(тура), крошить, резать на мелкие куски. Б. Нигыши. Йăттине вара уйранпа тураса çитара пуçланă. || В перен. см. Ст. Чек. Çиекен пĕлмест, туракан пĕлет. Есть легко, но припасти еды трудно. || Рубить. Зап. ВНО. Вăл аша вĕтĕ турама хăтланса, аллине касса пăрахнă. N. Çиленчĕ те, аллинчи пурттипе çукине туххăм тураса тăкрĕ. || Испилить. N. Пулене тураман, çуркам кăна каснă.
(тура), чесать. СПВВ. N. Самай тураса пĕтнĕ чух çӳçĕм пĕрчи çыхланчĕ N. Кăтра çӳçĕрсем вăрăмлансан, епле турăр ăна турапа. N. Ир пулчĕ. Эпĕ тăтăм. Ура сыртăм. Пит çурăм. Пуç турарăм. Янтик. † Кӳлтĕм тарантас, кӳлтĕм пар ут, çилхисене тураса. || Вычесывать (лен). N. Аслă пасар варринче туранă йĕтĕн виçеççĕ. || Выдирать. Альш. Хурчăка кайăк усал кайăк: хăйĕн мамăкне хăех турат-çке. || Собирать граблями, согребать. || О сохр. здор. Питне-куçне, кăкăрне сивĕ шывпа пĕрĕхсе (спрыснув водой) турас пулать.
(тура), гребень, гребешок, расческа. Трхбл. Кучĕ çурла, пуçĕ тура. (Автан). Пшкрт. Поç тори. В. Олг. Пуç тори. ||Гребень, чесалка, расческа для льна. Кн. для чтен. 175. Татянан аппăшĕсем йĕтĕне тура çине тăхăнтарнă та, çип арла пуçланă.
(тура), клеймо на срубленных деревьях. СПВВ. || Знаки на могильных камнях.
Çавăн пекех пăхăр:
турăш-тытрăш турăшăн турçӳрев турĕнче « тура » тура çурăмлă шыв калти Тура варĕ тура хурçи тура шыва аннă кун тура-пуç