совершать обряд и наговор для лечения «собачьей старости». Чеб. Ача чирлесен нумайĕшĕ нишлеççĕ; нишлеççĕ çапла: такана айне хораççĕ ачине, такана йĕри-тавра хораççĕ йĕтĕн-сӳс. Она чĕртеççĕ, вара нишлекен такана çине чикет косарпа, вăл калат: ниш, тох, тох! N. Ачана нишлени. Ачана такана çине хураççĕ те çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана виç хутчен чиксе кăлараççĕ. Унтан таканапа ачана йăтаççĕ те, картиш тăрăх йăтса çӳреççĕ. Пирвай пусмайне илсе кĕрет те, кала пуçлат: «Йытă-качака нишĕсем, чăх-чĕп нишĕсем, сысна нишĕсем, кушак нишĕсем — пурте тухтăр çак ачаран», тет. Унтан витене илсе каяççĕ, унта та калаççĕ: «Лашасем нишĕ пулĕ, вăлсем те тухчăр, тихасен нишĕсем — пурте тухчăр». Унтан картана илсе каяççĕ те, калаççĕ: «Ĕне нишĕсем, сурăх нишĕсем, путексен нишĕсем, пăрусен нишĕсем, пурте тухса вĕрен çине вĕçсе кайччăр», теççĕ карчăксем. Латыш. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Ib. Час-часах начар апатпа ик-виç çулхи пĕчĕк ачасем пит начарланаççĕ. Пĕчĕк ачан мăйĕ çинçелет, хырăмĕ пысăкланать. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи. Нишленĕ чуне пӳртре çăкăр пĕçереççĕ. Карчăкки ачана пикелет (= пиелет) те, çăкăр кĕреççи (= кĕреçи) çине хурса вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать çапла мăкăртатса: «Çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ тухтăр çак ачаран; кăмакана юлса çунса кайтăр вăл; хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе аялтан виç хут кăларать. «Таса ача çуралать», тет карчăкки. Тĕп сакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки. «Тĕп сакай ниш тĕп сакайне юлтар», тет. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать. Сӳсмен нишĕ тухтăр çак ачаран, тесе. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса, çапла каласа ларать: «Тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. — «Ача мĕнле нише кайнă ку?» тет евчи. — «Мучала нишне кайнă, мучала пек çемçелнĕ, мучала нишне кăларап-ха, тет карчăкки тирĕк мучалине сăтăрса. Евчи ыйтать: «Мĕн нишне кайнă?» — «Ача тăрна нишне кайнă та, ăна кăларап-ха, тет ачана тăрна тĕкпе сăтăрса. Ачан хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. «Такмак ниш тухтăр». Унтан евчи авсăн таканипе чăх, лаша, хур навусне илсе кĕрет. Карчăк ачана çав навус çине хурса авăсать, çапла каласа: «Чăх навусĕ, ху нишна ху исе кай, хур навусĕ, ху нишна ху исе кай, лаша навусĕ, ху нишна ху исе кай». Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать, хăй прехмай хуллен мăкăртатать. Пăртак тăрсан ачине илет те, кĕрĕкпе чӳркесе сак çине хурать. «Виç куçлă ие тухтăр, пусма айĕ ийи тухтăр, карта ийи тухтăр, кăмака ийи тухтăр, уй ийи тухтăр, вăрман ийи тухтăр»... тесе пит нумайччен ачана пилеш хуллипе çаптарать. Ачи пит макăрать. Карчăк ачана илнĕ чуне евчи ыйтать: «Ачаран нишисене, ийисене пурне те кăлартăн-а?» — «Йăлтах кăлартăм, пĕр ниш те юлмарĕ», тет карчăк. Унтан вăл курка çине шыв, кĕл, кăмрăк, тăвар ярса, алăк янаххи çинче ача пуçĕ йĕри-тавра виç хут çавăрать те, çав шывпа ачана çăват. Вара ачана тула исе тухать те, чӳрече витĕр амăшне тыттарать. «Таса ача парап сана, нишсем, иесем кайнă унтан», тесе. Амăшĕ илет те, шур кĕпе тăхантарать. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен кăрчăксем анчах пĕлнĕ. Халь пирĕн ялта пĕр карчăк пĕлет. Ман анне евчи пулнă çак ачана нишленĕ чуне, анчах карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет.
Çавăн пекех пăхăр:
нишлĕ нишлĕлĕх нишлĕлен нишлĕх « нишле » нишлен нишли ништа нишша нищать