Пăшăлти пăтти пĕçер - Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Электронлӑ версине тума хутшӑннӑ: Алина Иванова, Николай Плотников
Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ
Пăшăлти [пăшăл] пăтти пĕçер шептаться, шушукаться, секретничать.
Хĕрачасем кĕтессе пухăннă, пăшăлти пăтти пĕçереççĕ. Г. Луч. Сăмах çу пек юхнă хушăрах пине çитсе татăлса та кайнă, ялти пăшăлти пăтти пĕçерекен тăшмансен сăмаххисем çине те куçнă. Н. Шупуççынни. — Мĕн эсир пăшăл пăтти пĕçеретĕр? — чарăнсах тăчĕ маларах кайнă заведующи. А. Емельянов. Теприсем пур, командир сисмен самантпа усă курса, пăшăл пăтти пĕçерсе илме ĕлкĕреççĕ. В. Бурнаевский.