интернацилĕх - Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
Икĕ томлă словаре 1985—2003 çулсенче пирĕн чĕлхере палăрнă çĕнĕ сăмахсемпе майлашусене, хăнăхнă сăмахсен çĕнĕ пĕлтерĕшĕсене, чĕрĕлнĕ сăмахсене тата чăваш литература чĕлхин чи тулли словарĕнче (Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982; 1985) палăртмасăр хăварнă сăмахсемпе пĕлтерĕшсен курăмлă тĕслĕхĕсене кĕртнĕ. Словарĕн тĕп пайĕ 1992—2003 çулсемпе çыхăннă.
Сăмах кĕнекине филологсемпе культурологсемшĕн тата хальхи хаçат-журнала лайăхрах ăнланас текен кашни çыншăн хатĕрленĕ.
Электронная версия предоставлена автором.
Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ
п.с. Мĕн пур халăхсен танлăхне, ирĕклĕхне тата килĕшӳлĕхне тĕпе хуракан идеологипе политика принципĕ; интернационализм, нацисен çураçулăхĕ. Культурăра нацилĕхпе интернацилĕхе аталантарасси [Пуçелĕк]. КЯ, 15.12.1988, 2 с. Хăвна çын тунă нацилĕхсĕр интернацилĕх те çук. Я-в, 1990, 7 /, 22 с. Интернацилĕх тенинче нацилĕх ăнлавăн тивĕçлĕ пайти, пĕлтерĕшĕ те пурах. Г.Федоров, 1996, 9 с. Интернацилĕх çынна çынлăх патне çĕкленме пулăшакан пусман чи çӳлти картлашки шутланать. Х-р, 28.02.1997, 4 с. — нацилĕхпе интернацилĕх диалектики (Ю.Артемьев, 1984, 29 с.); интернацилĕх политики (Я-в, 1990, 7 /, 22 с.).