1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) çиччĕмĕшĕ. 1990 çул, Авалхи Китай календарьне пăхсассăн, Лаша çулĕ ятлă. Тепĕр тĕрлĕ каласан, унăн палли — Лаша. ЯБ, 1990, 1 /, 61 с. Лаша çулĕ вăрăсене ăнăçу кӳмест. Х-р, 10.01.2002, 1 с.
— Вутлă Лаша çулĕ (ЯБ, 1990, 1 /, 63 с.).
2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Лаша çулĕнче) çуралнă çын. Çак çул Лашана тĕрлĕ çитĕнӳ валли вĕçсĕр-хĕрсĕр анлă майсем туса парать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Лашасем питĕ вăйлă юратса пăрахĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с.
3. П.п., спорт. Гимнастика хусканăвĕсем тумалли тĕревлĕ пăрăс. Нина «лаша» урлă сикессипе иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. ÇХ, 1999, 11 /, 12 с.
4. П.п., шӳтл. Ал туйи, патак. Кукамай кайма пуçтарăнчĕ, «Вĕт-шакăр, çавăтса килсемĕр манăн лашана». Н.Ишентей, 1997, 70 с.
— кукамайăн эрешлĕ лаши (А-а, 2002, 46 /, 3 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
лаччăн лаччăн кайăк лаш Лаш-Таяпи « лаша » лаша çĕри лаша çимилĕх лаша çӳрет лаша çыру лаша авăри