ç.с., иск. Пултарулăхра авангард (авангардизм) мелĕсене тĕпе хуракан, пурнăçа пач çĕнĕлле сăнласа паракан ӳнерçĕ (туп.) е çыравçă. Шухăшĕ-ĕненĕвĕпе вăл [Б.Чиндыков] — кĕретех авангардист,... ун ăс ирĕкĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерет, унăн эстетика тĕллевлĕхĕ ... хăнăхнă ăслайсене хирĕç-лет. Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 6—7 с. «Абстракционистсемпе» «авангардистсем» айкашни тарама кайрĕ, çĕршывăмăра та, урăх çĕре те тухаймарĕç вĕсем. Я-в, 1992, 9 /, 18 с. Карягина авангардист сасси, чăнах та, уçăмлă мар. Х-р, 3.09.1996, 4 с. Тĕп вырăнта вара [куравра] — 60-мĕш çулсенчи авангардистсен картинисем. ÇХ, 1997, 48 /, 8 с.
Çавăн пекех пăхăр:
авалхилле аван авангард авангардизм « авангардист » авангардный аванзал аванлăх аванлан аванлантар