чхĕйп. Уна та (т. е. обряд напутствования больного): чунĕ-çăланса, канлĕхе кĕтĕр, тесе, тутарман, тулĕк (-только) çын кĕл-тумасăр вилсен, патшан закон хытă пулнă, çавăнпа анчах хăраса кĕл-тутарнă. Ib. Çăмăр çуман типĕ вырăнта курăк ĕнсе каять, чăвашсам та пуçлăхсенчен канлĕх куриман. МПП. Канлĕх, место отдыха.

картусăр

униженный. Ала 9З°. Пурăнăçра тем курмала тăвансем. Çапла пĕр ачана картусăра кăларса ярса тем паха пулнă ĕнтĕ вăсене! Халĕ ĕнтĕ пĕри те ырă кураймаççĕ, пĕр ачана хута кĕрекен хĕрĕ анчах аван пурăнăçпа пурăнать.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

каç

(кас’), вечер, ночь. Хурамал. Каç каçрах выр тăр та, ирхине иртерех тăрăр. Вечером ложитесь поздно и утром вставайте раньше. N. Каç пуларахпа (к вечеру) хурăнташсене, пĕлĕшсене чĕнме ячĕç. Т. VII. Ун чухне каç пулса килет (близится, наступает вечер), тет. N. Çав каç вĕсем нимĕн те тытайман. В тот вечер они ничего не поймали. N. Ыр каç полтăр! Добрый вечер! ЧП. Ирех тухрăм, каçа юлтăм. N. † Каç пуласса кĕтсе тăр. Б. Олг. Çурнă чох калат: торă, ыр каç ту. Регули 298. Каç поларах (поларахпа) килет. Ib. 1377. Каç поларахпа килтĕм. Изамб. N. Чирккӳлĕ яла каçах (еще с вечера) кĕлле килнĕ çын пулат. Ст. Айб. Каç пулса, çывăрма выртсассăн, таркăн патне тĕлĕкре татах икĕ кайăк пырса... Ишек. Каç каçалла килет. Хĕвел анать. Тим. † Кĕске çĕрĕн ăйхи тутлă, тесе, ытла каçах выртса ан çывăрăр. Юрк. Лутра шĕшкĕ, сарă мăйăр, каçса çитеймесĕр (надо: катса çиеймесĕр) каç турăм. N. Çав хĕрĕх кунччен чăвашсем питĕ хăраççĕ: каç вилнĕ çын каç чĕрĕлсе килет, тесе, чăвашсем вилнĕ çынтан питĕ хăраççĕ. Чуратч. Ц. Тепĕр кун каç ачана тата тепĕр ĕç пачĕ, тет. Сред. Юм. Каç полса пырать (= каç полса килет). День клонится к вечеру. («Здесь показывается не только время, но рисуется и картина»). Ib. Каç пола пырать. День клонится к вечеру. («Здесь показывается только время, а не рисуется картина»), Т. Григорьева. Каç калаçнă сăмаха чăхă сысать, теççĕ. Янш.-Норв. Ăна (орехи) ката-ката каç турăм. N. Каç пулсах кайман та-ха, пуласшăн çав ĕнтĕ! Еще не совсем наступил вечер, но уже скоро наступит. Якейк. Ыр каç полтăр! — Çăвăрса кай (переночуй)! Ху çăвăрса йол! N. Икĕ каç карăм. Юрк. Епле апла, акă епле: кунĕпе ачасемпе асапланатăп, каç çывăрма выртатăп. Скотолеч. 6. Каç тăма (на ночь) сăсăл анчах парсан, тата лайăх (лошади). Ib. 4. Каç тăма апат панă чухне (лошади). N. Каç выртма юлнă ачасем. Чуратч. Ц. Каç выртмаллах кайна çаксем. Пошли с тем, чтобы там ночевать, с ночевкой. N. Ăратнисем килĕсене саланмаççĕ, ĕçсе-çисе çавăлтех каçа юлаççĕ. Макка 160. † Сарă ачана тус турăм, уяв каçне калаçма. Якейк. Ăшă каçсам (в теплые вечера) ăрамра çӳреме лайăх. Байгл. † Каç тĕттĕмсем пулса халь килет-çке, пире кайма вăхăт çитет-çке. || Канун, накануне. Ильм. Мункун иртсен виçĕ эрнерен вырăсэрни каç пумилкке тăваççĕ. БАБ. Вырăсэрни каç, эрне каçсенче пирĕн пата кӳршшĕсем пĕр арăм пырат. Туй. Туй пулас каç. Юрк. Мункун каç пĕлĕтлĕ пулсан, ырă çул пулат. ЧС. Пĕрре эпĕ вырсарникун каç ачасемпе выртма карăм. Альш. Хăят каçĕ вара, Хăят кунĕ (16 июня по ст. ст.) каçпа, тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв пĕтет. N. Мăнкон каç, тесен, мăнкон ыран теме те йорат, тепĕр конне (мăнкон), кĕлĕрен тохсан, каç полсан та, мăнкон каçах теççĕ (т. е.. выраж. «мăнкон каç» имеет двоякое значение). Шăмат каç [йон-каç]= или «в субботу вечером», или «в пятницу вечером». Альш. Кунта праçник каçĕсенче кĕлĕ пулат. Ала 27. Эсĕ кунта мĕн туса тăратăн? Эпĕ сана: каçах (еще с вечера, т. е. вчера) карĕ пулĕ, тесе каларăм (думала что ты...). Цив. Эпĕ каç çĕрĕпех сыхласа лартăм, çывăрмарăм.

кепалă

искаж. сл. в сл. соединении: кепалă хуçан ырă амăшĕ.

кепалă хуçан ырă амăшĕ

кепалă хуçан ырри, назв. божеств. Т. VI. Т. Кепалă хӳçан ырă анăшĕ, ырри = кепе алăку çан...

кепене хурпа чӳк туни

назв. моленья. Т. П, 43. Акă кепĕ хур кĕлли. Килĕшпе Кепене хур тăватпăр (приносим гуся), таса турă çырлах. Кепе амăшне пĕр пăтă парап, çырлах. Икĕ кепе умĕнче çӳрекен ырра пĕр юсман, чӳк çырлах. Кепене хур тăвап, йывăр сăмах хыçĕнчен таса кепене килĕшпе хур тăвап, чун татса юн тăкатăп, кепе хур тăватăп, ырă чукĕм çырлах. Ib. Таса кепе хурăм çырлах. Кепе амăшие пăттăм çырлах. Кепе умăнчен килекен ырра юсман, тата кепе чӳкĕм çырлах. Ib. …Таса кепе хурăм чӳк çырлах.

кил-çурт

кил-çорт, дом со всеми постройками, двор; жилище. Разг. С. Мих. З6. Арахмат кил-çорт, кил-вот! Кил-вот, кил-çорт полсассăн, çапах порнăпăр, аптрамăпăр. Ib. З. Ак манăн кил-çорт («мой дом»). N. Килте-çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Ой-к. Пирĕншĕн каякан салтаксене тасалăх, сывлăх патăр, киле-çурта турă çавăртăр, ырă турă çырлах... (Из «чӳклеме кĕлли»). Бес. чув. 6. Уйăхран вăл авланать те, хăйĕн кил-çуртне тума тытăнать. N. Вăл сана киле-çурта çавăртăр. || Назв. овражка. Шарбаш. Кил-çорт, назв. овражка.

килĕшӳлĕ

килĕшӳллĕ, пристойный, приличный. N. Килĕшӳлĕ ĕç хорошее, доброе дело. Хурамал. Халĕ те пулсан выльăх чӳкне ватăсем хушнă, ăна пăрахма юрамасть, тесе, пит чăнласа, сыхланса пит килĕшӳллĕ чӳклеççĕ. N. Хирте выртакан чул та санпала канашлă пулĕ, хирти тискер кайăксем те санпа килĕшӳлĕ пурăнĕç (будут жить согласно). Ст. Чек. Ун пек килĕшӳлĕ юрлакан çук. N. Вăл пит ырă, килĕшӳллĕ çынччĕ. КС. Килĕшӳллĕ çын (по наружности — видный, по характеру — толковый). Ib. Унăн упăшки пит килĕшӳллĕ çын.

кирелĕ

(-л’э̆), 'киреллĕ', нужный, годный. Баран. 119. Астăвăр, вăрман час çитĕнсе çитмест; кирелĕ йывăç пуличчен нумай çул кĕтес пулать. N. Ку йывăçа касса ан пăс, вăл кирелĕ йывăç. Изамб. Т. Кирелĕ япала, нужная, годная вещь. Ib. Ку кирелĕ япалана ма пăсрăн? Образцы 73. И, вут та (дрова) памăп, пĕр кирелĕ кунта (в нужное время) эп пулмăп. Шугур. Киреллĕ этем, сговорчивый человек (киресĕр — упрямый). Тюрл. Киреллĕ (çын), милостивый (человек). Чебокс. «Киреллĕ çын — ссорится и скоро мирится». Рааs. Киреллĕ — пригодный, хороший, послушный, услужливый. Моркар. Киреллĕ — канаша кĕрекен ырă кăмăллă çын.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

кирли

как и следовало ожидать; естественно (конечно). Юрк. Пасарти çынсем хутлăхĕнче çӳренĕ чухне пĕр чыкан арăмĕ, кăна курсан, хăй упăшки-тĕр тесе, пĕлсе, кирли, ун хыçĕнчен хыпаланса ута пуçлат. Халапсем. Вĕсене хирĕç ку та: сурăх ашне пĕçерме вутă çитмерĕ, эпĕ çавăнпа сирĕн тумтирĕрсене хуран айне хурса çунтарса пĕтертĕм, тет. Лешсем, кирли, йĕре пуçлаççĕ. N. Шыв арманĕнчен тинкĕле çăнăхĕ авăртса таврăннă чухне, пĕр вак курса, кирли, çав вакра тинкĕле юрма тытĕнчĕç, тет. Собр. † Шурă курница чул кăмака, кирлĕ марччĕ, кирли, сăрлама; çаккăн чухлĕ ырă çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли, юрлама. АПП. † Сирĕн пек лайăх çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли (вар. пире), юрлама.

кичем

(к’иџ̌эм, киζ’эм в Пшкрт. киџӓм), скучно; неприятно, горько. конфузно, жутко, дико, странно. N. Уйăрăлса каясси ăна пит кичем пулнă. Расставаться ему было горько. Юрк. Кăмăлăма тепле кичем, хама хам нимĕн тума пĕлместĕп. Стюх. Кичем — неприятный. Ib. Кичем пăхать. Смотрит антипатично, неприветливо. Хурамал. Кичем туйăнчĕ — лайăх пулмерĕ. Баран. 6. Кичем вăхăт çитсе пырать; ноябĕр уйăхĕ çитсе килет. N. † Çак пӳртре мĕн кичем? (Кĕл кичем). Пшкрт. Эп вăлсам пӧртне кĕместĕп, вăлсамăн пӧрчĕ (чэ̆) кичем (в ней мертво, неприятно). Ib. Кичем çын, мрачный, недобрый человек, неприятный по виду. Юрк. Тепле пăхса тăма та куçа кичем туйăнат. Букв. 1886. Эпĕ нимĕн чĕнейместĕп, кичем (= горько?) пек пулчĕ, йĕтĕм-ятăм. Альш. Килте ырă пулманни кичем пек туйăнат, чуна хуçат (болит душа). Тюрл. † Ай хай, маллахай, сӳсмен пăяв суллахай! Матка çукки кичем пек, матка пурри самаях. Сред. Юм. Ват çын пĕчик ача пик сăмахлани кичем пик туйнать. N. Унăн сăмахĕнчен кичеме ӳкесси çук (не будут недоверчивы) Ск. и пред. 107. Ылттăн хĕвел тӳперен сăрт хыçнĕ анса ларсан, тĕнче хăйне кичемрен тĕтрене карса ярсан... N. Пĕтĕм çын уйра ĕçленĕ чухне ялта пĕччен ларма питĕ кичем («скучно, жутко»). Шел. 138. Упăте пырса çавă хăвăлăн (дуплистой колоды) икĕ пуçне те çаврăнса пăхса: ха, кичем, кичем! Халĕ пĕр кичем, кун пек ик кутлă çын та пулĕ мĕн? тесе, тĕлĕнсе, аллисемпеле икĕ пĕççине шарт! шарт! çупрĕ, тет. Никит. Пĕтĕм тӳресем вăтанса хĕрелсе кайрĕç; вĕсем, кичем пек пулса, пĕр шарламасăр ларчĕç. N. Кичем пек пул, обижаться. Хурамал. Мана кунта пурăнма кичем (скучно, сиротливо, стеснительно). Чуратч.-Ц. Карачăмăн пĕччен выллямасăр тăни кичем пулнă курнат. Янтик. Ытла кичем унта пĕччен ларма (скучно и жутко). Орау. Ай-яй-яй! Арман хуçи кукаçи, арăм çук та, кичем пек. (Говорится так себе, когда нечего больше говорить). КС. Пӳртре пĕччен ларма кичем (скучно). Ib. Пĕччен ларма ним кичем. Ib. Çакă пӳртре ним кичем. Е. Орлова. Кичем — скучно. Н. Уз. Пĕччен пурăнасси пĕр кичем (скучно и пр.). Кан. Кичем ан пултăр, тесен, «Капкăн» илмелле.

куйкăрăш

(куjы̆ры̆ш), сказочная птичка, обогащаюшая человека. Хурамал. Куйкăрăш пек тултать (о воре: не попадается) Ib. Куйкăрăш илешрĕ пулĕ кунта, çав тултать пулĕ (когда все в доме пропадает). Н. Седяк. «Куйкăрăш, алпастă — бес». СПВВ. ИА. «Куйкăрăш пăрахса кайрĕ те, ырă пурăнăç хĕсĕнчĕ». — Чăвашсем телейлĕ килте çынна пуйтаракан кайăк пур, теççĕ. Вăлсем çав кайăка куйкăраш, теççĕ. Чăвашсем 17. Çынна пуйтараканни куйкăрăш пулат, тет, анчах вăл пит сайра çĕрте пулат, тет. Чыслă, йăваш, тирпейлĕ, вăрçăсăр килте анчах пулат, тет. Кăшт мăкăр-макăр тăвакан килте пурăнмаст, тет, вара вăл. Куйкăрăш вăл хăй пит пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк, тет; вăл чипер тирпейлĕ килте пулсан, пит пултарат, тет, вара. Вăл япала тултат, тет: укçа килчĕ — укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. Вăл хăй пĕчĕкçĕ пулин те, выйлă, тет, пит. Вăл куйкăрăш пырса ернĕ кил пит чиксĕр пуйса каят, тет, вара. Анчах вăл вăрçа пĕрте юратмаст, тет. Вăл пупленĕ чут ытлашши сăмах калаçма та юратмаст, тет. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кашт шăкăр-макăр калаçа пуçласанах, вăл вара хăй пуйтарнисене каялла тулта пуçласан, вара пĕр япала та хăвармаст, тет. Вăл киле вара пĕтĕмпе тĕп тăват, тет; ĕлĕххинчен те усал, тет, вара. Ăна, пуйса çитсен, маларах сисме кирлĕ, тет; маларах сиссен, хăйне пĕрте систермесĕр, тытса пусма кирлĕ, тет. Мехер пусас тесе шухăшланине те пĕлет, тет, вăл. Вăл куйкăрăш пĕчикçĕ çерçи пек анчах, тет. Шурăлă-хĕрлĕ чăпар, тет. Вăл куйкăраш автан çăмартинчен пулат, тет. Автан çичĕ çула çитсен, çăмарта тăват, тет, виçĕ çăмарта анчах. Вăл çăмартасене чăхă айне хурса кăларсан вара, пĕр çăмартинчен йытă, тĕпринчен çĕлен, тепринчен куйкăрăш пулат, тет. Чиерех çынсем çавна ӳстерсе тăваççĕ, тет. Ăна вара апат вир пăтти анчак кирлĕ, тет, урăх япала нимĕн те çимест, тет, вăл. Слакбаш. Куйкăрăш — «ду , привязывающийся к обоим полам». || Змея из яйца птицы?). Тюрл. || СПВВ. Т. Куйкăрăш лăпкă çын тенни (= тени) пулат.

кукăрлан

искривляться, извиваться. Зап. ВНО. † Хĕрлĕ питлĕ хĕрĕсем хĕрлĕ — утине кайнă чух кукăр-макăр çулпала кукарланса кайнă, тет. || В перен.. зн. — кочевряжиться. N. Леш кукăрланам пек пулса тăрать те, кайран вара: ку ырă ĕçшĕн турă та ятламĕ ха, тесе, пама пулать. N. Матку питĕ кукарланать, пире пăхасшăн мар.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

кун-çути

кун çутти, дневной свет. Кан. 1928, № 197. Кун çути киле пуçласанах, Макçăм арăмĕ çывăрса тăчĕ. К.-Кушки. † Вуникĕ чăн нухрат кун çути, эпир атте-анненĕн куç-кĕски. Орау. Мĕн эсĕр кун çутинче чӳречесене хупса, хупăрланса ларатăр? Артюшк. Тав-та-пуç тухтăра, хăрах куçăм уçăлчĕ, кун çутти куртăм. Шорк. Кон çути килчĕ. Совершенно рассветало (перед самым восходом солнца). Туперккульос 26. Çулла кун çуттипе — пĕр тĕнче, каç пулсан — тепĕр тĕнчĕ. || Жизнь, житье. Ст. Яха-к. Ырă пул, ырă кун çути (хорошую жизнь) кăтарт пире. (Моленье). N. Мĕн тавас тетĕн, чун тухмасть, пурăнатăн çав тĕнчере кун çуттине сая ярса! Якейк. Вăлсам пире кон çути та кăтартмаççĕ ĕнтĕ (не дают житья).

кун-çĕрĕн

день и ночь. N. Кунта ырă кун пĕре те çук, кун çĕрĕн çăмăр çăват. Сомн.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

курмасса

дат. и вин. пп. отрип. прош-буд. вр. Калашн. Ĕнтĕ ырă шаллăм, тăвансем, пĕрле чуп-тăвăпăр та, ыталашăпăр, ĕмĕрлĕх курмасса (чтобы не увидаться) уйрăлса кайма.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳке-тăра

то и дело падая и вставая. Хыпар № 15, 1906. Вĕсем, ӳке-тăра чупса, ырă сунакан ларнă чул патне пынă.

ӳкĕт

(ӳгэ̆т, ӳг'э̆т'), наставление, вразумление. СПВВ. ИА. Пуçа хуйхă килсен, ватă çынсенĕн ӳкĕтне итле. N. † Ирхĕне тăтăм, тула тухрăм, çитмĕл çичĕ тĕслĕ сас илтрĕм; вăл сасăсем пире ӳкĕт мар, курайман тус пире тус мар. Юрк. Вĕсем пурте пире пиллесе, ырă сăмах каласа, ӳкĕт пачĕçĕ.

ӳсĕнтер

множить, прибавить, умножать, делать успешным. КАХ. Ĕçленĕ ĕçе ӳсĕнтерсе пыр. (Моленье киремети Пит-Тури во время тайăн сăра). Сборн. мол. Вĕсен кун-çулĕсене вăрăм туса, яланах сывă усра, пур ырă ĕçĕсене те вĕсенне ӳсĕнтерсе пыр. СТИК. Паян ĕçе пĕр те ӳсĕнтерсе ĕçлеймерĕм. Сегодня у меня работа не клеилась (не спорилась).

ăнман

неудачный, неудачливый. Сред. Юм. Эй (произн. в нос с почти закрытым ртом) ăнман пăру! (Брань). Изамб. Т. Акă манăн пĕр ăнман Илче ятлă ывăл пур. Вот у меня есть один неудачный сын, по имени Илче. Чăв. й. пур. Вăл Микканăн халĕ икĕ ывăлĕ пур, икĕшĕ те ăнман, хăне хуман, икĕшĕ те чăрсăр, кампа килчĕ, унпа тӳпелешеççĕ. У этого Николая два сына, оба дурные; не по нему пошли; оба придирчивы, с кем попало схватываются. Ст. Чек. Ăнман çын, злой человек (таса мар ăш-чиклĕ çын). IЬ. Ăнман япала = начар япала, плохая вещь. Ист. церк. Франк çыннисем суя тĕне тытса пурăннă, пит вăрçа юратакан çынсем, усал, ăнман çынсем, этеме хĕрхенмен çынсем пулнă. О сохр. здор. 90. Анчах тĕп-сакайĕ аяккисенче усал, ăнман, пăнтăхакан, çĕрекен тăпра ан пултăр. Альш. † Ăнман çынпа çул çине ан тух, ырă улпут пек пуçна çухатăн. С дурным человеком не выходи в дорогу — потеряешь, как добрый барин, голову. N. Ăнман çын, несчастный, глупый. СПВВ. ИФ. Ăнман — пит ăслă мар, кăшăт тăн-тантарах. Ашшĕ çиленсен: эх, ăнман ачупăчу, çавна та тума пултараймас! Е япала çухатсан, тупаймасан, çапла калаççĕ. П.И. Мĕн турăн капла, ăнман, тесе калать, тет, амăшĕ. Что ты сделал, глупый! говорит ему мать. N. Ух та вырт кăмака çине, ăнман, тесе каларĕç тет вара (дураку). N. Ку улпут курать, тет те: эй, ăнман, ăçта кĕнĕ! тесе, хăй кĕпи-йĕмне хывса, кĕрет, тет

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

ăслă

(ŏслŏ, ы̆слы̆), умный, даровитый, способный. Беседа чув. Çаксем çинчен калаçнă чух, вăл ăслăраххăн та, пĕлекен пек те курăннă. Сир. 238. Пур ырă ăслă çынран ăс ыйт. Алекс. Нев. Ăслă-ăслă улпутсем.

ăстăмах

рай. Описка вм. ăçтăмах? Макка 206. Эй турă ырă кун-çул парăсăнчĕ, леш тĕнчере ăстăмах парăсăнчĕ (= лайăх вырăн парăсăнчĕ).

ăш канни

удовлетворенность. Юрк. Ырă çимĕç çинни (= çини) хăнах аван пулат-çке: тутă çӳретĕн, ăшă канат. От хорошей пищи тебе же хорошо бывает: ходишь сытым и удовлетворенным. ЧП. Ăш канни. Удовлетворенность. Альших. Унăн, темĕн чухлĕ вĕренсен те, ăшĕ канмас. Сколько бы он ни учился, ему все мало.

ăшă

тепло. Т. VI. 7. Ăшă ăмăшĕ, ăшă хаярĕ... Мать тепла, зло тепла (божества). N. Ăшă тăрать, стоит теплая погода. Н. Седяк. † Ял вĕçĕнчен шыв юхать — сивĕ те пулсан, ĕçмеççĕ; ял варринчен шыв юхать — ăшă та пулсан, ĕçеççĕ. У конца деревни течет вода но, хотя, она студеная, ее не пьют; по середине деревни течет вода но, хотя, она теплая, ее пьют. Бгтр. Ăшăпа сивĕ тавлашнă кун (Христоса хирĕç тухса илнĕ кун) ăшă пулсан, малалла ăшă пулать, теççĕ. Если в день, когда борются холод с теплом (в сретенье), будет тепло, то и потом будет тепло. N. Тата хăш вăхăтра, çав хĕвел ăшшинче çывăрнă чух, ăна кашкăр та тытат, тет. Иногда, когда он лежит на солнцепеке его и волк ловит. Шурăм-п. Вăл та ăшăпа аптранă. И он замучился от жары. КС. Ăша ăшă çаппĕр (согрелся). Нюш-к. Ăшша курса, юпăнч ил (тумтир тавраш, пӳркенмелли илме хушать). Глядя на тепло, бери покрывало. (Послов.). N. Нурăс уйăхĕ теççĕ, кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран. Месяц нурăс называют так потому, что в этом м-це время идет к теплу, и становится сыро. Альших. † Кайрăм Пăла тăршшине, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пошел на Булу (речка), зашел в тепло леса. Янбулат. † Порçăн тотăр поç ăшши, çак ен хĕрсем чон ăшши. Шелковый платок согревает голову, девушки этого края ласкают (согревают) душу. Сред. Юм. Ăшша хĕрĕнсе тохнă. Вышел, рассчитывая на тепло. Ib. Ăшша тохрăмăр. Мы вышли на тепло. т. е. дожили до тепла. Т. М. Матв. Ăшша çĕлен иленнĕ, теççĕ. К теплу привадилась змея. (Послов.). N. Спаççипă турра, ăшша тухрăмăр (дожили до тепла). || Жара. N. Чĕкĕнтĕре самай чечеке ларнă вăхăтра ăшă тиврĕ. Свеклу взяло жаром как раз в то время, когда она расцветала (так говорит хозяин). N. Эпĕ мĕнле ăшша та сивĕтетĕп, пĕр çухрăмран пĕçерекен ăшша та сивĕтетĕп. Я могу какое угодно тепло остудить; за целую версту я могу остудить самую горячую жару. Макка 202. Вĕсене сӳнтермесен, тыррапулла ăшă тивет, теççĕ. Если не потушить (огонь), то, говорят, хлеба возьмет жаром. Сала 305. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. Если во время праздника «çинçе» влезешь на постройку, то, говорят, хлеба возьмет жаром. В. Олг. Ăшă (ŏжŏ) тисерчĕ(=тиврĕ). Жаром хватило (о хлебе). Регули 1059. Выльăх ăшăран ништа кайса кĕме пĕлмест. Скотина не знает, куда деться от жары. || Сила, внутренний жар. N. Пĕтнĕ ĕнтĕ (одряхлел), ăшши çук. Нет силы (у старика). || Лупцовка, verberatio. Завражн. Пĕрре, тытса, ăшă пачĕç. Пĕрре ăшă парам-ха! Раз поймали и задали лупцовку. Задам-ка раз лупцовку. || Теплый. Якейк. † Çак коккăрта çил ăшă; çил ăшă мар, хĕр ăшă: чон йоратнă хĕр ăшă. В этом углу теплый ветер; ветер не теплый, а девица теплая: сердечно любимая девица теплая. К.-Кушки. Турăран савăнăç ыйтатпăр, ăшă çумăрне пар, тесе. Просим у бога радости, чтобы он дал (нам) теплого дождя. N. Çуркунне хĕвел çӳлелле хăпарать те, кунсем кунсайранах ăшă та ăшă пулса пыраççĕ. Весной солнце поднимается высоко, и с каждым днем становится все теплее и теплее. О сохр. здор. Ăшă тумтир. Теплая одежда. N. Ăшăрах, тепловатый. Н. Карм. † Çак тăванусем патне салам ярсан, кăнтăрлахи ăшă çилпе яр. Если будешь посылать привет этим родным, то посылай его с теплым полуденным ветром. Орау. Ăшă çăккăра ватă çынăн та шăлĕ витет. Теплый хлеб и у старого человека зуб берет = теплый (свежеиспеченный) хлеб и старику по зубам. Ib. Паян ăшă тăман лаплаттарать анчах. Сегодня идет хлопьями сильный снег. Юрк. Эпĕ унта ăшă çĕрте-кăна çĕлесе ларăтăм; хуралла-мĕне шăнса çӳремĕтĕм. Я бы там сидел в теплом месте и не ходил бы в холод сторожить. || Шибач. Ăшă апат. Горячая пища. || Приветливый, сердечный, теплый, ласковый. Хурамал. † Чĕлхĕрсемех çемçе, питĕр ăшă, калаçассăм кисе(= килсе) тăрать-çке. Беседа ваша мягкая, лицо приветливое, так и хочется говорить (с вами). N. Аллăран курка памасан, ăшă (scr. ăшĕ) сăмахĕ пулинччĕ. Если и не даст из рук чашку, то пусть (у нее) было бы приветливое слово. Такмак. Авалхи йăлапа тухрăм туя. Ăшă питпе (ласково), тутлă чĕлхепе пире хапăл тăватра? По старинному обычаю вышел я на свадьбу. Примите ли вы нас с приветливостью на лице, с сладким словом? Якейк. Ăшă çын нумай та, но Якку амăш пек ăшă çын орăх топас çок (противоположное — сивĕ çын). Ласковых людей много, но ласковее матери Якова не найти. Янш.-Норв. Унпала нихăçан та ятлаçмаççĕ, ялан унпала ăшă сăмахне анчах калаçаççĕ. С ним никогда не ссорятся, всегда говорят с ним ласково. Юрк. Виç хутчен пит ăшă-кăна чуп туса илчĕ. Три раза поцеловала меня так мило. Альш. Ăшă сăмах, приветливое слово. N. Ăшă сăмахсем те кăлаççа илеççĕ. И поговорят приветливо. Якейк. Ырă кăмăллă, ăшă çын, добрый, ласковый человек. || Приятный. Бюрг. Ăшă ыйхăран çынсем вăранччăр. Пусть люди проснутся от сладкого сна. Юрк. Сыв пулса тăр халĕ. Ăшă хыпар кĕтсе юлакан тусă Ив. Юркин. Пока будь здоров. В ожидании доброй вести твой друг Ив. Юркин. Собр. 210. † Иртет ĕмĕр, иртетех ăшă ăйхăра курнă тĕлĕк пек. Проходит век, как приятный сон. N. † Пиртен ăшă хыпар çитсессĕн, çумăнти мăшăрна илех пыр. Получив от нас приятную весть, возьми свою жену и приезжай. || N. Ăшă пăрçа çитер. Угощать свинцовым горохом (ружейным огнем).

ĕмĕт

(ӧ̌мӧ̌т', э̆мэ̆т), надежда. Макка 133. Мĕскенсем, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитсе кураймасăрах вилчĕçĕ. Бедные, умерли, не дождавшись исполнения заветных надежд. Сёт-к. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитрĕ, эп каллях сирпа (= сирĕнпе) пĕрле. Надежда исполнилась, я опять с вами. N. Мала ĕмĕт пултăр, ырлăх-пурăнăç ытла-çемĕн ытла пултăр. Пусть будет надежда на будущее, и пусть благоденствие растет. Ст. Чек. Ĕмĕтӳ çавă пултăр! Пусть у тебя кроме этого (что ты показываешь, или чем хвалишься) ничего и не будет! (говорят проклиная). Ст. Яха-к. Пирĕн ĕмĕтленнĕ ĕмĕте çитер. Исполни нашу надежду. (Моленье). N. Мала ĕмĕт ту, надеяться. N. Ĕмĕтленмелĕх ĕмĕтне çухатнă çын. Человек, впавший в отчаяние. Ч. П. Ан мухтанăр сăнăрпа, ĕмĕтĕр юлĕ ун çине. Не хвалитесь своей красотой: при ней только и останетесь. Сир. 22. Хĕнхур çинче пурăннă чух, ырă пурăнăç ĕмĕте килмест. С. Ĕмĕт тунине ĕмĕте çитер. Приводи надежду в исполнение. (Из молитвы). N. Ăна кура пурне те ĕмĕт кĕчĕ. Благодаря ему, у всех явилась надежда. Шихаз. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм те çитмер-çке! (= çитмерĕ-çке) тесе, макрать. Плачет о том, что не исполнилась его надежда. Б. Эсĕ унăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕн. Ты исполнил его надежду. Якейк. † Хорама пĕкĕ хуçăлчĕ, хора хĕр ĕмĕч хуçăлчĕ. Вязовая дуга изломалась, у черномазой девченки пропала надежда. Череп. Сирĕн мала ĕмĕт пулас. Кажется, у вас есть беременная женщина (или: будет ребенок). Пазух. Эсĕ мана пĕлетĕн-и? Мала ĕмет тăватăн-и? Эпĕ сана пĕлетĕп пĕрле пурăнар, теетĕп. Знаешь ли ты меня? Имеешь ли надежду на будущее? ― Я тебя знаю, рассчитываю жить с тобою вместе. Юрк. † Эсĕ мана пĕлетне? мана (sic!) ĕмĕт тăватна? ― Эпĕ сана пĕлетĕп, пĕрле пурăнар, тиетĕп. N. Ĕмĕтĕртен ан тайăлăр. Не отчаивайтесь. Шурăм-п. № 25. Нимĕн тума аптăранă енне юмăçа та кайса килеççĕ. Анчах хăйсен ĕмĕтне лăплантараймаççĕ. Икково. Ĕмĕтре пор-ха çанта каясси. Есть надежда пойти туда. Способность насытиться. Ст. Чек. Тăранаймастăн пулĕ ĕнтĕ, ĕмĕтне çинĕ! (говорят человеку, жадному на еду).

ĕшкĕрт

(ӧ̌шк'ӧ̌рт'), просить, заставить отчитывать. Хыпар № 12, 1906. Çемьере пĕрерĕш чирлесен-тусан, турра, тăрса, кĕл-тăвас вырăнне, часрах, васкаса, мулла патне ĕшкĕртме чупать. || Подговаривать, науськивать (кого). КС. То же слово у СПВВ. Орау. Ĕшкĕртес (ӧ̌шк'ӧ̌рд'эс), науськивать. Хыпар № 40, 1906. Тата ĕлĕк халăх пĕлменнипе ырă курса пурăнакансем халăха панă ирĕке каялла илме ĕшкĕрте пуçланă.

явăк

мягкий. Упа 577. † Урама чупса тухмашкăн урара пушмак пулмарĕ; ырă çын ачипе паллашма чĕлхем явăк пулмарĕ.

ялан

всегда, постоянно, все время. Юрк. Ялан пĕр манирлĕ тăрса. Б. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то никогда не будут бранить деревенские старики. Сала. † Çак хуçанăн хăни мĕншĕн шавлать? ― Ялан пылпала эрех ĕçнĕрен. Почему гости этого хозяина шумят? — Потому что все время пьют водку с медом. Регули 1536. Вăл ĕлĕк ялан онта çӳрет-чĕ. Раньше он постоянно туда ходил. КС. Ялан çияла тухса пырать. Все время берет верх (в споре). Изамб. Т. Сана миçе каланă: тапак ап турт, тесе; эсĕ ялан туртатăн. Сколько раз говорили тебе: «не кури табак», а ты все (время) куришь. Утар. Ĕнесене яланах вара йăтса тăратрăмăр (поднимали), тăраймарĕç пурте (не могли вставать, от болезни). || Всё (т. е. все время). N. Илмелле те, ялан манап. Надо взять, но я все забываю; все каждый раз забываю. Орау. Ялан ĕçкелесе çӳреймĕн çав ĕнтĕ. Не всё же будешь пьянствовать. Юрк. Пупĕ, вăтанса, хăни умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр (пулас маршăн), ялан ыйтасса анчах пĕлет: манăн балыка кӳрсе парăр, тет. || В песнях иногда употребляется только для заполнения стиха. Макс. Чăв. К. I, 68. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! N. † Аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! Альш. † Ăйхусем килсен, вырт та çывăр, ялан тăрăх саккăн тăршшĕне. А. П. Прокоп. † Хучĕсем шурă, çыру хура, ялан писсăр-тияк аллинче. Мусир. † Çуллен хăта килменнине кăçал хăта килчĕ те, ялан парас, терĕр пуль. Сала. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, ялан мерчен суйларăм. Хыпар № 36, 1906. Удельныйĕн хыçĕнче ялан удел капанĕ. || Иногда служит для выражения недостающего многократного вида глаголов.

янлат

(jанлат), звенеть. Сред. Юм. Вăрманта сас янлатса илтнет (= илтĕнет). IЬ. Хăнкăрава тимĕр япалапа çапсан, ȏ янлатать. Якейк. Утсам ачисам йорлани киле янлатса илтĕнет (звонко доносится). Сред. Юм. Сылтăм хȏлха янлатсан, ырă хыпар илтет, тет; сȏллахаййи янлатсан, ȏсал хыпар илтет, тет.

янăр

(jаны̆р), звучать. Тюрл. См. янăра. Ч.С. Çавăн чух пĕтĕм ял ачасен сассипе янăрса-çеç тăрат. В то время вся деревня бывает полна звона от молодых голосов. IЬ. Лашасĕм хытă пынăран аслă çул янăрса-çех тăрать. || Янш.-Норв. † Кĕлетĕ умне янăрса тăракан кашта çак, янра кашта çине чăпар куккук илентĕр. Чув. сборн. 49°. Сылтăм хăлха янăрсан, ырă хыпар илтессе, теççĕ. Если звенит в правом ухе, то, говорят, это к доброй вести.

янкăра

(чит. ҥгра), то же, что янăра. Собр. 376°. Сылтăм хăлха янкăрасан (если звенит в правом ухе), ырă хыпар илтет; сулахай хăлха янкăрасан, усал хыпар илтет. То же сл. в Пшкрт.

янтра

(чит. яндра), звенеть. В. Олг. См. янăра, янтăра. Якейк. Шапа сасси янтраман, Мари сасси янтранă (дурная слава о Марье). Ч.С. Хай кĕвĕçсем калама тапратаççĕ. Çынсем пурте вара юрлаççĕ; вăрман вара янтраса анчах тăрат. Музыканты начинают играть; все (присутствующие) люди поют; звон стоит в лесу. БАБ. Йĕки (у херт-сурт__) кĕленче пек янтраса тăрат (во время пряденья). Т. IV. Сылтăм хăлхи янтрасассăн, ырă хыпар илтет, теççĕ. Если в правом ухе звенит, то, говорят, к доброй вести. Упа 627. Малтан кăшкăраччĕ те, пĕтĕм вăрман янтраса каяччĕ (лес наполнялся звоном). Абыз. Çĕлен (змея) тăхăр çухрăмран янтраса килет. С.-Устье. Хайхи хăрах куçлă хĕр пăшалпа печĕ, тет. Салтак хулхи çумипе янтраса иртсе карĕ, тет. || Пустовать. Кан. 1928, № 246. Çурчĕ халĕ сивĕре пушах янтраса ларать.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ятлă

(jатлы̆), имеющий имя. Макка 54. Пирĕн ялăн уйсем пурте пĕр ятлă мар, темиçе тĕсли те пур. IЬ. 59°. Пирĕн ял Уравăш ятлă; çырма хĕррине ларнă та, çавăнпа çапла ятлă пулнă. Чаду-к. Ачи мĕн ятлă пулчĕ? Орл. II, 239. Икĕ аманăн пилĕкшер ача, пурте пĕр ятлă. (Пурне). Ч.С. Мирун ятлă çын. Человек по имени Мирон. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Как вас зовут? НАК. Çав ялта çапла ятлă (такой-то) çын хĕрне парать (замуж выдать хочет), тет. N. Ăна Эммануил ятлă хурĕç. Ч.С. Ку ачана эпир «Илюшка» ятлă хуратпăр, терĕ. Сюгал-Яуш. Вара кайран мĕн-мĕн ятлине çыра пуçларĕ. А потом начал писать имена. Богдашк. † Сăрисем те сăра ятлă иккен, сăрисем те пылтан тутлă иккен; хуçисем те хуçа ятлă иккен, хусан купсисемпе тан иккен. Латыш. Турă умăнче ырă ятлă пуласшăн (чтобы угодить). || Пользующийся авторитетом; чиновный; знаменитый. Бурунд. † Ялта ятлă çын пулсан, пилĕк пуспа ан виртле. Изамб. Т. Ятлă çын; так назыв. сельского старосту, десятского, сотского. . Ятлă çынсене чĕнсе килĕр. Ходар. Ялта ятлă çын пулма пар. (Из моленья чӳклеме). Хыпар № 15, 1906. Вечера халăх вăрçă çинчен, вăрçакан халăхпа килĕшесси çинчен, çĕнĕ закон кăларасси çинчен, ятлă çынсем суйласси çинчен канашланă. || Именной; определенно назначенный данному лицу. М. П. Петр. Ятлă курка — именной ковш. Микушк. † Ял-ял урлă килтĕмĕр, ятлă парне илмешкĕн. (Свад. п.). N. † Ял-ял урлă карăмăр ятлă кĕпе тăхăнма. || Славный. Ч.П. Ятлă — славный. || Ывăлсем ятли, тот человек который носит то же имя, что мой мл. деверь. (См. ывăлсем). Хĕрсем ятли, тезка моей мл. золовки. (См. хĕрсем). Буин. у.

енелле

(jэн'эл'л'э), по направлению в сторону от... В лит. языке ― еннелле, но одно н не произн. Шурăм-п. № 19. Унашкал тутлă апат пирĕн енелле анчах пĕçереççĕ пулĕ, тетĕп. Думаю, что такое вкусное кушанье варят только в нашей стороне. Сала 106. † Хура вăрман ăшне путек ятăм, хăш енелле кайнине пĕлмерĕм. Турх. † Çӳлти пĕлĕт енелле ырă ĕçкĕ тăвĕçĕ.

йышăн

(jыжы̆н, занимать (место). Шорк. Пирĕн ачана вĕренме ярас та мар пулĕ, ахалех вырăн йышăнса ларать (занимает место), нимĕн те вĕренмес. . Ку йывăçа касас, мĕн вăл ахалех вырăн йышăнса лартăр, ӳсесси çук. Ягутли. Хăйсен йăвисене йышăнаççĕ (птицы, прилетающие с юга). N. Тата хăшĕ-хăшĕ: вăл хăй ĕмĕрне пит аван ирттерчĕ, нумай ырă курса пурăнчĕ, çын ĕмĕрне те йышăнчĕ, тесе, калаçкаласа пыраççĕ. (Говорят о покойнице идущие за гробом). || Избрать. Изамб. Т. Усем малтан пĕрер ят йышăнаççĕ. Сначала каждый из них избирает для себя какое-нибудь имя, название (в игре). || Принимать, присвоить, признать за свое. Сборн. по мед. Е хăвăртрах пĕтĕм алла кастарса пăрахас пулать, е хăтăлма çук вилĕме йышăнас пулать. Ч.С. Юман патне çитсен, малтан: выльăхсене уй чӳк юманĕ йышăнать-и? тесе, курăк çине ярса пăхаççĕ. Выльăхсем курăк çисен: чӳк юманĕ йышăнать, теççĕ; çимесессĕн: выльăхсене курăкне çиме хушмасть, çавăнпа йышăнмасть пулĕ, теççĕ. (Уй чӳк туни). Т. IV. Кĕшерни каç çурт алăкĕсене, чӳречисене пурпа хĕрес туса çӳремесессĕн, усал йышăнат, теççĕ. Шурăм-п. № 26. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче çăлтăрĕ пур, теççĕ; хаçат та, тухма пуçласан, пĕлĕт çинче çăлтăр йышăнать-çке вăл. Ст. Шаймурз. Шапка невидимкăпа, сапог самохода йышăнатпăр, самолетни ковера йышăнакан çук. || Принять во внимание. N. Пирĕн ĕç темĕн чул кирлĕ пулсан та, йышăнмасăрах хăварать (не рассматривает наших нужд).

юман-йывăç

дуб. Чăв.-к. † Юман йывăç пит хытă, касса турпас тухмарĕ. || Назв. божества. Чув. тексты № 2, 459. Ырă уйăх-хĕвел, çĕр-шыв, юман-йăвăç, пурте çырлахăр! (Из «чӳклеме кĕлли». Изванк. Çырлахăр пур киреметсем, кĕлĕсем, хĕрт-сурт, юман-йăвăç, çĕр-шыв, уйăх-хĕвел, Хăрпан, çырлахăр! (Из моленья).

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

юна

йона, (jуна, jона), грозить. Ст. Чек. Тек юнаса çӳрет, грозит. Пшкрт. Вăл она хэ̆н'ӓмӓ jонат-хал'ы̆. Сёт-к. Йонаса порнать. Таит злобу на кого-нибудь. СПВВ. Юнас, угрожать. Якейк. «Вăл мана йонать (= вăл мана мĕн-те-полин осал тăвасшăн)». Посл. 15,23. Вăл хирĕç тавăрса усал каламан; асапланнă чух та юнаман. Истор. Ăна епле-те-пулин вĕлерес, тесе, йонанă. Ib. Пире иксĕмĕре Василькопа Владимир Мономах юнаççĕ, тет. Сир. 50. Епле арăслан тупăш сыхласа çӳрет, çавăн пек çылăх та усал тăвакана юнаса çӳрет. || Грозить рукою. Сред. Юм. Алăпа йȏнать, пӳрнепе йȏнать. Çĕнтерчĕ 59. Турăш кĕтессине чышкипе юнаса. Сунчел. Ашшĕ ачисене пӳрнипе юнанă пек, вĕсене ырă пултăр тесе, хăратса юнат.

юптар

(jуптар), отводить в сторону. Çиç. çиçрĕ, кĕм. 29. Çакăнтан аякка Ульки кинемей хăй пуçĕнче, çавра çил пек, пăтранса çаврăнакан шухăшсене юптараймасть те. || Говорить намеками; морочить. . Чăн сăмаха суяна юптараççĕ. Серьезное обращают в шутку. Хурамал. Юптарас — пĕр япала урах тĕрлĕ калас. Ар-çури. Йоптар, морочить. Трхбл. Юмах ятăм, юптартăм, Ентипене чĕкĕртрĕм. (Çатма çине икерчĕ сарни). Сёт-к. Йомах ярăп, йоптарăп, олшу çолпа чоптарăп, йомăç котне чĕçкĕртĕп. N. Ку темĕскерле çын капла, пăрмаях (всё) юптарса калаçать. Ку, путех (вероятно), ырă çын мар пулĕ. N. Юптарса каланă юмахсем, загадки. Шурăм-п. № 23. Юптарса калани. Загадки и пословицы. Сказки и пред. чув. 113. Юмах ярать, юптарать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе (çук япалана пур туса, преувеличивая) калаçат, е тăрăхласа, мăшкăлласа калаçат, çавă ĕнтĕ юптарса калаçни пулат. Чебокс. Юптарса = иносказательно. Т. VII. Кăна (эту басню) юлхав çынсем çинчен юптарса каланă. Псалт. 77,2. Юптарса калаçма çăварăма уçăп. || Обманывать. Шибач. Йоптарса (чăсса) ятăм — обманул. СПВВ. Юптарать, обманывает. Синерь. Мĕнле капла пĕр кайăксăр киле таврăнăп-ши? тесе, калать, тет каям та, персе илем; унашкал юптарса яракан кайăк нумай пулĕ, тесе калать, тет.

йопсарти ырă

назв. духа. Магн. М. 90. М. Васильев. Юпсарти ырă, божество 7-го разряда.

лара

книзу донышком. Салагаево. Тата кашки (брошенная ложка) лара пулсан, ырă курать, теççĕ; кашки ӳпне (вверх донышком) пулсан, вилет, теççĕ. (Гаданье).

ларма

проживанье в гостях (с работой, о девицах). Чăв.-к. † Лармаран лармана çӳрерĕм, сирĕн пек ырă çын курмарăм. Изамб. Т. Ваçилей тете патĕнчи Михаля хăта хĕрĕ: лармаран каяс, тесе, калат, тет. Пазух. Ай, пултăрки (пултăр — свояченица) ялтăрки, аку патне ларма пыр, шур пĕремĕк çимешкĕн.

ларма лар

гостить у родни (см. ларма). С. Дув. † Сирĕн сĕтел ури (вар. урисем) саккăр иккен, уйăх ларма ларса эпĕ курмарăм (вар. курманччĕ); лармаран лармана эп çӳрерĕм, сирĕн пек ырă çынна эпĕ курмарăм. || Посиделки. Альш. Хĕрсем ларма ларни (посиделки). Пĕрре хĕрсем каçхине çăм авăрлама пуçтарăнаççĕ, тет.

лӳк

то же, что йӳп. ПТТ. Çак тĕрлĕ халăх пухăнса, çак тĕрлĕ хисепленипелен те лӳк курмасассăн, урăх вара тĕрлĕ-мерлĕ ыйтса ан аптăратăр. (Из моленья в калăм-кунĕ). Ib. Питĕркке, çырлах, лӳк кур, ырă сунса сана ĕçкĕ паратпăр! (Питĕркке шăтăкĕ).

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

мая яр

направлять. Изамб. Т. Ĕçе мая ятăм. Я направил дело как следует. Ib. Пурана мая ятăм. Я привёл сруб в порядок. N. Ăс тупса, пурăнăçне пĕр мая ярать. Трахома. Ырă çынсем хушнă тăрăх тӳрлететĕп, тӳрлететĕп, мая ярса пулмасть ахăр лекĕр патне каймалла пулĕ. См. вилĕ-чĕрĕсем.

Малехер

назв. местности. НТЧ. Малехер ятлă ката (туда относят ночью остатки от жертвенных кушаний, пух уток и гусей, кишки и шкуры животных, принесенных киремети). Вăл ката пиртен пĕр çухрăма яхăн; ун ăшĕнче яланах хур кăвакал тĕкĕсем, путек тирĕсем вырткаласа çӳреççĕ. Аслă ырă çав катара пурăнать, теççĕ. Çав ката таврашĕнче чăвашсем суха сухаланă чух та лашапа пит çухрашма юрамас, теççĕ, часах тытать, теççĕ.

манăçа юл

(–за), приходить в забвение. N. Телей курса пурăннă чух хĕн хурлăх манăçа юлат; хĕн-хур çинче пурăннă чух ырă пурăнăç ĕмĕте килмест (не вспомнится).

мехел

(мэhэл’), возможность. Хурамал. Хамăн мехел çитсен пырăп-ха (= ĕçрен пушансан). Ib. Хам мехелĕмпе (когда время будет) хамах пырăп-ха, эс кая тăр (ты пока ступай). Тюрл. Мехел полсассăн, хамах çавăрăнса çитĕп. Приду, если будет свободное время. Питушк. Манăн мехеле кĕт пăртак (подожди). || Шибач. Мехелпе каять. Тихонько идет. Ир. Сывл. 33. Ĕçне тума мехел çук. Орау. Мехел çитимаçть-ха унăн, теççĕ, ĕçе час тытăниман çынна („нет предприимчивости“). Ib. Ăйхран тăрса, урине час сыриман çынна: мехел çитимаçть, теççĕ. СПВВ. ПВ. Мехел — мехелли çитсессĕн. СПВВ. Х. Эпĕ тавăрăннă мехелте (во время). СПВВ. МА. Мехел çитмесĕр (= вăхăт çитмесĕр) ăçта каян? теççĕ. СПВВ. МА. Ним мехел çитмерĕ. СПВВ. Тем мехелтен, почему-нибудь. Орау. Пир(ĕн) ачасем этем пулас çынсем-и вăсем? Çынсен ачисем тахçан, кĕтӳ кайичченех, тăрса, унта-кунта кайса килеççĕ; пирĕн хăйсен мехел çитмесĕр нихçан та вырăн çинчен те тăмаççĕ. Юрк. (Масар). Тĕнченĕн мехелĕ çапла куран: пĕри пĕтнĕ çĕре тепĕри пулса тăрат (ко времени погибели одного возникает другое). Ib. Этем ывăлĕ-хĕрийĕн мехелĕ çапла, куран. Ib. Пурăна-пурăна çав тĕрĕк çыннисем пулăхар (так!) ячĕпе çӳренĕ вăхăтра, çыру мехелне те пĕлсе çитнĕ. Шор-к. Шăпăрçă шăпăрне калама пуçличчен, ачасене хĕрлĕ-çӳçе холли (вербу) хуçма яраççĕ. Çав холăсене хуçса килсен, шăпăрçă, хăвăту (= хăйĕн) мехелпе, шăпăрне калама пуçлать. Регули. 1278. Хва мехелпе килет. МПП. Мехел, сила, способность. || Милость (неправ. толкование). Альш. Туррăн мехелĕ пулсан, кăçал та алла тырă илĕпĕр-ха. ЧП. Пари халĕ турри, ел пами халь, кĕтер халĕ туррăн мехелне (здесь СПВВ. поним. в см. кăмăл). Кратк. расск. 7. Авраам, ĕмĕтне татмасăр, кĕтсе пурăннă турă мехелне. N. Эпĕ санран урăх çыру вăл-ку илме ĕмĕт тумасаттăмччĕ, анчах тепле масарла тата турă хăй мехелне çавăрчĕ. Альш. † Акрăмăр та тулă, парĕ-и ха турă? Кĕтер-ха туррăн мехелне. Юрк. † Ырă курам, тесе, пит ан васка, мехелĕ епле çаврăнат. См. Paas. 85.

муклашка

моклашка, глыба земли, камня. N. Мĕн пур муклашкасем чăх çăмарти пек анчах тăрса юлччăр; унсăрăн муклашка айĕнчи тырă шăтса тухмасăрах выртса юлать. Кан. Сăртсенчен питĕ пысăк муклашкасем катăла-катăла аннă. || ЙФВ. † Атти ывăлĕ пуличчен, чул муклашки пулас мĕн, ырă шу тĕпĕнче выртас мĕн. || Чурбан, обрезок дерева, кряж. КС. Муклашка, кряж (хăма валли çураççĕ, пилят на тёс; больше обыкновенных бревен; креш – больше, чем муклашка). Енеш-к. Тата тепĕр моклашка вотă илсе каяççĕ. Панклеи. Моклашка, çил вĕрнипе, йоман çомне çаплах шаккаса тăрать. Хĕрĕ: атти шанкă хоçать-ха, тесе, çаплах серте (снить) татса çӳрет. МПП. Муклашка, болван. || Шишка. Чертаг. N. Пуçа (у меня) чăмăр пек муклашка тухрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне: мôклашка çиç хăй, çапах пит çохрать, теççĕ (сам маленький, а кричит куда как громко). || N. „Муклашка“ даже маленькое утолщение, напр., на конце спички. || Толст. Муклашка, кусок металла. || Регули. Он пирки мана моклашка ларчĕ. Из-за него мне попало. || ПВЧ 132. Пуç муклашки (череп) купташки, ăçта çитсен çурлĕ-ши?

мул

мол (мул, мол), деньги, клад, богатство, имущество. Менча Ч. Мул тусассăн, мул тытмашкăн мул перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). Микушк. Мул, богатство, заключающееся в деньгах. Изамб. Т. Унăн мулĕ пысăк (много денег). Слеп. Мол петне (= патне) мол хошма патăр. Çорт петне çорт хошма патăр. Альш. † Çак хуçанăн пуянне, мулне сума (сосчитать) килтĕмĕр. Сорм-Вар. Ывăлĕ, килне кайса, аслă ашшĕне сурăхсене те пачĕ, мулне те пачĕ. СТИК. Ĕлĕк укçасене панка (паша) мĕне хура пĕлмен, теççĕ ват çынсем; ĕлĕкхи çынсем, вăрласран хăраса, укçисене ниăçта хура пĕлмесĕр, кăкшăмсем çине хурса, çĕр айне пытаратчĕç, тет. Укçан хуçи, çухатсан, вăл усала ерсе, темĕскер пулса çӳрет, тет. Пĕрре çапла пĕр хĕрарăм çырмара кĕпе çуса тарат, тет. Ун патне пĕр хура кушак пырат, тек шăлкăнат. Ку арăм кушака хăвалат, хăвалат — каймаст; вара кĕвентепе пат тутарат та, кушак, чанкăр! туса, укçа купи пулат тăрат. Н. Тим. † Шурă хута хутласан, мул пулмĕ. Богдашк. † Атте-анне йĕрет хăй мулĕшĕн, эп(ĕ) йĕретĕп хамăн çамрăк пуçăмшăн. N. Ĕçлесен, сума мул пулĕ. Чăв. й. пур. Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Собр. Хусан çырми шур çырма, шур çырмаран мул тухать. N. † Лавккаран супăне иле-иле, атте-анне мулне эп пĕтертĕм. Ст. Чек. † Ырă ут умне хурсассăн (утă), алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. („Образное выр.: „алсипе“, как будто во время еды конь выплевывает деньги; в действительности „ырă ут“ дает „алси тулли мул“ после продажи: алсипе-алсипе ырă ут çисе ярĕ те хăне мăнтăрлатса сутсаи, „алси тулли мул хăварĕ“).

мункаç

(мунгас’), повидимому, заяц. Н. Карм. Сан мункаçу та куян тытать (рăскаллă çынна калаççĕ). Что такое „мункаç“, здесь не знают. Ст. Шаймурз. † Ырă пурсуйна хире ертсе ан тух, шурă мункаç пуçне çухатăн.

мăн-кĕл-илен

назв. божества. Альш. Ман-кĕл-илен: „аслă кĕлле, тарахса тăвакан кĕлле, пысăк кĕлле илекен турă“, тени пулать. Ib. Ырă паран мăн-кĕл-илен, савса панине савса ил, айван кĕллĕмĕре хапăл ил; çунатлă кайĕкĕпе тав тăватпăр, пуççапатпăр, ăшă питĕмĕрпе, тутлă чĕлхемĕрпе. Ib. Мăн-кĕл-илене çунатлă кайăк.

мăскал

золотник. Зап. ВНО. Н. Седяк. Мăскал, золотник. Перев. Мăскал сахал пулсан та хаклă, тесе ахаль каламан пуль çав. Сборн. по мед. Чир кĕрессе пăтпа кĕрет, тухасса маскалпа тухать, теççĕ. N. Улма йывăç кашăк сăрлама вуникĕ мăскал сăр кирлĕ. АПП. † Калаçакан çынсем тек калаçчăр, маскал çурă çук çылăхăм. Сенчук. † Мăскал-мăскал сар пурçăн, сĕвем вăрăм килинччĕ. || Маленькие весы с золотниками. Зап. ВНО. N. Мăскал çине хурса виçнĕрен. Пазух. Тăванçăм, тăванçăм ырă улпут пек, мăскала хунă пурçăн пек.

мăшăр

(мы̆жы̆р, мŏжŏр), пара; парный. N. Пĕр мăшар лаша. N. Пĕр мăшăр çăпата. N. Эпĕ халь икĕ мăшăр атă ватрăм. N. Кашкăр кашкăр хыççĕнех каять, теççĕ, упа упа хыççĕнех утать, теççĕ, пурте хайпăр хăй мăшăр пулать, теççĕ. Сборн. † Мăшăр кайăк чĕппи хăй юлташне çĕтернĕ. Ib. † Мăшăр пăчăр чĕпли ниçта каясса пĕлеймест. Манăн аттепе анне хĕрĕ ниçта каясса пĕлеймест. (Хĕр йĕрри). М. Тув. † Мăшăр-мăшăр хур-кайăк какăлтатса пыраççĕ; мăшăр-мăшăр хĕрпе каччă пăшăлтатса пыраççĕ. Чуратч. Ц. Пирĕнпе пĕрле вылляс мăшри çук, вăл вăя мăшăрлăн анчах вылляççĕ. Регули 1041. Прер мăшăршар (мăшăр) илтĕмĕр. N. Мария пур тĕлĕшрен те упăшкине тан мăшăр пулнă. Шемшер. † Эпир килтĕмĕр мăшăрпа, хамăр килтĕмĕр толтартмăр. К.-Кушки. Эпĕ унта алса çухатрăм мăшăрĕпех. || Супруг(а). N. Эсĕ çумри мăшăр пулсан та, кĕпе ыйтсан, сик тух та, кĕпине пар, тенĕ. Ст. Ганьк. † Мăшăрсăр пурăнма юрамасть, эп тухмăттăм çичĕ юта. Альш. Хĕр тумланат та калат: эсĕ ман мăшăрăм пулмалла, тет. Каша. Çакă кăна ялта матур пур, юрамĕ-ши мана мăшăра. АПП. † Хамăрпа пĕрле ӳснĕ сарă хĕр юраймĕ-ши хама мăшăра. Бел. Гора. † Пĕр пуянăн хĕрĕ эп, ырă хуçанăн кинĕ эп, ырă тиекĕн мăшăрĕ (пуянсен юрринчен). N. Мăшăру твой супруг. Туй. Мăшăрпа ватăлаччен пурăнмалла пултăр. Ст. Ганьк. † Чун çуралса ӳт ӳссе мăшăрсăр пурăнма юрамаст. Йӳç. такăнт. 50. Манăн мăшăрĕ пурне те тĕрĕс каларĕ. N. Хам мăшăра халат тăвăр (сделайте моей жене). Ерк. 79. Мĕн пулчĕ? — Пĕлме çук, мăшăр хушши — услам çу.

мăшăрлă

парный. N. † Йĕс ункă кăмăлне мăшăрлă шăнкрав çакрăмăр. N. Сана атте хама парĕ, иксĕмĕр мăшăрлă пулăпăр. Отец выдаст меня за тебя, и мы будем супругами. ТХКА 82. Тепле, хам пек, телейлĕ мăшăрлă пулĕç-ши ачасем, тепле, пĕлме çук. ГТТ. Ырă сунан машăрлă пултăр.

мĕшĕлтет

(-дэт), медленно двигаться; копошиться. Хурамал. Пăйтă мĕшĕлтетсе кăна утать. КС. Мĕшĕлтет, производить небольшие движения. Сред. Юм. Мĕн пыйтă пик мĕшĕлтетен, çав кăлт ĕçе те ĕçлесе пĕтерместĕн кô таранччин. Чем люди живы. Чавсавайран иртсен, каялла çавăрăнса пăхать те, хай çын тăрса ларнă, мĕшĕлтетсе ларать, темĕскер тинкерсе пăхнă пек хăй. Ир. Сывл. 30. Çав мĕлкесем хыçĕнчен пĕр вĕçĕмсĕр пĕлĕтсем мĕшĕлтетсе пуç йăтаççĕ. СТИК. Мĕн мĕшĕлтетсе ларан çав япалапа, тытасчĕ тăвасчĕ ак çакна! (Мешĕлтетсе ларат тени — темĕскер аппаланса, нимĕн тумасăр пуç пăхса, е чĕрне чаваласа ларнине калама пулат). Ст. Чек. Тек мĕшĕлтетсе çӳрет. Хорачка: мэ̆шэ̆лдэтсэ сӧрэдэ̆н чазрак туас э̆зэ. Йӳç. такăнт. 7. Пĕтет-и сан паян мĕшĕлтетесси? Сунт. Хватейсенсте лартса станцăран аран-аран мĕшĕлтетсе тухса кайрĕ. СТИК. Пӳртре ватă старик пур, тет, карчăкĕ тĕпелĕнче мĕшĕлтетет, тет. Н. Чукалы. Хĕрт-сурт кăмака айĕнче пурăнат, теççĕ, çав хĕрт-сурт кăмака айĕнче мĕшĕлтетсе тăрсан, çав çуртра лайăх ырă пурăнассине пĕлтерсе мĕшĕлтет, теççĕ. N. Аран мĕшĕлтетсе, пĕр сиккеленмесĕр пекех пурăнаççĕ. Ск. и пред. Йăкăр-йăкăр хĕр утать, мĕшĕлтетсе карчăк пырать.

млатитсă

(ицы̆), молодец. ТХКА 24. Çапах та, пире пулсан, чăвăш ырă кăмăллă, аван халăх, млатитсă вăл чăваш.

юрат

любить. N. Она йоратмастăн полсан, çакна ил эппин. Если ты не любишь того, бери это. Хыпар № 47, 1906. Ĕçлесе пурăнакан çынсене ачасене чура пулма вĕрентекен школа мар, вĕсене ирĕке юратакан, ырă ĕçе пĕлсе, юратса, ирĕк тума вĕрентекен школа кирлĕ. N. Пăлакакка кушака юратса (так как она ей понравилась) тытат та, хутаççа ярат. Альш. Ай-хай, чунçăм хĕр-сăри, вăйя-кулла юратат! Ала 9. Ахаль те вăл хăй те пит юратмалла арăм пулнă. Шурăм-п. № 22. Анчах пирĕн кĕнеке çыракансем çакна юратасшăн мар : епле вăл чăвашла калаçнă чухне вырăсла сăмах каламаллă? теççĕ. КС. Нихçан та кун пек юратса ĕçмен пулĕ. Вероятно, я никогда не пил с таким удовольствием. Упа 884. Аксёнов, нуммай çывăрма юратманскер : çĕрле сулхăнла кайма авантарах пулĕ, тесе, тăнă та, ямшăкнĕ кӳлме хушнă. Çĕнтерчĕ 51. Кĕшĕлтетсе çӳренине юратас килмест (не нравится). || Futuere. КС. Мана юрат-ха пĕре.

Йорохха

(jорохха), личн. имя человека. N. Йорохха боролся с Макаром (был жаден). Н. Бурнаши. Эй, Йорохха, Йорохха! çта пуçна чиксе ырă корăн! Ib. Йороххаланса çӳрет (лентяй и на наживу жадный).

юрăхлă

(jуры̆хлы̆), годный. Юрк. Ытти çынсенĕн ачисем ăна пăхнă çĕрте (в сравнении с ним) суха сухалама анчах юрăхлă пулнă (были годны). Ib. Хулара пилĕк-ултă çул вĕренткелесе, ăна, ачасене вĕрентме юрăхлă туса (сделав годным в учителя), яла вырăна яраççĕ. Ib. Ку тĕнчере турă пиртен, тутарсенчен, пуçне хăйне юрăхлă таса ырă çынсем тупман. || Порядочный, хороший. Чăв. й. пур. 30°. Нихăçан та çын пек юрăхлă апат çимен. || Зажиточно? Хыпар № 47, 1906. Вăл школасенче те юрăхлăрах пурăнакан хура халăх ачисем пит сайра хутра анчах вĕренкелеççĕ.

юс

лишиться; отбиться; обмануться; ошибиться. Изамб. Т. Çапла эпĕ лашасенчен чут юсаттăм (чуть не лишился). Ст. Шаймурз. Ырă ут таканмасăр пулмасть, ырă çын юсмасăр пулмасть. (Послов.). Хурамал. Чирлĕ çын чĕлхипе калаçаймасан: чĕлхерен юсрĕ, теççĕ. Ib. Хăйĕн лашине сутсассăн, урăх лаши пулмасан, калать: ĕнтĕ лашаран та юсрăм, мĕн тăвас ĕнтĕ! тет. Ст. Чек. Вĕсен вылăхĕсем юснă (не ходят к ним, отбились от дома). Ib. Ырă çын юсмасăр пулмас (по объяснению П. К. Токмакова ― без ссоры). Ч. П. Пусӓп, юсмăн, тесе, ан кала, юстараççĕ уллах çĕрсенче. Ст. Чек. Юснă = улталаннă. Ib. Юснă – майлă вăхăта хăтарса яртарнă (упустил), улталаннă. Ib. Ку лашана илсĕ юсрăм (обманулся). Ib. Авланса юсрăм, Çипире кайса килмелле-ччĕ. Стюх. Юсас, обмишулиться, дать маху. Альш. Юсми-юлми пил пар (иначе: писми-юлми пил пар). Дай нам правильное, верное, точное понимание вещей. Ильк. Юсать (чĕлхерен юсать). У него отнимается язык, или смешивается язык.

юсав

йосав, поправка. М. П. Петр. || Аккуратность. КС. || Наряд. СПВВ. † Улача кĕпе, сар пусма - арăмсенĕн юсавĕ. Янш.-Норв. Тусав. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай. Тухйине тата çĕклемелле мар: çамка çинче тенкĕлĕх тенки çакнă, антăрлăх çинче пĕр тенкĕлĕх каллах иккĕ. Унтан аялалла икшер пултинник тенки. Икĕ лапка сăрка; хĕрес çаккинче тенкĕлĕх тенки каллах виççĕ. (Расхваливают невесту). || Франтоватый, нарядный; франт; нарядно. А. Турх. † Юсав хĕрсе юсавви, пирĕн пеккисе чиперри. Якейк. † Йори кӳлтĕм йосаса, йосав хĕре ларташшăн (покатать франтоватую девушку). Ст. Айб. † Вăрăм сăрка юсавне: юсăр лайăх (искажение; см. юсалăх), тиеççĕ; хĕр чунехи (= чухнехи) пурнăçа: хăналăха, тиеççĕ. || Форс. Ст. Ганьк. † Арăмсенен юсавĕ ял чарсан та чарăнмĕ. || В порядке. Хыпар № 1, 1906. Çул таврашне (дороги) юсавтăратмалла (надо держать в п.). || Изванк. Назв. Божества. Юсав, юсав амăшĕ — божества в «чӳклеме кĕлли». Ib. Чӳклеме кĕлли. Чи малтан пăтă пĕçереççĕ. Пăтă пĕçерсен, ĕстел çине антарса лартаççĕ те, çу варне ярса, хĕр(р)исене кашăксем чиксе тултараççĕ. Тата тепĕр пуçламан çăкăр сĕтел çине хураççĕ те, пурте алăк патнелле тăрса, ак çапла кĕл-тăваçсĕ: ырă турă, ырă турă амăшĕ; пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ; хăрпан, хăрпан амăшĕ; хăт, хăт амăшĕ; юсав, юсав амăшĕ; ыр, уйăх-хĕвел, çĕр шыв, юман-йăвăç! пурте çырлахăр: вут-кавартан, шывран, пăртан, вăрăран-хурахран. Уйра (sic!) тырăн кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пултăр. Сире пăтă пĕçерсе чӳклетпĕр. Çырлахăр, пурте килĕр, тесе, алăк патнелле пуçĕсене сулаççĕ. Çапла вара вĕçĕ хутчен кĕл-тăваççĕ те, тин вара пăттине çиеççĕ.

йӳçĕ

(jӳз'э̆), кислый, горький. Зап. ВНО. Арăм-ути пек йӳçĕ. Горек как полынь. КС. Йӳçĕ — бывший в брожении: горький. Отсюда: йӳçĕ — болото (где вещества находятся в брожении). Чăв. й. пур. 38. Ху тунни тутлă пулĕ, янти йӳçĕ пулĕ (т. е. не зарься на чужое). N. † Йӳçĕ ĕççе, тутлă калаçрăмăр, ялан çамрăк пуççене хуйхăртса. Ч. С. Айван ывăл-хĕре, пире, хапăл ту, ырă туррăм, ырă чӳклемем! Йӳççе (чит. йӳçĕ ĕççе) тутлă калаçмалла ту, ырă чӳклемем, çырлаха пар. Амин. Нюш-к. Йӳçĕ çăмах çине йӳçĕ яшка. (Послов.) N. Вара хăнасем пурте лараççĕ те, çиме-ĕçме тытăнаççĕ. Ак çапла каласа ĕççе-çиеççĕ: йӳçĕ ĕççе, тутлă калаçмалла пултăр! теççĕ. Юрк. Йӳçĕ улма. Собр. † Йӳç пашалу, урпа çăнăх (sic!), тăвар ярса çирĕммĕр (sic!). || Горечь. Ала 71. † Турат куçĕ куркисем, эрĕм йӳççи сăрисем. Орау. Сăмса шăтăкĕ çăвар маччинче пырпа пĕтĕçнĕ çĕрте ман ир яланах темскер йӳççи тăрать. В. Олг. Куçа йӳçĕ кĕрет ― ест глаза (от дыма). || Шибач. Йӳçĕ (о бане: угарно). V.S. Мульчара йӳçĕ пулчĕ. || Яд. Посл. 7,8. Анчах чĕлхене чарма этемрен никам та пултараймасть: вăл чарма çук усал япала, вăл пĕтĕмпех вĕлерекен йӳçĕпе тулнă. || Огорчительный. Пазух. Чипер-чипер, аппине, эпир кула пуçласан, йӳçĕ пулчĕ сар ача (т. е. когда мы стали насмехаться над ее любовью, ей стало не по себе). || Квас. Ст. Чек. О сохр. зд. 75. Çавăнпа пирĕн пурте кăвас (йӳçĕ) ĕçме юратаççĕ. Юрк. Йӳçĕ = кăвас, квас. N. Кăна кура ачасен ашшĕсем ачисемпе йӳçĕ тума (для варки кваса) шкула салат парса яра пуçларĕç. Календ. 1910. Йӳçĕ кăрчанкă чирĕнчен пулăшма пултарать. О сохр. здор. 75. Çынсем нумайĕшĕ кăвас (йӳçĕ) ĕçеççĕ. Кăваса (йӳççе) тĕрлĕ тырăран тăваççĕ. Альш. Йӳçĕ ĕçсе пăсăлтăм. Испортился от того, что пил квас. СПВВ. Йӳçĕ, йӳçек.

йăл-йăл

подр. одинаковым, не сильным движениям света или блеска. Ч.П. Йăл-йăл корнать вут çути. Сред. Юм. Таçта аякра вăт çути йăл-йăл корнать (небольшое пламя). Турх. Йăл-йăл туса хĕвел пăхать. N. Пирĕн ялăн шывĕсем йăл-йăл курнат юхĕмĕ (sic!). Орау. Кĕпи йăл-йăл тăвать (переливается, о материи), темĕскерле япала вăл. Тюрл. Йăл-йăл çонса выртать. Шел. 8. Халь Атăл çийĕнче йăл-йăл вылять хĕвелĕ. КС. Йăл-йăл, переливающийся. Йăл-йăл хура (хĕрлĕ, сарă). Ib. Шыв йăл-йăл курăнса выртать (лоснится, переливается). Турх. Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать. || Подр. более или менее одинаковым движениям улыбающегося лица. Савельев. Йăл-йăл тоти колать. Ст. Чек. Йăл-йăл кулат. || Подр. виду свежей зелени. N. Серте йăл-йăл пăхнă чух, чун савăнать, киленет. || Подр. блеску глаз. Турх. Хăйĕн ырă куçĕсемпе йăл-йăл ман çине пăхаччĕ (она).

йăла

(jőла, jы̆ла), обычай, обряд. Ч.П. Эпĕ кăларнă йăла мар, авалтан каланă сăмахсем. Не мною придуманный обычай, а старинные слова (речи). N. Чăвашăн кĕл-тăвакан йăли. Обряд моления чуваш. Истор. Ун чухне йăла çапла пулнă. В то время был такой обычай. С. Çĕнĕрен йăла кăлар. Завести новый обычай. Латыш. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен карчăксем анчах пĕлнĕ. Этот чувашский обычай знали только древние некрещеные старухи. Ч.С. Ваттисем ку йăлана ахаль кăларман: чир-чăр кайтăр, тесе, туртса кăларнă. Т. Ачасем çăмарта пухас йăла çинчен. Об обычае детей собирать яйца. Пазух. Акса пулман урпана лартса тума йăла çук (нет обычая сажать ячмень). || Привычка. Сред. Юм. Мĕн йăла ô сан? Какая это у тебя привычка? Изамб. Т. Манăн темле йăла: пăртак ĕççен, ăйăх килмест! Что за привычка у меня ― как немного выпью, так и лишусь сна! Орау. Кулас йăлипе вара вăл. Это он по привычке смеяться. Учите детей. Пĕчĕккĕлле вĕреннĕ йăлана та нимĕнпе те пăрахма çук. И привычку, усвоенную с детства, трудно бросить. Тюрл. Ача-пăча йăлине пăрах. Оставь детские забавы и пр. || Дурной нрав (характер, свойство); норов. Сред. Юм. Кô лашан йăли полмалла (= чăкăмăçлать полмалла). Кубня. † Лупашкара мукка пур, темĕскерле çырла пур; вăйя тухман хĕрĕсен темĕскерле йăли пур. (Вăйă юрри). СТИК. Ку лаша тем чăрманма пăхат няк; йăли çук-и ун? Лошадь что-то не идет; не упряма ли (не с норовом ли) она? N. Йăласăр лаша, лошадь без какого-либо дурного свойства. || Характер. Юрк. Чăваш çыннийĕн йăли çапла ĕнтĕ: кирек хăçан та çын умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр, ырă ятлă пулма тăрăшат. КС. Усал йăлалă. С дурным характером или обычаем. || «Проформа». Юрк. Çуланни йăли мĕнĕ те пулмарĕ. Намаслить не намаслила. Ib. Йăлишĕн анчах вĕренеççĕ. Учатся только для формы. Альш. Хĕр ăхаль-кăна, «йăлишĕн» хирĕнсе тăрать (упрямится). Юрк. Хĕл кунĕ, сивĕ çил; мунчи пăлтăрĕ алăкĕсем йăли-кăна; ăçтан кирлĕ унтан сивĕ çил вĕрет.

йăттар

понуд. ф. от йăт. N. Ача хăйне алăра çĕклеттерсе (йăттарса, тытса) çӳреттересшĕн. Ребенок хочет, чтобы его (всё) носили на руках. || Заказать доставить во множестве, в изобилии. Кан. 1928 № 239. Правлени пĕр ырă вăхăтра... тĕкĕрсем, туххи, пăрăç йăттарса килет.

вăтамлан

приходить в зрелые года. Сир. 49. Таса çурта вырăнĕ çинче çурта епле çуталса ларать, ырă арăмăн та çавăн пекех, çитĕнсе вăтамлансан, сăнĕ-пуçĕ илемленсе тăрать. || Стать середняком. Пир. Ял. 1928, № 50. Эпĕр хресченсем вăтамланса пынипе анчах килĕшме пултаратпăр.

вĕçĕмсĕр

без конца, бесконечный, вечный; бесконечно. КС. Юмахне вĕçĕмсĕр вăрăм ярать. N. Эсĕ ĕмĕртен малтанхи вĕçĕмсĕр çутă. N. Хăвăн вĕçĕмсĕр ырă кăмăлупа. V. S. Вĕçĕмсĕр пурлăха салатакан çын.

йĕр

(jэ̆р), след. Альш. Тӳн-тӳрĕ йĕр хывать (против. кукăр-макăр çул тăват“). Прокладывает прямой след. Регули 1285. Йĕрпе топрăм сире. Я нашел вас по следу. Изамб. Т. Ваçлей, йĕрпе кайса, лашине çавăтса килнĕ. Василий пошел по следам своей лошади и привел ее. Ч. К. Ырă ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. N. † Лап-лап çерем лап çерем, лан çеремрен шыв юхат; йĕрне йĕрлес терĕм те, тарăн курăк тĕнĕнче. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Арăм пырса çитнĕ çĕре Купис Кĕркури патĕнче сурăхсем йĕрĕ те çук. Орау. Вăсам патне йĕр пынă. К ним привели следы (при краже). N. Патша, хĕрĕ йĕрсĕр (бесследно) çетнине пĕлсен, питĕ хуйхăра пуçланă. Ч. П. Хура сăсар тухнă, йĕр тунă (проложила след). Б. Янгильд. Çак пĕчик мулкачă йĕри сăрт çуммипе каят. Следы этого, маленького зайчика идут вдожь горы. || Переносно. Ст. Чек. Пĕрев упăшки вăрă, арăмне те вăрлама вĕрентет: арăмне хăй йĕрнĕ пустарат (заставляет жену следовать своему примеру). Собр. 32°. Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. С. Акă çавах хам йĕре ӳкертĕм! || Линия, черта. Альш. Хĕрĕ-каччи, пĕр йĕре тăрса (встав в одну прямую линию), урама урлă шăнăçаймасан, ик-виç ĕрет пулса, пĕр ĕрет хыçĕнчен тепĕр ĕрет, пыраççĕ (идут в хороводе). N. Шыва чул пăрахрăм та, шыв йĕри-тавра йĕр-йĕр туса картланса кайрĕ. Кинул в воду камень, и в воде образовались круги. || Полоса. Кивĕ-ял. Йĕр — полоса, напр., семян, насыпанных на столе. СТИК. Йĕр-йĕр тăрăх («говорят про полосатую рубашку»). Орау. Çурăмĕ тăршшипех, пĕр ал-лапки сарлакăш, кăвак йĕр анать. По всей спине (на теле) идет синяя полоса шириною е ладонь. Ib. Йĕр-йĕр хĕрлĕ (с тонкими красн. полосами) кĕпе-йĕм. Ib. Тутарсем йĕм(ĕ)сене йĕр-йĕр хĕрлĕ япаларан çĕлеççĕ. Ib. Такăш пушăпа тивернĕ пек, çамки урлах хĕрлĕ йĕр выртать (или: каçать). || Строка (в лапте). Сред. Юм. Çăпатан пĕр йĕр тальчĕ (= татăлчĕ), халех тăпăлса тôхать ак. Одно лыко (у лаптя) износилось, скоро и другие износятся. || Тропа. Юрк. Карташне тăманпала юр тулнă, выльăхсене çӳреме йĕр çук (нет тропочки для скотины). N. Çав вăкăр мăйракипе йĕр турĕ, тет, чĕрни вĕçĕпе çул турĕ, тет. (Такмак). Кĕвĕсем. Анкартисем хыçĕнчен епĕ йĕрсем хыврăм, Раштав тăманĕсем пытарчĕç. Буглульм.? Евчĕ килне йĕр хуçĕ (бык). || Строка (в книге). Белая Гора. † Аттеçĕм ларать-çке сарă тенкелли çинче, илнĕ аллине хăйĕн кĕнекине; пĕр йĕрне вулать, хал те макăрать. || Надрез. Юрк. Касса йĕр тусан, кĕпине çурса илеçсĕ. ||. Б. Олг. Йĕрне çĕтер (у КС. — йĕрне çĕттер), привести в беспорядок. См. йохăн. Основание, причина. Б. Олг. Пăхнă вăл çа теляна (делянку), пĕлнĕ; çа пĕлнĕ йĕрпе, она исе прахрĕ, туат çĕр çитмĕл пилĕк тенкĕ парчĕ. Б. Олг. Мĕн йĕрпе кисе? Зачем пришли?

йĕрке

(jэ̆ргэ, jэ̆рэ), порядок, чин, церемония. N. Вăл чӳкĕн йĕрки ак çапла. Порядок этого жертвоприношения вот таков. N. Пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă, ним йĕрки те пулман (никакого порядка не было). Чăв. й. пур. 26. Пӳртне çынсем йĕркине лартман, хыçала, çынсем хыçне, лартнă. Избу поставил не в общем порядке, а на задах. КАЯ. Çавăн пек ĕç йĕркине ăстариксем хытă пĕлеççĕ. || Очередь. Ашшĕ-амăшне. Ну, Лисахви, тенĕ: халĕ санăн йĕрке ĕнтĕ (теперь твоя очередь). N. Вырăн çине выртма-кăна йĕрке юлсан... Юрк. Чăваш та пырса чарăннине курсан, лешсем кунтан куласшăн: итле-халĕ, чăваш, сана авăртма йĕрке (рет) час тивес çук, эсĕ чи кайран килтĕн. Куратăн, санран малтан килнисем нумай; час авăртса каяссу килсен, тутар сăмахне: бзав, тесе, пире каласа пар, тенĕ. Рекеев. Йĕрке хывас или: рет хывас, обходить родных (визитировать) в первый день Пасхи. || Ряд (людей). Янбулат. † Йĕрки-йĕрки хĕр тăрать; ларас текен нăмай полч чон савани (саванни?) полас çок. Стоят рядами девицы; много оказалось желающих сесть, но нет среди них такой, которая была бы по душе. Сĕт-к. Выçакансем йĕрке туса тăраççĕ. Играющие образуют ряд. || Строка. Якейк. Б. Олг. Йĕрке, строка (письма). || Венец (бревен). Б. Олг., КС. Изамб. Т. Кутник тĕлĕнче маччаран пĕр-ик йĕрке аяларах сент(ĕ)ре пулат. || Строка в лапте. Пухтел. || Табель, таблица. М. П. Петр. || Обряд, обычай. Туй. Ашшĕпе амăшĕ калаççĕ: эй ачам, пиртен тухнă йăла мар, авалтан, ваттисем кăларнă йĕрке, теççĕ. N. Ку йĕрке çапла пĕтет. Чхĕйп. Вăл йĕрке пĕтсен. Когда окончится этот обряд. Бюрганский. Акă унăн йĕркине эпĕ сире каласа кăтартам-ха. Ib. Акă эсĕ мана вилнĕ çынсене асăнас йĕркене каласа парчĕ. Юрк. Карта пăтти те çӳк йĕркиех. N. Вара чӳк йĕркине калама пуçлать (молитву). Шурăм-п. № 22. Ĕлĕкрен юлнă йĕрке. Стариниый обычай. К. -Кушки. Тата, пит кирлĕ пулсан, тăхăр ялпа учук тунă йĕркине ярăпăр; ăна çырса хурас терĕç. || Повод; обстоятельство. Макка 130°. Эпĕ авланнине есир пĕлетĕр-халĕ. Йĕркине те пĕлетĕр пулĕ. || Обыкновение, правило. Ст. Чек. Упăшка хыççăн кайса: упăшка йĕркине тытса, упăшкана мĕн кирлине парса тăрса... Суждение. Намăс йĕркине пĕлмен вĕсем, çарамасах пурăннă. || Дело, касающееся чего-либо. Ч. С. Унта (т. е. в больницу) кайсан та, самай пулас çук çав (то-то и есть что... ему не будет легче...), ку пулнитса йĕрки мар; пулнитса йĕрки пулсан, кунта та турленĕ-ччĕ вăл. (Из рассказа «тетене керемет тытни»). Такмак. Эсир мĕн йĕркепе (зачем) килтĕр? N. Эпĕ вăрă туса, вăрă йĕркипе мар (не по воровскому делу) карăм салтака. || Уклад жизни. Изванк. Ватă-вĕтĕ пулмасан, пĕр йĕрке те килмеçт, теççĕ. (Посдов. Чхĕйп. Пуçлăхсам та, çаксĕне тĕрĕс туса тăмасан (если не будут это выполнять), халăха ырă йĕркепе усрияс çук. || Значение. Юрк. Курпунна кăларса, кутна мăкăртса, хытăрах ĕçлесен, тин çын йĕркине кĕрĕн, унсăрăн кахал анчах пулса тăратăн. || В качестве послелога. Юрк. Салтак йĕркипе (по делу о воинской повинности) пире, тетепе иксĕмĕре, прикаса чĕнтерчĕçĕ. Регули 167. Эп омпа поплесе пол тытнă тăрăх (или: тытнă йĕркипе). Я говорил с ним о (по поводу) рыболовства. || Случай. Кан. 1927, № 210. Ыӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. N. Эпĕ унăн йĕркине тупăп. Я разберусь в этом деле, т. е. добьюсь того, чтобы оно было решено по закону. (Так сказал человек, неправильно увояенный с должности). || Поветрие. В. Олг., Пухтел. К.-Кушки. Халăх йĕрки, поветрие. Ib. Санăн куçă мĕшĕн пăсăлнă? — Темĕншĕн, те халăх йĕрки пулчĕ. ||. Занятие; отрасль хозяства. Чтен. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ йĕркин усси çинчен.

вар

живот, желудок, внутренности (человека). О сохр. здор. Кăмпа пирĕн ăшра час çĕрмест, çавăнпа ăна варпа асапланакансенĕн çиес пулмасть. Орау. Вара тытса, кулмалла! (= выртса, йăваланса кулмалла). Просто умора! СТИК. † Вартан, вартан ан кала, вар ыратат, аннеçĕм! Пуçран, пуçран ан кала, пуç ыратат, аннеçĕм! Аслă акка вĕлерчĕ, вталăх (так!) акка пытарчĕ, кĕçĕн акка чарчĕ. (Так пела дудка из тупăлха, выросшая на могиле брата, убитого сестрами). Альш † Варрăн-варрăн ан кала, вар ыратат аттеçĕм. Мусир. † Варне пусса йĕрекен, пирĕн анне мар-и çав? N. † Варне тытса йĕрекенĕ манăн атте мар-ши çав? СТИК. Ах, вар пăват-çке! (сильная боль в животе; против нее пьют соленую воду). Н. Лебеж. Пĕр кăсăя сарă ылттăнăм варăма хырчĕ. Якейк. Ай тор, тор! Йăван çĕмĕрт тăрăнчен ӳкнĕ!.. Варĕ сикмен-ши (не повредил ли он себе внутренности?) N. Варпа хĕн курса выртачĕ (страдал поносом). || Uterus. Собр. † Калаçăттăм сăмаха тутлине, кунта хамăрпа пĕр варта выртни çук (нет единоутробных родных). Ч. П. Пĕр варта выртнă тăванăм пур. Юрк. † Çакă киле килмĕтĕм, пĕр варта выртнă тăван пур. Орау. Варăмра йăтса çӳрени ахаль пулчĕ сана! (Прокл.). Якейк. Иккĕ (так!) пĕр варта çитĕннĕ ачасам (родные братья или сестры). Ib. Эп онпа пĕр варта çитĕннĕ. Мы с ним родные (от одной матери). К.-Кушки. † Хампа пĕр варта выртнă тăванăм. Юрк. † Килтĕм, килтĕм (legе: кĕтĕм) çак киле, пĕр варта выртнă тăваншăн. || Сред. Юм. Вар вĕçнĕ пôль ôн паян, лара-тăра пĕлмес. У него на сердце тревога, он не может быть спокойным. N. Аçа-ама варĕ (чĕри) ывăл-хĕрте, ывăл-хĕр чĕри упара. Толст. Санăн ырă пурнăçу варна çитсе ленкнине куратăп ĕнтĕ. Орау. Ху ачăна усал сăмах вартан (от души) ан кала (подразумев. çиленсе, т. е. со зла).

варли

(-λиы), подруга, amante. Чуралъ-к. † Саккас тунă сран атти тутариччен тутарас; тутарсассăн, кирлĕ мар. Ай, варли, сар варли! Варланиччен варланас, варлансассăн, кирлĕ мар. ЙӨК. Ялта ырă хĕр нумай пулĕ, пире варлине çитес çук. Шарбаш. † Ай, питчи Йеххим пур! — сан варлуна кам пĕлмест? В. Олг. † Çиме ларсан, çиес килмес; рама (= орама) тохсан, варли çок. Якейк. † Çич ял çинче çич варлич (варличчĕ); чăн йоратни виççĕччĕ, илес тени пĕреччĕ,— тăчĕ-йолчĕ куç хыçне. Ib. † Çакă ялăн хĕрĕсем варлилăх (так!) та кирлă(= кирлĕ) мар, арăмлăх та кирлă мар. || Любовник. Урож. год. Варлисĕр пурăнакан, йĕркеллĕ качча тухсан, телейлĕрех пулакан. См. варлă.

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

вырăн

место; местность. Ст. Айб. Выртсан, ут вырăнче: ларсан, черкке вырăнче. (Алăк). Яргуньк. Тăрсан, çăмарта вырăнĕ илĕп; выртсан, лаша вырăнĕ илет (sic! Кĕвенте). Альш. † Пĕкĕ те çук, ăсĕ те çук: ăс тăмалăх вырăн çук (у невесты). Т. П. Загадки. Тĕмĕн чухлă(= чухлĕ) вăрмана шăнăçмасть, пӳрт вырăнлĕх хире шăнăçать. (Сӳре). Истор. Халăх вырăнĕ-выранĕпе (местами) анчах пурăннă. Альш. † Вырăсла хапханăн вырăнĕ аслă, вырăспалан тутарсем кĕреймес. Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймес. Кан. 1927, № 231. Кĕт сасă-чĕве пулсанах, чупса тухать: вырăнçех-и лаша? (на месте ли дошадь?). || Усаденное место. А. Альш. Ĕлĕкхи çынсен вырăнĕсем. Юрк. Ял вĕçне вырăн илсе, çурт ларттара пуçлат (строиться). Макка 209. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Могонин. Тепри уна хирĕç каларĕ: вот мĕн вăл киремет: помещик пак урăм çĕрте, вырăнпа пурнакан усал, терĕ. || Постель. Ст. Чек. Качча каяччен, унпа пĕр вырăн çине выртса пăхрĕç те, ним те тăваймарĕç. || Место службы, служба, должность. N. Оренбургра вĕренсе тухнă тăванĕ. Я çав хуларах гражд. гимназияна вырăна кĕчĕ. Юрк. Эсĕ çеминарире-вырăнта пурăннине эпĕ халичен те илтменчĕ. Истор. Хăй çапах та пысăк вырăна ӳкесшĕн тăрăшман. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) тата сана мĕшĕн вырăнтан кăларса ячĕç? || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Ĕмĕтленмен вырăнтан (неожиданно). || Польза. Сл. Кузьм. 91. Вăрланă укçа вырăна пымасть (не идет в пользу). || Основание. Юрк. Хурласа калаçмалăх (её) вырăн çук. Ib. Пĕртте усал сăмах калама та вырăн çук (нет основания). Ib. Ватă çынна хирĕçтерес мар, ун пек ырă çынна йăпатмалăх та вырăн пур. Ib. Вĕсем тĕлĕшĕнчен кăлăхах калаçма та вырăн çук (не стоит). || Место «на том свете». Ч. С. Турă сана аван вырăн патăр анчах (гов. умершему). N. Лайăх вырăн патăр. Макка 215. Ашшĕпе-амăшĕ калаççĕ: эй турă, пирĕн ывăлăмăра лайăх вырăн тупса парчĕ! теççĕ. || Домаш. ссоры до добра не дов. Санăн ăшу-чиккӳ вăркать, чĕрӳ хăй вырăнĕнче мар. Ты тоскуешь, у тебя сердце не на месте. || Гнездо (пчел). Торх. (Курм.). Хуртсем хăйсем вырăнне тасатаççĕ ама сысма.

Вырăс çул

назв. дороги. Ст. Чек. Вырăс çул çинче чашла-мара кĕçĕн киремет, кĕçĕн ырă, Ӳчӳк çырминче.

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

вил-шыв

(вил’ ш̚ыв), вил-шывĕ, вилĕ-шывĕ, роса. Тюрл. Кĕçĕр вил-шыв вăйлă ӳкнĕ. Сред. Юм. Вил-шыв (шыв; смягчение мало заметно) — роса. Никит. Вил-шыв ӳкменни темиçе эрне те çитет пулĕ ĕнтĕ. Макс. Чăв. к. I, 72. Лапра (а)втакан ч(ă)пар куккук вил-шывĕпе (= ирхи сывлампа) пит çăвать. Н. Шинкус. Тырă-пулсем çине чипер ырă сывлăм (вил-шывĕ) яр. (Моленье). СПВВ. Вилĕ-шывĕ, роса. См. сывлăм. || Мертвая вода (в сказке). Качал. Çав çĕлен пычĕ, тит, Йăван патне, ӳтне пуçтарчĕ, тит, вилĕ шывпа (так!) вилĕ кĕлетке турĕ, тит, чĕр шывпа чĕртрĕ, тит (Ивана). КС. Вил шыв — вода, обращающая разложившееся тело в прежний вид (из сказки). || Старое русло речки. Чертаг. Вилĕ шыв (ш̚ыв).

вит

проникать, врезываться. Старак. Ку хурăна ниепле пуртă та витеймĕччĕ. N. Шăл витет (хыт япалана). N. Унăн шăл витет (= çынна сăмахпа çĕнтерет). Хора-к. Куç курать те, шăл витмест. (Послов.). || Проникать, промочить, просачиваться; пронимать. N. Шыв витет. Вода проникает. Ч. П. Сăсар тирĕ кĕрĕке çăмăр витмес, тееççĕ; леш кассенĕн каччисем, тӳре умне тăрсассăн, сăмах витмес (не могут убедительно говорить), тееççĕ. N. Ивана тула шыв çине (на мокредь) ан кăлар, шыв витсен, пăсăлат. Утар. Тавара шыв витнĕ. Ib. Кута шыв виттĕр(ĕ) [или: çаппăр(ĕ), т. е. промокла]. Н. Седяк. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, шурă курница тăрне йĕпетет; унăн тумламĕсе(м) пăт, пăт тăваççĕ, 12 хут пустава çав витет; пирĕн кӳршĕ-аршă пит элекçĕ, çамăрк (siс!) чĕре варне çав витет. Ст. Чек. Ку аша тăвар витмес. Это мясо не просаливается. Ст. Айб. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, тураса йăс (= йĕс) тура витмерĕ. Такмак. Тайма (siс!) пуçа хĕç витмен, манăн сăмахăм сире витес çук (не проймет). Туй. Тайла пуçа хĕç витмен, пирĕн сăмах сире витмĕ, тет. Повинную голову и меч не берет (т. е. не сечет), так и наши слова вам нипочем. Сред. Алг. Атсем, пурте тайăлăр; тайăлнă пуçа хĕç витмен, тет; сире каласа сăмах витмен, тет. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын; пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын; анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. N. Питĕ хĕн, чĕрене витĕрĕ (= витрĕ). Очень тяжело и горько. С. Дув. Сирĕнпе калаçса сăмах витмĕ. Ч. П. Сирĕн пек ырă çын умĕнче калаççа сăмахăм витмерĕ. N. Кунтисем варсене витрĕç ĕнтĕ. Пшкрт. Çын çынна çапсан: витрĕ-и? тет.— Витимерĕ, тет (еще не почувствовал). || Иметь сбыт. Сред. Юм. Пит витекĕн тавар (= пит каякан тавар). Хыпар № 20, 1900. Тимĕрçĕсем нумайланса пынипе манăн ĕç питех витми пулчĕ, çавăнпа эпĕ, укçа ытларах пуçтарас тесе, суту-илӳпе хăтлана пуçларăм. || Вино — яд. Эрех ĕçнĕ хыççăн апат пит витрĕ-ха (поел с аппетитом); ялан çапла тума кирлĕ-мен. Юрк. Ватăла пуçласан, çиме витми пула пуçласан (перестала съедаться с аппетитом), тĕсрен ӳкнĕ, сархайнă (побледнели). || Альш. † Тутлăях та чĕлхене пыл витмес. Приятные речи слаще меда. (Так толкует А. М. Шакмаков). См. витер.

витĕмлĕ

(видэ̆мл’э̆), имеющий сбыт; проникающий, действенный. Сред. Юм. Витĕмлĕ тавар (çын пит илекен тавара калаççĕ). N. Вăл вĕренмен çынсене витĕмлĕ, хитре калаçакан тунă. Çутталла 56. Витĕмлĕ (убедительно), тĕппи-йĕрĕпе каласа пачĕ. Сред. Юм. Чĕлхе-çăвар та витĕмле те, таçта кайса, таçта та йôраса пôрнĕ ô. N. Витĕмлĕ ырă сăмахупа, ху патна пыракансен чĕрисене лăплантарса савăнтарнă. М. П. Петр. Каласса вĕсем вирлĕн, витĕмлĕн (трогательно) каланă.

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вут ама

вутама (вудама), или вут ами, или вут амăш, назв. божества, мать огня. Сиктер. Вутăн кĕлли ак çапла пуçланать: ырă вут-ама, çырлах. Килти вутама, юта ан кай... Ют вута киле ан кӳрт, ырă вут-ама, çырлах! Вара çиеççĕ. N. Ырă вутама, вĕрсе калар; ырă вутама, вĕрсе, ыр вутама вĕрсе кăлар. (Из наговора против болезни). Альш. Вут Амана (siс!) путек (вар. Вут Амана путек). Матери огня — ягненка. Шел. 15. Ыр вутама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! N. Ырă вут ами, вĕрсе калар (3 хут; из наговора «Ача куçăхсан, тĕтĕрекен кĕлĕ»). Т. VI, 22. Е, пĕсмĕлле, турă çырлах! Атăл йăлминчен, Сăр йăлминчен Ашапатман карчăк килет; çав тĕтĕрет, çав татса кăларса ярат. Ырă вут ами вĕрсе каларат, шăтăклă кампи тĕтĕрсе кăларат. БАБ. Вут ашшĕ, вут амăш (в моленьи). См. Месарош 306, Трощанский 50.

вăл

то же, что вăлă. Т. VI. 6. Вăлра выртакан ырă амăшĕ, вăлра выртакан ырă!

вăлă

то же, что выла. К.-Кушки. Вăлăра выртса каян ырăсем (назв. духов). Ст. Чек. Вăлăри ырă. Тайба-Т. Вăлăра выртан ырăсем. В Макка 102° указано в числе урочиш, находящихся около этого селения. См. также Паас. 200, где чувашское толкование выражений: вăлăран тарнă çыни вăлăра выртаночень сомн.

вăлăр

искаж. вм. вăлăри; см. вăлă. Кубня. Эй вăлăр ырă, каçар! Сана çулталăкран çулталăка асăнатпăр, витĕнетпĕр. Сана така та паратпăр, вăкăр та паратпăр.

вăль

(вы̆л’), то же, что вĕл. В. Олг. Йӳç шульчи, вăль-вăль туса тăрат. Ядр. † Окçине пирри йĕтĕн пир, Чотай çинче вăл-вăл-вăл! Ниçта кĕрсе ӳкеймерĕ, Çимок патне кĕрсе ӳкрĕ. Хурамал. † Ырă çын умне каçма пулас-мĕн, каçмассерен вăль-вăль! авăнас-мĕн. Торп-к. † Майри полтăр ачаллă; ачи полтăр картуслă; картус çинче вăль-вăль-вăль! пирĕн алра та хĕрсем вăль-вăль-вăль! Якейк. † Вăль-вăль чечек, вăль чечек, вĕлле çинчи сар чечек. Актай. Вăль-вăль (scr. выль-выль) чакак, вăль (scr. выль) чакак, вылля тăрăнчи вăль чакак. (Керӳ тутри). См. МКП. 58.

эсрел

(эсрэл), дух смерти. КАХ. Эсрел, çын патне пыма тапратсан, çынна катаранах (ещё издали) темĕнле хăратса пăрахать, теççĕ (наводит ужас). Н. Шинкус. Т. Çак çĕр çинчи эсреле çичĕ çăралă тимĕр тупăха хупса, кăвак тинĕс тĕпне янă; хăçан çав эсрелĕ тупăхĕнчен тухса килĕ, çавăн чухне тин çак çурт вырăнче, вĕлтĕрен пусса, çĕлен кăшкăртăр. (Из заклинания). Слепой. Сана Эсрел шыраса çӳрет полĕ. — Эсрел хăççан пусать-ши сана! тет. — Сана Эсрел пуçтăр! (Брань). Никит. Ах, Эсрел ĕнсерен те кăна! тесе шукăшларĕç. || Бранное обзывание (наименование). Хĕвел № 1. Пĕрне телей лексессĕн, каллах ырă сунмасть: ах эсрел... пĕтмешкĕнччĕ ăна! тет. Сĕт-к. Есрел — ругань. То же и в Тороп-к. Ядр. † Ах эсрел карчăксем! Шăтарас пек пăхаççĕ вилнĕ шапа куçĕпе! Ах эти Азранловы (чортовы) старухи! как они смотрят — точно хотят пронзить своими глазами, подобными глазам дохлой лягушки! || СПВВ МС. написано: Эсрел, çăхан — ворон. См. еще Магн. М. 112. || Эсрел арăмĕ см. Магн. М. 141.

этем

(эдэм, эд’эм), человек. Род человеческий. Формы род п. «этеммĕн», дат. п. «этемме» (Альш. и др.), кажется, указывают на былую ф. им. пад. этемĕ: срв. черем. аjдэмы̆. † Пире курайман этемсем хăçан кайĕç масара? N. Вĕсем, этем сăнне çухатса, ват çынна асап кăтартма тытăннă. Альш. Хай этемсем виçшер-тăватшар лав тиеççĕ те тырă, каяççĕ сутма Чĕмпĕре. Кильд. Е тата хамăра, этем ăруне, кам, çуратса, чун панă? Чăн Турă мар-и, ырă тăвансем? Сред. Юм. Этем хăй кôчĕпе сысмĕ ô. Человеку свойственно жить на широкую ногу, выше своих достатков. Сред. Юм. Этем кӳлмен поль, кô лашана! çапла çын лаша кӳлет поль-и? (запряжено не по-людски). Сред. Юм. Этемĕн тем те пôлĕ, пирĕн-çиç çôк ôлă. Сред. Юм. Этемме ним те çитмес ôна. Альш. Э, çаплатăр вĕсем, çаплатăр: питĕ ырă çынсем вĕт: çын пырсан-килсен, этем ăшне кĕменни-кăна, калаçа-калаçа вилеççĕ вара, тет хуçа арăмĕ. Альш. Çийес килмест-и, ĕçес килмест-и? тет. Этем тутă. Çисе ĕçсе тăмас (люди сыты). Ст. Чек. Этем пурăна-киле вакран вака-тухать, тет; тĕнче пĕтес умĕн çынсем пӳрне пек пулĕç, тет. Альш. Этем пурĕ пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те. Альш. Кама курнă, çавăнтан ыйтатăп, — мĕн ыйтнине этем тени калаçать. Шевле. Старйк храса таханлать этем-лаша (человека, заменяющего лошадь) орине. Юрк. Вăл (она) этем мар, есрейлĕ, шуйттан!.. ăна урăх ырă ят çук... Сĕт-к. Çав та этем çа! И он, тоже человек, ведь! N. Çуркунне шыв пит тулнипе этемсене нумайĕшне çул чарăнса тăнипе çула кайма чарăнса тăрать. Ядр. Унтан тарçă тытрăмăр, çортсам лартрăмăр; халь этем, этеме ертĕмĕр. Ядр. Кашкăр этем пек сăмах хушрĕ. Пшкрт. Эй этем, кил-халĕ конта! Ч. П. Пире курайман этемсем. Ч. И. Саманисем явăр, этем усал. БАБ. Ырă Турă çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем тунă. (Из заклинания). Шурăм, № 18. Ĕнтĕ хĕлле пĕтĕм çӳрекен этемех хăй патне кĕртет. Кр. расск. Унтан Турă çĕр тăпри илнĕ те, çав тăпраран этем кĕлетки тунă. БАБ. Çавăнпа та ĕнтĕ ак этемсем тырă пулмасран темĕн пек хăраççĕ. В. Олг. Чистă эс шойттан, этем мар! IЬ. Эс этем мар, эс йытăран та осал, сысна! Орау. Етеммӳ-япалу! Ну, и человек! (говорит про себя самого). N. Икĕ пуçĕнче икĕ этем, вăта çĕрĕнче çĕр этем. (Хӳме). Питуш. Çумăр айĕн кайсассăн, этемрен тохса килес полать (совсем вымочишься и загрязнишься). Ч. С. Тете çапла чĕрĕлсен, этем çапах: керемет тытнă (его), теччĕç (люди все-таки говорили, что его поразила киреметь). N. Этем çинче (среди людей) пуринчен телейлĕ. С. Эй-яй-яй! ыр этем полимăн, ачам! С. Хальхи саманта этем ырă корас çок. Истор. Вырăс çĕрне Авияран этем мурĕ (мор) килнĕ. Альш. Ку Иванăн пĕр шальçи-те çук-чĕ, халь епле этем пăхма хал çук (пышно, великолепно) туса хунă! (построил). БАБ. Çула-ха, епле-май, апла: этем ĕçлесе-туса та пулин хăйне тăранмалăх тупма пулать; хĕле кĕтĕн, çук вара. Ч. С. Юмăçăсем пĕри те: кунтан этем пулас çук, тетчĕç. Чăвйп. Вăл Микка этемме мар, вылăха та пит ăста йăпатма пĕлнĕ. † Саманисем йăвăр, этем усал, эпĕр еменнине кам йĕрес? N. Шуйттан ачи кăна курать та: эй, этем тус, тархашшăн ан пер! тесе, йăлăнма тытăнчĕ, тет. Артюшк. Этем ачи, дитя человека (в противоположность шуйттан ачи). Якей. Этем. Она этем каламалла мар пытарнă. Его похоронили с пышностью. Алекс. Нев. Çав вăхăтрах хĕрне те этем пăхма çук (пышные) хаклă йышши тумсем тумлантарнă. N. Этем пухăнса çитсессĕн, этем чĕлхипе калаçа пуçларĕç, тет. Шурăм. 13. Эсĕ этем-и, этем мар-и? — кала! Вурмандеево. Çавăн чухне пĕтĕм ял кĕрлесе тăрать. Этем чунĕ хĕпĕртет (в праздник). И. Яндоуши. Этем нумай та, çын сахал. Людей много, но мало настоящих. Трхбл. Этемме ӳкнĕ чухне тапта. Эта пословица, продик тованная разочарованием, говорит о том, что сколько бы мы ни делали добра людям, они всегда отплатят нам неблагодарностью, а потому и не заслуживают сочувствия.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

ыв

(ыв), перед, передняя часть. Чертаг. Ывра = умра; ман ыва = ман умма; ывна = умна; ывăнта = умăнта; ывне = умне. Алик. Ыври саппан хамăн мар, ыври саппан еркĕнĕн (любовницы). IЬ. Ырă хуçа пак ĕçкейĕм, ывне тăма вăтанап.

ывăл-хĕр

дети обоего пола; сыновья и дочери. Менча. Айван ывăл-хĕре пире хапăл ту, ырă Туррăм! (Из моленья). † Аçаран-амаран пĕр ывăл-хĕр (единственное дитя у родителей), кама Турă; çырна - вăл илĕ.

ыр

(ыр), уставать. Тюрл. Сред. Юм., А. Турх. и др. СПВВ. Ыртăм е ывăнтăм. Ст. Шайм. Ырă ут кӳлекен ырман, тет. Хып. №. 43. Вара ĕлĕк хăй ĕçленĕ млатукпах ĕлĕкхи пек нумай ĕçлейми пулать, часах ырать. О сохр. зд. 112. Унăн алли-урисем ыванаççĕ ыраççĕ те, вара çын малтанхи пек хытă ĕçлеймест. Шурăм, № 26. Ку килсе ырнă пулĕ. Сказки и пред. 9. Ырса çитсен, тăтăмăр. IЬ. 25. Юманккапа юлташсем кунĕн-çĕрĕн утаççĕ, çапах алли-урисем пирĕнни пек ырмаççĕ. N. Хай Ной, куллен кая-кая, ырми-канми (без устали) ĕçле пуçларĕ, тет. Жит. св., янв. Ырми-канми Турра кĕл-тунă, типпе те пит хытă тытнă. Хăй. 07, № 15. Унта-кунта кайсанах, час ыраççĕ.

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

ырă кур

ыррăн кур, хорошо относиться. Юрк. Чăвашсене ырă курать. Псал. 146,4. Тура Хăйĕнчен хăракансене, Хăйĕн ырăлăхĕ çине шанакансене ыррăн курать.

ырă кур

быть счастливым. Наслаждаться. Пользоваться. Сĕт-к. Ĕçрĕм — ыр кортăм, хĕр кортăм. БАБ. Сирĕн патăртан ĕнтĕ пăрахсах таратпăр (убегаем): ырă курăр ĕнтĕ. (Слова киреметей, обратившихся в бегство). N. Эпĕр ун патĕнче нумай ырă курнă-çке (часто угощал нас, хорошо принимал и пр.). Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ, исе, ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăча шар кортар. (В более старом варианте, слышанном мною в Курм. у. больше сорока лет назад, говорилось только: «Эпĕр илес хĕрсене ыр çын исе ыр кортăр»). К. С. Çак палуммипе (= пан-улмипе) кам ырă курать-ши? Кто воспользуется и насладится этим яблоком? Пшкрт. Халы̆ вы̆л сэ̆рβэ ыры̆ корачы̆ Очы̆кас сиызэм. Теперь тою землею владеют Оточевцы. О заступл. 14. Хура халăх та патша ĕçкĕ-çикинчен ырă курнă.

ырă кăмăл

доброта, доброе сердце. Чтен. по пчел. № 17. Ăна ырă кăмăлĕшĕн пурте юратаççĕ. Его все любят за доброе сердце.

ыра кăтарт

ыр кăтарт, оказывать благодеяние. КС. Вăл мана юмап ыр катарттăрĕ (=кăтартрĕ). Ист. 155. Вĕсем халăха ырă кăтартасшăн тăрăшса пурăнман.

ырă сун

желать добра, иметь добрые желания. И. П. Т. Мĕн вăй çитнĕ таран сана ырă сунса паратпăр, пирĕн çак панă парнене хапăл туса ил. (Уйчӳкĕ). СПВВ. ИФ. Япала парсан-тусан, ырă сунаççĕ. Ырă япала парсан, ырă сунаççĕ; усал япала парсан, хаяр сунаççĕ. Çĕнĕ инке илсен, илекеннисем: ах, Турă, тепле ĕнтĕ пулат, теççĕ. Хĕр паракансем: ырă сунсан, ырă пулĕ; хайăр сунсан хаяр пулĕ, теççĕ. N. Ырă сунса, çыру ятăм (о поздравительном письме). Юрк. Темĕн тĕрлĕ ырă сунат. Желает всяческого добра, т.-е. призывает (на него) благословение Божие и пр. Сĕт-к. Мана ыр сонакан при та çок. N. Ăна килти çемйисем анчах хываççĕ, хăш чух ырă сунан ăратнисем те пыркалаççĕ.

ырă çын

(с̚, в Пшкрт с'ын), хороший, почтенный, порядочный человек. Çынтан кулакан çын ыр çын мар, теççĕ. || Употребляется в почтительных обозначениях и обращениях, как бы соответетвуя фр. mônsieur. В этом случае прнимает афф. 1-го л. ед. и мн. ч. Г. Тимоф. Ырă çыннăм, чун савнă Николай Иванович! (Начало письма). || Богатый человек, богатые люди. Сред. Юм. «Ыр çын — богатые люди; это выражение не указывает на душевные качества, а только на богатство». Сĕт-к. Вăт ыр çын хĕрех полнă: томтирсем те номай, тит. Сборн. † Ыр çын виттĕр çул хыврăм, амĕшшĕн мар, хĕрĕшĕн. Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ, дети богатых (и потому влиятельных) людей.

ырă çĕр

святая земля. Альш. Ăвăслăхри Ăырăсем хирте пулнă, тĕк-тăмалăх çĕре шăтнă, хурăн варта. Аслă çултан виççĕмĕш пӳре. Ырă çĕр тенĕ.

ырă та

хорошо еще, что... N. Ырă та, эсĕ тытрăн: эсĕ тытман пулсан, тата хытă тивеччĕ, терĕ, тет. «Хорошо еще, что ты придержал, а то она (хворостина) еще не так бы ударила!» сказал он.

ырă-тату

(т̚аду), в добром согласии. Сказки и пред. чув; 76. Ырă-тату пурăнччăр, усал сăмах ан илччĕр.

ырă чун

добрая душа (Моркар); чистая душа (напр., гов. о ребенке. М. П. Петров.). Повидимому, иногда вставляется в речь в качестве приложення, если рассказывают о лице, к которому относятея с симпатией. N. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки, пыма тумарĕ.

ырă

(ыры̆), назв. духов, чтимых чувашами. Срв. тат, iзгi. См. ырă. Ст. Чек. Ырăсен сыпăкĕсем, поколения (разряды?) духов, именуемых ырă. IЬ. «Ырă означает киремет: Аслă ырă — Аслă киремет, Кĕçĕн ырă — Кĕçĕн киремет, Вăталăх ырă — Вăталăх киремет». Азбаба. Чӳк туни вăл усал япала мар, унта эпир ырăсене асăнатпăр, ырăсем вĕсем святойсем, теççĕ (говорят язычники). НТЧ. Сĕвере (в Свияжске) выртан ырă, тесе, вĕсем унти Çвятоя асăнаççĕ (во время, сăра чӳклени»). НТЧ. Вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет (он «тытать», т.-е. может причинять болезни). Жертв. т. Ваталахе ырсем гурь (вар. Вталаге ырсем гурь), т.-е. Вăталăх ырсем — хур, т.-е. средним ырсем гуся. IЬ. Кесени ырсем гурь (вар. Кесени ырсемъ гуръ), т.-е. кĕçĕн ырсем — хур «младшим ы. гуся». IЬ. Çĕнĕ ырсем жербет сып. юсман (вар. сене ырсем жербеть юсман т.-е. çĕнĕ ырсем — шерпет, (сыпписене) юсман, новым ы. сыта, (поколениям их) юсманы Т. VI. 27, 28. 1) Çырлах ырă чӳк-вĕлĕ. 2) Çырлахтăр ырă чук-кĕлĕ. 3) Çырлах ырă пӳлĕхçĕ. 4) Çырлах ырă хĕвел. Магн. 64, 65, 67, 87, 87. Çутă кӳлте выртакан ырă. Çол çӳрен ырă. Аслă ырă. Шопашкарти ырă. Макарери ырă. Хусанти ырă. Альш. Çав ырăсенчен хăранипех пăсăлтамăр, тетĕн. IЬ. Тура уменче сюрекенъ ырасем гурь. Тура умĕнче çурене ырсем гурь, т.-е Турă умĕнче çӳрекен ырăсем — хур. Т. VI, 5. 1) Тĕнче тытакан ырă амăшĕ, тĕнче тытакан ырă... З) Çул çӳрен ырă амăшĕ, çул çӳрен ырă.... З) Çĕр шыв тытан ырă амăшĕ, çĕр шыв тытан ырă.... См. сĕт кӳл. Т. VI, 1, 4, 5. 1) Турă умĕнче çӳрекен ырра... 2) Мăн Турă умĕнче çӳрекен мăн ырă. 3) Чун çуратан Турă умĕнче çӳрекен ырă. 4) Чун пӳрен Турă умĕнче çӳрекен ырă. 5) Турă умĕнче çӳрекен ырă амăшĕ, Турă умĕнчи ырă. 6) Шыв турри умĕнче çӳрекен ырă. N. Хĕр (поправлено: хĕрлĕ) çырта выртакан ырă амăшĕ хĕрлĕ çырта выртакан ырă.... Т. VI, 7. 1) Çӳрекен ырă амăшĕ, çӳрекен ырă.... 2) Чĕлпĕр тытан ырă амăшĕ, чĕлпĕр тытан ырă.... Альш. Тăхăр ял чӳкĕнче асăнакан ырăсем (список божеств). Альш. Турă умĕнче çӳрекен ырăсене хур. Аслати тухнă çĕрти Аслă ырăсене хур, аслати тухнă çĕрти вăталăх ырăсене хур, асл. тух. çĕр. кĕçĕн ырăсене хур. Л. Кошки. Хĕрлĕ çырта выртса каян ырăсем. Л. Кошки. Ырлăха пӳрен ырă. IЬ. Çул çӳрен ырăсем. Аку, 121°. Ырăсене юратса тăратпăр. (Из моленья). Отожествлять «ырсене» с киреметями, повидимому, нельзя. См. Милькович; А. Рекеев. Из чув. пред. и вер., Ш, 5, 6 (внизу); У, 10. || Ырсем тĕми (т̚э̆ми), назв. священнай горы древних чуваш-язычников дер. Тайбы-Таушевой. || ЬIрсен карти (карδиы) «место для жертвоприношения между реками» К.-Теняково.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ырă

(ыры̆), жеребец. В. Олг., Пшкрт... Якей., Курм.

ыткăн

(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.

ытлашши

(ытлашши), лишний. Хĕр вара, йĕрсе, ашшĕпе-амăшне калать: эпĕ сиртен ытлашши юлтăм пулĕ, тет (должно быть, я стала для вас лишнею). Юрк. Унта та ытлашши пĕр çĕр выртрăм. Юрк. Пулĕ те çав; пĕччен чухне чей ытлашши те юлать пулĕ. Ытлашшине ăна тăкса яма пулать-çке! Демид. Сирĕн çĕр ытлашши мар-и? Не лишняя-ли у вас земля? Дик. леб. 45, Унăн ăсĕ-хакăлĕ ытлашшиех пулман (не было лишнего ума). Альш. Пурне те уйăрса пĕтерсен, пĕр пит лайăх тăлăпĕ ытлашши юлчĕ, тет. N. Ĕç ман пĕрте ытлашши мар. Работы у меня совсем немного. || Остающийся сверх необходимых расходов. Юрк. Карачăмĕ çĕнĕ вырăнта нумайрах шалунни иле пуçласан, аллинче ытлашши укçа пула пуçлать. Юрк. Мĕн илнĕ шалуннине, çинĕшен тӳлесен, ытлашшине пурне те киле ярать. Б. Олг. Пыр, тет (т̚эт). эппин каçпала, пăластăк парăп-ăçке, тет; хамран ытлашшине (что останется лишнего, не необходимого мне самому) парăп эппин, тет. || Слишком. Ытлашши сивĕ мар. Не слишком холодно. || Хорошо. Сказки и пред. 81. Ырă евĕчĕ килĕнче туйне турĕç ытшлашши. || Ытлашшипе — с походом (т.-е. с прибавкой, напр. при взвешивании; иначе — паххутпа).

ыхлаç

искренний. Уралка. «Ыхлаç = ырă, ăшă, уçă; ыхлаç кăмăлăмпа парап (напр. о подаянии» = даю от всего сердца». См. ихлаç.

и

(и), вопрос. частица. Иногда энклит.: ли. Ставится после всех частей речи. См. а, е. Рег. 491. Вăл туса-и, пичĕш туса-и кона? Рег. 492. Вăя сана хăва (=сам) пачи кона? Он тебе это сам дал? Рег. 493. Эс пырса-и, вăл пырса-и? Рег. 494. Вăл тури (= турĕ-и) кона (ку портаврине)? Рег. 495. Вăл туса-и? Рег. 487. Шув-и ку? Онни (онăн-и) ку? Сумар-и вăл? Пусăк-и? Букв. 1886. Ĕлĕк хама вăрланă чухнехи аса килмерĕ-и-ха? тесе калать, тет, карчăк. Рег. 1430. Эп кайса пăхам, килте-и, кияте мар-и вăл. Рег. 1432. Кайăпăри, йолăпăри, пĕлместĕп эп халĕ. Рег. 1437. Кили, килми? — Эп онтан итрĕм, килет-и, килмест-и, тесе. Сред. Юм. Эп пĕлмесп-и? Я не знаю ли? Ст. Чек. Эс-и ку? 1. Неужели это ты? 2. Это ты? IЬ. Эсĕ-ччи унта? Разве там был ты. Беседа чув. 13. Те кам та пулсан çилентернĕ сана, е арăмупа вăрçнă-и эсĕ? Орау. Пулăшăн-и? (Юрк. Пулăшăн-а?). Поможешь-ли? Чебокс. Атте, вăрмана кăмпа пуçтарма каям-и? — Кай, ачам (позволение). Ч. С. Эпир, ана çине çитсе, вуншар кĕпте выртăмăр-и, выраймарăмăр-и — хĕвел анăçĕ енчен хуп-хура çумăр, хăрушă аслати авăтса, киле пуçларĕ. N. Улпучĕ тухрĕ, тетте: мĕн пăхатăн чăваш? тесе каларĕ, тет. Лешĕ: пăрçа пит аван санăн, Ваше Высокородие; çавна пăхмастăп-и-ха эпĕ? (вот я на него и смотрю) тесе каларĕ, тет. || Или — или; ли — ли; то-то. Юрк. Вир кĕрпинчен-и, хура-тул кĕрпинчен-и, пăри кĕрпинчен-и, чăваш арамĕсем пăтă пĕçерсен, çисе тăранма хал çук. Елш. Пирĕн ялтан Куславккана çич çухрăм-и, тăххăр-и хисеплеççĕ. Рег. 1431. Паян-и, ыран-и полĕ (хатĕр). Орау. Николай Иванович! Эпĕ килтĕм те, сире вăратса кĕрес мар, терĕм; халь N. патне-и, ай мăнастире-и каяп-ха. Петĕр. Рег. 1435. Паян поли (= полĕ-и) хатьăр, ыран поли хатьăр. Рег. 1434. Сотăп-и, хам пусăп-и (сотăпри, хамăр пусăпри). Рег. 1436. Вăл хорт картинче поли, ойра поли. С. Йор полĕ-и, çомăр полĕ-и, полатех паян. С. Ларать-и, тăрать-и, выртать-и, пĕре те тӳр (спокойно) тăма пĕлмеç. Ку ачан пĕре те тирпейĕ (порядка) çок: макрать-и, колать-и; вăрçать-и. Орау. Хуннĕмсем янă пуль-и (= либо), пĕр-кун пĕр уччиттĕл килсе карĕ, укçа ярас терĕ, — çав янă пуль-и. Сборн. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест. Çийĕчи та, çимĕчи, пури тĕпĕ яка пулĕ. Исх. ХХI, 31. Ывăлне сĕксе вĕлерет-и, хĕрне сĕксе вĕлерет-и (сына ли забодает, дочь ли забодает), ăна çав закон тăрăхах тумалла. || В особом значении. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 146 след. Т. VII. Тархасшăн патакма пăрахса хăварсам-и. Собр. 253. Ачам, сана мĕн парам-ши? Виçĕ ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и. Тимерс. † Атьăр, каятпăр-и, каятпăр-и, кĕмĕлтен те кĕпер саратпăр-и? † Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне. Шелепи с. I, 15. Ыр вут ама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! Ырă турă Пӳлĕхçĕ, пĕр ху анчах çăлсам-и! || Иногда — без вопросительной интонации. Çур-çĕре çитейĕпĕр-и. Не знаю, доедем-ли к полуночи. Якейк. Эп вăйлă полам-и, сана ним вырăнне те хорас çок! Ах, если-бы я был сильным, я бы тебя ни во что не ставил! || Кажется; как будто. Орау. Эс çапла каламарăн-и? Кажется, ты сказал так? || Выражает неуверенность, незнание. Орау. Шр мă-ăнтăр учительница пурччĕ те, каять-и-ха, каймаст-и, мур (не знаю, уйдет-ли с места, или нет). N. Тепĕр писмине карточкапа пĕрле ярса поли. Не знаю, удастся-ли послать следующее письмо с карточкой. || Поди как. Сред. Юм. Эрне çукаланать-и. Поди как, чай, теперь лакомится. Эрне тĕпĕртетеççи иккĕш. Ерехетленсе ларать-и. Поди, чай, как довольствуется (наслаждается). || Авось. Орау. Кай-ха, пами (т.-е. авось даст). IЬ. Кăçал юр хулăм ӳкрĕ, çула хирте турă пами (авось не даст-ли бог урожая). || Орау. Сысса хурам! На... ть мне! IЬ. Сысса хурам-и! Вот еще!... на...! Оба выраженил означают нежелание сделать что-либо. || IЬ. Çĕр çăггăр-и! — Мур çитăр-и! — Сысса хăварам-и! Все эти выражевия означают: «а чорт мне с ним!», «ну его к чорту!» и пр.

илмĕш кун

(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.

имен

(имэн'), стесняться. А. Турх. Ст. Чек. СПВВ. «Именес = вăтанас». СПВВ. Х. «Именес — ĕмĕтĕнтен имексе анчах юлаççĕ». N. Ан именсе тăр ĕнтĕ, лар, пĕрер курка та пусан ĕç ĕнтĕ. Зап. ВНО. Чупса кĕтĕм карташне, пӳртне кĕме иментĕм (не осмелился). N. Турăран хăраман, çыннăран именмен çын тĕнчере ырă курмас. Хорачка. Именсе тăрат. Стесняется (напр., не говорит). КС. Ун патне кĕме иментĕм. Я постеснился, «не посмел» (в народн. знач. последнего слова) войти (зайти) к нему. Не суди бедн. Çын пирĕн çине çавăрăнеа пăхрĕ те, пит именчĕ. Зап. ВНО. Иментĕм, не посмел, постеснился. Ан именсе тăр ĕнтĕ, лар, пĕрер курка та пулсан ĕç ĕнтĕ. IЬ. Иментĕм, аят-çиме лармарăм. || Чувствовать некоторый страх, опасаться. Тюрл. Именсе выртрăм кĕçĕр (к’ӧ̆з’ӧ̆р). Эту ночь я провел (пролежал) в страхе. Альш. Çĕрле тĕттĕм çĕрте çӳреме хăратăп, темĕскертен чун именет (жутко бывает). Сред. Юм. Пĕрте именмесĕрех, шывва кĕрсе кайрăм. Без всякой боязни в воду вошел. Сирах, ХLI. Тӳрепе пуçлăх умĕнче суя суйма именĕр. || П. С. Степ. «Именес — побаиваться, с большим почетом относиться». || Не решаться. Сред. Юм. Хаклă япалана ôкçа нăмай кирлĕ те ôна, пĕччен илме иментĕм çав. || СПВВ. «Именме = повиноваться». || Брезговать. СПВВ. Имен; именсе çирĕм = с брезгливостью. || Воздерживаться. Стюх. «Именет, воздерживается».

инкерлĕ-сенкерлĕ

çырлах, ырă тăрă шыввăм! Эсĕ епле инкерлĕ-сенкерлĕ пулсан та, çырлах. (Шыв мимри чӳклени).

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

ичĕлсĕр

(иζ'эл'зэ̆р), преждевременный (о смерти). Тет. у. Герман. Ырă кăмăллă туррăмăр пире пӳкле (ичелсĕр) вилĕмрен... сыхласа тăринччĕ.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйăх хушшинче

interlunio. Г. Т. Тимоф. Уйăх хушшинче (= икĕ уйăх хутлăхĕнче) ĕç тума хăруша: те ырă енне пулать, те кай енне пулать. Н. И. И. Уйăх хушшинче — когда не видно луны. N. Уйăх хушшинче тырă акма пуçласассăн, тырă пулмасть, тет. N. Уйăх хушшинче çуралнă çын ĕмер телейсĕр пулать, тет.

уйрăм-уйрăм

по отдельности. Ходары. Вăлсене (киреметям) пурне те уйрăм-уйрăм пĕрер чашăк (пива) чӳклеççĕ. (Тайăн сăра). Сборн. по мед. 17. Уйрăм-уйрăм ырă çынсем те вĕсене нумаях тăваймаççĕ.

улăш

изменяться в ошибочную сторону; поменяться; переменяться; сбиться (в счете); ошибиться. Юрк. Мĕшĕн ташланă чухне чуптумасăр вырăнăртан улăшрăр? Вырăнтан улшăннă чухне пĕрне-пĕри чуптуса илмесĕр улшăнса ташлама хĕтленсен, купăççисем сасартăк купăсĕсене калама чарăнаççĕ. N. Çĕр çинче пурăнмалли йĕрке начальниксем урлă улăшса тăрать. || Сбиться с истинного пути. Вм. печатного «усал çынсем» (Сир. 307), мы читаем в рук.: «ырă йĕркерен улăшнă çынсем». || Перемешаться, попасть вместо другой вещи. Орау. Хăрах алса таçта улăшнă ман. N. Утланнă утçăм та ула иккен, улăшăнниккен улпутăн лашине; улăшниккен улпутăн лашипе, паллашниккен ырă çын ачипе. || Меняться (т. е. делать обмен). Шел. 91. Эп кунта сирĕн лашăра улăшма кĕтĕм, юлташсем! Орау. Иксĕмĕр лаша улăшар-и (поменяемся)? Сред. Юм. Лаша ôлăшасчĕ ман, хамăн пăртак ватăрах, пăртак çамрăкраххине тôпасчĕ. N. Ку пырать, тет те: ача улăшар (поменяемся), тесе калать, тет. СПВВ. Улăшас, улăшуç. || Затмеваться. Хыпар. № 34. 1906. Халĕ самана улăша пуçларĕ ĕнтĕ.

улма-чăпар

серая, в яблоках. Микуш. Улма-чăпар ут — сивая(!), в яблоках лошадь. Н. Карм. Улма та чăпар ырă утра, ылттăн та кĕмĕл пуянта; ĕçес те çиес ватăра, выляс та кулас çамрăкра. N. † Улма-чăпар ыр утăн тихи. N. † Улша-чăпар ут. Б. Араб. Б. Сана илме улма-чăпар тĕслĕ ăйăрпа, павускапа килтĕм. || Такая масть. Пазух. † Улма-чăпар пар утра, пусма чăпар пуянра. || Пестрый (о материи). Бугульм. Улма-чăпар тӳшек çинче хĕрпе каччă вăй-вылять. Альш. Улма-чăпар тӳшек çинче каччăпалан хĕр вылять.

улталан

обмануться, ошибиться. Часослов. Вăл улталанма çук çулпа хăйĕн çӳлти чиркӳне ертсе пырса, мухтавă тухнă святойсемпе пĕрле ĕмĕр ырă курса пурăнмаллп патшалăхне кӳрттĕр. N. Çапла вĕсем нумайччен улталанса пурăннă. || «Согрешить» (о женщине). Альш. Пĕрре çавăнпа, вăрмана кайсан, улталантăм çав. Хама хам улталантăм çав унпа.

унта

онта, там. Чаду-к. Кайсан-кайсан, уй варĕнче Иван пĕр явăç курнă; вăл, унта хăпарса кайса, пăхса ларнă. N. Унта ура йĕрсем, унта сыснасем чавнă, унта курăк тымарĕсем. Юрк. Пĕр çуртине авă çав тураш умне ларт — çуртипе тăсса кăтартать; тепĕрке авă çавăн умне пырса ларт, виççĕмĕшне ава унта ларт, тет. Ыттисем умне те çапла çутса лартма кăтартсан, чи юлашкине, пĕр çуртине, Иван Ивановича парăн, тет. Регули 1336. Эп онтах лартрăм ĕлĕххи вырăна. || Тогда, в то время. Хыпар, № 36, 1906. Яланах халăх пуяссине кĕтсе тăратпăр; яланах, çапла халăхăн пĕрер пусăн пухăннă укçине ĕçе-ĕçе пырсан, халăх пуян пулĕ унта! Пуян çĕртен те çука юлĕ! ld. № 8. Тырă ĕçлесе тунни парăм тӳлеме çитмĕ. Унта тинех (вот тогда-то) пăрах та кай çĕрӳ çинчен. Дик. Леб. Кам ĕненĕчĕ вĕсене унта? || Все-таки. Юрк. Вĕсем исмаса вăл хутне яраччен (пăртакçĕ) укçа янă пулсан, унта та пăртакçĕ ырă пулĕччĕ. || В том случае. IЬ. (Чӳк çимĕçĕсене) кам та пулсан ăнсăртран çисе пăхсан, унта та чӳк тунни килĕшмес. || Безразлично. Орау. Кипке тăхăнасчĕ. Пар-ха, арăм, пĕр-иĕр кĕпе, кивви-и, çĕнни-и унта, — юрĕ. || Хотя бы, например. Изамб. Т. Çын вилчĕ — вĕсене укçа, ача çуралчĕ — укçа, çын авланать-и унта-укçа. || Иногда ставится в отриц. предложениях в особом чувашизме. Хăвăн пулмасан, кам парать сана унта! Если у тебя самого нет, то кто же тебе даст!

упрам

дух, охраняющий человека ночью. Паас. 193. Упрам ырă, эсĕ сыхла, эсĕ упра.

Упраççи

назв. духа. Т. VI. 3. Адам упраççи амăшĕ, адам упраççи ..... чун упраси (упрам?) ыра амăшĕ, чун упраси (упрам?) ырă.... СПВВ. Упраç? Адам упраççи амăше. (Вопрос в ориг.).

урă-пуçлă

трезвый. Посл. 186, 11. Çавăн пекех вĕсенĕн арăмĕсем те тӳрĕ, урă-пуçлă, пур çĕрте те тĕрĕс çынсем пулмалла. IЬ. 185,2. Урă-пуçлă таса шухăшлă, ырă йĕркелĕ çын.

урăхлан

сделаться другим, измениться, перемениться. Дик. Леб. 41. Елиса умăнче Фата-Моргана тиекен арăмăн пĕлĕтсенчен тунă ĕмĕр улăшăнса, урăхланса тăракан тĕлĕнмелле çурчĕ пулнă-мĕн. Хыпар № 49, 1906. «Илес» вырăнне «парас» тесен те шухăш урăхланса каять. Чув. календ. 1911. Лайăх кĕнеке вуласан, урăхланса каян, кăмăллă, ырă ĕç тăвас килет, пĕтĕм тĕнче лайăххăн курăнать.

урхамах

орхамах, отличная лошадь. СПВВ. КЕ. Урхамах питĕ лайăх лаша. СПВВ. ТМ. Урхамах — пит хитре, вăйлă, пысăк лашана урхамах теççĕ. Начар тихасене çитернĕ чух: ку пĕр, тĕнчере çук урхамах пулĕ-ха, теççĕ. . Урхамах. Пит лайăх лашана урхамах теççĕ. СПВВ. ЕС. Урхамах — пит лайăх, пысăк станлă лаша; тата кулса начар лашана та калаççĕ. Ст. Чек. Урхамах-лайăх пысăк лаша. Чертак. Э (носовое э̆), орхамах! выльăх çине çиленсен, калаççĕ (лошади). N. Урхамах — ырă ут. Сред. Юм. Ах тôр, он лаши ыр ôрхамах пик чупать. Ч. С. Хăй урхамах пек илемлĕ çӳретчĕ (лошадь). Ч. П. Икĕ тур урхамах. . Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă каçнă чух, тĕл пултăмăр урхамах: ури çĕре тивмест, пуçĕ пĕлте тивмест. (Такмак). Такмак. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чуж, куртăмăр эпир çил-çунатлă урхамах: унăн пуçĕ пĕлĕте тимест, ури çĕре тимест, утни-юртни сисĕнмест: шыв пек юхат, çиль пек вĕçет. Сред. Юм. Ман туй килет шавласа ыр орхамах хĕрипе (чит. йĕррипе), ман туй килет шевлесе атте-анне ячĕпе. Байгул. Юмах юпа тăрăнче, хам урхăмах тăрăнче. (Написано по окончании сказки). N. Вăл тăвар юпана урхамах килсе çулать, тет. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша, ĕçсе çисен, урхамах çине утланать, тет те, тухса каять, тет. Панклеи. Тилĕ утланчĕ орхамах çине. — Тилĕ тос, ку лашана стан топпăрнах эс? тет (медведь). Альш. † Улпутсем урхамах кӳлеççĕ, ямшăкĕсем пăхса тăраççĕ. N. Урхамахесм урпа çийеççĕ, шăлĕсем шана (вар. шанасса) пĕлмеççĕ. Шел. 13. Урхамахсем хĕлĕпех утă-сĕлĕ çиеччĕç. || Паас. Урхамах — неприрученная горячая лошадь. См. Магн. 253. || Питушк. Урхамах — лотра лаша. || Юрк. Урхамах (особое животное). || Фигурки животных, сделаниые из теста и приносимые в жертву духам. Шибач. Орхамах — колач çăнăхĕнчен тăваççĕ, киреметсене мĕн тумашкăн. || IIряничный конек, бросаемый бедными в киреметь взамен лошади. Начерт. 126. См. Хорачка, 36 стр. || Орхамах — «безобразный». Шашкар. || «Болезнь лошади» (!). Çармăс (Буин. у.). Урхамах пулнă.

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

усал сехмет

назв. духа. Ст. Ганькино. Куçран, хаяртан, хаярлă куçран усал сехмет, усал-хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать. Ырă кун пар, ырă çул пар, ырă сехет тĕлне ту, усала-тĕселе сир... (Çĕлен чĕлхи).

утлан

сесть верхом (на лошадь). Ч. И. Ут утланса тухрăр-и? Юрк. † Утланна утăм улма-чăпар, ури вырăнĕсене шыв юхать. Ч. Н. Кăвак ут утлантăм, хире карăм.. || Юрк. Лайăх хĕрсене ухланма хĕрлĕ питлĕ пĕремĕк кирлĕ. || Наседать. Юрк. Укçа тĕлĕшĕнчен вĕсем çине утланарах парăпăр, вĕсенĕн мăйĕсем хулан-халĕ. || N. Утлакнăнтĕ (ударен. на предисел. сл.) ку лаша! Ну, уж он теперь в восхищении! (так как его желание исполнилось). || De coitu animalium. Б. Олг. Ырă ухланать кĕсре çине. Такасам чопаччĕ; сорăхсам çине утланаччĕ.

утама

тоже, что вут ама? N. Юмăçсем ачапа ак çапла каласа тĕтĕреççĕ. Ырă утама вĕр-кăлар. Эпĕ вĕрместĕп, эпĕ сурмастăп; Атăл йĕрĕнчен килнĕ, тет. Сăр йĕрĕнчен килнĕ, тет. Кутĕнче пĕр тĕк, тет, çăварĕнче пĕр шал, тет; çав вĕрет, çав сурать. Квак куç, тух! хăмăр куç, тух! хура куç, тух! еtс. (Слова этого заклинания, повидимому, сильно искажены).

учук

жертвоприношение, сопровождаемое общественным молением. Макка 235. Тата çăва тухсассăн, ака пĕтсен, учук тăваççĕ. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать, учука вĕсем ак çапла тăваççĕ: ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тьыха или лаша илмеççĕ. Унтан тата пăрусам, сурăхсам илеççĕ, унтан кашнн çуртран е хур е кăвакал илсе пыраççĕ, унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа, çияççĕ. N. Çимĕк вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа чӳк тăвакан кĕлĕ, ăна учук теççĕ. Тюрл. Учук — полевое моление после сева (перед Петровками). Сиктерма. Тăваттăмăш хурана: учук панчи выляеа пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, çаплах асăнаççĕ. IЬ. Виççĕмĕш хурана: учук патĕнчи иртсе пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, асăнаççĕ. IЬ. Учук панчи аслă ырă амăшĕ, хура халăхна, акнă çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпа, асăнать, витĕнет; чӳ... к... çырлах. ЧС. Учук тăвман çулах пулчĕ те ку пире, çавăншăн пулчĕ пулĕ çав (пожар). || То же слово встречается в значении назв. урочищ., напр. Учук — мольбище (чӳк вырăнĕ) около д. Егоркиной, Егорк. вол. Чист. у. Также — назв. уроч. около д. Белая Гора, Бегуч. в. Петровского у. (варта — в овраге). || Прозвище человека. Яктик. Учук — фамилия мужчины. См. Магн. 25, Стюх. чув. 20.

ух

кивать, мотать. Шел. 42. Кĕлетсене кĕрсенех, пӳлмисене пăхаççĕ: сахалланать вĕт! тесе, пуçĕсене ухаççĕ. Ст. Чек. Лаша паян тек пуçне ухса тăрать. IЬ. Ку çын епле пуçне ухса çӳрет (= сулласа: пĕре аяла антарать, пĕре çӳлелле хăпартать). Шел. П. 39. Кăкрисене ăваççĕ, пуçĕсене ухаççĕ. Микушк. † Укăлча тулашне тухсан, утсем пуçне уха пуçларĕç. Ст. Дув. † Ылттăн юпа тăрринче ылттăн кăвакал; пуçĕ кĕмĕл, çуначĕ ылгтăн; пуçне ухать, çуначĕпе çапать. Н. И. П. Пуçне ухса çӳрет. Ходит (гордо), кивая головою. IЬ. Лашисем пуçĕсене ухса пыраççĕ. Хурамал. † Ырă утсем юртать, пуçне ухать, инçе çула çывăх тăвасшăн. N. † Пирĕн атте-аннен кăвак лаша çук; пулсассăн та, пуçне ухас çук. Собр. † Чипер-кăна хăнамсем пуçне ухса лараççĕ. || О ветре и пр. СПВВ. † Сар чечекĕн пуçне çил ухать, пирĕн çамрăк пуçа çичĕ ютă ухать.

уххăм

неизв. мне слово. Макс. Чăв. К. I, 56. Çерем ути, çĕр çырли — тухрăм çиес те килнĕрен: уххăм чипер, хура куç тухрăм курас та килнĕрен. Юрк. † Уххăмах та тенĕ чух, уххăм шăрçи ӳксе çухалминчĕ. Эпир ырă курас тенĕ чух, саманисем йывăр килминчĕ.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

анис

сущ.муж.
1. энĕс, калемпĕр (ырă шăршăллă курăк вăрри)
2. анис (пан улми сорчĕ)

аромат

сущ.муж.
ырă шăршă, техĕм; аромат роз кĕл чечексен ырă шăршй

ароматный

прил.
ырă шăршăллă, техĕмлĕ; ароматные яблоки техĕмлĕ пан улми

безоблачный

прил.
1. (син. ясный; ант. облачный, пасмурный) пĕлĕтсĕр, уяр, таса; безоблачное небо таса тӳпе
2. (син. радостный; ант. печальный) савăк, телейлĕ, ырă; безоблачное детство телейлĕ ачалăх

беспечность

сущ.жен. (син. беззаботность, легкомыслие)
тимсĕрлĕх, шухăшсăрлăх, çăмăлттайлăх; беспечность до добра не доводит çăмăлттайлăх ырă тумасть

Благовещение

сущ.сред.
Благовещени, Ырă хыпар уявĕ (христиансен чи пысăк 12 уявĕнчен пĕри; ăна çĕнĕ стильпе ака уйăхĕн 25мĕшĕнче Мария ятлă таса хĕре вăл Турă амăшĕ пуласси çинчен ырă хыпар — вырăсла «благая весть» — пĕлтернине чысласа палăртаççĕ)

благополучный

прил. (син. удачный, успешный; ант. неудачный, неблагополучный), благополучно нареч.
ăнăçлă, ырă, телейлĕ; все кончилось благополучно йăлтах ăнăçлă вĕçленчĕ

бывать

глаг. несов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. случаться, происходить) пул, пулса ирт; в жизни всякое бывает пурнăçра тем те пулать; Не бывать этому! Кун пек пулмĕ!
2. пул, пулкала; пырса çӳре, çитсе кур; я часто бываю у них эпĕ вĕсем патĕнче час-часах пулатăп ♦ как ни в чём не бывало хăнк та мар; Бывайте здоровы! Сывă пулăр! (уйрăлнă чухне ырă сунни)

вести

глаг. несов.
1. кого илсе пыр, çавăтса пыр; вести старушку под руку карчăка хулран çавăтса пыр
2. кого-что (син. возглавлять) ертсе пыр, ертсе кай, пуç пул; вести войска в бой çарсене çапăçăва ертсе кай
3. что (син. править, управлять) тытса пыр; вести автомашину автомашина тытса пыр
4. 1 и 2 л. не употр. кай, илсе кай, илсе пыр; эта дорога ведёт в лес ку çул вăрманалла каять
5. что (син. руководить) тыт, тытса пыр, йĕркелесе пыр; вести хозяйство хуçалăха тытса пыр; вести собрание пухава йĕркелесе пыр
6. что ту, пурнăçла, туса пыр; вести войну варçă вăрç; вести переписку çыру çӳрет; вести огонь из пулемёта пулемётпа пер ♦ хорошо вести себя харпăр хăвна йĕркеллĕ тыткала; и бровью не ведёт хăнк та тумасть; Ложь к добру не ведёт посл. Суйни ырă тумасть

воздействие

сущ.сред. (син. влияние)
витĕм, вăйăм, хистев; лекарство оказало положительное воздействие эмел ырă витĕм кӳчĕ

грешный

1. çылăхлă; грешный человек çылăхлă çын
2. в знач. сказ. грешно (син. нехорошо, стыдно) аван мар, лайăх мар, ырă мар, çылăх, намăс; грешно не помочь инвалиду инвалида пулăшмасан аван мар

действие

сущ.сред.
1. (син. работа, деятельность) ĕç, ĕç-пуç, ĕç-хĕл; противозаконные действия саккуна хирĕç ĕçсем; составить план действий на будущее малашнехи ĕçсен планне палăртса хур
2. ĕçлени, çӳрени, привести машину в действие машинăна ĕçлеттерме пуçла
3. вăй; вăйра тăни; продлить действие договора договор вăйра тăрас вăхăта тăс; закон обратной силы не имеет саккун вăйĕ иртнĕ вăхăта витмест
4. (син. результат, влияние) витĕм, вăйăм, усă; витĕм кӳни, усă пани; оказывать благотворное действие ырă витĕм кӳр; предупреждение не возымело действия асăрхаттарни усă памарĕ
5. пай, сыпăк (спектаклĕн, пъесăн); комедия в трёх действиях виçĕ пайлă комеди
6. тăвăм, действи; четыре действия арифметики арифметикăн тăватă действийĕ

делать

глаг. несов.
1. что (син. совершать, заниматься, производить) ту, ăстала, хайла, туса хатĕрле; делать мебель сĕтел-пукан ăстала; он ничего не делает вăл ним те тумасть
2. что и без доп. ту, хăтлан; делать добро ырă ĕç ту; делать успехи çитĕнӳ ту; делать ошибки йăнăш ту; делать по-своему ху пĕлнĕ пек хăтлан ♦ делать выбор суйласа ил; делать попытку тăрăшса пăх, хăтлан; делать нечего ним те тăваймăн; от нечего делать ним ĕç çукран

добро

сущ.сред.
1. (син. благо; ант. зло) ырă, ырлăх, ырă ĕç; делать людям добро çынсене ырă ту; не к добру ырра мар
2. (син. имущество) пурлăх, пуянлăх; копить добро пурлăх пух ♦ поминать добром ырăпа асăн; Добро пожаловать! Килĕрех!

добродушный

прил. (ант. злой), добродушно нареч.
кăмăлла, ырă кăмăлла; добродушно улыбаться кăмăллăн кулкала

доброта

сущ.жен. (син. отзывчивость; ант. злоба)
ырăлăх, ырă кăмăл; он полон доброты вăл питĕ ырă кăмăлла

добрый

1. (син. отзывчивый; ант. злой) ырă, кăмăлла, тарават; добрый человек ырă çын; он добр ко мне вăл мана кăмăллать
2. (син. хороший; ант. плохой) ырă, лайăх, аван; добрая весть ырă хыпар; наши добрые друзья пирĕн лайăх туссем; Добрый день! Ырă кун пултăр!
3. ырă, таса, сумлă; доброе имя сумлă ят ♦ Будьте добры! Тархасшăн!; по доброй воле харпăр ирĕкĕпе; В добрый час! Çулĕ телейлĕ пултăр!; по доброй воле хăй ирĕкĕпе

долг

2. сущ.муж.множ. долги
парăм, кивçен; взять в долг кивçен ил; отдать долг парăм тат; наделать долгов кивçен илсе тултар; я в долгу перед тобой манăн сан умăнта парăм пур♦ по уши в долгах парăмран тухаймасть; не остаться в долгу пархатарсăр ан пул, ырăшăн ырă ту

дружелюбный

прил., дружелюбно нареч.
туслă, ырă кăмăллă; встретить дружелюбно ырă кăмăлпа кĕтсе ил

душевный

прил., душевно нареч.
1. чун -ĕ, чун-чĕм -ĕ, чун-чĕре -ĕ; душевное волнение чунтан пăлханни
2. ырă, кăмăлла, ырă чунлă; говорить душевно кăмăллăн калаç

душистый

прил.
ырă шăршăллă, техĕмлĕ; душистые цветы ырă шăршăллă чечексем

желать

глаг. несов.
1. кого-что и чего, также с неопр. ф. (син. хотеть) кăмăл ту , шут тыт; -ас (-ес) те; -ас (-ес) кил; дети желают пойти в кино ачасем кинона каяс теççĕ
2. кому кого-чего или с неопр. ф. сун; Желаю Вам доброго здоровья! Сире ырă сывлăх сунатăп! ♦ оставляет желать лучшего пит лайăхах мар (ĕç, япала)

знамя

сущ.сред.; множ. знамёна
ялав; знамя полка полк ялавĕ ♦ высоко держать знамя ырă ята чыслă упра

имя

сущ.сред.; множ. имена
1. ят (çыннăн); имя девочки хĕр ача ячĕ; называть по имени ятран чĕн; написать фамилию, имя и отчество хушамата, ята, ашшĕ ятне çыр
2. (син. известность, репутация) ят, ят-сум; доброе имя ырă ят; учёный с мировым именем тĕнчипе паллă ăслăхçă
3. (син. название) ят (япаласен); это дерево известно под именем «вяз» ку йывăç ячĕ — «хурама»
4. ят (грамматикăра — хăшпĕр пуплев пайĕсем); имя существительное япала ячĕ; имя прилагательное паллă ячĕ; имя числительное хисеп ячĕ; склонение имён ят пуплев пайĕсем вĕçленни
5. имени кого-чего, в знач. предлога с род. п. ячĕллĕ; Дворец культуры имени Хузангая Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕ ♦ имена нарицательные пайăр мар ятсем (сăм.: çын, хула, кӳлĕ); имена собственные пайăр ятсем (сăм.: Иван, Шупашкар, Байкал)

лавр

сущ.муж.
лавр (кăнтăрти йывăç, унăн ырă шăршăлли çулçисене апат пĕçернĕ çĕре яраççĕ)

ладан

сущ.муж.
латăн, ладан (кĕлĕ тунă чух тĕтĕрмелли ырă шăршăллă сăмала); курить ладаном латăн тĕтĕр

неприятный

прил., неприятно нареч.
ырă мар, кăмăллă мар, усал; неприятный запах усал шăршă; с ним неприятно общаться унпа хутшăнма кăмăллă мар

нести

1. глаг. несов.
1. (син. перемещать) йăт, çĕкле, йăтса пыр, çĕклесе пыр; нести дрова в сарай вутта сарайне йăт
2. (син. мчать) вĕçтер; ветер несёт пыль çил тусан вĕçтерет ♦ нести потери çухату тӳс; нести ответственность явап тыт; нести службу хĕсметре тăр; несёт холодом сивĕ кĕрет; нести вздор пустуй сӳпĕлтет; нести убытки тăкак кур; нести добро людям çынсене ырă ту

одеколон

сущ.муж.
одеколон (ырă шăршăллă им-çам); цветочный одеколон чечек одеколонĕ; освежиться одеколоном одеколон пĕрĕхтерсе уçăл

особенный

1. прил. (син. специфический; ант. обыкновенный) уйрăм, расна, пайăр; хăйне майлă; он отличается особенной добротой вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать
2. особенно нареч. уйрăмах; особенно жарко в июле утă уйăхĕнче уйрăмах шăрăх ♦ не особенно питех мар; ничего особенного темех мар, чаплах мар

пачка

сущ.жен.
çыхă, тĕрке, пачка; пачка книг кĕнеке çыххи; пачка сигарет сигарет пачки
глаг. несов. (син. грязнить)
варала, пылчăкла, лапăрта, хурат; пачкать руки грязью алла пылчăкла; пачкать доброе имя ырă ята варала

петрушка

сущ.жен.
петрушка (апата хушакан ырă шăршăлли курăк); грядка с петрушкой петрушка йăранĕ

примерный

прил., примерно нареч.
1. (син. образцовый) кăтартуллă, ырă, лайăх; примерный ученик лайăх вĕренекен ача
2. (син. приблизительный) чухлавлă, вăтам шутпа; яхăн; примерно сто килограммов çĕр килограма яхăн

приятный

прил., приятно нареч.
кăмăллă, лайăх, ырă; приятный запах ырă шăршă; с ним приятно поговорить унпа калаçма кăмăллă

роза

сущ.жен.
кĕлчечек (ырă шăршăллă чечек); букет алых роз хĕрлĕ кĕлчечек çыххи

сердечный

прил., сердечно нареч.
1. чĕре -ĕ; сердечные болезни чĕре чирĕсем
2. (син. задушевный) кăмăллă, ăшă, ырă кăмăллă; сердечно поздравить ăшшăн саламла

сердце

сущ.сред.; множ. сердца
1. чĕре; здоровое сердце сывă чĕре; сердце бьётся чĕре тапать
2. чĕре, чун, чун-чĕре, кăмăл; человек с добрым сердцем ырă кăмăлла çын ♦ от всего сердца пĕтăм чун-чĕререн; сердце не лежит к кому-чему чун выртмасть; по сердцу кăмăла каять, чун выртать; отлегло от сердца чĕре лăштах пулчĕ

сирень

сущ.жен.
сирень (ырă шăршăллă чечек, унăн тĕми); белая сирень шурă сирень

служить

глаг. несов.
1. (син. работать) ĕçле, хĕсметре тăр; служить в банке банкра ĕçле
2. (син. являться) пул, шутлан; он всем служит примером вăл пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать

тень

сущ.жен., множ. тени
1. сулхăн; сидеть в тени сулхăнра лар
2. ĕмĕлке; тень от столба юпа ĕмĕлки ♦ нет и тени сомнения нимĕн иккĕленмелли те çук; бросить тень на доброе имя ырă ята варалама хăтлан

уважать

глаг. несов.
хисепле, уя, сума су; уважать законы саккунсене хисепле; я его уважаю за доброту эпĕ ăна ырă кăмăлĕшĕн сума сăватăп

характеризовать

глаг. несов.
хакла, хак пар; его характеризуют с положительной стороны ăна ырă хак параççĕ

хранить

глаг. несов. (син. сберегать)
усра, упра, сыхласа усра; хранить деньги в банке укçана банкра усра; хранить в памяти асран ан яр; хранить народные обычаи халăх йăли-йĕркине уяса упра ♦ хранить молчание ан шарла; хранить гордый вид мăнаçлан; хранить доброе имя ырă ята ан яр; хранить спокойствие лăпкă пул

человечный

прил. (син. отзьтвчивый, гуманный; ант. жестокий)
этеплĕ, тарават, ырă кăмăллă, ăшă кăмăллă

честь

сущ.жен.
1. (син. достоинство, благородство) чыс, чыслăх, пархатар; честь воина салтак чысĕ; дело чести чыслăх ĕçĕ
2. (син. репутация) чыс, ырă ят; честь семьи кил-йыш чысĕ; беречь честь смолоду ырă ята çамрăкран упра
3. (син. почёт) хисеп; воздавать честь хисеп ту; ветераны достойны большой чести ветерансем пысăк хисепе тивĕç ♦ с честью выполнить свой долг харпăр тивĕçне чыслăн пурнăçла; это делает ему честь куншăн вăл хисепе тивĕç; отдать честь саламла (çар çыннисем çинчен); много чести ему вăл куна тивĕç мар

чуткий

прил., чутко нареч.
1. туйăмлă, сисĕмлĕ, çивĕч, сирек, вичкĕн; чуткая собака сирек йытă; чуткий прибор сисĕмлĕ хатĕр; чутко вслушиваться хăлхана тăратса итле
2. (сик. отзывчивый; ант. бесчувственный, чёрствый) тарават, тимлĕ, ырă кăмăллă; чутко относиться к ветеранам ветерансем тĕлĕшпе тимлĕ пул

шанс

сущ.муж.
май, шанăç; использовать благоприятный шанс ырă майпа усă кур

щедрость

сущ.жен.
1. (ант. скупость) юмартлăх, тараватлăх, ырă кăмăл
2. (син. богатство; ант. скудость) илпеклĕх, пуянлăх, тулăхлăх; щедрость южной природы кăнтăрти çут çанталăк илпеклĕхĕ

щедрый

прил.
1. (син. скупой), щедро нареч. юмарт, тарават, ырă кăмăллă; он щедро угостил нас вăл пире тарават хăналарĕ
2. (син. богатый; ант. скудный) илпек, тулăх, пуян, хаклă; щедрый подарок хаклă парне

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

авантюризм

авантюризм (ырă мар, шанчăксăр ĕçпе пуçтахланни).

альтруист

альтруист (çын интересĕсене хăйĕн интересĕсенчен маларах хуракан çын, ыттисене ырă тума тăрăшакан çын).

ананас

ананас (кантăр енчи шултр а, тăрăхларах, ырă шăршăллă та сĕтеклĕ çимĕç паракан йывăç, унăн улми, çимĕçĕ).

антоним

антоним (хирĕçле пĕлтерешлĕ сăмахсем: ырă —усал, шурă— хура).

апельсин

апельсин (хĕрлĕрех сарă тĕслĕ ырă шăршлă тутла çимĕç).

аромат

аромат, ырă шăрша.

ароматический

ароматичный, ароматный ароматла, ырă шăршлă.

день

дня кун, талӑк; рабочий день ӗҫ кунӗ; выходной день канмалли кун; день печати пичет кунӗ; Международный женский день Пĕтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунĕ; весь день яра куна, кун хута; день ото дня майӗпен, кунран-кун; со дня на день пӗр-пĕр ҫывӑх кун; изо дня в день пӗрмаях, кулленех; в течение дня кун каҫиччен, кун хута; на днях ҫак кунсенче; третьего дня виҫӗмкун; средь бела дня тӑп-тӑр кăнтăрла; через день кун сиктерсе; добрый день ырă кун пултӑр; порядок дня кун йӗрки (ларӑвӑн); в один прекрасный день пӗр-пӗр кун; герои наших дней пирӗн вӑхӑтри геройсем.

добросердечный

ырă кӑмӑллӑ.

великодушный

ырă кăмăллă, çемçе чӗреллӗ.

честь

ж. 1. чыс, хисеп, ырă ят; 2. честь; отдать честь честь пар, честь парса саламла.

ханжа

ханжа (икĕпитлĕ çын, хăй интересĕшĕн çын умĕнче хăйне турă çынни пек, ырă çын пек кăтартма тăрăшакан).

филантроп

филантроп (çынна шелленçи пулса кăштах ырă тăвакан).

увековечить

-чу кого, что сов., увековечивать несов. ĕмĕр асăнмалла ту, ĕмĕрлĕхе хăвар (ырă) ята.

удовольствие

1. киленӳ, тулли кăмăл, хĕпĕртесе савăнни, ырă пурнăçпа савăнни; 2. вăйă-кулă, савăнăç.

безукоризненный

пĕр айăпсăр, пĕр сиенсĕр, пĕр кăлтăксăр, питĕ лайăх, питĕ ырă (çын), хурламалла мар; пур енчен те аван (çын, тавар).

безупречный

кăлтăксар, питĕ лайăх, питĕ ырă, ятне яман (çын, япала).

благоденствовать

, -твую, несов. ырă кур, кун курса, хуш курса пурăн, çителĕклĕ пурăн.

благодетель

м. уст. ырă тăвакан çын.

благодеяние

уст. ырă ĕç.

благожелательный

ырă кăмăллă, çынна ырă сунакан, ырă тăвакан, çынна ырă кăмăлпа йышăнакан.

благоприятный

ырă, лайăх, ăнăçлă, майлă, халаллă, юрăхлă; благоприятные условия юрăхлă майсем, условисем.

благородный

хăйĕн интересĕсене манса çыншăн тăрăшакан (çын), ырă кăмăллă (çын); благородные металлы тутăхман металсем (ылтăн, кĕмĕл, платина).

благосклонный

ырă кăмăллă, çын çине ăшшăн, кăмăллăн пăхакан.

благоуханный

ырă шăршлă, тутлă шăршлă.

блаженствовать

, -твую, несов. ырă кур, телей кур, киленсе, ырă курса пурăн.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

амбра

ж. 1. амбра (ырă шăршăллă ăвăс пек япала); 2. уст. лайăх шăршă.

ангельский

прил. пирĕшти пек, сăпай, ырă, хитре; ангельское терпение пирĕшти пек чăтăм.

аромат

м. 1. аромат, ырă шаршă; аромат яблок панулми шăрши; 2. перен. сĕм, тути-палли; аромат юности çамрăк вăхăт сĕмĕ, çамрăклăх палли.

ароматный

прил. ароматлă, техĕмлĕ, ырă шăршăллă; ароматный чай ырă шăршăллă чей.

бальзам

м. 1. бальзам (ырă шăршăллă мазь); 2. перен. имлĕ япала; йăпатмăш; бальзам души чун йăпатмăшĕ; пролить бальзам на что-л. йăпат, лăплантар.

беззлобный

прил. çилĕсĕр, хаяр тытман, ырă кăмăллă.

бескорыстие

с. ырă кăмăл, харпăр хăйшĕн (е пайташăн) çунманни.

бескорыстный

прил. ырă кăмăллă, хăйшĕн (е пайташăн) çунман, сăхăланман; бескорыстный поступок ырă кăмăлпа тунă ĕç.

благовоние

с. ырă шăршă.

благовонный

прил. ырă шăршăллă.

благодатный

прил. ырă, хӳхĕм, сиплĕ; благодатный край питĕ хӳхĕм çĕршыв.

благоденствие

с. уст. ырлăх, ырă пурнăç; народное благоденствие халăх ырлăхĕ.

благоденствовать

несов. ырă курса (е тулăх, телейлĕ) пурăн.

благодетель

м. ырă тăвакан.

благодетельный

прил. усăллă, ырă, сиплĕ; благодетельный климат сывлăхшăн усăллă климат.

благодеяние

с. уст. ырă ĕç; ырă туни.

благодушный

прил. çемçе кăмăллă, ырă (е тӳлек) кăмăллă, кунĕ.

благожелатель

м. ырă сунан.

благожелательный

прил. ырă сунакан, ырă кăмăллă; благожелательное письмо ырă кăмăллă çыру.

благой

прил. уст. ырă, лайăх; благое намерение ырă шухăш.

благонамеренный

прил. уст. шанчăклă, ырă шухăшлă, влаçа парăннă (çын).

благообразный

прил. ырă сăнлă, чипер сăн-питлĕ.

благородный

прил. 1. чыслă, тӳрĕ кăмăллă; пархатарлă, паха, чаплă; благородный поступок пархатарлă ĕç; благородный человек чыс тытакан çын; благородная цель ырă тĕллев; 2. уст. дворян йăхĕнчи; пансион благородных девиц дворян хĕрĕсен пансионĕ; благородные металлы хаклă йышши металсем (ылтăн, платина, кĕмĕл).

благородство

с. чыслăх, пархатарлăх, тӳрĕ (е ырă) кăмăл.

благосостояние

с. ырă (е çителĕклĕ) пурнăç; пурлăх; подъём материального благосостояния народа халăх пурнăçне лайăхлатни.

благотворитель

м. ырлăх кӳрен, ырă (ĕç) тăвакан.

благотворный

прил. сиплĕ, усăллă, ырă кӳрекен; благотворное влияние ырă влияни; благотворный климат сывлăхшăн усăллă климат.

благоухание

с. ырă шăршă, тутлă шăршă.

благоуханный

прил. ырă шăршăллă, тутлă шăршăллă.

благоухать

несов. ырă шăршă кăлар.

ванилин

м. ванилин (ваниль йывăççинчен е искусствăллă майпа тăвакан ырă шăршăллă япала).

великодушие

с. ырă кăмăллăх.

великодушный

прил. 1. (о человеке) ырă кăмăллă, çынна ырă сунакан; 2. (о поступке) ырă кăмăлпа (е ырă сунса) тунă.

влипнуть

сов. 1. çыпçăнса лар; 2. прост. лек, çаклан; влипнуть в неприятное дело ырă мар ĕçе çаклан.

выиграть

сов. 1. кого-что и без доп. выляса ил; выиграть по лотерее лотерейăпа выляса ил; 2. что (выгадать) усă кур; выиграть от снижения цен хаксене йӳнетнипе усă кур; 3. что и без доп. (одержать верх) çĕнтер, çиеле тух, парăнтар; выиграть сражение çапăçура çиеле тух; выиграть судебный процесс сутлашса çиеле тух; выиграть время вăхăта перекетле; выиграть в чьих-л. глазах куç умĕнче ырă пул.

выйти

сов. 1. (уйти, выбыть) тух, тухса кай; выйти из комнаты пӳлĕмрен тух; выйти из лесу вăрмантан тух; выйти на улицу урама тух; 2. (выбыть) тух; выйти из игры вăйăран тух, выляма пăрах; 3. (быть изданным) тух; выйти из печати пичетленсе тух; 4. (стать кем-л.) пул, тух; выйти в инженеры инженера тух; выйти победителем çĕнтер; 5. (получиться, удаться) пул, тух; фотография вышла удачной фотокарточка ăнăçлă тухнă; 6. (случиться, произойти) килсе тух, пулса тух; вышла неприятная история ырă мар пулса тухрĕ; 7. (вступить в брак) тух, кай; выйти замуж качча тух, качча кай; 8. (произойти) тух, çурал, çуралса ӳс; выйти из крестьян хресчен çемйинче çуралса ӳс; 9. (израсходоваться) пĕт, тух; деньги все вышли укçа пĕтрĕ; срок вышел срок тухрĕ; выйти в люди çын пул; выйти в отставку отставкăна тух; выйти на пенсию пенсне тух; выйти из берегов ейĕве тух (е кай); выйти из возраста (или из лет) çултан тух; выйти из головы (или из памяти, из ума) манса кай; выйти из доверия шанчăкран тух; выйти из положение май туп, майлаштар; выйти из себя хăвна ху чарайми пул; выйти наружу палăр, çиеле тух; выйти из-под пера çырăн (хут çине); не вышел чем-л. ăнăçусăр пул; выйти из употреблений пăрахăçа тух.

выходить

несов. 1. см. href='/s/выйти'>выйти; 2. тух; окна выходят в сад чӳречесем садалла тухаççĕ; 3. в знач. вводн. сл. выходит разг. апла, апла пулсан; выходит, он тебе не желает добра апла вăл сана ырă сунмасть; не выходить из головы (или из ума) пуçран ан тух, асран ан кай.

галантность

ж. япшарлăх, ырă кăмăл, çепĕçлĕх.

гений

м. 1. гени, хăватлă пултарулăх; 2. (человек) гени, питĕ пултаруллă çын; гений революции революци генийĕ; ◇ добрый гений ырă тăвакан çын; злой гений усал çын, усал кӳрекен çын.

гиацинт

м. гиацинт (1. бот. ырă шăр-шăллă курăк; 2. мин. хаклă йышши чул).

глупый

прил. ухмах, ăссăр, тăмсай, айван; глупый человек ухмах çын; иметь глупый вид ухмахăн курăн; попасть в глупое положение ырă мара лек, лайăхмарлан.

государь

м. ист. патша; ◇ милостивый государь хисеплĕ (е ырă) çыннăм (чĕнсе каланă чух).

грешно

в знач. сказ, с неопр., разг. аван мар, лайăх мар, ырă мар, çыллăх, намăс; грешно не заступиться за друга туса пулăшманни ырă мар.

грязный

прил. 1. вараланчăк, лапра, пылчăклă, çӳп-çаплă; грязный двор пылчăклă кил хушши; грязная дорога лапра çул; 2. (запачканный) хура, хуралнă, вараланчăк, таса мар; грязные руки вараланчăк алă; грязное бельё хура кĕпе-йĕм; 3. (о цвете) тусан тĕслĕ, çĕр тĕслĕ; 4. перен. (непристойный, гнусный) ирсĕр, ырă мар, киревсĕр; грязное дело ирсĕр ĕç; 5. (предназначенный для мусора) çӳп-çап ⸗ĕ [⸗и]; грязное ведро çӳп-çап витри; ◇ рыться (или копаться) в грязном белье сӳпĕлтет, кирлĕ мара калаç (кам та пулин çинчен).

делать

несов. 1. что и без доп. (изготовлять, производить) ту; делать мебель сĕтел-пукан ту; 2. что (производить работу, движение) ту, кай; делать сто километров в час сехетре çĕр километр кай; делать четыре рейса в смену сменăра тăваттă хутла; 3. что, разг. (заказывать) ту, çĕле; делать себе костюм ху валли костюм ту çĕле); 4. что (исполнять, выполнять) ту, хатĕрле; (создавать) ту; делать уроки урок ту хатĕрле); делать эскиз эскиз ту; 5. (поступать, действовать) ту; делать по-своему ху пĕлнĕ пек ту; делать добро ырă ту; 6. кого-что (обращать, превращать в кого-что-л.) ту; делать из кого-л. посмешище кама та пулин çын кулли ту; 7. что (давать) пар; делать подарок парне пар; делать выговор выговор пар, ятла; 8. кого-что кем-чем (приводить в какое-л. состояние, положение): делать помощником кого-л. кама та пулин помощник ту; ◇ делать из мухи слона см. муха; от нечего делать ĕç çукран; делать погоду см. погода; делать честь хисеп ту; делать под себя шăрса яр.

дело

с. 1. ĕç; сидеть без дела ĕçсĕр лар; вы сделали доброе дело эсир ырă ĕç турăр; 2. мн. дела ĕçсем; дела идут хорошо ĕçсем лайăх пыраççĕ; 3. (обстоятельство, явление) ĕç; не в том дело ĕç ун пирки мар; 4. (событие) пулса иртни; это дело было давно ку ĕç тахçанах пулса иртнĕ; 5. канц. дело (документсен папки);ближе к делу чи кирлине кала; в самом деле чăнах та; то и дело пĕрмай, яланах; в чём дело? мĕн пулчĕ?; дело мастера боится ĕç ĕçчентен хăрать; первым делом чи малтан; как дела? ĕçсем мĕнлерех?; моё дело сторона ман ĕç çук; не у дел ĕçсĕр; пустить в дело ĕçе яр; грешным делом см. грешный; другое дело ку урăх япала, ку урăх калаçу; по сути дела см. суть; дело в шляпе пулчĕ; дело делать ĕçле, тăрăш; между делом ерçнĕ хушăра; моё дело маленькое маншăн пулсан пурпĕрех; за малым дело стало ĕç виçĕ пусшăнах чарăнчĕ.

дискредитация

ж. дискредитаци, авторитета пăсни, ырă ята варалани.

дискредитировать

сов. и несов. кого-что дискредитациле, авторитета пис, ырă ята варала; шанчăкран кăлар.

добро

с. 1. ырă, ырлăх, пархатар; делать добро ырă ĕç ту; желаем тебе добра пархатар кур; сана ырă сунатпăр; 2. собир. разг. (имущество) пурлăх, пуянлăх, мул; поминать добром ырă сăмахпа асăн, ырăпа асăн; не к добру ырра мар, ырлăха мар.

добро

нареч. 1. в знач. сказ. безл. разг. аван, лайăх; 2. в знач. усл. союза (в сочетании с частицей «бы») разг. пулсанччĕ; добро бы он сам был здесь вăл хăй кунта пулнă пулсанччĕ; ◇ добро пожаловать! ырă сунса кĕтетпĕр, килех, килĕрех!

добродетель

ж. ырă кăмăл, ырă чун.

добродетельный

прил. ырă кăмăллă, ырă чунлă; добродетельный человек ырă чунлă çын.

добродушие

с. кăмăллăх, тараватлăх, ырă кăмăл.

добродушный

прил. ырă кăмăллă, тараватлă, йăваш; добродушное выражение лица ырă кăмăллă сăн-сăпат; добродушный человек тарават çын.

доброжелатель

м. ырă сунакан çын.

доброжелательство

с. ырă сунни; проявить доброжелательство ырă сун.

добром

нареч. разг. ырăпа, ырă кăмăлпа, ыррăн.

добропорядочный

прил. лайăх, йĕркеллĕ, ырă (çын).

добросердечие

с., добросердечность ж. ырлăх, ырă кăмăллăх.

добросердечный

прил. ырă, ырă чĕреллĕ, ырă кăмăллă; добросердечный человек ырă чĕреллĕ çын.

добрососедский

прил. ырă кӳршĕллĕ, килĕшӳллĕ; добрососедские отношения ырă кӳршĕллĕ хутшăнусем.

доброта

ж. ырă, ырлăх, кăмăллăх.

добротный

прил. разг. лайăх, ырă, аван, паха, çирĕп; добротное сукно çирĕп пустав.

добрый

прил. в разн. знач. ырă, ырлăхлă, лайăх, аван, килĕшӳллĕ; доброе слово ырă сăмах; доброе имя ырă ят; добрые известия лайăх хыпарсем; ◇ люди доброй воли ырă чунлă çынсем, тӳрĕ кăмăллă çынсем; будьте добры ырă (чунлă) пулсамăр; добрый день! ырă кун пултăр!; по доброй воле хам ирĕкпе, ху ирĕкӳпе, хăй ирĕкĕпе; всего доброго сывă пул (-ăр); чего доброго в знач. вводн. сл. тем пуласси пур.

добряк

м. разг. ырă кăмăллă çын.

доступный

прил. 1. юрăхлă, майлă; местность, доступная для проезда на грузовиках грузовиксемпе çӳреме юрăхлă вырăн; 2. (понятный) ăнланмалла, ансат; эта книга доступна всем ку кĕнеке пурне те ăнланмалла; 3. (открытый для всех) уçă; наука доступна широким массам трудящихся наука ĕççыннисен сарлака массисемшĕн уçă; 4. человеке) ырă кăмăллă, мăнаçлă мар, танлă мар; 5. ценах) юрăхлă, майлă, йӳнейлĕ; по доступным ценам юрăхлă хакпа.

душа

ж. 1. филос. (нематериальное начало) чун; душа и тело чунпа ӳт-пӳ; 2. (свойство характера) чун, кăмăл, чĕре; добрая душа ырă чунлă çын; 3. (чувство; темперамент) чун, чĕре; петь с душой чĕререн юрла; 4. перен. (вдохновитель, организатор) чун; он душа этого колхоза вăл çак колхозăн чунĕ; 5. разг. (человек при указании количества) чун, çын; на улице ни души урамра пĕр чун та çын та) çук; 6. (единица населения) çын, ят; на душу населения пĕр çын ят) пуçне; 7. разг. (обращение) чунăм; душа моя чунăмçăм; ◇ в душе ăшра; по душам говорить чĕререн чуна уçса) калаç; вымотать всю душу чуна кăлар ил); заячья душа мулкач чунĕ, чăх чĕри; от всей души пĕтĕм чунтан, чĕререн; жить душа в душу чунтан-вартан килĕштерсе пурăн; не чаять души в ком-л. пĕтĕм чун-черепе сав юрат); отвести душу чуна пусар; душа не лежит к кому-чему-л. чун туртмасть; душа ушла в пятки сехре хăпрĕ; стоять над душой чуна ил; по душе кăмăла каять; он кривит душой вăл тӳрĕ çын мар; сколько душе угодно ытлашшипех; вложить душу в работу чунна хурса ĕçле; за душой нет ни гроша манăн пĕр пус та çук; душа нараспашку питĕ уçă çын, уçă чунлă çын; чужая душа потёмки посл. соотв. çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар (букв. внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы).

душевный

прил. ырă чунлă, ăшă кăмăллă; душевный человек ырă чунлă çын; душевное отношение ăшă кăмăллăн пăхни.

душистый

прил. ырă шăршлă, тутлă шăршлă.

желать

несов. что, чего и с неопр. ⸗ас [⸗ес] кил; сун, сен; желать добра ырă сун; я желал бы знать ман пĕлесчĕ (е пĕлес килет).

запачкать

сов. кого-что 1. (загрязнить, замарать) варала, лапăрта; 2. перен. (опозорить) варала, ят яр, намăс ту; запачкать доброе имя ырă ята варала.

запутать

сов. 1. что аркат, чăлхантар, арпаштар, çыхлантар (çип); 2. что, перен. (усложнить) пăтрат, пăтратса яр, пăтраштар, пăтраштарса яр; 3. кого-что, перен. разг. (ввести в заблуждение) ултала, пăтрат; 4. кого, разг. (вовлечь) хутшăнтар, ерт; запутать в неприятное дело ырă мар ĕçе хутшăнтар.

золотой

прил. 1. ылтăн ⸗ĕ [⸗и], ылтăн...; золотой слиток ылтăн катăкĕ: золотой песок ылтăн хăйăрĕ; золотая цепочка ылтăн вăчăра; 2. в знач. сущ. м. (золотая монета) ылтăн укçа; 3. (о цвете) ылтăн, ылтăн тĕслĕ; золотые лучи солнца хĕвелĕн ылтăн пайăркисем; 4. перен. (замечательный) питĕ (е чи, çав тери) лайăх, ырă; чи хаклă; золотое сердце ырă чĕре; золотые слова хаклă сăмахсем; 5. перен. (счастливый) ытарайми, тĕлĕнмелле, чаплă; золотое детство ытарайми ачалăх; 6. перен. (любимый) хаклă, савнă, ытарайми; золотой ты мой! манăн ылтăнăм!; ◇ золотая осень ылтăн кĕркунне; золотые руки ĕçчен алăсем; терять (или упускать) золотое время хаклă вăхăта сая яр; золотых дел мастер ювелир (ылтăн-кĕмĕл, ахах-мерчен ăсти); обещать (или сулить) золотые горы ылтăн купи (е темтепĕр) пама пул.

играть

несов. 1. во что и без доп. выля, выляш; кончить играть выляса пĕтер; играть в футбол футболла выля; играть в жмурки куркуçла (е суккăр куçла) выля; 2. кого-то, театр. (исполнять) выля; играть роль старика ват çын рольне выля; 3. на чём и без доп. (на музыкальном инструменте) кала, выля; играть на флейте флейта кала; 4. (с) чем, (с) кем выля, вылянтар, вылят, алхас, илĕх; играть с детьми ача-пăчапа выля; ветер играет гривой коня çил ут çилхипе вылять; играть саблей хĕçпе выля; 5. (сверкать, переливаться) йăлтăртат, выля, вылян; на воде играют солнечные блики шыв çинче хĕвел вылять; 6. (пениться, искриться) кăпăклан, хĕлхемлен, йăлтăртат, чашкар; ◇ играть с огнём вут-кăварпа выля; играть в великодушие ырă кăмăллă пек пул; играть свадьбу туй ту; играть большую роль пысăк вырăн йышăн; играть первую скрипку чи асли (е ăсти) пул; играть в молчанку пĕр-пĕринпе ним чĕнмесĕр лар; играть комедию кулăшла хăтлан; играть на нервах кăмăла пăс, тарăхтар.

имя

с. 1. ят; дать имя ребёнку ачана ят хур; назвать по имени ятран чĕн; по имени Иван Иван ятлă(скер); как твоё имя? Эсĕ мĕн ятлă?, яту мĕнле?; библиотека имени Ленина Ленин ячĕпе хисепленекен библиотека; письмо на твоё имя сан ятпа килнĕ çыру; 2. грам. ят; имя существительное япала ячĕ; имя прилагательное паллă ячĕ; имя числительное хисеп ячĕ; ◇ именем закона закон ячĕпе; во имя мира миршĕн; человек с именем паллă çын, ятлă çын; составить (или сделать) себе имя паллă пул, палăр, хисеп ил, чапа тух; доброе имя ырă ят; запятнать своё имя ята кĕр (е варала); позорить чьё-л. имя ята çĕрт.

история

ж. 1. истори; законы истории истори законĕсем; история древнего мира авалхи тĕнче историйĕ; история страны çĕршыв историйĕ; урок истории истори урокĕ; 2. (развитие) истори, аталану; история русского языка вырăс чĕлхи историйĕ; 3. разг. (происшествие) истори, пулни-иртни, ĕç; невероятная история тĕлĕнмелле ĕç; рассказывать разные истории пулни-иртнисем çинчен каласа пар; 4. разг. (неприятность) мыскара, тамаша, харкашу; вот так история! ак тамаша!; попасть в историю çаклан (ырă мар ĕçе);история болезни чир историйĕ.

источать

несов. что юхтар, тăк, кăларса (е парса) тăр; источать приятный аромат ырă шăршă кăларса тăр; источать слёзы куççуль тăк.

кривотолки

мн. разг. терĕс мар (е ырă мар) сăмах-юмах, тĕрлĕ сăмах-юмах.

курение

с. 1. по гл. курить; 2. (вещество) тутлă (е ырă) шăршă кăларма çунтаракан япала, тутлă (е ырă) шăршлă тĕтĕм; 3. перен. (восхваление) ытлашши мухтани, йăпăлтатса мухтани.

ладан

м. латăн (ырă шăршă кĕрекен сухăр); ◇ бояться как чёрт ладана питĕ хăра; дышать на ладан вилес патнех çит.

ласка

ж. 1. ачаш, юрату, ачашлани, юратни; материнская ласка анне юратăвĕ; 2. (приветливое отношение) ырă кăмăл.

левкой

м. левкой (ырă шăршăллă чечек).

лесть

ж. йăпăлтатни, йăпăлтатса ырă пулни; говорю без лести йăпăлтатмасăр калатăп, тӳррине калатăп.

личина

ж. 1. уст. маска; 2. перен. суя сăн-сăпат, сăн-пит; ◇ надеть личину ырă çын пек пулма тăрăш.

ложка

ж. кашăк; чайная ложка чей кашăкĕ; серебряная ложка кĕмĕл кашăк; разливательная ложка çăпала; ◇ ложка дёгтя в бочке мёда погов. пыл пички çине пĕр кашăк тикĕт (ырă ĕçе, япалана пĕр усал сăмахпах пăсни çинчен); через час по чайной ложке погов. питĕ хуллен, вăраххăн, аран-аран.

лучший

1. сравн. ст. от прил. хороший лайăхрах, аванрах; лучшая организация труда ĕçе лайăхрах йĕркелени; 2. превосх. ст. от прил. хороший (самый хороший) чи лайăх, питĕ лайăх, питĕ аван, чи аван; лучший сорт чи лайăх сорт; 3. в знач. сущ. лучший м., лучшая ж., лучшее с. лайăххи, аванни; ◇ в лучшем случае лайăх пулсан; всего лучшего телей пултăр, ĕçӳ ăнса пытăр (сывпуллашнă чух ырă сунни).

любезный

1. (учтивый) кăмăллă, килĕшӳллĕ, ăшă, тарават, çепĕç; любезный человек кăмăллă çын; 2. уст. (милый, дорогой) савнă, юратнă; 3. в знач. сущ. м. уст. (обращение) тăванăм; послушай, любезный итле-ха, тăванăм; ◇ будьте любезны ырă пулсамăр.

мастика

ж. мастика (1. çăра çилĕм; 2. паркет урайне çутатмалли мазь; 3. ырă шăршăллă йывăç сухăрĕ).

милосердие

с. каçару, хĕрхенӳ, ырă кăмăл; сестра милосердия чирлисене пăхакан хĕрарăм.

милосердный

прил. ырă кăмăллă, хĕрхенекен, каçаракан.

милостивый

прил. ырă чĕреллĕ, ырă тăвакан; ~милостивый государь см. государь.

милость

ж. 1. (милосердие) ырă, ырă кăмăл, хĕрхенӳ; из милости хĕрхенсе; 2. (благодеяние) ырă ĕç, пулăшу; оказать милость ырă ĕç ту; 3. разг. (расположение) шанăç; быть в милости у кого-л. щанăçа тивĕç пул; ◇ милости просим кăмăл тусамăр, тархасшăн; по твоей милости сана пула; сделайте милость ырă пулсамăр; скажите на милость ирон. апла иккен, ак тата; сменить гнев на милость см. гнев.

милый

прил. 1. кăмăллă, чипер, ырă; милый человек ырă çын; милая улыбка кăмăллă кулă; 2. (дорогой, любимый) савнă, юратнă; мой милый друг савнă тусăм; 3. в знач. сущ. милый м., милая ж. савни, варли; с милым рай и в шалаше савнипе пĕрле хӳшĕре те райри пек; вот это мило! ак япала!

мирт

м. бот. мирт (кăнтăрти йывăç; унăн ырă шăршăллă чечекĕ).

мускат

м. мускат (1. виноград сорчĕ; 2. çав сорт виноградран тунă эрех; 3. мускат йывăççин ырă шăршăллă çимĕçĕ).

накаркать

сов. что и без доп., разг. (напророчить беду) ырă мар пулмалла ту, инкек кӳр.

напутствовать

сов. и несов. кого вĕрент, ăс пар, ырă сун, халалла.

насладиться

сов. кем-чем и без доп. ырă кур, килен, рехетлен, савăн.

наслаждение

с. киленӳ, киленĕç, рехет, ырă курни; доставить наслаждение килентер; слушать музыку с наслаждением музыкăна киленсе итле.

начинание

с. тытăну, пуçару; хорошее начинание ырă пуçару.

неблагородный

прил. ырă мар, йĕркесĕр, пархатарсăр, киревсĕр; неблагородный поступок киревсĕр ĕç; неблагородные металлы тутăхакан металсем (пăхăр, тимĕр, хира тăхлан т. ыт. те).

нега

ж. уст. 1. (полное довольство) ырлăх, тулăх; 2. (блаженство) киленӳ, киленĕç, артак, рехет, киленсе (е рехетленсе, ырă курса) пурăнни; 3. (нежность, страстность) артак, ачашлăх, çепĕçлĕх.

недоброжелатель

м. ырă сунман çын.

недоброжелательный

прил. ырă сунман, пилсĕр; недоброжелательне люди ырă сунман çынсем.

недоброкачественность

ж. ырă пахалăхлă марри, пахалăхсăрлăх.

недобрый

прил. 1. (злой) кăмăлсăр, кăмăллă мар, ырă мар; недобрая усмешка кăмăлсăр кулă; 2. разг. (дурной) ырă мар, усал, начар; недобрая весть ырă мар хыпар; 3.в знач. сущ. недоброе с. ырăмарлăх, ырă марри.

неловкий

прил. 1. (неуклюжий) çаврăнăçусăр, çивĕч (е йӳрĕк) мар, кăнттам; 2. перен. (неприятный, стесняющий) ырă (е аван) мар, намăс; попасть в неловкое положение ырăмарлан; 3. (неудобный) кансĕр, майлă мар.

неловко

нареч. 1. çаврăнăçусăр, кăнттам, кансĕррĕн; 2. в знач. сказ. безл. кому ырă мар, аван мар, именмелле; мне неловко беспокоить его ăна чăрмантарма мана аван мар.

неприятность

ж. ырă мар япала (е ĕç), кăмăлсăрлăх.

неприятный

прил. 1. (по качествам, свойствам) ырă мар, илемсĕр; неприятный запах кĕвçĕк шăршă; 2. кăмăлсăр, кăмăла кайман (е килмен); неприятный разговор кăмăлсăр калаçу.

ночь

ж. çĕр, çĕрле, каç; в эту ночь кĕçĕр; ◇ спокойной ночи! ырă каç пултăр!

облагодетельствовать

сов. кого, уст. и ирон. ырă ту, усă кăтарт.

осчастливить

сов. кого-что телейлĕ ту, ырă кăтарт.

отблагодарить

сов. кого-что тав ту, ырăшăн ырă ту, рехмет кала.

питать

несов. 1. кого çитер, тăрантар, тăрант; апатлантар; 2. что (снабжать необходимым) парса тăр; питать энергией энерги парса тăр; 3. что, перен. (иметь) ⸗лан [⸗лен ], кăмăл тыт, туйса тар; питать злобу вĕчĕлен; питать надежду на что-л. ĕмĕтлен, шанса тăр; питать добрые чувства к кому-л. кăмăлла, ырă сун.

погожий

прил. уяр, лайăх, аван, ырă; погожий день аван кун; погожая осень ырă кĕркунне.

подкупить

сов. 1. кого-что сутăн ил, укçа (е парне) парса çавăр; 2. кого-что, перен. (вызвать симпатии) çавăр, илĕрт, килĕштер; добротой ырă кăмăлпа çавăр; 3.что и чего, разг. (прикупить) (сутан) илсе çитер (кирлĕ таран).

пожаловать

сов. уст. 1. кого чем, кому что парнелесе пар, пар, парнеле; 2. (посетить) пыр(ах), кил(ех); пожалуйте! килĕрех!; добро пожаловать! ырă сунса кĕтетпĕр!

пожелать

сов. что, кого-чего сун; пожелать доброго здоровья ырă сывлăх сун.

пожить

сов. 1. кăшт пурăн, тăр; пожить на даче дачăра пурăнса кил; 2. разг. (провести время в удовольствиях) ырă кур (пĕр хушă), пурăнса кур (ырлăхра); ◇ поживём увидим! пурăнсан куç курать!

полезный

прил. 1. усăллă, кирлĕ; пайталлă, вырнаçуллă, сиплĕ, ырă; быть полезным юра, кирлĕ пул; полезная работа усăллă ĕç; полезный дождь сиплĕ çумăр; полезная вещь усăллă япала; 2. юрăхлă; полезная жилая площадь пурăнма юрăхлă вырăн (хваттерте).

положительный

прил. 1. (утвердительный, оправдывающий ожидания) майлă, тивĕçтерекен, лайăх, ырă; положительный ответ майлă хурав; положительная оценка лайăх паллă; положительные результаты килĕшмелле результатсем; положительный пример ырă тĕслĕх; 2. (деловой, практический) тĕплĕ, ĕçлĕ; положительный ум тĕплĕ ăс-тăн; 3. (определённый, окончательный) татăклă; не мог сказать ничего положительного нимскер те татăклăн калаймарĕ; положительный дурак сĕм-ухмах; 4. мат., физ., грам. майлă, пысăк, пурлă; положительное число пурлă хисеп; положительная температура ăшă, вĕри; положительная форма пурлă форма.

пользоваться

несов. 1. усă кур, тыт; дать пользоваться усă курма пар; этими вещами ещё не пользовались ку япаласене тытман-ха; пользоваться случаем май килнипе усă кур; 2. (обладать чём-л., иметь что-л.) ырă кур, ⸗лă [⸗лĕ] пул; пользоваться свободой ирĕкре ырă кур; пользоваться авторитетом авторитетлă пул.

порочить

несов. кого-что хурла, хур ту, ята яр, пăс, хăрт; порочить доброе имя ырă ята пăс.

порочный

прил. 1. пăсăк, начар, ырă мар; порочный человек пăсăк çын; 2. (неправильный) пăсăк, йăнăш, кăлтăклă, тĕрĕс мар; порочные методы йăнăш меслетсем.

похвала

ж. мухтав, мухтани, ырлани, ырă ят; он достоин похвалы вăл мухтава тивĕç.

похвальный

прил. 1. мухтав ⸗ĕ [⸗и], мухтавлă; похвальная грамота мухтав грамоти; 2. (заслуживающий одобрения) мухтава тивĕç, аван, лайăх, ырă; похвальное намерение ырă шухăш.

почтение

с. сума су ни, хисеплени; с почтением хисеплесе; моё почтение ырă сунатăп.

превосходный

прил. чаплă, ырă, пит аван, лайăхран лайăх; превосходная вещь пит аван япала; превосходная степень грам. вăйлă степень.

предосудительный

прил. айăплама (е ятлама) тивĕç, аван (е ырă) мар, ахрамат.

преуспевать

несов. 1. см. преуспеть; 2. ирон. рехет (е ырă) курса пурăн.

привести

сов. 1. кого-что (доставить) çавăтса (е илсе, ертсе) кил, кӳр; привести за руку алран çавăтса кил; 2. к чему илсе пыр (е тух, кил); следы привели к лисьей норе йĕрсем тилĕ шăтăкĕ патне илсе пычĕç; привести к правильному заключению тĕрĕс шухăш патне илсе пыр; 3. (с предлогом в) çавăр, ⸗ар [⸗ер], ⸗ла [⸗ле], ⸗тар [⸗тер], ⸗ат [⸗ет], ⸗т, ⸗са[⸗се ] яр (е пăрах, хур, пĕтер); привести в негодность юрăхсăра кăлар; привести в запустение юхăнтарса яр; привести в порядок йĕркене кĕрт; привести в беспорядок арпаштарса яр; привести себя в порядок тирпейлен; привести в изумление тĕлĕнтерсе яр; привести в ужас хăратса пăрах; привести в готовность хатĕрлесе хур; привести в исполнение пурнăçа кĕрт; привести в движение хускатса яр; 4. (с предлогом к) патне илсе пыр, кӳр, ⸗тар [⸗тер]; привести к победе çĕнтерӳ патне илсе пыр; привести к путанице пăтраштарса яр (е пĕтер); привести к согласию çураçтар; 5. (сообщить, процитировать что-л., сослаться на что-л.) илсе кăтарт; привести пример тĕслĕх илсе кăтарт; привести факты фактсем илсе кăтарт; ◇ к добру не приведёт ырă тумасть; не приведи бог! турă ан хуштăрах!; случай привёл тӳр килчĕ; привести к присяге причак çитер, присяга партар.

привлечь

сов. 1. кого-что (притянуть к себе) патна илсе пыр (е çывхарт, турт); 2. кого-что (побудить) хутшăнтар, явăçтар; привлечь внимание куçа кĕр, тимлĕ пăхтар; привлечь к общественной работе общество ĕçне явăçтар; 3. кого к чему (обязать) ⸗а [⸗е] пар, тăрат, ⸗аттар [⸗еттер]; привлечь к ответственности ответ тыттар; привлечь к суду суда пар; 4. кого-что, чем (вызвать симпатию и т. д.) ăмсантар, астар, çавăр, турт; привлечь на свою сторону ху майлă çавăр; привлечь своей добротой ырă пулнипе çавăр.

приятно

нареч. 1. кăмăллă, ырă, евĕклĕ, тутлăн; приятно смотреть пăхма кăмăллă; приятно дует свежий ветер уçă çил вăшăл-вăшăл вĕрет; 2. в знач. сказ. безл. ырă, рехет; добрую весть и слушать приятно ыр хыпара итлеме те ырă.

приятный

прил. аван, евĕклĕ, кăмăллă, ырă, тутлă; приятный запах тутлă шăршă; приятная погода кăмăллă çанталăк; приятное слово ырă сăмах.

простосердечие

с. ырă (е çемçе) кăмăллăх, ырă (е çемçе, юмарт) кăмăллă пулни.

простосердечный

прил. ырă (е çемçе, юмарт) кăмăллă.

радушие

с. вашават пулни, ырă кăмăл, тараватлăх; проявить радушие вашават пул.

радушный

прил. вашават, тарават, ырă кăмăллă, уçă, явăк; радушный приём вашават йышăну; радушный хозяин тарават хуçа.

раздобриться

сов. разг. ырă пул, ырă кăмăллă пул.

разлить

сов. что 1. (пролить) тăкса яр (е пĕтер); разлить молоко сĕт тăкса яр; 2. (перелить) тултар, ярса тултар, яр; разлить вино по бутылкам кĕленчесене эрех тултар; 3. перен. (распространить) сар, сапала; разлить аромат ырă шăршă сар; ◇ водой не разольёшь см. href='/s/вода'>вода.

репутация

ж. репутаци, ят; иметь хорошую репутацию ырă ятлă пул; он пользуется плохой репутацией вăл ятне янă.

рыцарский

прил. 1. рыцарь ⸗ĕ [⸗и]; рыцарское вооружение рыцарь хĕçпăшалĕ; 2. перен. (благородный, самоотверженный) ырă кăмăллă; рыцарский поступок ырă кăмăллă ĕç.

рыцарь

м. 1. ист. рыцарь; 2. перен. ырă кăмăллă çын, хăйне шеллемен çын.

самоотвержение

ж. хăйне хăй шеллеменни (ыттисене ырă тăвассишĕн).

самоотверженность

ж. хăйне хăй шеллеменни (ыттисене ырă тăвассишĕн).

светло

1. нареч. çутă; светло гореть çутă çун; 2. в знач. сказ. безл. çутă; на улице светло урамра çутă; перен. в знач. сказ. безл. (о радостном настроении) ырă, савăнăçлă, хаваслă; на душе светло чун хаваслă.

светлый

прил. 1. çутă; светлое солнце çутă хĕвел; светлая комната çутă пӳлем; 2. (чистый, прозрачныйо жидкости) çутă, таса, тăрă; светлая вода тăрă шыв; 3. (не тёмного цвета) çутă, чакăр; шупка; светлая блондинка çутă сарă çӳçлĕ хĕрарăм; светлые глаза çутă чакăр куç; 4. перен. (счастливый, ничем не омрачённый) ырă, савăнăçлă, телейлĕ, çутă; светлое будущее çутă пуласлăх; 5. перен. (добрый, благородный) ырă, çутă; светлый образ çутă сăнар; 6. перен. (ясныйоб уме, мыслях) вичкĕн, таса, çирĕп, ăслă; светлый ум вичкĕн ăс; светлая голова ăслă пуç; светлый духом таса кăмăллă;◇ светлый шрифт полигр. çутă (е çинсе) шрифт.

сердечный

прил. 1. анат. чĕре ⸗ĕ [⸗и]; сердечная мышца чĕре мышци; 2. (добрый) кăмăллă, ăшă, ырă кăмăллă; сердечный человек кăмăллă çын; 3. (искренний) чĕререн, чун-чĕререн; чĕререн тухакан; сердечное спасибо чĕререн тав; 4. (любовный) чĕре ⸗ĕ [⸗и], юрату ⸗ĕ [⸗и], юратуллă; сердечные тайны чĕре вăрттăнлăхĕ.

сердце

с. 1. чĕре; биение сердца чĕре таппи; 2. (символ чувств, настроений) чĕре, чун; сердце радуется чун савăнать; 3. перен. (душевный мир) чун, чĕре; чёрствое сердце хытă чĕре; золотое сердце ырă чĕре; 4. перен. (центр.) чĕре, вар; Москвасердце Советского Союза Мускав — Совет Союзĕн чĕри; ◇ в сердцах тарăхса, çилленсе; сказать с сердцем тăрăхса кала; иметь сердце çиллен, тăрăх; избранник сердца шутл. варли, чун савни; от всего сердца пĕтĕм чĕререн, чунтан-вартан; покорить сердце чĕрине çавăр; по сердцу кăмăла каять; отлегло от сердца чĕре пусăрăнчĕ; не принимать близко к сердцу йывăр ан ил, чĕрене ан ил (çын сăмахне); дама сердца юратнă хĕрарăм; сердце не лежит чĕре выртмасть; положа руку на сердце ним пытармасăр, чунтан-чĕререн; сердце болит чĕре (е ăш) çунать, чун ыратать; сорвать сердце на ком-чём-л. вăрçса çилле уçса яр; сердце моё чунăм, савнă тусăм; на сердце кошки скребут чун тулашать; сердце падает, сердце оборвалось чĕре картах сикрĕ.

сила

ж. 1. (физическая энергия) вăй, вăй-хал, тăтăрха; лишиться сил халтан кай; набраться сил вăй ил; 2. физ. тех. вăй; центробежная сила аяккалла туртакан вăй; 3. (правомочность) вай; сила закона закон вайĕ; потерять силу вăйне çухат; войти в силу вăя кĕр; 4. (власть, авторитет) вăй, хăват; сила коллектива коллектив вăйĕ; 5. (интенсивность, напряжённость) вăй, хăват; сила звука сасă вăйĕ; сила гнева çилĕ хăвачĕ; 6. (источник деятельности) вай; сверхъестественная сила асамлă вăй; силы природы çутçанталăк вăйĕсем; 7. чаще мн. силы (общественная группа) вăй, вăйсем; революционные силы революци вăйĕсем; 8. мн. силы (войска) вăйсем; вооружённые силы хĕçпăшаллă вăйсем; ◇ под силу шăл çемми, ал майĕ; в силу чего-л. пирки; от силы нумай пулсан, нумайран та; по мере сил вай (е май) пур таран; через силу ытлашши, вăйран ытла; с силой пĕтĕм вăйран; пробовать силы в чём-л. тытăнса пăх, вăя виçсе пăх; что есть силы мĕнпур вăйран; быть в силе; 1) тĕрĕс-тĕкел (е ырă-сывă) пул; 2) (иметь власть, влияние), пуç пулса тăр, пуçлăхра лар; силою в (или до) ⸗лă [⸗лĕ]; отряд силою в сто человек çĕр çынлă отряд.

слава

ж. 1. чап, мухтав; 2. (репутация) ят; добрая слава ырă ят; 3. (молва) сăмах-юмах; 4. (хвалебный возглос) мухтав!, чыс та мухтав!

славно

нареч. 1. лайăх, чаплă; 2. в знач. сказ. разг. питĕ лайăх, ырă, селĕм; здесь славно кунта питĕ ырă.

снизойти

сов. 1. к кому-чему, до кого-чего (благосклонно отнестись) ырă куçпа пăх, ырă пул (е ту), кăмăллă пăх (е пул), кăмăл ту; снизойти к просьбе ыйтăва кăмăл ту; 2. на кого, перен. (осенить, объятьочувстве, состоянии) пуçа (е ăша) пырса кĕр, çавăрса ил.

снисходительность

ж. ырă (е çемçе) кăмăл.

снисходительный

прил. 1. (невзыскательный) çемçе; 2. (милостивый) ырă, кăмăллă, ырă кăмăллă; 3. (покровительственно-высокомерный) мăн кăмăллă, мăннăн, асла хывса; говорить снисходительным тоном хăвна асла хывса калаç.

сослужить

сов.: сослужить службу; 1) (оказать услугу) усă ту, ырă ту, пулăш; 2) (сыграть положительную роль в чём-л.) усăллă пул, пысăк пĕлтерĕшлĕ пул; этот трактор ещё сослужит службу ку трактор усăллă пулĕ-ха.

спасибо

1. тав(ах), тавтапуç, спаççипă, рахмат; спасибо за подарок парнешĕн тавтапуç; спасибо за помощь пулăшнăшăн тавах; 2. в знач. сказ. безл. кому-чему и без доп. тавах, рахмат; спасибо тебе за хороший совет ырă канашшăн тавах сана; 3. в знач. сущ. с. нескл. тав, спаççипă; он ему и спасибо не сказал вăл ăна спаççипă та каламарĕ; ◇ за (одно) спасибо пĕр спаççипăшăн (тĕлевсĕр).

спекулировать

несов. чем, на чём и без доп. 1. спекуляци ту, спекуляципе хăтлан; 2. перен. (использовать что-л. в корыстных целях) ултавлăн (е ырă мар шухăшпа) усă кур.

спокойный

прил. 1. лăпкă, тӳлек, тăнăçлă, канăçлă, кунĕ, тăпă; спокойное море тӳлек тинĕс; спокойный человек лăпкă çын; 2. разг. (удобныйоб одежде, мебели, жилье) канлĕ, хăтлă; спокойное кресло канлĕ кресло; ◇ спокойной ночи ырă каç пултăр; будьте спокойны ан пăшăрханăр, ан кулянăр; со спокойной совестью таса чунпа.

струиться

несов. 1. (течь струйками) йăр-йăр (е шăпăр-шăпăр) юх, пĕрхĕн, пĕрхĕмĕн юх; по лицу струится пот пит тăрăх шăпăр-шăпăр тар юхать; 2. перен. (распространяться струёй) (о воздухе) вăркăш; (о свете) пайăркалан, пайăркан ӳк; (о запахе) сарăл, тап, кил; струится аромат цветов чечексенчен ырă шăршă сарăлать.

сударыня

ж. уст. (форма обращения) ырă пикем, пикеçĕм.

сударь

м. уст. (форма обращения) ырă çыннăм.

счёт

м. 1. шут, хисеп, сум; вести счёт деньгам укçа-тенкĕ шута ил; 2. (результат подсчётов) шут; матч закончился со счётом 2:1 матч 2:1 шутпа вĕçленчĕ; 3. (документ) счёт; открыть счёт счёт уç; уплатить по счёту счёт тăрăх тӳле; ◇ без счёту шутсăр (е хисепсĕр) нумай; в два счёта пит хăвăрт, куç хупса иличчен; в конечном счёте юлашкинчен; на чужой счёт çын шучĕпе; принять на свой счёт ху çине ил; идти в счёт чего-л. шута кĕр; это не в счёту шутра мар; в счёт зарплаты ĕç укçи шучĕпе; терять счёт шутне çухат; быть на хорошем счету ырă ятпа хисеплен; свести счёты с кем-л. 1) татăл; 2) тавăр (усал тунăшăн); что за счёты! разг. мĕн шутламалли пур!; сбросить (или скинуть, снять) со счёта (или со счетов) кого-что-л. шутран кăларса пăрах; на этот счёт ку тĕлĕшпе.

так

1. нареч. (таким образом) çапла, апла; кирлĕ пек; именно так чăнах та çапла; сделай так же çаплах ту; говори так, как нужно кирлĕ пек кала; 2. нареч. (до такой степени, настолько) çав тери; он так добр вăл çав тери ырă; 3. нареч. (без последствий) ахаль; это так не пройдёт ку ахаль иртмест; 4. нареч. (без причины) ахаль, ахаль кăна; сказал просто так ахаль кăна кăларăм; 5. частица разг. (ничего особенного) нимех те мар; что с тобой? Так сана мĕн пулчĕ? Нимех те мар; 6. частица (следовательно, значит) вара, апла; так ты мне не веришь? апла эсĕ мана ĕненместĕн-и?; 7. частица (да, действительно) çапла, чăн; так, вы не ошиблись çапла, эсир йăнăшман; 8. частица усил. -тăк, пулсан; ехать так ехать каяс-тăк, каяс; не тут, так там кунта мар пулсан, унта; 9. частица (например) сăмахран; климат там суровый, так, морозы доходят до 40 градусов климат унта хаяр, сивĕ, сăмахран, 40 градуса çитет; ◇ вот так-так! ав мĕнле иккен! (тĕлĕннĕ чух); давно бы так тахçанах çапла кирлĕччĕ; так или иначе апла-и, капла-и; и так и сяк апла та, капла та; и так далее т. д.) тата ыттисем те (т. ыт. те); и так достаточно ахаль те ытлашшипех; так-то так çаплине çапла та; не так ли? çапла мар-и?; так и надо çапла кирлĕ те; так и есть чăн(ах) та; так же.., как и.. пекех; так себе вăтам, пырать; так сказать см. сказать; так что союз çавăнпа.

творить

несов. 1. кого-что (создавать) ту, пултар; творить новую жизнь çĕнĕ пурнăç ту; 2. что (делать, совершать) ту, ĕçле; творить добро ырă ту.

тонкий

прил. 1. çинсе, çӳхе; тонкие нитки çинсе çип; тонкий лёд çӳхе пăр; 2. (высокий о звуках) çинçе, чăйăлти; тонкий голос çинçе сасă; 3. (о вкусе, запахе и т. п.) ырă шăршăллă, техĕмлĕ; тонкие духи ырă шăршăллă духи; 4. (учтивый, деликатный) кăмăллă, çепĕç, çемçе; тонкий человек кăмăллă çын; 5. (искусный) илемлĕ, чипер, ăста, таçă; тонкая работа ăста ĕç; 6. (чувствительный об органах чувств) çивĕч, сисĕмлĕ; тонкий слух çивĕч хăлха; 7. перен. (проницательный, острый) вичкĕн, тĕплĕ, витĕр куракан; тонкий критик витĕр курса çыракан критик; ◇ тонкая кишка анат. çинсе пыршă.

тубероза

ж. тубероза (ырă шăршăллă шурă чечек).

улыбаться

несов. 1. йăл кул (е кулса ил); 2. кому, перен. (сулить удачу) ăнăçлăх сун, ырă сун; 3. кому, перен. разг. (нравиться, обычно с отрицанием не) килĕш, кăмăл турт, юра, кăмăла кай; это мне не улыбается ку мана килĕшмест.

утро

с. ир; ранним утром ирпе ирех, ирхине ирех; по утрам ирсерен, ирсенче; в семь часов утра ирпе çичĕ сехетре; с утра иртенпех; к утру ир еннелле, тул çутăласпа; под утро ире хирĕç; на утро ирхине; ◇ утро вечера мудренее посл. ир тăрсан курăнĕ; с добрым утром! или доброе утро салам!, ырă ир пултăр!

фимиам

м. 1. (ладан) фимиам, ладан, ырă шăршă; 2. перен. (льстивое восхваление) йăпăлтатса мухтани; ◇ курить (или воскурять, жечь) фимиам кому-л. йăпăлтатса мухта.

холопствовать

несов. тарçă пек пул, ырă пулма тăрăш, йăпăлтат.

хороший

прил. 1. (положительный) лайăх, аван, ырă, селĕм, хӳхĕм; хорошая лошадь лайăх лаша; хороший человек аван çын; хорошая песня хӳхĕм юрă; хорошая мысль ырă шухăш; 2. в знач. сущ. хорошее с. лайăххи, аванни, ырри; отличать хорошее от плохого ыррине усаллинчен уйăр; 3. (близкий) çывăх, лайăх; хороший друг çывăх тус; 4. только кр. ф. (красивый) илемлĕ, чипер, матур; дочь очень хороша собой хĕрĕ пит чипер; хорошее дело 1) лайăх ĕç; 2) калама çăмăл; всего хорошего телейлĕ пул; по-хорошему йĕркеллĕ, чиперрĕн.

хорошо

нареч. 1. лайăх, аван, ыррăн, селĕм, хӳхĕм; хорошо жить аван пурăн; 2. в знач. сказ. безл. лайăх, аван, ырă, хӳхĕм, селĕм; хорошо на свежем воздухе уçă сывлăшра ытла та ырă; хорошо жить с друзьями туссемпе пурăнма лайăх; 3. в знач. утв. частицы (да, согласен, ладно) юрĕ, юрать; хорошо, я согласен юрать, эпĕ килĕшетĕп; 4. в знач. частицы (при угрозе) юрĕ, юрать (кайран курăн-ха, астăвăн-ха).

худо

с. разг. усал, инкек, ырă мар япала; не желать никому худа никама та усал ан сун; ◇ нет худа без добра посл. усалпа ырă пĕрлех çӳреççĕ.

худо

нареч. 1. усал, начар, япăх, ырă мар; ему живётся худо вăл начар пурăнать; 2. в знач. сказ., кому-чему. йывар, начар; больному стало худо чирлĕ çын йывăрланса çитрĕ.

цикорий

м. цикори (кăвак чечеклĕ курăк; унăн ырă шăршăллă тымарĕ); кофе с цикорием цикориллĕ кофе.

человечный

прил. этемлĕ, çынла, çын пек; человечный поступок этемлĕ ырă ĕç.

честь

ж. 1. чыс, ырă ят, чыслăх; дело чести чыслăх ĕçĕ; задеть чью-либо честь камăн та пулин чысне пырса тив (е перĕн); береги платье снову, а честь смолоду посл. кĕпене çĕнĕрен, чыса çамрăкран упра; 2. (почёт, уважение) хисеп, ырă ят; воздавать честь хисеп ту; ◇ в честь кого-чего-л. кама та пулин хисеплесе; делать честь кому-чему-л. чыс ту, пысăк хисеп ту; к чести чьей-л. ятне (е хисепне) кура; пора и честь знать чыса пĕлес пулать (тухса кайма вăхăт); отдать честь воен. честь пар, честь парса саламла.

чудесный

прил. 1. уст. (являющийся чудом; необычный) телĕнмелле; чудесное спасение тĕлĕнмелле хăтăлни; 2. (волшебный) асамлă; 3. (прекрасный) ытарма çук, питĕ лайăх (е аван), калама çук чипер; чудесный день ытарма çук ырă кун; у него чудесный вид унăн сăн-сăпачĕ калама çук чипер.

чуткий

прил. 1. сисĕмлĕ, сисĕнкĕллĕ, çивĕч, витĕр; çăмăл; чуткое ухо витĕр (е çивĕч) хăлха; чуткий сон çăмăл ыйхă; чуткая собака сисĕмлĕ йытă; 2. (отзывчивый, внимательный) ырă кăмăллă, чун-чĕреллĕ.

чуткость

ж. 1. сисĕнкĕ, сисĕмлĕх, час туйни (е сисни), çивĕчлĕх; 2. перен. (отзывчивость) ырă кăмăл; проявить чуткость ырă кăмăллă пул.

шиковать

несов. разг. янкăслан, рехетлен, ырă кур, савăн (ĕçсе-çисе, тумланса т. ыт. те).

шокировать

несов. кого-что лайăхмарлат, аванмарлат, вăтантар (ырă мар ĕçпе е сăмахпа).

шпунт

м. спец. шпунт (ырă тата ун ăшне кĕрсе ларакан мăкăрăлчăк).

щедрый

прил. 1. (не скупой) уçă кăмăллă, ырă, тарават, хĕрхенмен (укçа-тенкĕ т. ыт. те); щедрый человек ырă çын; щедрый на похвалы мухтама юратакан; 2. (обильный чем-л.) пуян, тулăх, тулли; щедрая природа пуян çутçанталăк; щедрый подарок хаклă парне; ◇ щедрою рукою хĕрхенмесĕр, туллин.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

добрососедство

ырă кӳршĕлĕх, çураçулăх (çĕршывсем хушшинче)

Чăвашла-тутарла словарь (1994)

ырă

игелекле

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

каç

[kaŝj]
vespero, vespera
каçа хирĕç — ĉe vespero, al vespero
иртнĕ каç — la lastan vesperon, lastvespere
каç пулать — vesperiĝas
каçа юл — resti ĝis vespero
каçхине — vespere
ырă каç пултăр! — bonan vesperon (nokton)!

кăмăл

[koml]
karaktero, humoro, farto, deziro, emo
ăшă кăмăл — afableco
çемçе кăмăл — bonkoreco
тӳрĕ кăмăл — honesto, justemo
усал кăмăл — malicemo
уçă кăмăл — malkaŝemo. sincereco
хытă кăмăл — malbonkoreco
ырă кăмăл — bonkoreco
кăмăла кай — plaĉi, esti laŭ gusto
кăмăла пăс — malbonigi humoron
ман(ăн) кăмăл пур — mi havas deziron, mi emas
кăмăла тултар — plenumi deziron
кăмăл-туйăм — humoro, sentoj, emocioj
кăмăлла — preferi, zeloti, favori
кăмăллă — agrabla, afabla, bonanima, simpatia
мăн кăмăллă — (fi)fiera, fier(aĉ)a, orgojla
тӳрĕ кăмăллă — honesta, sincera
кăмăлсăр — malafabla, malkaresa, malkontenta

сун

[sun]
(bon)deziri ((bon)deziru)
ырă сун — bondeziri, блага
ăнăçу сунатăп — deziri sukceson
телей сун — deziri feliĉon
усал сун — malbeni

ырă

[yro]
bona, agrabla
ырă кăмăл — bonkoreco
ырă кун пултăр! — bonan tagon!
ырă каç (пултăр)! — bonan vesperon!
ырă сун — bondeziri
ырă ту — fari bonon
ырăран ырман — prov. la pli bona estas malamiko de la bona
ырă çыннăм! — estimata sinjoro!
ырăлан — fraiĝi bona
ырăлат — plibonigi
ырла — laŭdi, aprobi
ырлав — laŭdo, aprobo
ырлавлă — laŭda, aproba
ырлăх — bono, bonkoreco, bonstato
ырлăх-пурлăх — bonstato, prospero, materiaj bonaĵoj
ырлăх-сывлăх — bonstato, bona sano
ыррăн — agrable, bonkore, afable

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

angenehm

yră
ырă

unangenehm

yră mar, tasa mar
ырă мар, таса мар

unanständig

yră mar, kilĕşüsĕr
ырă мар, килĕшӳсĕр

Unglück

telejsĕr, yră mar
телейсĕр, ырă мар

zuverlässig

şancăklă, yră şancăkla
шанчăклă, ырă шанчăклă

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

сун

1. «желать», «хотеть»; .2. «тдеятъся», «ожидать»; ырă сун «желать добра»; 2. «питать добрые чувства», «уважать», «почитать»; МК сун «обещать», «предполагать»; кирг. сун «предлагать», «протягивать (руку)»; чаг. сан «считать», «полагать», «предполагать», «принимать меры предосторожности» (Бада’и’ ал-лугат 188); алт. В сана «думать» , «желать», «намереваться», «считать», «почитать»; алт. В сун «протянуть руку», «ниспослать благословение»; азерб., тур. сан «полагать», «думать», «предполагать», «считать»; ср. санскр. san «добывать», «приобретать», «заслуживать»; авест. han «заслуживать (награды)». По-видимому, слова сум, сун, сан, сана одного корня.

ырă

«добро»; «добрый»; «святой»; ырла «одобрять»; др. тюрк. адгӳэзгӳ (I 104), Ибн-Муханна ӓгӳ, тефс. XII-XIII вв. адгӳ, айгӳ, якут. ӳтӳӧ «добрый», «хороший», «набожный», «здоровый»; кирг. изгилик «добродетель»; ног. ийгилик «добро»; к. калп. ийги, ийгиликли, казах. иги «добрый»; игилик «доброе дело»; р ~ д ~ й.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Алăран вĕçерт

Алăран (алран) вĕçерт [яр] 1. выпускать / выпустить из рук что; 2. упускать / упустить кого.
1. Ырă курĕ пирĕн ял-хула, Алран вĕçертмĕ ирĕкне. И. Ивник. Ленин панă ырлăха ĕмĕр алран ярар мар. Ленин халăх чĕринче. 2. [Дарья Игнатьевна — Нинăна:] Венедикт Ильич вара кĕнекесемпе ĕçлесех сана аллинчен вĕçертсе ячĕ. П. Осипов.

Вĕçне тух

Вĕçне тух приходить / прийти к концу чего.
Кунçул вĕçне тухатăп эп пĕччен, Чун сивĕнчĕ ырă-усалтан. Я. Хусанкай. Тарас Андреевич Алексеева кĕтрĕ. Пĕччен темĕн чухлĕ шухăшласан та шухăш вĕçне тухаймарĕ. П. Львов.

Йывăра ил

Йывăра ил принимать / принять близко к сердцу; син.: чĕрене хурса йышăн, кăмăлна йывăр ил.
Суйса курман халиччен, ырă аннемĕр, ултав та туман çак куна çитсе, — калас сăмахăм, тен, йывăр пулĕ, çавах ăна йывăра ан илĕр. Н. Патман. Пăрасук пит хуйхă тытакан хĕр пулнă. Аякран çаврăнса тивнĕ сăмаха та вăл йывăра илнĕ. Ю. Скворцов.

Кăмăла çемçет

Кăмăла [чĕрене, чуна] çемçет приводить / привести в умиление кого, растрогать кого.
Ывăлĕ ӳкĕнни ашшĕн кăмăлне кăшт çемçетрĕ. Н. Мранькка. Юрамасть чуна ун пек çемçетме! К. Турхан. Халиччен пуспа кăна шутлакан хăйĕн хыт кукар чунне çемçетрĕ, тенкĕ çине куçрĕ. М. Ухсай. Аллах вĕрентнĕ пек, тутаршăн ырă Тума çемçетрĕм хамăн чĕреме. Я. Ухсай.

Кăмăла хавшат

Кăмăла хавшат растрогать кого.
Кинĕ ытла та ырă пулни, юлашки татăка çурмаран туса çиме хатĕрри Çтаппан кăмăлне пушшех хавшатрĕ. Н. Мранькка.

Кунçула вĕçле

Кунçула [ĕмĕре, пурнăçа] вĕçле кончать / кончить жизнь [дни, век].
Минут, минут мар, тен, унтан та кĕске Салтак кунçулне вĕçлесси хура вилĕм. М. Захаров. Эпĕ те хамăн шухăша калатăп: — Час-часах пăтраштаратпăр çав эпир: кам йĕксĕк, кам ырă... Çӳрет этем пирĕн хушăрах, ĕçлет, вĕçлет кунçулне — пĕлсе юлаймастпăр: ăслăччĕ-и çав çын, чунлăччĕ-и... Ю. Скворцов. Хăюллă пул, ывăлăм! Çапăç, ан парăн! Ан таттăр тăшман Эп вĕçлес ĕмĕре, Ан чавтăр эсрел эп пуç хывнă çĕре! А. Алка. Апла пулин те, Нарспи хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине пăхăнмасăр, хăйĕн тивĕçĕшĕн, хăйĕн таса юратăвĕшĕн хăюллăн кĕрешсе пурнăçне вĕçлет. Чăваш календарĕ.

Мунча кĕр

Мунча кĕр 1. мыться где; 2. мыться в бане.
1. Ваннăра мунча кĕретĕп, Ни ăшши çук, ни милки. П. Хусанкай. — Ак тата, фронтовик пӳртре мунча кĕме шут тытнă! — çăмăллăн каларĕ Марине. К. Турхан. 2. Ырă аслă çимĕк кунĕ Ĕмĕрех чăваш ĕçчен Мунчана хаваслă кĕнĕ, Çапăннă лапка çинче. Я. Ухсай. Çырмара çăра йăмралăх. Пыл пек тутлă мунчана Кĕрсенех, ытла та лайăх Туйăнса каять мана. Я. Ухсай. Килне çитсен, Кикирикук Якур Михути мунчине хутса кĕчĕ те матрюшке чейне сыпса ларать. Т. Петĕркки.

Сĕнӳ пар

Сĕнӳ пар вносить / внести предложение какое, предлагать / предложить что.
— Малтан ниепле те ăнăçтараймарăмăр-çке, Иван Петрович. Юрать, эсир ырă сĕнӳ парса пулăшрăр. А. Ĕçхĕл. Мучи панă сĕнĕве никам та хирĕç пулмарĕ. А. Ĕçхĕл.

Сиен кур

Сиен кур 1. страдать / пострадать; 2. терпеть / потерпеть ущерб.
1. Сиен курнă çынсене вăй çитнĕ таран пулăшас текен ырă çынсем пур çĕрте те пур. Хыпар. 2. Ара, икĕ çул хушши председатель суйламалла выляса, Пысăк Упакасси мĕн чухлĕ сиен курчĕ. Капкăн.

Çул кăтарт

Çул [çул-йĕр] кăтарт указывать / указать дорогу [путь] кому-чему.
Комсомол çул кăтартрĕ мана, Рабфака вĕренме вырнаçтарчĕ. С. Шавли. Вăл ăс пачĕ, çул кăтартрĕ Ырă пурнăç кунçулне. Ленин халăх чĕринче. Коммунистсен партийĕпе Совет правительстви... хресчене хăлтăр-халтăр урапа çинчен хурçă трактор çине лартма çул кăтартса пачĕç. М. Белов. Ленин вĕрентĕвĕ çынсене пурнăç тупсăмне, илемлĕ пуласлăх патне çул-йĕр кăтартса пырать. Коммунизм ялавĕ.

Тăн пар

Тăн пар учить уму-разуму кого.
Анахвиспа Ванюк пĕр-пĕрне юратчăр тесе тăн парасси — пирĕн ĕç, пирен ырă шухăш-кăмăл. Н. Мранькка. Ак, паян вăл ялта председатель тăн парать Совет влаçĕ çинчен. А. Алка. — Тĕрĕслес пулать урапа-хăмăта çула тухиччен! — тесе тăн пачĕ. К. Турхан.

Тĕлĕке пут

Тĕлĕке пут погружаться / погрузиться в сон.
Халăх темĕнле ырă тĕлĕке путнă пекех шăп ларать. А. Ĕçхĕл. Аваллăх тĕлĕкне путса, Мотор шавне итлет вăрман. А. Афанасьев.

Тĕллев тыт

Тĕллев тыт иметь целбю [задачей] что, иметь цель [задачу] какую, ставить / поставить себе целью что.
Писательсем ырă шухăш, паха тĕллев тытса ĕçленĕ. М. Сироткин. Хăй [автор] Элкей килйыш историне айлăн, тĕпĕ-йĕрĕпех каласа парас тĕллев тытнă. П. Осипов. — Кунçулта пурнăç тан мартан пур йăх-яха тăкар хырса! — тĕллев тытать те ман атте Çак шухăшра чакмасть. А. Лукин.

Тĕслĕх кăтарт

Тĕслĕх [пример] кăтарт показывать / показать пример чего, кому, в чем, какой, задавать / задать [дать] тон в чем.
Ăмăртура нумай бригадăсемпе цехсем, коммунизмла ĕç ударникĕсем паха тĕслĕх кăтартаççĕ. Коммунизм ялавĕ. Сăпайлă, вашават, хисеплĕ çынсем ытти çынсене те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, çамрăк ăрăва чăн-чăн коммунизмла воспитани параççĕ. Э. Волошина. Татăклă кĕрешĕве учительсем пуçараççĕ, хăйсем пур çĕрте те пример кăтартаççĕ Ф. Андреев.

Тутă кĕрет

Тутă кĕрет 1. приобретает вкус какой, чего; 2. становится питательным.
1. Мĕншĕн акас мар кишĕрпе сухан: вĕсене яшка çине ярсан та яшка тути кĕрет. Хыпар. 2. Тырпула сĕткен тутă кĕрет, Ырă кунăн шевли ун çинче. В. Давыдов-Анатри.

Ура яр

Ура яр испускать лучи (о солнце).
Кĕрхи хĕвел вăрмансем, уйсем урлă ура янă. Л. Артемьев. Ырă кунĕ иртсе кайнăшăн хурланса юрлакан кайăксем те, çĕр çине ура янă сарă хĕвеле саламланăн, чĕвĕлтетме пăрахрĕç. Л. Талвир.

Харама кай

Харама кай 1. идти / пойти насмарку, пропадать / пропасть даром, зря; 2. не идти / пойти на пользу.
1. Ырă тĕллевшĕн асапланни харама каймасть. А. Алка. Бригадир пухура сăмах пани харама кайрĕ. В. Паймен. 2. Анчах çапла шут тытни те харама кайрĕ. М. Кипек.

Хĕн кур

Хĕн кур болеть, страдать, мучиться; терпеть притеснения.
Виç çул хĕн куртăм Эп çапла, виç çул эп Тăсса çӳрерĕм çăкăршăн алла. Н. Янкас. Аннеçĕм манăн питĕ ырă, Вăл çулнă утă, вырнă тырă. Вăл тăлăх ӳснĕ хĕн курса. В. Алентей. Таракан тăшмана йĕрлесе пырса, Совет Çар çыннисем Таня хĕн курса вилнĕ яла та ирĕке кăлараççĕ. П. Хусанкай.

Хисепе кĕр

Хисепе кĕр 1. входить / войти в счёт [в число] кого-чего; 2. почитаться, быть в почете, в чести.
1. Йытăпа кушак та килти выльăх-чĕрлĕх хисепне кĕреççĕ. 2. Ырă ята шыракан Çăкăр çитĕр тарĕпе. Урам тăрăх чупакан Нихçан кĕмĕ хисепе. Хыпар.

Чапа тух

Чапа тух прославляться / прославиться, заслуживать / заслужить славу.
Чапа тухсан, ан çĕклен. Ваттисен сăмахĕсем. Шавланă шкул, чи ырă ят янранă, Чăнах та, тухнă мухтавпа чапа. Я. Ухсай. Ах, маттур-çке, пит маттур Пирĕн колхоз хĕрĕсем. Каччăсемпе ăмăртса Чапа тухрĕçĕ вĕсем. И. Тукташ.

Чечек сарать

Чечек сарать распускается (о цветах), покрывается цветами.
Сад пахчийĕ чечек сарчĕ, Мĕнле ырă сывлама. В. Давыдов-Анатри. Чечек сарнă туратсем хушшинче хăрса çатракаланнă туратсем те нумай курăнкалаççĕ. Я. Мранькка.

Чун сӳлетет

Чун [чĕре] сӳлетет (сӳлетрĕ) [сӳ тăвать (турĕ)] мурашки бегают (забегали, пробежали, побежали) [ползают (паползли)] по спине [по телу, по коже].
Таçта вăрман варринчи вăрттăн кӳлĕ хĕррине пырса тухнă пек, вĕсене курсан чун сӳлетет. Хв. Уяр. Чун сӳлетсе илнипе хăвăртрах тухса кайма васкарăм. Ю. Скворцов. Хĕрĕн çинçе кӳлепи, вăл хытă ĕсĕклесе йĕнипе, сике-сике чĕтренсе пырать. Ăна курсанах, эпĕ шартах сикнĕ пек пултăм, чĕре сӳлетсе, çанçурăм пĕçерсе кайрĕ. С. Элкер. Нинăн чĕри, тем ырă марра сиссе, сасартăк сӳ туса илет. А. Ĕçхĕл.

Шанчăка çухат

Шанчăка (шанчăк) [шанăçа] çухат терять / потерять надежду.
— Эпĕ ĕнтĕ, эсир килместĕр пулĕ, çаплипех вилме тивет тесе, пĕтĕм шанчăка çухатнăччĕ. М. Данилов-Чалтин. Пурнăçра шанчăк çухатнисем ирĕксĕрех мĕнпе те пулин, мĕнле те пулин чуна йăпатмалли майсемпе меслетсем шыраççĕ. Уйăп М. Ăсансене пемелли вăхăт тахçанах иртсе кайни çинчен илтсен, самаях пăшăрханса ӳкрĕ. Анчах сунара каяс шанăçне вăл çухатмарĕ-ха. В. Краснов-Асли. Шанăçне çухатнă Марье мотоцикла тĕксе малалла утрĕ. А. Емельянов. Пирĕн çынна чи малтанах ĕнентерсе, ăс парса, ырă туса вĕрентмелле. Унсăрăн этем хаярланма, шанăçа çухатма пултарать. В. Алентей.

Шут тыт

Шут тыт [ту] решить что делать, задумать что, что делать.
Матви хăй те, кил-çурт çавăрса, ытти «ырă çынсем» пекех йĕркеллĕ пурнăçпа пурăнма шут тытрĕ. Л. Артемьев. Темшăн-çке каччă тата çине тăрсах акăлчан чĕлхине вĕренме шут тытрĕ. А. Ĕçхĕл. Çтаппан аслашшĕ ылтăнне вăрласа тарма шут туса хунăччĕ. Л. Емельянов.

Шута кĕр

Шута кĕр входить / войти в число кого-чего, считаться кем-чем.
Йĕкĕт — çар çынни, йĕкет шутне кĕриччен каччăсен-яшсен хĕç тыткаласа, юланутпа çӳреме, ухă пеме пултарнине кăтартмалла. Юхма М. Тайăр Тимккин калавĕсем илемлĕ, паха чĕлхепе çырнă произведенисем шутне кĕреççĕ. В. Долгов. Ырă çынсен шутне кĕме ĕмĕтленни харама кайрĕ. М. Кипек.

Шута хур

Шута хур 1. считать кого-что, кем-чем, за кого-что; 2. считаться / посчитаться с кем-чем, принимать / принять в расчёт [во внимание] кого-что.
1. Тухтăра Михаил Аверьянович тӳрĕ, ырă чĕреллĕ çын шутне хунă. А. Чехов. 2. Анчах Савалей ун сăмахне шута та хуман. Юхма М. Техникăна шута хуманни ытти çĕрте те сисĕнет. Коммунизм ялавĕ.

Ырă кăтарт

Ырă (ыр) кăтарт оказывать / оказать благодеяние кому-чему, оказывать / оказать покровительство, помощь добрыми делами кому-чему.
Вăл мана нумай ыр кăтартрĕ.

Ырă кур

Ырă (ыр) кур 1. быть счастливым; наслаждаться кем-чем; 2. пользоваться / воспользоваться чем.
1. Ĕçрен хăракан ыр курман. Ваттисен сăмахĕсем. Ĕнесем, сурăхсем, Мăнтăркка путексем Çĕнĕ курăк çинче Ыр кураççĕ паян. И. Малкай. Ĕлĕк эпĕ те итленĕ тутăх сăнчăр юррине. Мана пурнăç муритленĕ, Эп курман кун ыррине. И. Тукташ. 2. Бригадир чĕресĕр вара, сана савăш уйăхĕпе ырă курма вăхăт памарĕ. Н. Терентьев. Çунса кĕл пулччăр вăл ялсем, çĕр тĕлне анса кайччăр, анчах Урасмет ырă курса ан пурăнтăр вĕсенче. К. Турхан.

Ырă ту

Ырă [ыр] ту помогать / помочь кому,
Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать. Ваттисен сăмахĕсем. Кил хуçи калама çук савăнчĕ: — Мĕнле ырă тăвам-ши сана? Пĕр сурăхне пиллесе парса ярам-и? — тет Пашпӳрнене. С. Аслан. Каланине хăлхуна тăратса итле. Эпир сана, çамрăк слесаре, ыр тăвасшăн. В. Алентей.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

астрал

ç.с., астрол., оккульт. Космос вăйĕпе этем чун-хавалĕн çыхăнăвĕ. Ухсайсем..., хаяр çавра çилсем кăларса, астрал шайĕнче хăйсен çуртне аркатнă. Ю.Яковлев //ÇХ, 1998, 48 /, 9 с. Танл., Çын автокатастрофăра амансан та астральнăй ӳт [кирлĕ, астрал вăйĕ] аманмасть. Çав вăхăтрах ăна ырă мар шухăшпах ватма пулать. Я-в, 1995, 9 /, 102 с.

дезодорант

п.с. Ӳт-пĕве е пӳлĕме уçăлтаракан, ырă шăршă кӳрекен хатĕр. Болгарирен илсе килнĕ дезодорантсене парнеленĕ. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с. Унран [тар шăршинчен] хăш чухне чи вăйлă дезодорант та сыхласа çитереймест. С-х, 2000, 21 /, 2 с. Вăйлă тарлакансем дезодорантсемпе, анти-перспирантсемпе çеç çырлахаймĕç. ÇХ, 2001, 21 /, 10 с.

дирол

ç.с. Чăмламалли резинка (чăмлак-кавлек) тĕсĕ. Тĕрлĕ стиморолсемпе диролсене мĕн чухлĕ чăмланăçакна тĕп-тĕрĕс калаймастпăр та. ÇХ, 1998, 25 /, 4 с. Çăвартан ырă мар шăршă кĕрсен дирол е стиморол чăмлама кирлĕ мар, пĕр стакан сĕт кăна ирттерсе ярĕ. Х-р, 4.08.2000, 3 с. Апат хыççăн кунне 3—4 хутран ытла мар лайăх пахалăхлă чăмлак (орбит, дирол, стиморол пеккисене) чăмлани шăл кариесĕпе чирлессинчен хӳтĕлет. С-х, 2000, 14 /, 4 с.

евĕклен

п.с. Килен, артаклан; ачашлан, йăпăлтат. Евĕкленсе калла килмешкĕн этем кунта [хапха умĕнче] илет хăват. А.Лукин,1979, 78 с. «...Ырă çынна ял-йыш ютта [качча] памасть», евĕкленчĕ Пăлаки. Хв.Агивер, 1984, 11 с. Вăл [чун] ыррăн-ыррăн ирĕлĕ, çемçелĕ, хӳтевсĕрленĕ те евĕкленсе. В.Энтип //Я-в, 1995, 10 /, 40 с.

йăпăлтилĕх

п.с., ç.с. Çынна сăмахпа çуни, икĕпитленсе ырă пулни; çукаланни, юмалани.Тен йăпăлтилĕх те мар, итлеме хăнăхни ... ытларах унăн. А.Емельянов, 1981, 5 с. Йăпăлтилĕх, чеелĕх, ултавкиревсĕр пулăмсем пулнине туйса ӳснĕ эпĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с. Пĕлет вăл, çут тĕнче маччи тытса тăраймĕ пылак йăпăлтату кăпăкĕнчи чапа. Н.Ишентей, 1997, 67 с.

йăпăлтату

п.с., ç.с. Çынна сăмахпа çуни, икĕпитленсе ырă пулни; çукаланни, юмалани.Тен йăпăлтилĕх те мар, итлеме хăнăхни ... ытларах унăн. А.Емельянов, 1981, 5 с. Йăпăлтилĕх, чеелĕх, ултавкиревсĕр пулăмсем пулнине туйса ӳснĕ эпĕ. ÇХ, 1998, 40 /, 1 с. Пĕлет вăл, çут тĕнче маччи тытса тăраймĕ пылак йăпăлтату кăпăкĕнчи чапа. Н.Ишентей, 1997, 67 с.

кăмăл-сипет

ç.с. Таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă, чыслă та ĕренкеллĕ пулас туртăм; чун-чĕре пархатарлăхĕ. Наука-техника кăмăл-сипетрен хăвăртрах аталансан ... ырă пулас çук. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Халăхăн кăмăл-сипечĕ пирки вырăнти масара курнипех калама пулать. КЯ, 1.11.1989, 1 с. Ял ачисем кăмăл-сипет енчен тасарах, черченкĕрех. Е.Васильева, 1999, 24 с. Пуянлăх çинчен пуçа ватсах ĕнтĕ кăмăл-сипет мĕнне манатпăр. ÇХ, 2000, 14 /, 4 с. — кăмăл-сипет тасалăхĕ (ТА, 1990, 12 /, 64 с.; ÇХ, 1998, 13 /, 1 с.); кăмăл-сипет ыйтăвĕсем (Т-ш, 16.10.1991; ХШ, 1997, 5—6 /, 100 с.); кăмăл-сипет тĕреклĕхĕ, кăмăл-сипет пуянлăхĕ, кăмăл-сипет никĕсĕ (Х-р, 23.03.1993, 3 с.); кăмăл-сипет сучĕ (Г.Федоров, 1996, 112 с.); кăмăл-сипет принципĕсем (Х-р, 23.01.2001, 2 с.).

кукка

п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕкпачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с. — палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).

панкавлăх

ç.с. Тăрпалтайла-ансухла хăтланни; мăкалăх, тăмсайлăх. Тĕрĕс сăмаха, ырă ĕçсене мухтат-пăр; нĕрсĕрлĕхе, панккавлăха сивлетпĕр. В.Никитин //КЯ, 5.03.1988, 3 с. Çирĕмре чухнех панкавлăх палăрсан, темĕн, ăс кĕрес çук пулĕ ватăлсан. В.Ахун //Х-р, 11.03.1997, 4 с.

панккавлăх

ç.с. Тăрпалтайла-ансухла хăтланни; мăкалăх, тăмсайлăх. Тĕрĕс сăмаха, ырă ĕçсене мухтат-пăр; нĕрсĕрлĕхе, панккавлăха сивлетпĕр. В.Никитин //КЯ, 5.03.1988, 3 с. Çирĕмре чухнех панкавлăх палăрсан, темĕн, ăс кĕрес çук пулĕ ватăлсан. В.Ахун //Х-р, 11.03.1997, 4 с.

паянлăх

п.с. Хальхи вăхăт, хальхи самана; паянхи пурнăç. Паянлăхра ман чунăм варкăшать. А.Петтоки, 1936, 15 с. Хăй аваллăхра чакаланнăран паянлăха такамран та лайăхрах пĕлетĕп тесе шутлать. А.Емельянов, 1975, 255 с. Сăвăç [Çеçпĕл] шавах ырă вăхăт килессе шанать, ăна ыранлăхра кĕтет. Паянлăхра телей тупаймасть вăл. Г.Федоров, 1996, 29 с. — паянлăхран малашлăха (Н.Ишентей, 1997, 62 с.); аваллăхран паянлăха (ЧТАП, 2002, хупл.).

питлевçĕ

п.с. Тиркекен, сивлесе тăрăхлакан çын; сатирик. Халăх поэчĕ çакăн йышши шăлсăр питлевçĕсемпе тĕнкĕл-тĕнкĕл такмакçăсене хăюллăрах пулма чĕнсе ... çырнăччĕ. Ю.Артемьев, 1984, 92 с. Тĕнче литературин хутлăхĕсенче тиркевçĕ-питлевçĕсемпе хĕрхи вĕрентӳçĕсем вырăнне ырă сунăмлă тĕпчевçĕсем йышăннă имĕш. В.Энтип //Я-в, 1991, 12 /, 26 с.

питьен

п.с. Мал ен, пиччĕн; курăмлă ен, ырă ен. Мĕншĕн-ха эсĕ [пурнăç] вĕçĕм-вĕçĕмех питьен кăна мар, хыçьен те. Хв.Агивер, 1980, 210 с. Поэт пурнăçĕн питьенне çеç çутатни çителĕксĕр. В.Эктел //Я-в, 1990, 5 /, 28 с.

ăшпиллĕ

, п.с. Ăшă кăмăллă, ырă чунлă, кăмăлçах чĕреллĕ. Унăн кăмăлĕ çав тери ырă, чĕри сар хĕвел пек ăшпиллĕ. Н.Мранькка, 1959, 172 с. Ăшпиллĕ, вашават çын асăмра. Ю.Си-лэм, 1989, 73 с. Ăшпиллĕ, хаваслă ... арçын. КЯ, 27.01.1989, 4 с. Ăшпиллĕ, кăмăллă хĕр сăнарĕ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Эп, сан пекех, ăшпиллĕ те тискер. А.Смолин //Х-р, 22.02.2000, 4 с. — ăшпиллĕ калаçу (К.Турхан, 1967, 14 с.; Ф.Муратов // Я-в, 1986, 10 /, 25 с.); ăшпиллĕ туйăм (К-н, 1986, 24 /, 3 с.); ăшпиллĕ тĕлпулу (Ç-т, 1995, 4—5 /, 30 с.); ăшпиллĕ тухтăрсем (Н.Ишентей, 1997, 8 с.); ăшпиллĕ самант, ăшпиллĕ сăмахсем (Я-в, 1999, 11—12 /, 5 с.; 9 с.); ăшпиллĕ преподаватель (АМХ, 2001, 7—8 /, 9 с.); ăшпиллĕ автор (С-р, 2002, 40 /, 4 с.). — танл., ăшă пиллĕ çын (Ашмарин, IV, 93 с.); ăшă пиллĕ Турă (Г. Юмарт //Я-в, 2000, 12 /, 3 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

евангели

Туррăн ырă хыпарĕ. Халĕ пирĕн çăлăнас тесен Туррăн евангелийĕ (ырă хыпарĕ) вĕрентнĕ пек пурăнас пулать <…> [Поучения 1904:8].

заповедь

Турă кĕнекинчи вунă япала çинчен пĕлтерекен сăмах; закон; Турă хушни; Турă йĕрки. Вунă япала çинчен пĕлтерекен сăмахсене (заповедьсене) Турă еврей халăхне Моисей пророк урлă Христос çураличчен 1615 çул малтан Синай тăвĕ çинче панă [Наставление 1896:21]; Турă хушнисене (заповедьсене) пĕлетĕн <…> [Господа 1898:105]; Турă йĕркисенчен (заповедьсенчен) пуринчен те чăн асли хăйшĕ тенĕ [Господа 1898:112]; Епле эпĕ аннем пиллĕхне, Туррăн аçуна, аннӳне хисепле, хăнах ырă пулĕ, çĕр çинчи ĕмĕрӳ вăрăм килĕ тесе хунă заповеде (закона) пурăнăçпа улăштарăп, епле эпĕ Турă законне пăсăп [Отец 1904:11].

йăван

ӳк. Вĕт, ырă çимĕç тăвакан йывăç та ватти çитсен йăванать (ӳкет), анчах вăл çухалмасть: ун тымарринчен е вăрринчен çĕнĕрен йывăç шăтса çитĕнет тата лайăхрах çимĕç тăвакан йывăç пулать [Поучения 1904:45].

кумăт

кунтă. Пĕр ырă кăмăллă çын хăйĕн ачине монастыре икĕ кумăт (кунтă) çиме леçсе пама хушнă [Избранные 1905:45].

март

пуш уйăхĕ. Пире пăхса усракан Турра çуратнă таса Хĕр Марияна ырă хыпар калани, пушă уйăхин (мартăн) 25 кунĕнче [Молитвенник 1896:24]; Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче II-мĕш Николай патшаран тухатăп тесе хăйшĕн те, ывăлĕшĕн те алă пусрĕ [Хыпар 1917, № 2:2].

мусульман пул

тутара тух. Пĕр ырă кăмăллă чăваш хĕрĕ мусульман пулса (тутара тухса) тутар ачине качча каясшăн пулнă [Хыпар 1906, № 12:187].

панихида

вилнĕ çынсене асăнмалăх кĕл туни. Гермогенъ Хозанды порь протопопъ священниксэнэ дэ чиньдэрзэ вузэмьбэ перьлэ обѣдни служить тузассын, тада Гурiйбэ Варсоновiй ячьзэмьбэ вильне сьынзанэ азынмаллых кйль (панихида) тузассын, Спасскiй монастырэ сяв’ архiерейзэнь тобык-патьнэ кайза бырзассын вулзанэ порь священниксэмьбэ посьсяпны [Жития 1874:26–27]; <…> вилнĕ пулсан (ашшĕ-амăшĕ. – Э.Ф.) вĕсене Турă леш тĕнчере ырă вырăн патăр, вĕсен çылăхĕсене каçартăр тесе кĕл тăвас пулать, килте те ирлĕ-каçлă кĕл тăвас пулать, чиркӳре те Турă çăкăри илсе кĕл тутарас пулать, хăш чухне вилнисемшĕн кĕл тăвакан кĕлĕ панихида тутарас пулать [Беседы 1898б:52–53].

пахча

сат. Пахча (сат) хуçи хăй картинче ларакан йывăç темĕнле тăрăшса пăхсан та ик-вĕç çул кĕтсен те çимĕç туманнине курса, анчах ырă йывăçсене лайăхрах çитĕнме, нумайтарах çимĕç тума чарса кансăрлесе ларнине курса калать <…> [Поучения 1904:45].

пророк

Христос Турă çĕр çине килессине малтан каласа хăварнă çынсем. Прор. – пророкъ – Христос Тора сирь-зинэ килэссынэ малдан калаза хварны синзэм [Сöлдалык 1873:5]; Пророксем вĕсем ырă, таса пурăнăçлă çынсем пулнă. Турă систернĕ тăрăх вĕсем ӳлĕм мĕн пулассине кала-кала кăтартнă, çынсене Турра ĕненсе тӳрĕ пурăнма вĕрентнĕ, этем тăвайми тĕрлĕ хăватсем тунă [Наставление 1896:56–57].

псаломщик

чиркӳре вуласа-юрласа пурăнакан çын. Тата Св. Димитрий пĕр чиркӳре вуласа-юрласа (псаломщик) пурăнакан çынна тӳрĕ пурнăç çине çавăрнă [Страдание 1897:11]; Агафопод ватă диакон пулнă, Феодул – вулакан (хальхи шутпа псаломщик) çамрăк ача пулнă; вĕсем иккĕшĕ те ырă пурăнăçлă, Турра юрăхлă çынсем пулнă [Избранные 1905:18].

рай

Христос патшалăхĕ; Адампа Ева пурăннă ырă, илемлĕ йывăç пахчи. Сутран кайран сăваплисем Христос патшалăхне (рая) кĕрĕç [Наставление 1896:139]; Пирвайхи çынсем Адампа Ева Турă умĕнче ырăлăхра пурăннă, вĕсем нихăçан та вилмеле мар пулнă, Турра юратса итлесе пурăннă, вĕсенĕн пурăнăçĕ Тура пит кăмăллă пулнă, вĕсене Турă пур ырăлăха та панă, вĕсене Вăл ырă, илемлĕ йăвăç пахчинче усранă, вăл йăвăç пахчине рай тенĕ [Беседы 1898а:41].

сăхлан

кĕвĕç. Çын ырă пурăнăçне (кĕвĕçместĕн-и?) сăхланмастăн-и? [Требник 1886:56].

таса ангел

ырă сывлăш. Курăнми тĕнчере те çавăн пекех темĕн чухлĕ нумай сывлăшсем тăраççĕ; унта та тĕрлĕ-тĕрлĕ сывлăшсем пур: ыррисем те, усаллисем те. Ырă сывлăшсене таса ангелсем теççĕ, усал сывлăшсене шуйтансем теççĕ [О святых 1892:3].

чăтуллă

тӳсĕмлĕ. Эсир Христос тĕнлĕ ырă кĕтӳçĕсем пулăр, йăваш çынсем, чăтуллă (тӳсĕмлĕ) çынсем пулăр, пĕр-пĕрне, ял-йыша юратса пурăнăр, выльăха-чĕрлĕхе те кăмăлтан юратса хĕрхенсе çӳрĕр [Поучения 1904:36].

шуйтан

(хальхилле шуйттан) усал сывлăш, Турă тăшманĕ. Ырă сывлăшсене таса ангелсем теççĕ, усал сывлăшсене шуйтансем теççĕ [О святых 1892:3]; Çапла усала тухнă ангелсене шуйтансем, усал сывлăшсем теççĕ. Чи аслă шуйтана вырăсла сатана тата дьявол теççĕ, вăл чăвашла элеклекен, астаракан, улталакан тени пулать [О святых 1892:19]; Шуйтан вăл усал сывлăш. Турă вăл сывлăша ырăлăхлă, çутă пултарнă, анчах вăл кайран мăн кăмăлланса ытти хăйне пăхăнса тăракан сывлăшсемпе Турра хирĕç тăнă; çавăншăн ăна вара Турă ытти пăтраннă ангелсемпе пĕрле пĕлĕт çинчен хăваласа антарнă, çавăнтан вара вĕсем тĕттĕмленсе усал сывлăш пулнă, Турă тăшманĕсем пулнă [Объяснительные 1903:13–14].

шыва кĕр

тĕне кĕр. Этем шыва (тĕне) кĕрсенех Турă ăна ырă, ӳтсĕр ангелне парать, çав ангел вара этем виличченех унпа пĕрле çӳрет, час-часах ăна тĕрлĕ инкекрен курăнми хăтарать <…> [Объяснительные 1903:49].

çĕлĕк

калпак. Çамрăк ачасене çĕнĕ çĕлĕк (калпак) е çĕнĕ атă илсе парас вырăнне ырă кĕнекесем илсе пани авантарах пулĕччĕ [Хыпар 1906, № 10:152].

Çавăн пекех пăхăр:

ынатлăн ынатла ынатлан ыр « ырă » ырă кăмăллă ырăлăх ырăлан ырăлантар ырăлат

ырă
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150